Нумаях пулмасть Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Станислав Садальский Мускаври Новодевичье масарӗ ҫинче пулнӑ. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисткин Татьяна Самойловӑн вилтӑпри мӗнле лару-тӑрура пулнине курсан вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырнӑ.
— Ҫак вырӑс турӑшӗн куҫӗнче путма пулать. Ҫакӑн пек тахҫан Татьяна Самойлова пирки паллӑ Пабло Пикассо каланӑ. Паян вара актрисӑн вилтӑпри патне ҫитсен — намӑс. Пуян ҫӗршывра кунашкал асар-писер пулни намӑс. Пирӗн хӑрамалли фильмсем ӳкереҫҫӗ, миллионсем тӑкаклаҫҫӗ. Совет кинематографӗн ҫутӑ сӑнарӗн вилтӑпри ҫине хӑма та пулин ҫакаймаҫҫӗ. Сӑмах май, Татьяна Самойлова ӳкерӗннӗ фильмсене халӗ те туянаҫҫӗ, такам дивидентсене илет, — ҫырнӑ Станислав Садальский халӑх тетелӗнче.
Татьяна Самойлова — совет актриси. Паллӑ актриса Мускавра хӑй 80 ҫул тултарнӑ кун, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вилнӗ.
Шупашкарти Тӗп пасар умӗнче ҫӗнӗ палӑк лартасшӑн. Ӑна ҫынсем курса ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Темӗнле сӑлтава пула палӑка каялла илнӗ. Ӑна ҫитес вӑхӑтра вырӑна тавӑрӗҫ.
Палӑк — хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине сутакан кинемей. Ку палӑка тахҫанах лартма шухӑшланӑ-мӗн. Ӑна хатӗрлемешкӗн 2 уйӑх кирлӗ пулнӑ.
Палӑка пасара кӗнӗ ҫӗрте паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ. Ӑна ирхине ҫынсем курса юлнӑ. Каҫ енне вара вӑл таҫта ҫухалнӑ. Анчах ҫитес вӑхӑтра вӑл каялла таврӑнассине пӗлтереҫҫӗ.
Иртнӗ ӗмӗрте ҫак вырӑнта кинемейсем хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутнӑ. Ҫакна асра тытса палӑк лартма шухӑшланӑ та. Ӑна тимӗртен тунӑ, пӑхӑр сӑрӑпа сӑрланӑ. «Кинемей» 300 килограмм таять.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш халӑх ӳнерҫи Праски Витти 80 ҫул тултарчӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш Республикин халӑх художникӗн юбилейӗ ячӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви «Праски Витти. Живопись, эмаль, графика, монументальное искусство» альбом кун ҫути кӑтартнӑ. 500 тиражпа пичетленӗскере И.А. Улангин пухса хатӗрленӗ.
Альбома художникӑн тӗрлӗ ҫулхи ӗҫӗсене кӗртнӗ. Тӗрлӗ ярӑмри ӗҫсем хушшинче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленисем те, Ҫеҫпӗл поэзийӗ те тата ытти те пур.
Художникӑн альбома кӗртнӗ живопись, эмаль, графика иллюстрацийӗсенче тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗ сӑнланнӑ. Ӗҫсен ячӗсене чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ.
Сӑмах май, паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Праски Виттине халалланӑ курав хӑтлавӗ иртмелле. Унта ҫитес текенсене 15 сехете чӗнеҫҫӗ. Эпир маларах асӑннӑ альбомпа та унта паллаштарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи ҫак кунсенче аслӑ ҫулхисен «Чунпа ҫамрӑк» пултарулӑх конкурсӗ малалла пырать. Ӗнер Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Шӑмӑшра иртнӗ. Гала-концерт авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче пулӗ.
Маларах конкурс Янӑшра иртнӗ. Унтине вырӑнтисемсӗр пуҫне Чӑрӑшкасси, Ишек ял тӑрӑхӗсенчи ӳркенмен ватӑсем пуҫтарӑннӑ.
Ҫулне кура мар вӑр-варрисене хаклакан тӳресен йышӗнче Ростислав Данилов та пур. Хӑй вӑхӑтӗнче Росислав Васильевич Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, халӗ вӑл Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн районти уйрӑмне ертсе пырать. Тӳресен йышӗнче ҫавӑн пекех — Шупашкар районӗнчи клубсен тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ксения Виноградова, асӑннӑ тытӑмӑн пуҫлӑхӗн пултарулӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Ксения Леонтьева.
Чӑваш литературине туркменла, туркменлине чӑвашла куҫарасси пирки республикӑн Информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви хыпарлать.
Пӗр чӗлхерен теприне куҫарас шухӑш патне Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров ҫитнӗ. Кун пирки вӑл Туркменистанри «Дияр» литература журналӗн редакторӗпе Акмухаммет Хемидовпа калаҫса татӑлнӑ. Енсем Ашхабадра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери «Книга — путь сотрудничества и прогресса» (чӑв. Кӗнеке — килӗштерсе ӗҫлемелли тата аталанмалли ҫул) XI курав-ярмӑрккӑра тӗл пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенчи ҫав мероприятие Раҫҫейри тата Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен союзне кӗрекен ҫӗршывсенчи 50-а яхӑн организаци хутшӑннӑ. Вӗсем пурте издательство тата полиграфи ӗҫӗпе, кӗнеке кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ.
Голливудра ӳкернӗ «Звездные войны» (чӑв. Ҫӑлтӑр вӑрҫи) фильмӑн мӗнпур эпизодне якутла куҫарӗҫ. Кун пирки ЯСИА.ru пӗлтернӗ. YouTube сайтра 4-мӗш эпизод трейлерӗ халех пур.
Проект координаторӗ Георгий Антипин каланӑ тӑрӑх, куҫарӑвӑн тӗллевӗ — якут чӗлхипе калаҫакан аудиторие ҫав фильм жанрӗн культурипе ҫывӑхлатас тени. 4-мӗш эпизода раштав ҫуррисенелле куҫарса пӗтересшӗн.
Антипин ӗнентернӗ тӑрӑх, якутла трейлера ҫынсем кӑмӑлласа йышӑннипе пӗрлех хурлакансем те тупӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртессипе ҫине тӑракансем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем кашни комментариех пӑхса пыраҫҫӗ, пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртмелли пирки ҫавӑнпа та иккӗленмеҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, унччен Льюис Кэрроллӑн «Алиса в Стране чудес» юмахне алтайла куҫарнӑ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик клубӗнче авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?!» ятпа пысӑк концерт иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Ю. Железнова пӗлтернӗ тӑрӑх, «кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ халӑх ялти клуба васканӑ».
Концерта Мӑн Токшикри халӑх ятне тивӗҫнӗ «Тӑванлӑх» фольклор тата Тойкилтӗри «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗсем йӗркеленӗ. Программӑна «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ пуҫланӑ. Малалла концерта «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗ тӑснӑ. Вӑл хӑйӗн программине «Чунӑмри чечек» ятпа йӗркеленӗ, ку ушкӑн репертуарӗнчи юрӑсем ытларах юрату ҫинчен пулнӑ.
Куракансен кашни юрӑҫа тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Юрӑҫсем вӗсене «телей, ӑнӑҫу, юрату, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул» суннӑ.
Уяв каҫне ертсе пыракан Ю. Евстафьева ертсе пынӑ.
Шӑматкун Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсем харӑс тӑрса юрланӑ. Конкурса республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем педагогсен хор ӳнерне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн зонӑри тапхӑрӗнче муниципалитетсенчи пӗрлештернӗ ушкӑнсем тупӑшнӑ.
Республикӑн кантӑр енчи районӗсенчи конкурсра Патӑрьел районӗнчи педагогсен пӗрлештернӗ хорӗ «Чи лайӑх хор» номинацире ҫӗнтернӗ, Елчӗк районӗнчи — «Наци йӑли-йӗркине упрасси» номинацире.
Репертуар анлӑ пулнӑ. Хорпа юрлама суйланӑ произведенисене вӗрентекенсен хорӗсем икӗ, виҫӗ сасӑпа янӑратнӑ. Лайӑх енчен палӑрнисен республикӑри конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пама тивнине кура репетицисем те тӑтӑшах ирттерӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче «Сорокин еткерӗсем» фестиваль иртнӗ. Ӑна йывӑҫран тӗрлӗ эреш касса кӑларнӑ Семен Сорокин ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале Чӑваш Ен ӑстисем те хутшӑннӑ.
Ӑстасем виҫӗ кунра виҫӗ метрлӑ йывӑҫран скульптурӑсем касса кӑларнӑ. Юмахри илемлӗ сӑнарсем пулса тухнӑ. «Хӑвӑрт касса кӑларасси» номинацире И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн доценчӗ Алексей Казаков ҫӗнтернӗ.
ЧППУ доценчӗ 45 минутра скульптура касса кӑларнӑ. Пахча валли кӳлепе касса кӑларасси енӗпе те ӑна ҫитекенни пулман.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти 5-мӗш гимназире технологи предметне вӗрентекен А.Г.Кошкин йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мӑкшӑ Республикин ӑсти йышӑннӑ.
Вӑрнар районӗнчи «Санар» фольклор ушкӑнӗ хӑйне хӳтте кӗме ыйтать. 2008 ҫулта Алина Евдокимова ертсе пынипе районти культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗскер паян 17 ҫынтан тӑрать. Фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем хӑйсене «Музыка земли» (чӑв. Ҫӗр музыки) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсра тӗрӗслесе пӑхасшӑн.
Вӑрнар район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ку проект ҫӗршывӑн концерт практикинче те пӗрремӗш хут, мӗншӗн тесен пӗр сцена ҫинче академи тата халӑх юрри пӗрлешет.
Фестивале РФ Культура министерстви йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Эксперт канашӗн шухӑшне те, тӗнче тетелӗнчисенне те тӗпе хурӗҫ.
«Санар» фольклор ушкӑншӑн ҫак каҫӑпа кӗрсе сасӑлама пулать. Сасӑлав вӗҫлениччен икӗ кун кӑна юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |