Сӑмахӗ кунта Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш ялӗ» комитечӗ сӑнӳкерчӗксен куҫса ҫӳрекен куравне Патшалӑх Канашӗнче вырнаҫтарни пирки пырать-ха. «Ку куравра — Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем йӗркеленипе ирттернӗ Шупашкар районӗнчи Атӑлъялти ял уявне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем, ял халӑхӗ тӑван тавралӑха илем кӳрессишӗн тӑрӑшнӑ самантсем», — тесе пӗлтерет ЧНКн пресс-служби.
«Патшалӑх ӗҫне парӑнса ӗҫлекенсем коридорпа иртнӗ май чӑваш ялӗсем хальхи вӑхӑтра мӗнлерех аталанма пуҫланине курса ӗненччӗр», — курав тӗллевне ҫапларах уҫӑмлатать конгресӑн пресс-служби.
Курава уҫма «Чӑваш ялӗ» комитет ертӳҫи Эдуард Бахмисов, Шупашкар районӗнчи Атӑлъялти Сергейпа Елена Сорокинсем, асӑннӑ районти Леонид Фадеев таврапӗлӳҫӗ, Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев хутшӑннӑ.
Курава уҫма Патшалӑх Канашӗнче вӑй хуракансем те пуҫтарӑннӑ паллах. Ҫав йышра асӑннӑ органӑн Аппарат ертӳҫине Анатолий Ухтиярова, ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумне Игорь Кушева асӑннӑ.
Республикӑн саккун кӑларакан органӗнче тӗрлӗ курав унччен те иртнине унта ӗҫлекенсемпе пырса ҫӳрекенсем пӗлеҫҫӗ-ха.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче «Хӗрлӗ хапха» академи проекчӗн эстафетине Шупашкар йышӑннӑ. Чӑвашсем те Раҫҫей ӳнер академийӗ ирттернӗ пулӑма курса юлнӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн регионсем хушшинче «Юхӑма хирӗҫ» академи конкурсӗ иртнӗ. Суйлав комиссине 500 ытла ӳнерҫӗн 6000 ытла ӗҫӗ килнӗ. Вӗсене ӳнерӗн тӗрлӗ тӗсӗпе хатӗрленӗ.
Эксперт канашӗ тата жюри 27 финалиста палӑртнӑ. Вӗсем пурте диплома, премие тивӗҫӗҫ. Жюри пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫей ӳнер академийӗн живописҫи, графикӗ, ЧР халӑх ӳнерҫи, ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, К.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Н.П.Карачарсков И.Е.Репин академи премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
2014 ҫулта академи проектне Атӑлҫи федерацийӗнчи 12 регионти ӳнерҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн экспозицийӗнче 100 яхӑн ӳнерҫӗн ӗҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем — Хусантан, Сарӑтуран, Саранскран, Самартан, Тольяттирен, Ижевскран, Кировран, Пермьрен, Пензӑран, Шупашкартан, Чӗмпӗртен, Ӗпхӳрен, Чулхуларан, Мускавран, Питӗртен. «Юхӑма хирӗҫ» конкурса Чӑваш Енри 28 ӳнерҫӗ хутшӑннӑ, вӗсенчен 14-шӗ конкурс витӗр тухнӑ. Вӗсен ӗҫӗсене Ӳнер музейӗнче кӑтартӗҫ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Валерий Железняковӑн «Паралимпиецсем» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалланӑ.
Экспозицие авторӑн Мускаври «Без барьеров» фотоконкурса хутшӑннӑ сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Валерий Железняков каланӑ тӑрӑх, ӑмӑрту вӑй виҫнипе кӑна мар, спортсменӑн шалти туйӑмӗпе те ҫыхӑннӑ. Спортсмен финиш хыҫҫӑн хӑйӗнпе хӑй кӗрешет тейӗн.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалласа «Мир, доступный для всех» сӑнӳкерчӗксен куравӗ те уҫӑлнӑ. Ку проект ертӳҫи те — Валерий Железняков.
Шупашкарти ӳнер училищинче (техникумӗнче) вӗренекен Елена Блохинцевана «Маргарита» ҫӗнтерме пулӑшнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Мускавра хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери XVI курав-конкурсӗ пулнӑ. «Раҫҫейӗн ӳнер эрни» ят панӑскере тӗрлӗ категориллӗ художник хутшӑннӑ: «Профессионал», «Студент», «Юратакан». Курав искусствӑн тӗрлӗ енӗпе иртнӗ: классика живопиҫӗ, абстрактлӑ искусство, графика конкурсӗ, скульптура, фотографи тата ытти.
Ӳнер эрни вӑхӑтӗнче тӗрлӗ маҫтӑр-класс тата лекци иртнӗ. Художество куравӗ евӗр асӑннӑ мероприятие, сӑмах май, тӗнчери 16 ҫӗршывра ирттереҫҫӗ.
«Жанр композицийӗ» номинацире «Маргарита» композиципе маларах асӑннӑ училищере 3-мӗш курсра вӗренекен Елена Блохинцева ҫӗнтернӗ.
Республикӑра ҫемье пултарулӑхӗн «Ҫемье мастерскойӗ» конкурс-куравӗ иртмелле. Ӑна кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Декораципе ӗҫлев ӳнерне чӗртсе тӑратас, упраса хӑвара стата аталантарас, ӳнерӗн ҫав енӗпе аппаланакан пултаруллӑ ҫемьесене палӑртас тӗллевпе, ӳсекен ӑрӑва ҫав ӑсталӑхпа туслаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӳкӗн 15-мӗшӗнче Чутай районӗнчи культурӑпа кану центрӗнче зонӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав тата Етӗрне районӗсенчи пултаруллӑ ҫемьесем хутшӑннӑ.
Етӗрне районӗнчен унта икӗ ҫемье хутшӑннӑ. Пӗрисем — Етӗрне ял тӑрӑхне кӗрекен Мӑрсакассинчи Григорьевсем, теприсем — Урпаш ял тӑрӑхӗнчи Анатри Ирҫери Максимовсем.
Григорьевсен ҫемйи ҫыхма ӑста. Вӗсем мӗн кӑна ӑсталамаҫҫӗ-тӗр! Ҫак пултарулӑха вӗсем ламран лама парса пыраҫҫӗ. Курава кукамӑшӗн, Агреппина Тимофеевнан, унӑн хӗрӗн Ольга Анатольевнан тата мӑнукӗн Дарьян ӗҫӗсене тӑратнӑ.
Максимовсем тӗрлеме ӑста. Ҫак йӑла кукамӑшӗн амӑшӗнчен, Вера Спиридовнӑран, пуҫланса кайнӑ. Халӗ хӑй вӑл ҫук ӗнтӗ, анчах ҫамрӑк ӑру чун киленӗҫне малалла тӑснӑ. Унӑн хӗрӗ Роналия Марковна кайран хӑйӗн хӗрне Иринӑна, лешӗ хӑйӗн хӗрне Розӑна хӑнӑхтарнӑ.
Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Красноармейски районӗнчи краеведени музейӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа «Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчинче ӑсталаннӑ Трак ен ҫи-пуҫӗ» темӑпа ал ӑстисен куравӗ уҫӑлчӗ. Чаплӑ курав тесен те йӑнӑш пулмӗ. Курава тӑратнӑ кашни экспонат куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Асатте-асаннесен авалхи ҫи-пуҫӗнчен пуҫласа паянхи илемлӗ тумтир таранах паллашма пулать унта. Ҫавсене йӑлтах халӑх алли ӑсталанӑ, тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те.
Музей ӗҫченӗ Валентина Аркадьевна Тихонова Трак енри ал ӑстисемпе калаҫса, кашни япалишӗн яваплӑха хӑй ҫине илсе ҫак курава йӗркелеме пултарнӑ. Экспонатсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ вӑл: эстетика тӗлӗшӗнчен те паха, содержани енчен те пуян.
Йывӑҫран тӗрлӗ япала касса кӑларасси — тӗлӗнмелле ӗҫ. Ку ӗҫпе ӗлӗкех аппаланнӑ. Республикӑра халӗ те йывӑҫран касса кӑларакан ӑстасем пур. Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен Республикӑри культурӑпа халӑх пултарулӑх керменӗнче йывӑҫран касса кӑларакан ӑстасен «Йывӑҫран — тӗлӗнтермӗшсем» курав йӗркеленӗ.
Унта Етӗрне, Елчӗк, Йӗпреҫ, Комсомольски, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи, Шупашкар хулинчи ӑстасем хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе киленме май пулнӑ: ывӑс, пичке, чӳрече рами, алтӑр… Ӑстасем хӑйсен ӗҫӗсенче наци колоричӗпе, ял сюжечӗпе, халӑх юмахӗсемпе анлӑ усӑ курнӑ. Пӗр ӗҫе тумашкӑн вӑтамран 1 уйӑхран пуҫласа ҫулталӑк таранах кирлӗ-мӗн.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Петров та курава хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем куракансене кӑсӑклантарнӑ. Николай Петровича дипломпа чысланӑ.
Николай Петров йывӑҫран тӗрлӗ япала касса кӑларассипе чылай ҫул ӗҫлет, картинӑсем ӳкерет. Вӑл ҫакна ачасене урокра та вӗрентме тӑрӑшать.
Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче тропика лӗпӗшӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Нумаях пулмасть музейри инкубатортан куколкӑсенчен парусник Румянцева, Парусник лови, Идея Белая, Орнитоптера Золотистая лӗпӗшсем тухнӑ.
Музейра Тӗп тата Кӑнтӑр Африкӑри, Африкӑри, Азири, Австралири лӗпӗшсем те пур. Шупашкарти Олег Григорьев энтомолог вӗсене ятарлӑ фермӑран ҫырӑнса илнӗ, Мускав урлӑ музея илсе ҫитернӗ.
Лӗпӗшсен ҫывӑхранах сӑнама май пур. Вӗсем апельсинран, бананран сӗткен ӗҫнине курма пулать. Лӗпӗшсем пыл шывӗ те ӗҫеҫҫӗ. Вӗсем куракансем ҫине те вӗҫсе лараҫҫӗ.
Курав чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлет.
Сӑнсем (13)
Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗн йышӗнче Чвӑаш кӗнеке издательстви юпан 26-мӗшӗ–чӳкӗн 2-мӗшӗсенче Сербинче пулнӑ. Унта Белгородри 59-мӗш кӗнеке куравӗ ӗҫленӗ. Курава Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров хутшӑннӑ. Чӑвашсемсӗр пуҫне йышра мускавсем, питӗрсем, чулхуласем пулнӑ.
Пирӗн издательство кӗнекисем куравӑн пӗрремӗш кунхинех ҫынсене кӑсӑклантарнӑ-мӗн. Белградри Раҫҫейӗн ӑслӑлӑхпа культура центрӗнче пулнӑ чух унти университетӑн преподавателӗсемпе студенчӗсем, ҫыравҫӑсем наци ҫыравҫисемпе поэчӗсемпе кӑсӑкланнине кӑтартса панӑ. Вӗсем Геннадий Айхин «Собрания сочинений» томӗсемпе паллашнӑ, Петӗр Хусанкай пирки аса илнӗ.
Вырӑс ҫурчӗн вӗренӳ программисен пуҫлӑхӗ Илья Тяпкин Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути куракан ҫӗнӗ кӗнекесем пирки хӑйсен сайтӗнче пӗлтерсе тӑма шантарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров ун пек куравсем хӑнӑхнӑ ӗҫе ҫӗнӗлле хаклама май панине пӗлтернӗ. «Белый город» издательствӑпа, сӑмахран, ача-пӑча кӗнекисене чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарма калаҫса татӑлнӑ-мӗн.
Чӑваш наци музейӗнче ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ уҫӑлнӑ, унта фонд пуххинчи экспонатсене вырнаҫтарнӑ.
Курав виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗнче курма килнисем ҫак кайӑксем хӑйсен апатне епле шыранине пӗлме пултараҫҫӗ. Иккӗмеш пая «Хӗрлӗ кӗнекене» кӗртнӗ кайӑк тӗсӗсене вырнаҫтарнӑ. Виҫҫӗмӗш пайра вара Алексей Левашкин тунӑ сӑнсемпе паллашма май пур — ҫак маттур ҫын ҫӑткӑн кайӑксем валли йӑва туса хатӗрлет. Куравра вӗсен хӑш-пӗр тӗсӗсене курма пулать.
Куравра хальхи технологисене те манман — экспонатсемпе тӗплӗнрех QR-кодсемпе те паллашма пулать. Ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ хӑй чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.