Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче черетлӗ чӑваш концерчӗ иртмелле — Трактор тӑвакансен культура керменӗнче юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе «Янра, чӑваш юрри» концертра паллаштарӗҫ. Пурне те унта йыхравлаҫҫӗ — вӑл 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Сӑмах май курма та итлеме килнисен хушшинче Айфон смартфон та выляттарӗҫ. Конкурс йӗркипе «Контактра» страницӑри ушкӑнра тӗплӗнрех паллашма пулать.
Концерта каяс кӑмӑллисем билета 89876655094 телефонпа шӑнкӑравласа туянма пултараҫҫӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, театрпа кинора вылякан Анатолий Гущин актерпа (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ) РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Леонид Черкесов тӗл пулнӑ.
Парламентари Фейсбкура ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш культурине Раҫҫейре сарас енӗпе темиҫе проекта сӳтсе явнӑ, питӗ кӑсӑклӑ сӗнӳсем пур».
Актера Леонид Черкесов пулӑшуҫипе Владимир Михеевпа РФ Патшалӑх Думине кӑтартса ҫӳренӗ. «Экскурси ирттерме, тӗрӗссипе каласан, йывӑр пулчӗ! Анатолий Александровича палласа илеҫҫӗ те автограф илме ӑнтӑлаҫҫӗ», — ҫырнӑ Леонид Черкесов.
Елена Рябцеван «Юман» фильмӗ Сербири куракана хӑратнӑ. Ҫакӑн пирки ТАСС информаци агентстви асӑннӑ ҫӗршывӑн кураканӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Сербинче кӗске метрлӑ фильмсен MikroFAF IX фестивалӗ пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, юнкун, уҫӑлнӑ. Виҫӗ кунлӑх фестивале йӗркелекенсем чӑн е символла кӗлеткене, чикке, решеткесемпе сӑнчӑра, этем ирӗклӗхе туртӑннине кӑтартас тенӗ.
Елена Рябцеван «Юман» фильмне кинофестивалӗн тӗп программи вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ. Сербири куракансенчен пӗри, Белграда Ядранка, ТАСС корреспондентне Павел Бушуева «Юман» фильмри мистика хӑратнипе чӗтретнине пӗлтернӗ.
Кӗске метражлӑ ӗҫсен фестивалӗ ыран, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хупӑнмалла. Кинофильмсене виҫӗ номинацире хаклӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче черетлӗ премьерӑна хатӗрленеҫҫӗ. «Аттила — халап ҫурални» балет лартассипе ӗҫлени ҫинчен театр директорӗ Валерий Клементьев, Данил Салимбаев балетмейстер, Валентин Федоров художник, Сергей Кисс музыка ертӳҫи тата дирижер-постановщик, Андрей Галкин композитор журналистсене пухсах каласа кӑтартнӑ.
Аттила кун-ҫулӗ пирки тӗплӗн татса калани ҫук. Хунсен патши пулнӑскер пиллӗкмӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫуралнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Аттилӑна халалланӑ балет тӗнчере халиччен пулман. Опера вара лартнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӗҫченӗсем истори кӗнекисене шӗкӗлченӗ, историксемпе калаҫнӑ.
Балет премьерине куракансене ӳнер учрежденийӗ юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йыхравлӗ.
Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ чӑваш ялӗ асӑннӑ тӑрӑхра чи хитре ял ятне илессишӗн тупӑшать. «Самое красивое село Республики Башкортостан» (чӑв. Пушкӑртстанри чи хитре ял) конкурса кӑҫал пуҫласа ирттерме йышӑннӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелесшӗн. Ӑмӑрту ирттерме кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пушкӑртстанри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн правленийӗ йышӑннӑ.
Ял пурнӑҫне хисепе хуракан, тӑван тавралӑха хаклама вӗрентекен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарма пулӑшакан конкурса 47 заявка ҫитнӗ. Конкурс комиссийӗ вӗсенчен 20-шне иккӗмӗш тура хутшӑнтарма йышӑннӑ. Халӗ bash.news/bst/konkurs/best_of_the_best_selo сайтра интерактивлӑ сасӑлав пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ун хыҫҫӑн 5 финалиста суйласа илӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра В.И. Чапаев ячӗллӗ музей комплексне юсаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, патшалӑх саккасӗсен сайтӗнчи информаци тӑрӑх кун валли 12 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш наци музейӗ ҫавӑн пекех музейпа юнашар ларакан ҫурта та тӗпрен юсаса ҫӗнетме шут тытнӑ. Вал ҫуртра Василий Иванович Чапаевӑн ачалӑхӗ иртнӗ. Патшалӑх саккасӗсен сайтӗнчи информаципе килӗшӳллӗн ӑна юсаса ҫӗнетме 3 миллиона яхӑн укҫа уйӑрнӑ пулать. Ку ӗҫе кӑҫалхи раштавӑн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Музей ҫуртӗнче ӗҫ тахҫанах хӗрӳ пырать. Ҫак кунсенче вара В.И. Чапаев ҫуралнӑ ҫурта та картапа картланӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ асӑрханӑ тӑрӑх хӳме тума рабочисем хӗрлӗ эрех тӗслӗ профнастилпа усӑ курнӑ. Карта валли унччен маларах усӑ курнӑ листасем кайни лайӑх курӑнать. Юсав ӗҫне тума ку, паллах, нихӑш енчен те чӑрмантармасть, анчах та хула ҫыннисемпе хӑнасен уйӑх хушши музей-ҫуртӑн ҫакнашкал сӑнне пӑхма тивни пӑшӑрхантарать.
Молдави радиоэфирӗнче чӑваш филологӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай пулнӑ. Ru.sputnik.md пӗлтернӗ тӑрӑх, Атнер Петрович чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ.
«Чӑвашсем — тӗрӗксенчен пуҫланса кайнӑ халӑх. Эпир Атӑлҫи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ, пирӗнпе юнашар мӑкшӑсем, ҫармӑссем пурӑннӑран чӗлхемӗрте финпа угор сӑмахӗсем йышлӑ. Пӗр вӑхӑтра чӑвашсене ту ҫинчи черемиссем тесе каланӑ. 18-19-мӗш ӗмӗрӗсенче пирӗн пирки темле ӑнланмалла мар халӑх тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, ытти тӗрӗк халӑхӗпе, калӑпӑр, тутарсемпе, казахсемпе, турккӑсемпе танлаштарсан чӑваш чӗлхи вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать», — каласа кӑтартнӑ чӑваш филологӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра 16-мӗш ӗмӗрте православи тӗнне йышӑнтарма пуҫланине, 19-мӗш ӗмӗрте православи кӗнекисене чӑвашла куҫарма, чиркӳре кӗлле чӑвашла ирттерме, шкулсенче чӑвашла вӗрентме тытӑнсан православи енӗпе ҫутта кӑларасси вӑй илнине пӗлтернӗ. Пирӗн хушӑмӑрта вырӑс хушамачӗллисем нумаййи ҫинчен те асӑнса хӑварнӑ.
Ӗнер К.В. Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 101-мӗш сезона уҫнӑ. Унччен темиҫе ҫул та чаршава «Ялта» драмӑпа уҫса хупатчӗҫ те ку йӑларан тинех пӑрӑннӑ. Ӗнер Александр Кӑлканӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Анисса» спектакле кӑтартнӑ.
Спектакль умӗн куракансем патне саламлӑ сӑмахпа тухнӑ театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев малашлӑх плансемпе паллаштарнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫсенчен вӑл кӑркӑс драматургӗн Мар Байджиевӑн «Шӑматкун каҫхине», кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кӑтартнӑ «Хӑлха ҫаккишӗн хӑлха чикки» спектакльсене аса илнӗ. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Владислав Николаевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ "Чуххӑм Ванькка авланать... Кай, кай, кай" камите кӑтартассине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлне юмах хатӗрлӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан 95 ҫулхине халалласа уяв иртӗ. Раштав уйӑхӗнче РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева 80 ҫулхине уявлӗ.
Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта наци тумӗсен «Чувашия многоликая» (чӑв. Нумай сӑнлӑ Чӑваш Ен) III фестивалӗ иртӗ. Меропрятие Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ йӗркелет. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртмелле.
Фестивале Чӑваш Енри паллӑ художник-модельерсем, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ этнографи тата фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ.
Подиумпа утакансем наци тумтирне театрализациленӗ спектакль евӗр кӑтартӗҫ.
Фестивале пуҫласа 2013 ҫулта ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти тӗллевӗ — чӑваш наци культурине упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшасси. Фестиваль юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланмалла.
Паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ залӗнче «Филипп Лукин – мастер песенной лирики» (чӑв. Филипп Лукин — юрӑ лирикин ӑсти) астӑвӑм каҫӗ иртмелле. Ӑна Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Филипп Миронович Лукина чӑвашсен профессилле музыкине пуҫараканӗсенчен тата аталантараканӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Пултаруллӑ музыкант, композитор, дирижер, общество ӗҫченӗ тата педагогӑн вӗренекенӗсем Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн музыка культурине илем кӳнӗ тесе пӗлтерет ЧР Культура министерстви.
Астӑвӑм каҫӗ паян Наци вулавӑшӗнчи 4-мӗш хутра 14 сехетре пуҫланать. Ҫитсе курас текенсене унта пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Юбилея халалласа ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинчи кану центрӗнче «Песней порадуем друзей» (чӑв. Юлташсене юрӑпа савӑнтарар) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсен фестивалӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.