Чӑваш кӗнеке издательствинче «Атте ҫути» автобиографилле роман пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тӗп сӑнарӗ — Анатолий Волков хирург. Кӗнекере вӑл ашшӗ хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле витӗм кӳнине уҫса панӑ.
Анатолий Никандрович Волков 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Медицина наукисен докторӗ, профессор.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пичет кӑларӑмне алла илсен Анатолий Волков Хусанти медицина институтне вӗренме кӗнӗ тапхӑрпа тата унӑн профессири кун-ҫулӗн малтанхи утӑмӗсемпе те паллашма пулать. Ҫӗнҫӗпӗрти медицина институтӗнче вӗреннӗ, Казахстанпа Шупашкарта ӗҫленӗ тапхӑрсене те тухтӑр ырӑпа аса илнӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Астрид Линдгренӑн «Леннебергӑри Эмиль мыскарисем» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма тишкерме пухӑннисенчен пӗри, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев, хӑй куҫӗпе курнӑ пӗр тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ.
Пӗррехинче вӑл Шупашкарти Пичет ҫуртӗнчи экскурсирен тухакан ачасене урамра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ. Пичет ҫуртӗнчисем вӗсене кӗнекесем парнеленӗ иккен. Пӗчӗкскерсенчен пӗри ун патне пырса: «~~Кӗнеке кирлӗ мар-и? Атту пӑрахӑп. Мана пӗрех кирлӗ мар~~», — тенӗ. Валерий Алексеев ҫав кӗнекене илсе юлнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, ыттисем хӑйсен аллинчи кӗнекесене сума сумасӑр пӗрин хыҫҫӑн тепри ывӑтса хӑварнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш юмахӗсене вырӑсла пичетленӗ. «Золотая сумка» ят панӑскере тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ та хитре юмахӗсем кӗнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене вырӑсла С.И. Шуртаков тата С.Г. Григорьев куҫарнӑ.
Чӑваш юмахӗсене вырӑсла вулакансем пурне те ҫавӑрса ҫапакан Туй-Тубалапа, Чеменпе, Эдиканпа тата Удиканпа, Ух старикпа (кӗнекере вӗсене пурне те вырӑслатса каланӑ паллах. — Т.Т.), Ҫил ачисемпе тата ытти паттӑрпа паллашӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене йӑлари юмахсене те кӗртнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ – 2000 экземпляр. Ӑна Виктор Бритвин художник ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ. Кӑларӑм редакторӗ – А.Г. Майорова.
Чӑваш кӗнеке издательствипе Мускаври «ДЕТИЗДАТ» тулли мар яваплӑ общество «Сыпӑкӑн вулатпӑр» ярӑмри кӗнекесене хатӗрленӗ. Вӑл — шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли. Кашни кӑларӑма пиншер экземпляр тиражпа пичетленӗ. Ҫӗнӗ ярӑм ашшӗ-амӑшӗ, ачасене вулама вӗрентекен педагогсем валли вырӑнлӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Елена Ермолован «Дельфин ҫурипе чарлан» юмахӗ хумпа выляма юратакан пӗчӗк дельфинпа паллаштарать. Пӗррехинче ӑна шурӑ чарлан хӗвел ҫутинче шыва кӗме сӗнет, вара ӗмӗт пурнӑҫланасса пӗлтерет. Ку хайлава Ольга Федорова чӑвашла куҫарнӑ, художникӗсем – А. Глебов тата И. Глебова.
Александр Фёдоров-Давыдовӑн «Ал арманӗ» чухӑн карчӑк-старикпа паллаштарать. Ӑна Ольга Иванова чӑвашла куҫарнӑ.
Редьярд Киплингӑн «Слон ҫурин хобочӗ мӗншӗн вӑрӑм» хайлавне те чӑвашла сыпӑкӑн вулама май пур. Константин Ушинскин «Ачасем вӑрмана кайни» — пӗр тӑван ачасемпе ҫинчен.
Якут Республикинче пурӑнакан калем ӑстисем Николай Ишентей ҫыравҫӑн «Ҫуралман ача сасси» поэмине якутла куҫарнӑ.
Илемлӗ литературӑна ӑнланакансем ҫак хайлава калама ҫук пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Унта хускатнӑ ыйтусен шутӗнче чӗлхе проблеми те пур.
Автор ҫуралайман ача сӑнарне пирӗшти шайне лартма пултарнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, пурнӑҫа хӳтӗлеме чӗнекен ҫак хайлав халӗ якутла та янӑрать.
«Авторӗ мифла сӑнарсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑран эпир «Ҫуралман ача сасси» поэмӑна хамӑрӑнни пекех йышӑнтӑмӑр», — тенӗ кӗнекене пичете хатӗрлекенсем.
Поэма куҫаруҫи — Николай Хангастай. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫакскер Александр Пушкинӑн халӑхра анлӑн сарӑлнӑ юмахӗсене, Омар Хаям, Уильям Шекспир сӑввисене, тӗнче литературин ытти чаплӑ хайлавне якутла куҫарнӑ.
Сӑмах май, Николай Ишентейӗн «Ҫуралман ача сасси» поэмине халиччен вырӑсла, ҫармӑсла, пушкӑртла, алтайла тата темиҫе чӗлхене те куҫарнӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче Александр Мясниковӑн «Ту леш енче ҫил макӑрать» кӗнекине тишкернӗ. Кун пирки вулавӑшӑн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ольга ҫырнӑ тӑрӑх, калаври тӗп сӑнар — Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Руслан Желудкин паттӑр пограничник. Вӑл 11 ҫула яхӑн Дагестанра хӗсметре пулнӑ. Шел пулин те, чӑваш каччи килне таврӑнайман. 2010 ҫулта Руслан паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Руслан Желудкин подполковника Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ... Вилнӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ вӑл ӑна.
Вулавӑш ӗҫченӗ ларӑва пограничниксем хутшӑнни уйрӑмах паха пулнине палӑртнӑ, ҫавӑншӑн вӑл вӗсене тав тунӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви азербайджан ҫыравҫин Ханымана Алибейлин «Эльхан – Чӑваш ҫӗршывӗнче» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унӑн сӑввисене чӑвашла Раиса Сарпи куҫарнӑ, кӗнеке редакторӗ — Ольга Федорова. Кун пирки Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ханымана Алибейли иртнӗ ӗмӗрте Чӑваш Енре пулса курнӑ, ун чухне вӑл кунти тавралӑхпа киленсе паллашнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫитсе курнӑ, ҫынсемпе калаҫнӑ. Ҫавӑн чухнех вӑл азербайджанла темиҫе сӑвӑ ҫырнӑ. Халӗ вӗсемпе тата кайран хайланисемпе чӑваш вулаканӗсем те паллашма пултараҫҫӗ.
Кӗскен каласан, кӗнекере азербайджан ачи Чӑваш Ене килсе курнине сӑнласа кӑтартнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш космонавт ҫуралнӑ ялта, Кӑкшӑм вӑрманӗнче, ытти тӑрӑхра пулса курать. Ҫавӑн пекех кӗнекене хӗвеллӗ Азербайджан ҫинчен хайланӑ сӑвӑсем те кӗнӗ.
Чӑваш Енри паллӑ блогер Андрей Федоров тӑван республика ҫинчен ӳкерчӗксемлӗ кӗнеке кӑларма ӗмӗтленет. Анчах вӑл ахаль кӑларӑм пулмӗ, блогер кӗнеки. Хӑйӗн шухӑш-ӗмӗчӗпе Андрей Федоров Фейсбукра паллаштарнӑ.
Блогер хӑйӗн пулас кӗнеки валли хальлӗхе ҫапларах ят шухӑшласа кӑларнӑ: «Чувашия глазами блогера» (чӑв. Чӑваш Ен блогер куҫӗпе).
Блогер Чӑваш Енпе ҫыхӑ кӑсӑклӑ проектсем тӗнче тетелӗнче хальхи вӑхӑтра темиҫе пуррине палӑртнӑ. Ҫавсен шутне вӑл Максим Ивановӑн «Одноэтажная Чувашия» (чӑв. Пӗр хутлӑ Чӑваш Ен), Данил Салиховӑн «ЧувЭксп», Алексей Заболотновӑн «#ПушкинвЧувашии» проекчӗсене, Александр Удиковпа Павел Шароновӑн, Илья Степановӑн районсем тӑрӑх ҫӳресе ӳкернӗ фотоотчечӗсене асӑннӑ.
Германири Висбаденра нумай пулмасть Клара Адягаши венгр тӗпчевҫин «Chuvash Historical Phonetics» (чӑв. Чӑваш историлле фонетики) кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Вӑл пурӗ 334 страницӑран тӑрать, унта 19 ӳкерчӗк тата 4 таблица кӗнӗ. Кӗнеке акӑлчанла тухнӑ. Лавккасенче ӑна 78 европа (~6000 тенкӗ) сутаҫҫӗ.
Чӑваш фонетикинчи историлле аталанӑвне тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе Клара Адягаши тӗрлӗ чӗлхесенче упранса юлнӑ чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ курнӑ. Венгрире пурӑнакан тӗпчевҫӗ хӑйӗн ӗҫне огур сӑмахӗсене, венгр чӗлхине пӑлхар чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсене тата авалхи пермь, вырӑс, ҫармӑс чӗлхисенчи сӑмахсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех арап, ҫӗнӗ перс, протопермь, авалхипе вӑтам вырӑс, китай, вӑтам монгол, авалхи ҫармӑс чӗлхисем чӑваш чӗлхипе мӗнле хутшӑнура пулнине кӑтартнӑ.
Клара Адягаши — Венгрире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи. Вӑл Андраш Рона-Таш академикӑн вӗренекенӗ шутланать. Кандидат тата доктор диссертацине вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе хӳтӗленӗ. Венгрири Дебрецен университетӗнче профессор пулса ӗҫлет.
Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнекене хӑтлӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хаклассине вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Анчах эпир кӗнеке авторӗн ятне темшӗн асӑрхаймарӑмӑр.
Кӗнекере Чаваш Республикин халӑх артисткин Полина Чамжаеван пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унтах — артисткӑн аса илӗвӗсемпе ҫырӑвӗсем. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенскер ҫак вӑхӑтра вуншар сӑнара калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ. Полина Чамжаева «Шупашкарти савни» спектакльте «Пиҫет палан, пиҫет пилеш, кӗр хӗрелет хӗрле...» тесе ҫепӗҫ сассипе юрланине театра ҫӳрекенсем паян та астӑваҫҫӗ.
Кӗнеке хӑтлавӗ кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |