РФ Патшалӑх Думини финанс рынокӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет председателӗ Анатолий Аксаков Тӗп банк пуҫлӑхне Эльвира Наибуллинӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине» парнеленӗ.
Кӗнекере – 328 страница, пӗлтӗр вӑл 1500 тенкӗ тӑнӑ.
Сӑмах май, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине 2022 ҫулта хӑтлӑлатнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче тӑван халӑхӑмӑр литературине кӑмӑллакансем тата ӑна ушкӑнпа пуҫтарӑнса сӳтсе явма вӑхӑт тата кӑмӑл пуррисем «Варкӑш» клубӗнче черетлӗ хутчен пуҫтарӑннӑ.
Вӗсем Владислав Николаевӑн «Маттурсем-хастарсем» кӗнекине авторпа пӗрле сӳтсе явнӑ.
Халах тетелӗнчи «Интересно о Чувашском» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, повесть пӗчӗк хулари пӗр шкулта 6-мӗш класра вӗренекен тӗлӗнмелле маттур та хастар ачасемпе паллаштарать-мӗн, вӗсем хула администрацийӗн пуҫлӑхне сӗнӳсем пама та хӑрамаҫҫӗ иккен.
Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш романӗ» иккӗмӗш литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи паллӑ. Кун пирки кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫулталӑка яхӑн пына. Ӗҫсене 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑннӑ.
Ххальхи чӑваш литературине тата пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсене аталантарас тӗллевпе ирттерекен конкурсра Ангелина Павловская паллӑ ҫыравҫӑн «Ҫутӑ ӗмӗт ҫунатлӑ» ал ҫырӑвӗ мала тухнӑ. Апла пулсан вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Сергей Павлов ҫыравҫӑн «Кам-ши вӑл, Ҫеҫпӗл? Кто он, Сеспель?» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
«Ҫак кӗнеке куҫ умӗнче ҫуралчӗ тесен те йӑнӑш мар. Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫипе Ольга Федорова редактор алҫырӑва самай чутларӗҫ-якатрӗҫ, ҫӗнӗлӗх кӗртрӗҫ. Кӑларӑм кӗҫӗн ҫулсенчи вулакансемшӗн ӑнланмалла, ҫав хушӑрах интереслӗ пултӑр тесе чылай тӑрӑшрӗҫ. Екатерина Васильевӑпа пӗрле ятарлӑ сӑнӳкерчӗксем тума Ҫеҫпӗлпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе килчӗҫ. Юлия Лутошкина иллюстратор чаплӑ ӳкерчӗксем калӑпларӗ», — хыпарланӑ ҫӗнӗ кӑларӑма епле хатӗрлени пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Иванова халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Ҫак эрнере, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра чи вулакан кӗнекесене палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Литературная Чувашия: книга года-2023» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2023 ҫулти кӗнеке) фестиваль-конкурсӑн тӳрисем нумай кӗнекерен кашни номинаципе пӗрер кӑларӑма суйласа илнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чыслӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗнче «Край Канашский. Деревня Атыково» кӗнекене пахалама пуҫтарӑнӗҫ.
КӑларӑмаСборник создан на основе архив фондӗнчи документсемпе тата материалсемпе усӑ курса пичетленнӗ.
Кӗнекере — сайра тӗл пулакан документсем, ӳкерчӗксем. Вӗсем ял историйӗпе 1795 ҫултан пуҫласа 1935 ҫулччен каласа кӑтартаҫҫӗ иккен. Уесри земство управин тата вулӑс правленийӗн отчечӗсем, тӗрлӗ списокӗсем, карттӑсемпе плансем.
Кӗнекере пурӗ 172 документ, вӗсенчен чылайӑшне пуҫласа пичетленӗ.
Мероприяти 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Людмила Сачкова прозаикӑн, публицистӑн, драматургӑн, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ. Автор хӑйӗн икӗ кӗнекепе кун ҫути курнӑ «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» романӗпе паллаштарӗ.
Романӑн пӗрремӗш кӗнекинчи пулӑмсем XI–XIII, XVI тата XIX ӗмӗрсенче чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнче — Граждан вӑрҫин тапхӑрӗнче.
Мероприяти акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Мерчен» хӑна пӳлӗмӗнче Анатолий Печниковӑн «Илӗртӳллӗ манми Чӑваш ен» нота пуххине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.
Мероприятие музыкантӑн 70 ҫулхине тата пултарулӑхӗнчи 55 ҫулхине халаллӗҫ.
Кӗнекене пахалама культура, ӳнер тата литература ӗҫченӗсем, ӗҫтешӗсем, ентешӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Программӑна «Чун юрлать» кӗнекепе иллюстраци куравӗ, культура ӗҫченӗсен пултарулӑхӗ, автор юррисен «Савнӑ Чӑваш Енӗм!» концерчӗ илем кӳрӗ.
Анатолий Печников Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Туктамаш ялӗнче ҫуралнӑ. Педагог, композитор, РФ халӑх вӗрентӗвӗн отличнике, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн членӗ. Шупашкар районӗнчи Иккасинчи культура ҫуртӗнче «Ҫӑлкуҫ» вокал ансамбльне тата «Ҫамрӑк хуткупӑсҫӑ» кружока 35 ҫул ытла ертсе пынӑ.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Марина Карягина 55 ҫул тултарнӑ. Тепӗр икӗ кунтан, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче унӑн икӗ кӗнекине хӑтлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Поэта, прозаика, драматурга, тележурналиста саламлама пынисем Марина Карягинӑн «Ачаш ача» тата «Ҫӗн Кун ачи» кӗнекисене пахаланӑ. Вӗсен йышӗнче сумлӑ нумай ҫын пулнӑ. Ҫав шутра — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ученӑйӗсем те. Учреждени директорӗ, филологи наукисен докторӗ Юрий Исаев, Виталий Родионов, Альбина Мышкина, Вера Никифорова, Ирина Кириллова литературоведсем тата ыттисем Марина Карягина пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ.
Чӑваш Енӗн наци библиотекинче Аркадий Русаковӑн ҫӗнӗ романне пахаланӑ.
Автор Пушкӑртстанра ҫуралнӑ. Унӑн ӗҫӗ Чӑваш кӗнеке издательстви тӑван чӗлхепе ҫырнӑ романсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. «Турхан сӑмахӗ»
— историлле хайлав.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш романӗ» литература ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ хайлавӑн авторӗ Аркадий Русаков — профессипе тухтӑр, Фёдоровка салинчи район сыватмӑшӗнче невролог пулса ӗҫлет. 35 ҫул Стерлитамакри чӑваш ҫыравҫисен «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗнче тӑрать», — хыпарланӑ Марина Карягина.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |