Чӑваш Енре «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» регионсем хушшинчи конкурса пӗтӗмлетнӗ.
«Ылтӑн алӑ» номинацире Етӗрне районӗнчи Наталия Иванова ҫӗнтернӗ, «Тӗпел хуҫи» номинацире — Ӗренпур облаҫӗнчи Надежда Сафронова, «Пултарулӑх ҫӑлкуҫӗнче» — Муркаш районӗнчи Светлана Иванова-Мерчен, «Эткер пирӗштийӗнче» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Людмила Герасимова, «Ӑс-хакӑл арчинче» — Красноармейски районӗнчи Любовь Платонова.
Гран-прие Патӑрьел районӗнчи Вероника Кузнецова ҫӗнсе илнӗ. Ӑна Чӑваш Енри санаторисенчен пӗринче канма путёвка панӑ. Унта вӑл мӑшӑрӗпе кайӗ.
Юпа уйӑхӗн 5-22-мӗшӗсенче аслӑ ҫулхи пурӗ 50 ҫын «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче 18 кун хушши тӳлевсӗр канӗ тата сывлӑха ҫирӗплетӗ.
Путевка илес тесен социаллӑ хӳтлӗх пайӗсене каймалла. Заявленисене вӑрҫӑ ҫулӗсенче тылта ӗҫленисен, ӗҫ ветеранӗсен, политика репрессийӗсене пула курнисемпе реабилитациленнисен, сусӑрсен, ӗҫлемен пенсионерсен ҫырса пама ирӗк пур.
Путевкӑсене илме унчченхи икӗ ҫулта канма кайманнисен юрать.
Заявление панӑ чухне тухтӑр сывлӑх тӑрӑмӗ ҫинчен ҫырса панӑ справкӑна та ыйтӗҫ. Полис, паспорт, ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма ирӗк паракан документ та ҫумра пулмалла.
Пирӗн ҫӗршывра килес ҫул епле канасси паллӑ. Уяв кунӗсем канмалли кунсене лекнӗ чухне кану кунӗсене урӑхларах палӑртаҫҫӗ. Ҫавна ҫӗршыв Правительствин шайӗнчех йышӑнаҫҫӗ.
2020 ҫул валли палӑртнӑ ҫӗнӗ календарьте ҫитес Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшччен канма йышӑннӑ. Ҫу уйӑхӗнчи уявсем икӗ пайран тӑрӗҫ. Пӗрре ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ-ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗсенче канӑпӑр, унтан тепре — ҫу уйӑхӗн 7-10-мӗшӗсенче.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче те канмалли кун пулӗ. Пуш уйӑхӑнӗче харӑсах виҫӗ кун: 6-8-мӗшӗсенче — кантарӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын Сочие канма кайсан аманнӑ.
Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Ҫав кун мӑшӑр тӑван ене таврӑнма палӑртнӑ. Унччен вӗсем Агура ту хушӑкӗнче курса ҫӳренӗ. Арҫын сукмак ҫинчен айккинелле пусса янӑ та ҫырманалла чӑмнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем патне арҫыннӑн арӑмӗ шӑнкӑравланӑ. Арҫын ту хысакӗнчен пӗр 15 метр таран аялалла персе аннине пӗлтернӗ. Унтан тепӗр ту хысакӗнчен йӑтӑнса аннӑ.
Хытах суранланнӑ 35 ҫулти арҫынна ҫӑлавҫӑсем альпинист хатӗрӗсемпе усӑ курса туртса кӑларнӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем те пырса ҫитнӗ. Аманнӑ туриста пульницӑна илсе айнӑ.
Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви Раҫҫейре канакансене хавхалантаракан программӑна вӗҫлессине пӗлтернӗ. Аса илтерер: кешбэк программипе турсене, пуйӑс-самолёт ҫине билетсене ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшччен туянма май пурччӗ, каярах ҫав вӑхӑта авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсрӗҫ. Анчах халӗ вӑл программӑна вӑхӑт ҫитичченех вӗҫлессине хыпарланӑ. Ҫакӑ программа валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ пӗтнипе ҫыхӑннӑ.
Кӑҫалхи 6 уйӑхра 1,6 миллион ытла турист хамӑр ҫӗршывра канса тӑкакланнине ятарлӑ программӑпа усӑ курса чакарма пултарнӑ. Кешбэка туризм отраслӗ кӑшӑлвируса пула йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ хыҫҫӑн пама тытӑннӑччӗ. Программӑна кайран татах тӑсрӗҫ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын кану базине иленнӗ. Анчах унта канма кайман вӑл, вӑрлама. Ҫын укҫи-тенкине тата ют пурлӑха пурӗ 300 пин ытла тенкӗлӗх вӑрланӑ арҫынна халӗ тытса чарнӑ.
Арҫын Шупашкарти Университет урамӗнчи кану базинче канакансене темиҫе хутчен те шар кӑтартнӑ. Вӑрӑ ӗҫӗпе ҫуллахи вӑхӑтра аппаланнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын уҫӑ чӳречесемпе балконсем витӗр кӗнӗ. Улӑхиччен номере сӑнанӑ, никам та ҫуккине ӑнланса илсен кӗнӗ. Хайхискер видеосӑнав камерисен тӗлне ҫакланнӑ.
Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ этем — 41 ҫулти арҫын. Унччен те судпа айӑпланнӑскер. Вӑрланине вӑл тунман. Ӑна кану базине 7 хутчен кӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын Геленджикра канас тенӗ. Краснодар крайӗнчи хулана тухса кайиччен вӑл уйрӑм ҫын ҫуртне броньленӗ. Ҫав ҫурт Хура тинӗс хӗрринче пулнӑ. Ҫуртшӑн каччӑ хакӑн пӗр пайне — 9 пин тенк — тӳлесе хунӑ.
Кавказ тӑрӑхӗнчи курорт хулине 24 ҫулти ҫамрӑк хӑйӗн ҫемйипе ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухса кайма ӗмӗтленнӗ. Анчах шухӑшланӑ пек пур чухне те пулса пымасть те, кӑштахран ҫула тухаймассине ӑнланса илнӗ. Ҫурт хуҫине укҫана каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ килӗшмен. Тарӑхнипе каччӑ ӗнер йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, Республика кунӗнче, Шупашкара шыв ҫийӗн ҫӳрекен «Валдай» карап килсе ҫитнӗ. Хӗрлӗ тата сарӑ шарсемпе капӑрлатнӑскере тӳре-шара тата хула ҫыннисем кӗтсе илнӗ.
Карап Шупашкартан Хусана ҫӳреме тытӑнӗ. Анчах, «Советская Чувашия» хаҫат Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, халех мар, кӑшт каярах. Регламентпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пӗр уйӑхран кая мар иртӗ. «Валдай» хальлӗхе Шупашкарти юханшыв порчӗн причалӗсенчен пӗринче ларӗ.
Каярахпа караппа туристсене Хусана турттарма тытӑнӗҫ. Ҫул укҫи 800 тенкӗ пулӗ. Хусана карап 3 сехетре илсе ҫитерӗ. Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка хулисенче малтанласа вӑл чарӑнмӗ, мӗншӗн тесен унта причалсене хатӗрлесе ҫитермен.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче эпир Раҫҫей кунне уявлӑпӑр. Ҫав кун шӑматкуна лекнӗрен уншӑн тунтикун канӑпӑр. Анчах тухтӑрсем яланхиллех хӑйсен графикӗпе ӗҫлӗҫ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.
Стационарта тата амбулаторисенче васкавлӑ тухтӑр пулӑшӑвне ҫӗртмен 12 тата 13-мӗшӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кӳрӗҫ. Тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 13 сехетчен шӑнкӑравламалла.
Тунтикун пульницӑсем шӑматкунхи ӗҫ графикӗпе йышӑнӗҫ. Вӗсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен ӗҫлӗҫ. Поликлиникӑри тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 12-ччен шӑнкӑравламалла.
Ырантан, ҫӗртмен 5-мӗшӗнчен, Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне юханшыв трамвайӗ ҫӳреме тытӑнӗ.
Шупашкарти юханшыв порчӗ юнашыв трамвайӗсене «Шупашкар – Сосновка – Шупашкар» тата «Шупашкар – Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа ҫӳретӗ.
Шупашкартан Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне трамвайсем 10:00, 12:30 тата 17:40 сехетре хускалӗҫ, унтан каялла – 10:30, 13:00 тата 18:10 сехетре. Шӑматкунпа вырсарникун 15 сехетре тепӗр рейс хушӑнӗ (ҫыранӑн тепӗр леш енчен унтан каялла 15:30 сехетре тапранӗ). Ҫанталӑк 20 градус ӑшӑран сивӗрех тата ҫумӑрлӑ пулсан рейссем пулмӗҫ.
Сосновкӑна трамвайсем канмалли кунсенче ҫеҫ ҫӳрӗҫ. Вӗсем 9:00, 13:00 тата 16:40 сехетре хускалӗҫ, каялла килме — 9:30, 13:30 тата 17:10 сехетре.
Аслисем валли билет хакӗ 85 тенкӗпе танлашӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасемшӗн – 42 тенкӗ, 5 ҫулчченхисем тӳлевсӗр ҫӳрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |