
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 30 минутра Шупашкарти Мускав проспектӗнче инкек пулса иртнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 37 ҫулти хӗрарӑм-водитель сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тепӗр транспорта ҫул паман. Ҫапла вара хӗрарӑмӑн «Фольксваген Поло» автомобилӗ «Хонда» мотоциклпа ҫапӑннӑ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи 25 ҫулти водителӗн «А» категориллӗ водитель прави пулман. Анчах ҫакӑ ун ҫине пырса кӗмеллине пӗлтермест-ха.
Шар курнӑ мотоциклиста тухтар пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче 32 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн тусӗн машинине чӗрсе пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кунхине 32 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Хӑйӗн хӗр тусӗ пулнӑ хӗрарӑмӑн «Kia Seltos» машинине вӑл посёлокри пӗр урамра асӑрханӑ.
Унччен икӗ хӗрарӑм хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Вӗсем пӗр арҫынна пайлайман. Кӗвӗҫӗве пула икӗ тус хушшинчен хура кушак каҫса кайнӑ.
Машинӑна курсан хӗрарӑм ал айне лекне япалапа чӗрсе пӗтернӗ. Шӑмӑрлӑх 68 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Халӗ ку ӗс тӗлӗшпе суд пулнӑ. Тусне сӑтӑр тунӑ хӗрарӑмӑн тӑкака укҫан саплаштарма тивӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ретротехника фестивалӗ иртнӗ. Унта ҫынсем 20 регионтан килсе ҫитнӗ.
Фестиваль «Кивӗ клаксон» ятлӑ. Унта XX ӗмӗрти машинӑсемпе мотоциклсене, мопедсемпе велосипедсене курма май пулнӑ. Сӑмах май, мероприятие кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Кӑҫал «Авто Акатуй» та иртнӗ. СССРти костюмсен конкурсне те йӗркеленӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ.
Фестиваль концертпа вӗҫленнӗ.

Чӑваш Енре йӗркене пӑсса пассажирсене турттаракансене тупса палӑртас тӗллевпе патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тата республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта ятарлӑ рейд ирттернӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче 20-е яхӑн автотранспорта чарса тӗрӗсленӗ, вӗсен хушшинче «Lada Granta» ҫӑмӑл машина та пур. Пассажирсене вӑл «Яндекс.Такси» служба урлӑ турттарнӑ, анчах хӑйӗн ятарлӑ лицензи пулман.
Транспорта Шалти ӗҫсен министерстивн Шупашкарти управленийӗн 4-мӗш пайне илсе кайнӑ, водитель тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан арҫын ултавҫӑсене ӗненсе машинине сутса янӑ та ҫав укҫана вӗсене куҫарса панӑ.
Арҫын патне ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче такамсем шӑнкӑравласа курьер илсе килне япалана илме код ыйтнӑ. Арсын нимле курьера та кӗтмен пулин те кода такамсене йӑпӑр-япӑр каланӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталне кӗмелли кода ултавҫӑсем арҫынран пӗрремӗш код йӑнӑш пулчӗ тесе ыйтса пӗлнӗ. Унтан Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текен этем шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна унччен ултавҫӑсемпе калаҫнине, вӗсем ун ячӗпе банкра кредит илсе тултарассине, машинине вара сутса ярассине пӗлтернӗ.
Ют ҫын сутса яриччен арҫын «Тойота Королла» автомобиле хӑй сутса ярас тенӗ, укҫана «шанчӑклӑ» вырӑна, «сейф ячейкине» куҫарма сӗннине итлесе ҫӑвӑн пек туна. Ҫапла вара вӑл 700 пин тенкӗсӗр тӑрса та юлнӑ.
Кредит илнӗ укҫана та куҫарас тенӗ те анчах банк ӗҫченӗсем ку операцие пурнӑҫлама ирӗк паман. Ҫавӑнпа вӑл укҫана алла илес тесе банка кайнӑ. Унта вӑл хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ.

Чӑваш Енре пӗр талӑкра икӗ хутчен пӑши ҫине пырса кӗнӗ.
Чеб.ру сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ патӗнче те инкек пулса иртнӗ.
«Skoda Rapid» автомобиль ҫул ҫине чупса тухнӑ пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Машина ҫул айккине чӑмнӑ. Водительпе юнашар ларса пынӑ 45 арҫын аманнӑ, ӑна Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑна илсе кайнӑ.

Шупашкар хулинче пӗр хӗрарам ҫын машинипе ҫула тухас тенӗ.
Хӗвелле бульварти картишсенчен пӗринче руль ӳсӗр хӗрарӑм ларнине куракан тупӑннӑ. Пӑтӑрмах пирки хайхи ҫийӗнчех йӗрке хуралҫисене систернӗ.
Вырӑна пырса ҫитнӗ патшалӑхӑн ҫул-йӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекторӗсем «Фольксваген Тигуан» румӗнчи ӳсӗр хӗрарӑма тытса чарнӑ. Ҫав хӗрарӑмпа машини хуҫи алкомаретсенчен пӗринче паллашнӑ. Арҫын ҫӗнӗ тусне киле йыхравланӑ, пӗрле эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ. Вара хӑна (хӑйӗн водитель прави 2019 ҫултах тухнӑ) кил хуҫин машинине чӗртсе ҫула тухас тенӗ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче «ВАЗ-2107» автомашина малтан «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ, унтан — хирӗҫ килекен «Грантӑпа». Нихӑҫан та водитель прави пулман, анчах ӳсӗрле руль умне пӗрре ҫеҫ мар ларнӑ 28 ҫулти арҫын йывӑр суранланнӑ.
«Гранта» автомбилӗн 36 ҫулти водителӗпе «Калина» машинӑри 40 ҫулти пассажира та тухтӑр пулӑшӑве кирлӗ пулса тухнӑ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарта 16 сехет те 45 минутра, васкалӑ пулӑшу машини велосипедпа ярӑнакан ачана амантнӑ.
Ачса тротуарпа ярӑнса пынӑ иккен. Хулари 1-мӗш клиника пульницин территорине кӗрекен тухтӑрсен машини ачана пырса лектернӗ. 6-мӗш класра вӗренекен ача чӗркуҫҫине ыраттарнӑ, ӳтне чӗрсе янӑ. Арсын ачана ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.

Патӑрьелте 73 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ.
32 ҫулти водитель «Лада Приора» автомобильпе ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫав вӑхӑтра ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли ҫулпа утса пынӑ.
Инкек район центрӗнчи Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Суранланса пӗтнӗ ватта пульницӑна ӑсатнӑ.
