(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен)
2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Горький ячӗпе хисепленекен МХАТ-ра А.Г. Дугин «Метафизика Синей Птицы» лекци вулать (14 лекцирен тӑракан «Онтология и антропология театра» ярӑмран). Ӑна 1905 ҫулта ҫырнӑ бельги ҫыравҫын тата философӗн Морис Метерлинкӑн «Сенкер Кайӑк» пьесине халалланӑ. «Пьесӑсен пьеси. Кайнисен тӗнчи пирки, ӗмӗр чӗрӗ архетипсен тӗнчи пирки, хӑватсен чӗмӗсем вӑранни пирки каланӑ тарӑнран тарӑн, философилле, неоплатоникла халай/сӑмах» («Пьеса пьес. Глубинное, философское, неоплатоническое послание о мире мертвых, о мире вечных архетипов, о пробуждении духов стихий». – Дугин А.Г. Формирование нашего сознания через русский театр. Студия «Аврора», 2020 г.).
«Вилнисем ҫук, вилӗм те ҫук», — тесе ӗненнӗ Метерлинк.
А.Г. Дугин лекцийӗнчен:
«Тильтильпе Митиль вилнисен тӗнчине ҫитеҫҫӗ. Ку вӑл шаман тӗнчен тӗрлӗ сийӗсене ҫул ҫӳренин классикӑлла пуҫламӑшӗ. Малтан ачасем аслашшӗпе асламӑшӗ пурӑнакан ҫӗре лекеҫҫӗ. Кунтах ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ пиччӗшӗ-шӑллӗсем, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсем.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ленинград тӑрӑхӗнчи Всеволожск районӗнчи Энколово ялӗнче йӑлана кӗнӗ тӗрлӗ халӑхсен хушшинче ирттерекен «Энколово туссене пуҫтарать» ятпа 6-мӗш хут фестиваль иртнӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Ленинград тӑрӑхӗнчи Чӑваш культура пӗрлешӗвӗ фестиваль программипе килӗшӳллӗн «Чӳклеме» уява ирттернӗ.
«Ленинград тӑрӑхӗнчи Туслӑх ҫурчӗ тӑванла халӑхсене пӗтӗҫтерсе тӑни, тӗрлӗ халӑх туслӑ, килӗштерсе пурӑнни паянхи уявӑн техӗмӗ пулнине ҫирӗплетсе хӑварчӗ», – тесе ҫырнӑ хыпарта.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи «Асамлӑ тӗрӗ» клуб ҫулла каннӑ хыҫҫӑн ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫӑннӑ. Чӑваш тӗррине вӗрентекен уроксем кӗҫнерникунсерен 18 сехетре пуҫланӗҫ. Пӗрремӗш заняти ҫак эрнере иртнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе паллашас, ӑна алла илес, хӑш ереш тата тӗс мӗне пӗлтернине ӑнланас тесен вулавӑша ҫул тытмалла. «Асамлӑ тӗрӗ» кружока 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна пуҫарма Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева (вӑл 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) халӑх ӑсти хутшӑннӑ.
Тутарстанри Нурлатра чӑваш туйӗ иртнӗ. Кристина тата Михаил Гавриловсем тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тесе ҫавӑн пек ирттерес тенӗ.
Мӑшӑра вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра Нурлат хулинчи канашӑн председателӗн ҫумӗ Владимир Кашкаров, саламланӑ. Вӑл ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнса пурӑнма, килти ҫӳп-ҫапа урама кӑлармалла маррине, аслисене хисеплемеллине вӗрентсе каланӑ.
«Ҫирӗп те телейлӗ ҫемье – нумай ачаллӑ ҫемье. Ҫиччӗ мар пулин те пилӗк ача та пулин пултӑр», – суннӑ вӑл.
Туя чӑваш ансамблӗсем те хутшӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Турцинчи телекуравсенчен пӗри чӑваш туйне кӑтартӗ.
«TRT BELGESEL» телеканал эфирӗнче «Потерянные силуэты Востока» документлӑ фильм кӑтартма палӑртса хунӑ.
«Hüseyin Kılıҫ» телеушкӑн Хусейн Кылыч продюсерпа чӑваш туйне ӳкернӗ. Хусейн Кылыч — «Göknil Duygulu» проект авторӗ тата режиссёрӗ. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Турцинчи телеканал ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра пулнӑ.
Кӑларӑма утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 21 сехетре кӑтартӗҫ. Телепередача ют ҫӗршыв ҫыннисене чӑваш культурипе тата йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах та тӗплӗнрех паллашма май парӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан хастар та укҫа-тенкӗллӗ ҫынсем хӑйсен шучӗпе кӗпер тунӑ.
Нимелле ӗҫе ялти Ҫӗнӗ урамра пурнӑҫланӑ. Тепӗр тесен, нимелле ӗҫ тӑвас йӑла чӑвашсен ӗлӗк-авалтан пулнӑ-ха. Хӑшӗсем ӑна паян та асра тытаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫал Республика кунне те ҫав чӗнӳпе ирттернӗ.
Карапаш ялӗнчи Ҫӗнӗ урамра кӗпер тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. «Хамӑр пурӑнакан вырӑншӑн хамӑрӑнах тӑрӑшмалла, пире мӗн нушалантарнине айккинчи ҫын пӗлес ҫук», — шухӑшпа Владислав Самойлов депутат тата вырӑнти хастарсем нимене тухнӑ. Ку ӗҫе арҫынсем икӗ кунта пурнӑҫланӑ.
«Ясна» этнокомплексра Турцири ТРТ патшалӑх телеканалӗн ӳкерӳ ушкӑнӗ тӑватӑ кун ӗҫленӗ. Вӗсем чӑваш туйӗ пирки документлӑ фильм ӳкересшӗн.
«Эткер» фолькор ансамблӗ тата этнокомплекс ӗҫченӗсем ют ҫӗршыв ҫыннисем валли ятарласа чӑваш наци туйне туса кӑтартнӑ. Тури чӑвашсен йӑли-йӗркине туллин кӑтартма ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева пулӑшнӑ.
Турци ҫыннисене хӗр тусӗсемпе сывпуллашнине, ашшӗ-амӑшӗ пил панине, ытти йӑлана кӑтартнӑ. Хӑнасене уйрӑмах «хӗр йӗрри» килӗшнӗ. Кӑларӑм режиссерӗ Хусейн Келич ӳкерӳ килӗшнине, ӑна Чӑваш Ен кӑмӑла кайнине палӑртнӑ.
Кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче эфира кӑларасшӑн. Ӑна «Ютуб» платформӑра та курма май пулӗ.
Пушкӑртстанри Якты Кул (вырӑсла ӑна Якты-Куль теҫҫӗ) ялӗнче пурӑнакансем тӗрлӗ уява хаваслӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Aznakaevo-rt.ru сайтра Лиза Нурлыева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхесен тата халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа музыка каҫӗ иртнӗ.
Уява хатӗрленсе вырӑнти ӑстасем ҫулталӑк элемне кӑтартакан ӳкерчӗксем тӗрленӗ. Якты Култи юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Сцена ҫинче тӗрлӗ халӑх юрри-кӗвви янӑранӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, тус-тӑванлӑн пурӑнаҫҫӗ, хӑна-вӗрле пухса пӗр-пӗринпе пӗр кӗрекере савӑнаҫҫӗ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем каччӑна чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса салтака ӑсатнӑ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхра чӑваш культурине аталантарас тесе йӗркеленӗ «Ентешлӗх» ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Фондӑн шурсухалӗн тата канашҫин Владислав Тимофеевӑн мӑнукне салтака илсе кайнӑ. Ҫамрӑка йӑхташӑмӑрсем хӑйсен туслӑ йышӗпе, чӑвашла йӑла-йӗркепе ӑсатнӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи ентешӗмӗрсем каччӑна хӗсмет вӑхӑтне лайӑх ирттерме, тивӗҫе таса кӑмӑлпа пурнӑҫлама, чӑн-чӑн арҫын пулса таврӑнма суннӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӗмпӗрте чӑвашсен уявӗ иртнӗ. «Акатуйран Чӳклеме таран» ят панӑскере онлайн мелпе йӗркеленӗ.
Ӑна пуҫаракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, наци уявӗ чӑвашсем мӗн авалтан ҫӗре юратса ӗҫленине, тӑван киле сума сунине, йӑла-йӗркене пӑхӑннине аса илтерет. Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче иртнӗ уява вӑлтӑрӑхри тата Чӑваш Енри чӑвашсем ҫеҫ мар, ытти тӑрӑхрисем те хутшӑннӑ.
«Акатуйран Чӳклеме таран» мероприяти 11 сехетре, чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем 12 сехетре, уяв концерчӗ 14 сехетре пуҫланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.