Чӑваш кӗнеке издательствинче Лев Кадкин ача-пӑча ҫыравҫин черетлӗ кӗнеки пичетленнӗ.
Автора аслисем те, ачасем те юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ кӗнеке издательствинче. Литература конкурсӗсенче Лев Кадкин кӗнекисем темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ. 2009 тата 2015 ҫулсенче унӑн «Детство на гору спешит. Ҫунатлӑ ҫунашка» сӑвӑсен пуххи тата «Воробьиный юг. Ҫерҫи кӑнтӑрӗ» юмахӗ «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вулакан кӗнеке» конкурсра «Кӗҫӗн шкул ачисем валли ҫырнӑ чи лайӑх ача-пӑча кӗнеки» номинацире ҫӗнтернӗ. Авторӑн «Царевич Комаревич. Вӑрӑм тунасен ҫӗршывӗнче», «Ослиный мост. Ашак кӗперӗ» ятлисене те ачасем юратса вулаҫҫӗ-мӗн.
«Заячьи ботинки. Мулкач пушмакӗ» кӗнекене Лев Кадкин вырӑсла тата чӑвашла пичетленӗ. Сӑвӑсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ. Кӑларӑма Людмилы Лунц ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб вӗҫӗмех пухӑнать. Унта пуҫтарӑнакан хастарсем кашнинчех епле те пулин кӗнекене тишкереҫҫӗ. Клуб пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче, 18 сехетре, каллех пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсен Ольга Васильеван «Юхать ҫӑлкуҫ...» кӗнекине вуласа пымалла.
Кӗнеке кӑҫалхи ҫулла Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Автор хӑй те, сӑмах май, унта ӗҫлет.
«Юхать ҫӑлкуҫ…» кӗнекене повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке хуплашкине Канаш хулинчен 11 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Мӑкӑр кӗперӗпе капӑрлатнӑ. Ӑна Екатерина Васильева ӳкернӗ.
Кӗнекере ҫамрӑксен пурнӑҫне, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ чух вӗсен тӗрлӗ йывӑрлӑхпа куҫа куҫӑн тӑма тивнине тишкернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Владимир Кузьминӑн «Тымар» романӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗсем – Е.Ю. Ивановӑпа В.Н. Алексеев. 1000 тиражпа пичетленнӗ кӗнекене С.В. Гончаров художник илемлетнӗ.
Роман «Ҫӗр аннерен хакли ҫук», «Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ» тата «Телей уҫҫи ҫумрах» пайсенчен тӑрать иккен. «Унта чӑваш ялӗ, хресченӗн кун-ҫулӗ еплерех аталанса-улшӑнса пыни тӗп вырӑн йышӑнать. Ҫӗршыври улшӑнусем чӑваш ялӗнче те сисӗнмесӗр юлмаҫҫӗ, ялта ҫуралса ӳснӗ яш-кӗрӗм хуланалла талпӑнать. Хайлаври тӗп сӑнарсем – Салакайӑксен йӑхӗнчи ҫынсем», — пӗлтерет Ольга Федорова.
Романри ӗҫ-пуҫ иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче пуҫланать те 2017 ҫулта вӗҫленет. Тӗп тема — юрату.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче литература клубӗ малалла ӗҫлет.
Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ.
Ӑна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «клуб ларӑвӗсем ирӗклӗ калаҫу формипе иртеҫҫӗ, хутшӑнакансем суйласа илнӗ кӗнекесене тишкереҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑлне пӗлтереҫҫӗ, хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараҫҫӗ».
Чӑваш литературине юратакансем, хальхи вӑхӑтри ӗҫсемпе кӑсӑкланакансем тата вӗсемпе паллашсах тӑракансем Римма Прокопьеван «Сар хӗвел хӗрелсен» кӗнекине сӳтсе явма палӑртнӑ.
Кӗнеке ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен республикӑри конкурсӗнче 2017 ҫулта ҫӗнтернӗ. Ҫав укҫана ҫӗнӗ кӗнекене пичетлеме усӑ курнӑ. Ӑна сӳтсе явас текенсене «Варкӑш» клуба йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер саспаллисене Акатуя пухнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн уявне вӑл чӑваш алфавитӗнчи 37 саспаллине хутшӑнтарнӑ.
Сӑмахӑмӑр — Чӑваш кӗнеке издательствинчи кӗҫӗн классенче вӗренекен шкул ачисем валли пичетленнӗ «Йӑлӑмри Акатуй» кӗнеке пирки пырать.
Кӑларӑма кӗнеке-азбука евӗр хатӗрленӗ. Унта автор кашни саспаллипе сӑвӑ урлӑ паллаштарать. Акатуя пухӑннӑ саспаллисем чӑваш лексикин хӑйне евӗрлӗхне уҫса параҫҫӗ.
Юрий Сементерӗн «Йӑлӑмри Акатуй» азбука-кӗнекин пӗтӗмӗшле тиражӗ – 1000 экземпляр. Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӑларӑма хӑйне евӗр тесе палӑртаҫҫӗ. Унтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксемпе кӗнекене Петр Сергеев художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Иванова.
Чӑваш кӗнеке издательствинче, Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫӗнӗ хаваслӑх». «Нарспи» поэмӑна дизайн тата содержани енчен пачах ҫӗнӗлле, хальччен пулманла кӑларнӑ.
Кӑларӑмра К.В. Иванов поэтӑн, А.И. Миттов художникӑн пултарулӑхӗ, А.П. Хузанкайӑн чун хавхаланӑвӗ, Питер Франс куҫаруҫӑн ӑс-тӑнӗ пӗрлешнӗ. Ҫак шухӑша Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ.
Кӗнекене кӑвакрах тӗспе капӑрлатнӑ.
Юпа уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви Чӑваш Республикинчи Красноармейски район энциклопедине 1500 экземплярпа пичетлесе кӑларчӗ. 740 страницӑра Трак енри хуҫалӑхсемпе организацисем, предприятисемпе фирмӑсем, шкулсемпе ача пахчисем, историлле палӑксемпе ҫутҫанталӑкӑн палла вырӑнӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Тӗрлӗ тӗслӗ сӑнӳкерчӗксен тӑватӑ хушма кӑларӑмӗ район пурнӑҫӗпе анлӑ курӑмлӑ паллаштарать. Кунта 1640 паллӑ ҫыннӑн кӗске биографине вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен 870-шӗн сӑнӳкерчӗкӗ (портречӗ) пур.
Тиражран 75 экземплярӗ энциклопедие кӑларма хастар хутшӑннӑ юлташсене парнелӗх пулать, 25 экземплярӗ республикӑн библиотекисене каять. Сутлӑха 1400 экземпляр тухать, ҫавӑнпа энциклопедие илсе юлма васкамалла.
Энциклопедие районти тӗп вулавӑшра илме май пур, вӑл центрти бизнес-инкубатор ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Тел. 8-960-307-20-02.
Энцикопедин хӑтлавӗ чӳкӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта Наци вулавӑшӗнче иртет. Вӑл 13:00 сехетре таврапӗлӳ уйрӑмӗнче пулӗ. Кам та кам район историпе тата культурипе кӑсӑкланать тата энциклопеди туянасшӑн — унта пырса курма йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлевӑн «Аслӑ ҫул ҫине» асаилӗвӗ пичетленсе тухнӑ. Ольга Федорова редактор пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑсларан чӑвашла ӑна Владимир Степанов куҫарнӑ, ӳнерҫи – Светлана Бритвина, тиражӗ – 1000 экземпляр. Вӑл – Иван Яковлевӑн асаилӳсен иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗшӗ – «Ҫитӗннӗ вӑхӑт» – 2010 ҫулта пичетленнӗ, ӑна Геннадий Юмарт куҫарнӑ.
«Аслӑ ҫул ҫине» аса илӳсенче Иван Яковлев университетра вӗреннӗ тапхӑр пирки, Николай Ильминскийпе паллашни ҫинчен, Николай Иванович Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ чух епле пулӑшни пирки каласа панӑ.
«Куҫару ӗҫӗ» сыпӑкра Яковлев ҫак ӗҫе пуҫӑнас шухӑш епле ҫурални тата ҫак ӗҫри йывӑрлӑхсене асӑннӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ пирки те тӗплӗ каланӑ кӗнекере.
Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене палӑртнӑ. Вӗсене пичетлеме хыснаран укҫа уйӑрӗҫ. Виҫӗ ҫӗнтерӳҫӗ хушшинче 200 пин тенкӗ пайланӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 12 автор 14 алҫыру тӑратнӑ.
«Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» ята Александр Михайловӑн «Ҫулҫӳревҫӗ Уланкӑсем» ӗҫӗ тивӗҫнӗ. Ӑна 50 пин тенкӗ уйӑрӗҫ.
«Вӑтам шкул ҫулӗнчисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» — Сергей Павловӑн «Асамлӑ кӗпер», «Аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» — Галина Антонован (Матвееван) «Мӑшӑр ҫунат» алҫырусем. Сергей Павловпа Галина Антонована 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-алҫырусене килес ҫул пичетлӗҫ.
ЧӲК | 06 |
Кам-ха вӑл Елена Енькка?
Чернов Виктор Семёнович пур. Вӑрмар районӗнчи Шӑхальтен тухнӑ ҫын. Чӑваш культуринче те тарӑн суха касси тунӑскер. Вӑт ҫав ҫыннӑн хӗрӗ пулать те ӗнтӗ Елена Енькка.
Мӗнпе чапа тухнӑ-ха вӑл?
Икӗ кӑларӑмпа кун ҫути курнӑ "Повествование о чувашах" кӗнеке пур. Ҫавӑн авторӗ тата кӗнекене ӳкерчӗксемпе-карччынсемпе майлаштараканӗ — Елена Енькка.
Чӑвашсем ҫинчен ҫырса кӑтартакан кӗнеке. Йӑла-йӗрке, истори, хальхи тӑрӑм.
Кӗнекесем ҫырса кӑларас текенсем ҫук мар-ха ӗнтӗ. Асӑннӑ кӗнеке пирки мӗн калама пулать? Автор хӑй темӗнле акӑш-макӑш та асар-писер ҫӗнӗ япаласем тупса палӑртрӑм тесе каппайланмасть. Тӗрӗссипе унта пурте пӗлекен чӑнлавсемпе сӑнарлавсемех. Урӑхла каласан, хальччен ытти тӑнлӑ ҫынсем мӗн тупса палартнӑ, ҫавсене сӑпайлӑн та тирпейлӗн пӗлтерет пире Елена Енькка. Вӑт шӑпах ҫапла пулни ҫатӑрласа тытать те ӗнтӗ! Питӗ пысӑк ӑсталӑх кирлӗ кунта. Вӑл вара — пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |