Чӑваш Енре ҫитес ҫул наци кӗнекин фестивальне анлӑн ирттересшӗн. Кун пирки ӗнер республикӑн Информаци политикин, массӑллӑ коммуникацин министерствинче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларас енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвне Александр Иванов министр ертсе пынӑ.
Ларура тухса калаҫнӑ Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров хӑйсен ӗҫпе кӗскен паллаштарнӑ. Кӑҫал тухнӑ кӗнекесенчен вӑл тӗслӗх вырӑнне «Чувашская Республика. Книга памяти жертв политических репрессий, т. 3», «Братья Турхан: личности и время» (вӑл «Замечательные люди Чувашии» ярӑмпа пичетленнӗ), Николай Терентьевӑн суйласа илнӗ хайлавӗсене илсе кӑтартнӑ.
2017 ҫулхи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литературӑн тематика планне 45 кӗнеке кӗртнӗ, вӗсенчен 31-шӗ — чӑвашла.
Ара Мишши (Михаил Николаевич Краснов) Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятпа черетлӗ кӗнеке кӑларнине, унччен вӑл «Ҫамрӑк юланутҫӑ» кун ҫути кӑтартнине эпир ҫу уйӑхӗнче хыпарланине вулакансем, тен, астӑваҫҫӗ те пулӗ.
Ачасем валли кӗнеке ҫырма лариччен Михаил Краснов чылай ҫул Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ. «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятлине 500 экземплярпа кӑларнӑччӗ. Кӑларӑма чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ пилӗк калав кӗнӗччӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ларӑвӗнче йыша ҫӗнӗ пайташсем илес ыйтӑва та тишкернӗ. Ара Мишшине унта ҫыравҫӑсен ретне илме йышӑннӑ. Куншӑн питӗ савӑннине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Светлана Асамат Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви авӑн уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче Азербайджанӑн тӗп хулинче Бакура иртекен Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравне хутшӑнӗ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Кӗнеке куравӗн программине тӗплӗ хатӗрленӗ иккен. Унта тӗнчери тӗрлӗ издательство хӑйӗн кӗнекисемпе, ытти продукципе паллаштарӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем хӑйсен ҫӗнӗ кӗнекисене презентацилӗҫ, «ҫавра сӗтел» хушшинче кӗнеке кӑларассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Курав-ярмӑрккӑна тӗрлӗ ҫӗршыври 30 ытла издательство хутшӑнассине каласа хунӑ та ӗнтӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн кӗнекеҫӗсем хӑйсен ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе пирвайхи кунах паллаштарӗҫ. Вӗсен йышӗнче Юрий Ювенальевӑн, Елена Еньккан, Василий Каховскин, Зоя Трифоновӑн кӗнекисене, ытти кӑларӑма кӗртнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Федор Павлов (1892-1931) ҫыравҫӑ тата композитор ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Ҫав кунах унта ҫыравҫӑпа тата композиторпа паллаштаракан кӗнекесем тата сӑн ӳкерчӗксем урлӑ паллаштаракан «Итле купӑс мӗн калать...» курав уҫӑлӗ.
Федор Павлов 1892 ҫулта авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1907–1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. 1930 ҫулта вӑл Ленинградра Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ.
Федор Павловӑн юбилейне халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Михаил Кондратьев музыкҫӑ «Гора золотая…» Федор Павлов и его время» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнине, ӑна Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑтланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Мускаври «Наука» (чӑв. Ӑслӑлӑх) издательство ҫулталӑк вӗҫӗнче чӑваш ӑсчахӗсен монографийӗсенчен пухса хатӗрленӗ кӗнекене кӑларма пикенӗ. Вӑл «Чӑвашсем» ятпа вырӑсла кун ҫути курӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем ӑна темиҫе ҫул хушши ҫырнӑ. Ӑсчахсен ушкӑнне истори наукисен докторӗ Виталий Иванов ертсе пынӑ.
Кӗнекене вуласа мӗн ҫинчен пӗлме май пулӗ-ха? Тӗпрен илсен, унта чӑвашсен этника тата культура аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн этногенез тата этнодемографи лару-тӑрӑвне ҫутатнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш йӑли-йӗркине, хальхи культурине, ӗненӗвӗпе мифологине сӑнласа кӑтартнӑ. Кӗнекере культура тытӑмӗнчи профессионалсем ҫинчен те, наци кухнипе ҫи-пуҫӗ пирки те вуласа пӗлме май пулӗ.
Палӑртса хӑварар, пархатарлӑ проект епле пурнӑҫланнине Раҫҫейри Этнографипе антропологин наукӑпа тӗпчев институчӗ сӑнаса тӑрать.
Аркадий Павлович Айдак Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра колхоза 43 ҫул ертсе пынӑ. СССР халӑх депутачӗ (1989–1991), республикӑри Хресченсен союзӗн йӗркелӳҫисенчен пӗри тата унӑн ертӳҫи. Эколог, экспериментатор, реформатор, педагог, йышлӑ ҫемье пуҫӗ (мӑшӑрӗпе Людмила Андреевнӑпа 5 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ), чӑваш наци юхӑмӗн ӑс-хакӑл ҫул пуҫӗсенчен пӗри (Чӑваш наци конгресӗн йӗркелӳ комитечӗн тата Кӗҫӗн Канашӗн пайташӗ), Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа ытти нумай орден-медаль кавалерӗ…
Эпӗ чаплӑ ҫыннӑмӑр урӑх тӗнчене яланлӑхах кайнӑ хыҫҫӑнах (2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗ) кӗнеке кӑлармашкӑн материалсем пуҫтарма пуҫланӑччӗ. Шел, вӑхӑтра тытӑмласа-йӗркелесе ҫитереймерӗм. Ҫак кунсенче вара «АРКАДИЙ АЙДАК: РОМАНТИК, ПАССИОНАРИЙ, СОЗИДАТЕЛЬ» кӗнекен электрон кӑларӑмӗ кун ҫути курчӗ. Сире кӗнекен аннотацийӗпе тата ум сӑмахӗпе паллашма сӗнетӗп.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче республикӑра Аркадий Павлович ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тӗрлӗ мероприяти ирттерсе палӑртрӑмӑр.
Марина Карягина тележурналист, поэт, драматург авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ. Унта вӑл Мускавра кӑҫалхипе 30-мӗш хут иртекен пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравне кайнӑ. Курав вӑхӑтӗнчех Раҫҫейӗн наци литературин фестивалӗ иртет.
Ҫавна май унта пынисене Раҫҫей халӑхӗсен наци чӗлхипе ҫырнӑ ача-пӑча хайлавӗсен антологийӗпе паллаштарнӑ. Маларах хальхи вӑхӑтри сӑвӑсен антологине кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускаври «Хӗрлӗ лапам» кӗнеке фестивалӗнче «Антология современной поэзии народов России" кӗнекене хӑтланӑччӗ. Унта пирӗн республикӑран ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ Валерий Комиссаров тата Марина Карягина поэт, драматург, тележурналист хутшӑннӑччӗ.
Ача-пӑча валли хальхи вӑхӑтра ҫыракан авторсен пуххине чӑваш ҫыравҫисенчен Николай Ытарай, Ева Лисина, Анатолий Тимофеев, Раиса Сарпи тата Николай Ишентей хайлавӗсем кӗнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилова ҫыравҫӑн «Путешествие Пуси Югорской из Сибири в Эстонию» кӗнекине хӑтлӗҫ. Ҫӗпӗртен Эстоние ҫитнӗ кушак ҫинчен ҫырнӑ юмаха социаллӑ сатира шутне кӗртнӗ. Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ Ялтӑра чӑваш ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн чӑн ячӗ — Надежда Григоренко. Политехника техникумӗнче, каярах Ленинградри политехника институтӗнче вӗреннӗскер 1985 ҫултанпа Эстонире пурӑнать.
Ҫиччӗре чухне вырӑс интернатне лекнӗ пулин те тӑван чӗлхене манман. Кӗнекисене те ентешӗсем ҫинчен ҫырать. Хӑй калашле, малашне те пултарулӑхне вӗсене халалласшӑн.
Чӑваш Енре Эстони ҫыравҫи Раиса Сарпи, Альбина Юрату тата Валерий Туркай сӑвӑҫсемпе тӗл пуласшӑн. 2015 ҫулта Пушкӑртстан ҫӗрӗ ҫинче «Силпи» фестиваль иртнӗ чух ҫав чӑваш поэчӗсемпе паллашнӑ та вӗсем тӑван культурӑшӑн хыпса ҫуннине курнӑран килӗштернӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат 85 ҫул тултарчӗ. Уявне хаҫатҫӑсем кӗреке хушшине пуҫтарӑнсах хальлӗхе палӑртман-ха. Ӑна вӗсем, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кӗр мӑнтӑрӗпе уявласшӑн.
Шупашкар районӗн летопиҫне куллен кун ҫырса пыракан «Тӑван Ен» хаҫатӑн сакӑр теҫетке ҫул ҫурӑри кун-ҫулне тишкерсе Фадей Константинов таврапӗлӳҫӗ, хаҫатӑн хастар ялкорӗ кӗнеке кӑларнӑ. Хаҫатран виҫӗ ҫул ҫеҫ аслӑрах Фадей Константинович каланӑ тӑрӑх, материала пухма тӗрлӗ ҫӑлкуҫпа, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Пулӑшнисене автор ятран асӑнса кайнӑ.
«Тӑван Ене» сахал вӑхӑт ертсе пырсах хаҫат историйӗнче палӑрмалла ырӑ улшӑнусем кӗртнӗ тата кӗнекене пуянлатма пулӑшнӑ Борис Чиндыков драматург, поэт, куҫаруҫӑ, публицист та ҫӗнӗ кӗнекене хаваспах туяннӑ. Хӑйне валли кӑна мар, район хыпарҫине хӑй ертсе пынӑ вӑхӑтра пӗрле ӗҫленӗ Виктор Бычков дизайнер валли те. Шӑпах иккӗшӗ пӗр шухӑшлӑ пулса ун чухне хаҫатӑн сӑн-сӑпатне дизайнпа верстка тӗлӗшӗнчен пуҫӗпех ылмаштарнӑччӗ. Тӗслӗх вырӑнне вӗсем ют ҫӗршывра тухса тӑракан хаҫатсене те сахал мар тишкеретчӗҫ. Борис Чиндыков кӗнекене тӗлӗнмелле ӑслӑ та пултаруллӑ чӑваш ачине, Муркаш район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халь Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Виктор Бычкова парнелӗ.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк Ен ентешлӗхӗн пайташӗсем, республикӑри композиторсемпе ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсемпе культура ӗҫченӗсем Николай Карлин композитора тата поэта асӑннӑ. «Ҫичӗ чӳрече», «Юр тӑкӑнать», «Хӗвелҫаврӑнӑш» тата ытти чылай авторӗ вӑл.
Асӑну каҫне хутшӑннӑ чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер Николай Карлинпа пӗрле ӗҫленӗ самантсене кӑмӑллӑн та ӑшшӑн аса илнӗ. Калӑпласа ҫитернӗ «Суйлса илнисем» юлашки кӗнекине пичетрен тухнине те курайман композитор. Кӗнекене юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем, юмах, легенда, баллада тата поэмӑсем кӗнӗ. Асӑну каҫне пуҫтарӑннисем ку кӗнекене пысӑка хурса хакланӑ.
«Николай Карлин — чӑн чӑн профессиллӗ композитор. Мӗн чухлӗ баллада ҫырнӑ вӑл. Ку пысӑк жанрлӑ произведени шутланать. Унӑн кашни юрри — шедевр, халӑх юрри пек пулса кайнӑ»,— тенӗ Юрий Кудаков композитор.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |