Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин каллех кинопроектра ӳкерӗнет. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Анчах хальлӗхе Владимир мӗнле проекта хутшӑннине каламан, вӑрттӑнлӑхра хӑварнӑ. Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан вара Владимир ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлакан фильмра ӳкерӗннине тавҫӑрма пулать.

Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралса ӳснӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14723
 

Раҫҫейре

Раҫҫей Федерацийӗнче паян пӗрремӗш хут Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунне уявлаҫҫӗ.

Ку уяв чи ҫамрӑк уявсенчен пӗри — йӗркелессе ӑна кӑҫал ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Уяв кунӗ валли Расул Гамзатов ҫуралнӑ кунне суйланӑ.

Уява йӗркеленӗ май Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене упрасси тата вӗсене аталантарасси, патшалӑх енчен системӑллӑ пулӑшу парасси, ҫӗршывӑн чӗлхе уҫлӑхне пӗтӗмӗшле хӳтӗлесси питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине асӑннӑ.

Эпир те, Чӑваш халӑх сайчӗ, сире ҫак уявпа саламлатпӑр! Пирӗн чӑваш чӗлхи ытти чӗлхесемпе тан аталанса пытӑр тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр!

Тӗплӗнрех уяв ҫинчен РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

Сӑмах май, ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ 20 ҫул тултарчӗ. Икӗ уяв ҫумма ҫуммӑн пыни пирӗн халӑхшӑн питӗ аван пулӑм пулнине палӑртмалла.

 

Культура
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли черетлӗ сезона Андрей Эшпай (1925–2015) композитор суралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ концертпа уҫӗ. «Ты одна в моей судьбе» (чӑв. Манӑн шӑпамра эс пӗртен-пӗрре) концерта авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йыхравлаҫҫӗ.

Программӑра ӑстан «Прелюд памяти Е.К. Голубева», «Венгерские напевы», «Рефрен», «Праздничная увертюра», Увертюра и вальс из кинофильма «Звезда экрана», «Русская Босса-Нова», «Песня о криницах» тата ытти янӑрӗ.

 

Культура

Шупашкар округӗнчи Бичурин музейне юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта вырӑн та нумайланнӑ.

Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музея кӑҫал ҫуркунне ҫӗнетме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн унта хӑйне евӗр экспонатсене упрамалли ҫӗнӗ вырӑнсем тупӑннӑ. Сӑмах май, музейра хальхи вӑхӑтра 12 пин ытла экспонат упранать.

Палӑртса хӑварар: музея юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 12,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Культура
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакле кӑтартассине пӗлтернӗччӗ. Премьера ку уйӑхра пулӗ.

Спектакле авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Унӑн режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ: Григорий Петров тата Елизавета Казначеева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Красноармейски округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫӑлккӑра пурӑнакан ҫыравҫӑ Ордем Гали тата Татьянӑпа Александр Буинцевсем Трак ҫӗрӗн легендарлӑ сӑнарӗсене калӑпланӑ: Упи-Паттӑра, Бибараса тата Пайтул Искеева.

Ордем Галин коллекцинче – 700 ытла пукане, кашнине вӑл чунне парса ӑсталанӑ. Ҫыравҫӑ ача чухнех модельер пулма ӗмӗтленнӗ. Вӑл ӑсталанӑ пуканесен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем евӗррисем те пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15209
 

Культура
Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗчи Кӳкеҫре фольклор уявӗ иртнӗ. Вӑл ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пулнӑ.

Фольклор уявне Кӳкеҫ поселокӗн кунне палӑртнӑ май йӗркеленӗ. Унта Шупашкар тӑрӑхӗнчи фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнса пынӑ.

Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫуртӗнчи «Шупуҫ» фольклор коллективӗ те хутшӑннӑ. Коллектив ертӳҫи — Иван Васильев.

 

Культура
pravdapfo.ru сайтран илнӗ санӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ санӳкерчӗк

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн коллективӗ тесе алӑ пуснӑ ҫырӑва кӗскетсе пичетленӗ.

Ҫав ҫырӑва ӗненсен театр директорӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулма Андрей Попова лартнӑранпа театрта влаҫ сывлӑшӗ кӑна сисӗнет, театр пурнӑҫӗ сӳннӗ имӗш.

Ҫырура ҫырнӑ тӑрӑх, театртан пӗрне кӑларса яраҫҫӗ, теприне илеҫҫӗ, паха премьерӑсем те лартмаҫҫӗ.

 

Культура

Пирӗн ентеш Дмитрий Еремеев «Голос. Дети» проекта хутшӑнать. Ку – вокал конкурсӗ. Ӑна халӗ Мускавра хӗрсех ӳкереҫҫӗ.

Проект кӑҫалхипе вун иккӗмӗш сезонта иртет. Хальхинче наставниксен тивӗҫӗсене Аида Гарифуллина, Наталья Подольская, Дима Билан тата Владимир Пресняков пурнӑҫлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Креативлӑ индустри шкулӗ уҫӑлӗ. Унта республика Элтеперӗ, креативлӑ индустри енпе ӗҫлекен специалистсем, ашшӗ-амӑшӗпе ачисем хутшӑнӗҫ.

Шкулпа вулавӑш директорӗ Роза Лизакова паллаштарӗ. Хӑнасем виҫӗ студире пулса курӗҫ: дизайн, анимаци тата 3D-графика, фото-, видеопроизводство студийӗсенче.

Креативлӑ индустри шкулне «Придумано в России» (чӑв. Раҫҫейре шухӑшласа кӑларнӑ) федераци программипе килӗшӳллӗн уҫаҫҫӗ иккен. Укҫана Раҫҫейӗн тата республикӑн Культура министерствисем тата республика хыснинчен уйӑрса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, ... 500
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 07

1980
46
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
46
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть