Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йӑхташсем

Чӑвашлӑх

Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине (хӑйсем ӑна вырӑсла «президент» теҫҫӗ) Геннадий Храмова Туслӑх орденӗпе чысланӑ.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Геннадий Храмов — Красноярск тӑрӑхӗнчи Халӑхсен ассамблейин пайташӗ те.

«Общество ӗҫӗнче хастар тата чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленишӗн» панӑ Туслӑх орденне пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ентешӗмӗр кӑкӑрӗ ҫине кӗпӗрнаттӑр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Усс ҫакса янӑ.

Геннадий Храмов ертсе пыракан чӑвашсен автономине регионти 25 пуҫламӑш организаци кӗрет иккен. Халӑх организацийӗсенчен вӑл облаҫри чи пысӑккисенчен пӗри пулнине Красноярск край кӗпӗрнаттӑрӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан управленийӗн пуҫлӑхӗ Роман Баринов кӑмӑлтан палӑртнӑ.

 

Раҫҫейре

Сирире пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче персе аннӑ «АН-26» самолетра пулнӑ, Самар облаҫӗнчи Анатьялта (вӑл — чӑваш ялӗ) ҫуралнӑ Владимир Еремеев генерал-майора пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пытарнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Владимир Вениаминович, аса илтерер, 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Малтан Суворов училищинче, кайран танк училищинче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑннӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.

Генерал-майора Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинчи Федерацин ҫар мемориалӗн ҫӑвине пытарнӑ. Унта «Сыны отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) юлташлӑхӑн Мускаври организацийӗн пайташӗсем, пурӗ 16 ҫын, хутшӑннӑ.

Вилнӗ хыҫҫӑн офицера Паттӑрлӑх орденӗпе чыслама йышӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх

Ыран Питӗр хулинче Иван Яковлева халалласа курав уҫӑлӗ. Аса илтерер, аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 170 ҫул ҫитӗ.

Питӗрти чӑвашсен пӗрлешӗвӗ, Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен культура обществи, Раҫҫейӗн наци вулавӑшӗ, Питӗрти национальноҫсен ҫурчӗ пӗрле пулса «Педагог и просветитель: к 170 – летию чувашского общественного деятеля Ивана Яковлевича Яковлева» (чӑв. Педагог тата ҫутта кӑларакан: чӑваш халӑхӗн хастарӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халаласа) курав йӗркеленӗ. Вӑл Питӗрти Мускав проспектӗнчи 165/2-мӗш ҫуртра 15 сехетре уҫӑлӗ. Куравра Чӑваш Ен ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Александр Федоров художник ӗҫӗпе те паллашма май килӗ.

 

Чӑвашлӑх

Халӑх пӗрлӗхӗн Чулхулари уявне унти чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Ӑна ҫӗршывӑн кашни регионӗнчех йӗркелӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Енри районсемпе хуласенче те уявламалла ӑна. Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре митинг-концерт иртмелле. Вӑл 11 сехетре пуҫланмалла.

Чулхулара Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе уяв 15 сехетре пуҫланмалла. Кун пирки унти чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Алина Артемьева пӗлтерет.

Аса илтерер, Чулхулари чӑвашсен культурӑпа наци автономине кӑҫал хваттер _/news/16633.html|уйӑрса панӑ__. Унччен автономин хӑйне ят ҫурт пулман. Чулхулари Автосавут районӗн администрацийӗ ентешӗмӗрсене хамӑр чӗлхене, йӑла-йӗркене аталантарма ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Октябрь проспектӗнче виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер панӑ, ӑна унти хастарсем хӑйсен вӑйӗпе юсанӑ.Центра юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономийӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ.

Инҫетри йӑхташӑмӑрсем автономин кӑҫалхи ӗҫне тишкернӗ май автономи президенчӗ Геннадий Храмов каласа кӑтартнине тимлесе ирттернӗ. Сакӑр уйӑхра епле ӗҫленине тишкернӗ май Красноярск чӑвашӗсем ҫӑмрӑксемпе тата ачасемпе ӗҫлессине вӑйлатма йышӑннӑ. Килес ҫулхи пирки те вӗсем халех шухӑшлаҫҫӗ: ӗҫ планӗ проектне пӑхса тухса ӗнерех ҫирӗплетнӗ.

Иккӗмӗш ыйтупа вара Чӑваш наци конгресӗн вуннӑмӗш, юбилейлӑ, сьездне делегатсем суйланӑ. Унта хутшӑнма В.Е. Разманова, О.В. Ровда, Г.И. Храмов тивӗҫ тесе йышӑннӑ.

Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ май ҫулталӑк вӗҫлениччен Раҫҫейӗ халӑх художникне, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникне Владимир Мешкова асра тытса астӑвӑм турнирӗ ирттерме йышӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх

Тӗмен хулинчи патшалӑх университечӗн Кӗпӗрнаттӑр залӗнче "Чуваши с симбирским характером" (Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем) документлӑ телефильм хӑтлавӗ иртнӗ.

Фильмӑн чи пирвайхи геройӗсем - Анат Тавда районӗнчи Пӗчӗк Хутор ялӗнче пурӑнакансем.

Хӑтлава Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти тата Кӑнтӑр Уралти чӑвашсен наци автономийӗсен пайташӗсем, Ҫӗпӗрти ӑсчахсем, студентсемпе вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Фильма сенкер экран ҫине кӑҫалхи раштав ҫуррисенче кӑларӗҫ.

Документлӑ картинӑна Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тата Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева телережиссер ӳкерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем Сургут, Нефтеюганск, Тобольск тата Тӗмен хулисене, вӑл тӑрӑхри Пӗчӗк Хутор, Канаш, Анат Тавда ялӗсене ҫитсе те курнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/512.html
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ