
Шурашкарта пурӑнакан 28 ҫулти мотоциклист хапха алӑкне пырса ҫапӑннӑ. «Сузуки» мотоцикл рулӗ умне ларнӑ чух ҫамрӑк арҫын мотошлем тӑхӑнман.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра пулнӑ. Мотоциклист Атӑлӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫыранӗнче вырнаҫнӑ яхтӑсен клубӗ патӗнчен иртнӗ. Малтан вӑл 24-ри Шупашкар хӗрӗ ҫине пырса кӗнӗ. Унтан мотоцикл ҫултан пӑрӑнса кайса хапха алӑкне пырса ҫапӑннӑ. Сурана пула мотоциклист та, унӑн пассажирӗ те (Мари Элти 26-ри хӗрарӑм) вырӑнтах вилнӗ. Сӑмах май, пассажир та мотошлем тӑхӑнман. Инкеке лекнӗ ҫуран ҫӳрекен ҫав териех аманман. Унӑн сывлӑхӗ аптӑрамасть тесе ӗнентернӗ тухтӑрсем.

Чӑваш Енре дача хыҫҫӑн дача кӗлленет. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра сад юлташлӑхӗсенчи 42 ҫурт ҫунса кайнӑ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм алхасма тытӑннин тӗп сӑлтавӗ чылай чухне — типӗ курӑк е ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне асӑрханманни. 42 дача ҫуннине пула вӗсен хуҫисем 5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пахчана типӗ курӑкран, тӑкӑннӑ ҫулҫӑсенчен, хӑвӑрт хыпса илекен ытти каяшран вӑхӑтра тасатса тӑма сӗнеҫҫӗ. Хуралтӑсен ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртмелле мар. Йӑлари каяша ҫунман материалтан хатӗрленӗ ятарлӑ контейнерта упрамалла тата вӑхӑтра турттарса каймалла.
Япӑх электропӑралук та инкек кӑтартать. Мӑрьене те хӑрӑмран тасатсах тӑмалла.

Испанире Ҫарпа сывлӑш ҫарӗсен самолечӗ персе аннӑ. Ҫакӑн пирки паян «Cadena SER» радиостанци пӗлтернӗ.
Бортра икӗ ҫын пулнӑ: пилот тата студент. Инкек вӑхӑтӗнче вӗсенчен самолета хӑшӗ тытса пынине пӗлмеҫҫӗ.
Вӗренӳ самолечӗ авиабазӑран инҫех мар персе аннӑ. Вӑл Сан-Хавьер ҫывӑхӗнче ӳкнӗ. «AGA» модельлӗ самолетсене пилотсене вӗрентнӗ чухне, вӗсем виҫҫӗмӗш курса ҫитсен, усӑ кураҫҫӗ иккен.
Сан-Хавьер мэрӗ радиостанцие пӗлтернӗ тӑрӑх, самолетра пулнӑ пилотпа инструктор учӗсене хальлӗхе тупман. Шырава ҫар ҫыннисен темиҫе теҫетке машини хутшӑннине, инкек вырӑнӗнче «Васкавлӑ пулӑшу» машини ӗҫленине пӗлтернӗ.
Ҫавӑн пекрех инкек темиҫе ҫул каялла Сербинче пулса иртнӗ. Ун чухне икӗ пилот вилнӗ.

Мотоблок темле пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт мар-ха. Апла пулин те ун умне ларнӑ чух асӑрхануллӑ пулмалла.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче мотоблокпа пыракан арҫын инкеке лекнӗ. Ун пирки ШӖМӗн Красноармейски районӗнчи полици уйрӑмне тухтӑрсем пӗлтернӗ. Васкавлӑ пуьюлӑшу уйрӑмне арҫын ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула лекнӗ.
Арҫын каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче «Шупашкар –.Сурски – Шӑпӑрлӑвар» ҫулпа пынӑ. «Нева» мотоблок прицеппа пулнӑ. Ҫул айккипе пыраканскерӗн транспорчӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умне лариччен кӑшт маларах эрех ӗҫнине арҫын тунман.
Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах _ /news/23063.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер:
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул-йӗр инспекторӗсенчен тарма хӑтланса пульницӑна лекнӗ.

Улатӑр районӗнче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ инкекре ГАЗель водителӗ вилнӗ.
Инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлӗнче пулнӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳрече тиенӗ ГАЗ машинӑна 51 ҫулти водитель тытса пынӑ. Вӑл Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗ енне ҫул тытнӑ. Тахӑш самантра машина ҫул айккине персе аннӑ. Инкек самантне асӑрханисем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй пыракан ҫултан машина кӗтмен ҫӗртен пӑрӑннӑ.
Инкек ҫухатупа вӗҫленнӗ. Водитель вырӑнтах вилнӗ. Сӑмах май каласан, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑннӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ инкек сӑлтавне палӑртассине пӗлтернӗ.

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах 19 сехет те 10 минутра пулнӑ. Богдан Хмельницкий тата Дементьев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта «Лада Приора» автомобиль водителӗ, 47 ҫулти арҫын, васкавлӑ пулӑшу машинине ҫул паман. Тухтӑрсен транспорчӗ чирлӗ ҫын патне ятарлӑ ҫутӑ ҫутса васканӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобиль водителӗ тата икӗ тухтӑр: 22-ри хӗрпе 25-ри каччӑ — аманнӑ.
Сӑмах май каласан, водительсене тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те урӑ пулнӑ. Васкавлӑ пулӑшу машинин 43 ҫулти водителӗ те каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби паян хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта автобуспа троллейбус ҫапӑннӑ. Инкек вырӑнне Катастрофа тата васкавлӑ пулӑшӑвӑн республикӑри центрӗн 5 бригади пырса ҫитнӗ. Пилӗк ҫын суранланнӑ. Ку хыпара ҫӗршыври тӗрлӗ МИХ сайтӗнче хыпарланӑ. Инкек Иван Яковлев проспектӗнче ирпе пулса иртнӗ.
Васкавлӑ пулӑшу паракансем пирки каласан, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи велосипедистпа пулӑшнӑ. Ӑна машина ҫапса хӑварнине 112 номерпе 20 сехет те 19 минутра хыпарланӑ. Инкек хыҫҫӑн 12 минутран бригада вырӑна васканӑ. Велосипедиста Шупашкара васкавлӑн илсе килнӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинине хирӗҫ анестезиологипе реанимаци бригади тухса кайнӑ. Унтан арҫынна Шупашкарти тухтӑрсем йышӑннӑ.

Раҫҫей турисчӗ канма кайсан вилнӗ. Бассейнра. Турцинчи Аланья хулинче. Инкек сӑлтавне право тытӑмӗн тӗпчевҫисем палӑртӗҫ.
Раҫҫейӗн ют ҫӗршыври пайтаҫисем вилене хамӑр ҫӗршыва епле илсе килесси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Анталья хулинчи тӗп консульствин пайтаҫи инкек эрнекун пулнӑ тесе пӗлтернӗ. «Эпир страхлакан компанипе тата право органӗсемпе ӗҫлетпӗр халь. Вилене Раҫҫее илсе кайма хутсем хатӗрлетпӗр», — тенӗ вӑл «Новости» Раҫҫей информаци агентствине.
Вилнӗ арҫын Сергей Жук ятлӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Екатеринбургри Сергей Цукрук турист тӑн ҫухатнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хурас тенӗ. Анчах арӑмӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Туристсене страхлакан компани арҫын пульницӑра сипленнине саплаштарма килӗшмен.

Етӗрне районӗнче ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ. Водитель, Турра шӗкӗр, шар курман.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер ирхи 7 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫалкасси ялӗ тӗлӗнче «LADA-Largus» автомобиль чӗрӗлсе илнӗ. Машина кивӗ те пулман. 2018 ҫулта кӑларнӑскер. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт юсавсӑр пулнӑ, ҫавна май вӑл ҫунма пуҫланӑ.
Шупашкарта вара урам варринче ларакан машина кӗлленнӗ. «ВАЗ-21113» автомобиль каҫхи 11 сехет тӗлӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл Ленинла Комсомол урамӗнчи 29-мӗш ҫурт умӗнчи парковкӑра ларнӑ. Инкек сӑлтавӗ машинӑн электричество оборудованийӗ юсавсӑрри тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 1099 хутчен алхаснӑ. Ун вӑхӑтӗнче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 50 миллион ытла тенкӗӗх пурлӑх пӗтнӗ.

Ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин чӑваш хӗрарӑмне чыслама йышӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх наградисене парасси ҫинчен калакан хушӑва вӑл утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсен министерстви ун пирки ӗнер хыпарланӑ.
Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑ ялӗнче пурӑнакан Надежда Мулгачева «За спасение погибавших» (чӑв. Вилекенсене ҫӑлнӑшӑн) медале тивӗҫнӗ.
Инкек 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ялти пӗр арҫын ача велосипедпа ярӑннӑ чух пӗвене кӗрсе ӳкнӗ. Ача пулӑшу ыйтса хытӑ кӑшкӑрнӑ. Лавккана ял хӗрарӑмӗсемпе кайма тухнӑ Надежда сасса илтсе шыва чӑмнӑ. Йышри хӗрарӑмсенчен ишме пӗлекенӗ те вӑл ҫеҫ пулнӑ. Пӗрре чӑмсах ачана тупайман. Володя вӑл вӑхӑта шыв тӗпне кая пуҫланӑ. Ҫапах та хӗрарӑм ачана вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
