Тепӗр ҫынсен хушаматне калатӑн та вӑл кам пулнине, ӑҫта ӗҫленине асӑнма та кирлӗ мар. Шӑпах ҫавӑн пек тӗлӗнсе каймалла ятлӑ-сумлӑ ҫын вӑл Владимир Чекушкин.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ пулнисене асӑнса кайни тепӗр ҫынпа паллаштарнӑ чух пӗлтерӗшлӗ-ха. Владимир Чекушкин ҫинчен каланӑ чух халӑха ку ятсем ним тумах та кирлӗ мар. Ӑна ҫынсем хисеплӗ ятсемсӗрех юратаҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ. Унӑн «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юррине вӑтам тата аслӑ ӑрурисем кӑна мар, ҫамрӑкраххисем те пӗлеҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Хирти Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑскер хӑй ӗмӗрӗнче чӑваш халӑхӗн миҫе юррине шӑрантарман пулӗ! Унсӑр пуҫне миҫе халӑх чӗлхипе юрламан-ши вӑл?
Хӑйне чысланисене вӑл пурне те пӗр пек хисеплесе йышӑнать: пысӑк тӳре-шара аллинчен лекнӗ парне-и е вӗренекенӗсемпе пӗр ял ҫыннисенчен-и. Тен, ҫавӑнпа та юратать пулӗ ӑна халӑх. Мӗнех, вӗҫ, вӗҫ, куккук, тӑхӑрвунна ҫитиччен те; ҫӗртен те ирт, куккук.
Чӑваш музыка культури пысӑк ҫухату тӳсрӗ. 76 ҫула кайса Илья Романович Степанов композитор вилсе кайрӗ.
Композитор 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Кушкӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаллах хӑй тӗллӗн купӑспа тата баянпа калама вӗреннӗ. Кушкӑри тата Мӑн Шетмӗри шкулсенче пӗлӳ пухнӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн комсомол путевкипе Магнитогорск хулинче вӑй хунӑ, электросварщик профессине алла илнӗ, «Водоканал» организацире ӗҫленӗ. Уралта 6 ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн Ф. Лукин композитор чӗннипе Чӑваш Ене таврӑннӑ. Ҫӗрпӳ хулинчи Культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫин ӗҫне кӳлӗннӗ, хӗрсенчен хор йӗркеленӗ. Куҫӑмсӑр майпа пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Дипломлӑ пулса тӑрсан, Муркашри Культура ҫуртне ӗҫлеме куҫнӑ. Пилӗк ҫул тӑрӑшнӑ вӑл кунта: директор та, илемлӗх ертӳҫи те пулнӑ. Пысӑк хор чӑмӑртанӑ. Хӑйӗн ҫӗнӗ юррисене пичетленӗ. Чӑваш поэчӗсемпе — П. Ялкирпа, Ю. Сементерпе, Г. Беловпа, П. Голицинпа, В. Харитоновпа, Ю. Петров-Вирьялпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Чӑвашрадиопа, унти музыка передачисен редакторӗсемпе, хорта юрлакансемпе — А.
Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫӗрти ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк туса лартнине унтан иртен-ҫӳрен асӑрханах ӗнтӗ. Улӑмран ӑсталанӑ скульптурӑна пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Пӗр уйӑх каялла ҫав монумент ҫухалчӗ. «Палӑка хулана илем кӳрекенсем хурланӑ-тӑр», — тесе шухӑшласа иртнӗччӗ ӑна пуҫтарнине курсан.
Халӗ ҫав палӑк хӑй вырӑнне ҫӗнӗрен таврӑннӑ. Унчченхипе танлаштарсан улӑм кӳлепе малтанхинчен хитререх те, ҫӳллӗрех те. Ҫавна курах вӑл сумлӑрахх та курӑнать.
«Тата 1,5 метр ҫӳлелле ҫӗкленӗ, ик енчен тата скульптурӑсем пулаҫҫӗ, халь вӗсене тӑватап», — тесе ҫырнӑ ӗҫӗн авторӗ Фейсбукри хӑйӗн страницинче Андрей Молоков скульптор, Чӑваш Республикинчи художниксен союзӗн пайташӗ.
Палӑк ҫӳллӗшӗ ҫапла вара 6 метра яхӑн. Уйӑх ҫинчи пикепе юнашар пӗр енче унӑн каччи, Асан, пулӗ; тепӗр енче — Пинеслуна (Уйӑх ҫине лекнӗ хӗре ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшӗ.
Андрей Молоков скульптора пӗлекен Аҫтахар Плотников каланӑ тӑрӑх, ҫав ӑста — Шупашкарти Филармони ҫуртӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ улӑм лашасен авторӗ те.
Ҫак кунсенче Чӑваш радио корреспонденчӗ Иван Перов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки хӑйӗн страницинче Марина Карягина тележурналист пӗлтерет.
«Радиоитлекен 36 ҫул хушши унӑн сассине куллен илтсе тӑнӑран ӑна тӑван пек туйнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва вунӑ ҫул каяллах тухнӑ пулин те, канӑҫсӑр журналист илӗм-тилӗм, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман пуринчен малтан ӗҫе ҫитетчӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн хыпар кӑларӑмӗсем хатӗрлесе эфира кӑларнисӗр пуҫне «Здоровье», «Юхма енӗм — Патӑрьел», «Права потребителя», «Хамӑр ял» радиоярӑмсем ертсе пыратчӗ. Кашни самантра шӳтлемелли тупатчӗ, шӳчӗсене ҫийӗнчех сӑвӑлла кӗвӗлесе калама ӑстаччӗ...» — аса илет журналист пурнӑҫне Марина Карягина.
Журналистпа ыран, утӑн 22-мӗшӗнче, 11 сехетре «Ритуальные услуги» МУП ҫуртӗнче (Граждан урамӗ, 19 ҫурт) сывпуллашӗҫ.
Перов Иван Николаевич 1945 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Карачри вӑтам шкула пӗлӳ илнӗ. 1973 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи шкулсенче ачасене вӗрентнӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательстви Хуначи Кашкӑрӑн (Г.Н. Волков) «Юманпа хӗвел» очерксемпе юмахсен пуххине иккӗмӗш кӑларӑмпа пичетлесе кӑларчӗ. Кӗнекене алла илсен хӗрӗх ҫул каялла пулни куҫ умне тухса тӑчӗ.
1975 ҫулта Шупашкарта вӗренекен студентсем хушшинче тӗлӗнмелле хыпар ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сарӑлчӗ: «Геннадий Волков профессорӑн «Юманпа хӗвел» кӗнекине пуҫтарса илеҫҫӗ». Эпир «Студентсен хулинчен» инҫе мар вырнаҫнӑ кӗнеке лавккине чупрӑмӑр. Пире хирӗҫ Веня Павлов студент, Элӗк ачи, ҫиҫсе килет, хул хушшине кӗрен хуплашкаллӑ 5-6 кӗнеке хӗстернӗ хӑй. «Юлашкисене илсе ӗлкӗртӗм, эсир Ленин площадьне е «Политкнига» магазина васкӑр», — сӗнчӗ вӑл. Хыпкаланса ҫӳрени харама каймарӗ, ҫав кун пӗрер кӗнеке тупса таврӑнтӑмӑр.
Ун чухне ҫӗнӗ кӗнекесене «йӑнӑш» тупса пуҫтарса илесси йӑлараччӗ. Тепӗртакран Хӑветӗр Уярӑн «Писательпе паллашни» кӗнеки тухнӑ хыҫҫӑн шӑв-шав ҫӗкленчӗ, эпир каллех кӗнеке лавккине чупрӑмӑр.
«Чарнӑ» кӗнекесене эпир пӗр-пӗрне парса вулаттараттӑмӑр, унти «политика йӑнӑшӗсене» тарласа шыраттӑмӑр, тупсан вӗсем мӗне пӗлтерни пирки сиксе тавлашаттӑмӑр.
Атӑлҫи, Мускав, Минск тӑрӑхӗсенчи ӳнерҫӗсем черетлӗ хут Кокель плэнерне пухӑннӑ. Каҫалхипе плэнера 10-мӗш хут йӗркеленӗ. Яланхи пекех вӑл Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче иртет.
Плэнер икӗ эрнене тӑсӑлӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ӳнерҫӗсем хӑйсен ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче кӑтартӗҫ.
Вырӑнти шкул ачисем паллӑ ӳнерҫӗсенчен вӗренме пултараҫҫӗ. Турхан ялӗ чӑн-чӑн живопиҫ центрне ҫаврӑннӑ. Ӳнерҫӗсем илемлӗ вырӑнта алӑ хӑйех илемлӗ картина ҫырнине палӑртаҫҫӗ.
Кӑҫал ӳнерҫӗсем чӑваш халӑхӗн кӑмӑлне уҫса паракан постановка ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ. Акӑ Рамиль Мигранов картининче хӗр станок умӗнче ларать. Беларуҫ ӳнерҫи Владимир Чернышов Кокель плэнерне иккӗмӗш хут килнӗ. Йӗркелӳҫӗсем ӳнерҫӗсене плэнера икӗ хутчен ҫеҫ чӗнеҫҫӗ. Ара, унта чылай ӳнерҫӗн пулса курмалла-ҫке-ха.
Плэнера килекенсем Алексей Кокеле халалласа палӑк лартас шухӑшлӑ. Ӑна Шупашкарта вырнаҫтарасшӑн. Композицие Украинӑри скульптор Катиб Мамедов пурнӑҫланӑ. Йӑлтах — тӳлевсӗр. Композицире Кокель сак ҫинче ларса ӳкерет. Вӑл ялан ҫапла ӗҫленӗ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче кулаксем вӗлернӗ Гордей Пылина халалланӑ палӑка юсаса ҫӗнетнӗ.
Пылин Гордей Кириллович 1898 ҫулта Тулти Пӑртас (халь Пӑртас ялне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Шалти Пӑртас (вӑл та халь Пӑртас ялӗ шутланать) ял халӑхӗпе пӗрле икӗ ялта «Гигант» калхус йӗркеленнӗ. Чи малтанхи председателӗ пулма Гордей Кирилловича шанса панӑ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Пӑртас ял совечӗн председательне суйланӑ. 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Пӑртас ялӗнче, ирхи пухура патшалӑха ҫӑкӑр сутассине сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн таврӑнаканскере, пӑшалтан персе вӗлернӗ.
Пӗрремӗш председателе халалласа палӑка 1963 ҫулта туса лартнӑ. 1990-мӗш ҫулсенче тивӗҫлипе пӑхманнине кура вӑл юрӑхсӑра тухма тытӑннӑ. Палӑка ҫӗнетсе юсас шухӑшпа Пӑртас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Петров тухнӑ. Укҫа-тенкӗне хӑй, вырӑнти усламҫӑсем тата ял халӑхӗпе пӗрле пухнӑ. Палӑка юсас ӗҫе Алексей Егоров тунӑ, ӑна ял халӑхӗ те май ҫитнӗ таран пулӑшнӑ.
Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗ наци йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ. Туслӑ халӑх наци тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Уяв лапамӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ, наци апат-ҫимӗҫне тутанма сӗннӗ.
Чи малтанах Ҫӗнӗ кас, Кушкӑ кас, Кивӗ кас урамӗсенче пурӑнакансем юрласа утнӑ. Унтан уява сумлӑ хӑнасем салам сӑмахӗ каласа уҫнӑ.
Сцена ҫинче пысӑк концерт йӗркеленӗ. Халӑх чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи вӑйлисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ.
Юлашкинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Хӑнасем чи таса урама, чи пуян сӗтеле палӑртнӑ. Кушкӑ кассисене ҫитекенни пулман.
Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнчи халӑх уяв йӗркеленӗ. Ҫынсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса лапама васканӑ.
Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ, вӗри шӳрпе лартнӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Галина Васильева ертсе пынӑ. Хурапырсене саламлама Вӑрнар район пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Нурӑсри вӑтам шкул директорӗ Татьяна Ефимова, Юнтапари ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Петр Трифонов тата ытти хӑна ҫитнӗ.
Чи маттуррисене ял тӑрӑхӗн хисеп хучӗпе чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ Илья Степанов Хурапыр ял историйӗпе паллаштарнӑ.
Уява пухӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юра-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Утмӑлтурат» ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ пуҫласан, уяври ҫынсем пурте ура ҫине тӑнӑ. Ача-пӑча валли вара вылямалли лапам йӗркеленӗ.
Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Каркалар ялӗнчи Николай Краснов композитора халалласа уяв ирттернӗ. Районта пурӑнакансем ӑна чи малтанах такмак ӑсти пулнипе пӗлеҫҫӗ. Куракансем унӑн пултарулӑхне кӑмӑлласа йышӑннӑ. Юрӑсем те ҫырнӑ Николай Иванович. Пӗрремӗш юррине Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра ҫырнӑ. Купӑспа калама вара шкула кайичченех вӗреннӗ. Хӑй ӗмӗрӗнче мӗн чухлӗ сӑвӑ ҫырса юрра хывнине, такмак ҫырнине ас туман та Николай Иванович. «Шел пулин те, ытла та ир уйрӑлса кайрӗ пиртен Николай Иванович», — теҫҫӗ вырӑнтисем.
Уяв вӑхӑтӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ, Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗнчи «Салампи», Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем ял халӑхне тата пуҫтарӑннӑ хӑнасене Николай Красновӑн юррисемпе, такмакӗсемпе савӑнтарнӑ. Уяв малалла тӑсӑлнӑ май ытти композитор хывнӑ тӗрлӗ юрӑ шӑраннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |