Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Альберт Канаш поэт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ.
Мероприятие писательсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем пуҫтарӑннӑ. Музейра поэтӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе тата кӗнекисемпе паллаштаракан «Эпир – аптрамансем» курав йӗркеленӗ.
«Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Уява «Надежда» халӑх ансамблӗ «Чечексем, чечексем» юрӑпа уҫрӗ. Сӑввин авторӗ, паллах, – Альпӑрт Канаш. Унӑн лирикӑллӑ хайлавӗсемпе композиторсем чылай юрӑ кӗвӗленӗ.
Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Чурачӑк шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Венера Иванова Литература музейне пӗччен мар, мӑнукӗсемпе пӗрле килнӗ – Шупашкарти 30-мӗш шкулта ӑс пухакан Артемпа Арина Парусовсем А. Канашӑн сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ», — хыпарланӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Канашри, Тӑвай районӗнчи таврапӗлӳ музейӗсене кӑҫал юсӗҫ, Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗн экспозицине ҫӗнетӗҫ
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри музейӗн тӑррине тата фасадне ҫӗнетме 6 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Тавай районӗнчи музейӗн шалтине юсама вара 15,6 млн тенкӗ пӑхса хунӑ.
Улатӑрти музея кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме 28,3 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Унта "Вырӑс провинцийӗн дизайнӗ" проект пурнӑҫланать.
Чӑваш наци музейӗнче хальхи вӑхӑтра «Путём зерна. Круг чувашских праздников» (чӑв. Тырӑ ҫулӗпе. Чӑваш уявӗсен ҫаври) курав ӗҫлет.
Иртнӗ уйӑхӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑскер утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хупӑнӗ.
Курав тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе паллаштарать. Унта хресченӗн ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Мӗн ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех канӑҫсӑр ӗҫлет хресчен. Ырми-канми тар тӑксан та вӑл ӗлӗк тӗрлӗ уяв ирттерме май тупнӑ. Хӗлле та алӑ усса ларман.
Курав тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пуласси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун валли 80 млн тенкӗ кирлӗ пулассине пӗлтернӗччӗ. Проекчӗ кӑна 3 млн тенкӗ ытларах кайса ларӗ.
Ҫак кунсенче музей проектне хатӗрлемешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак - 3 млн та 179 пин те 449 тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин проекта 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлемелле.
Музей 250 тӑваткал метр пулӗ. Ҫывӑхра машинӑсем валли парковка та тӑвӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх художникӗн Анатолий Силовӑн «Вихри цивилизации» (чӑв. Цивилизаци ҫил-тӑвӑлӗ) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художникӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Курава музей директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Вӑл залри ӳкерчӗксенче вӑрттӑн символ пуррине палӑртса хӑварнӑ. Портретсенче вара араб тӗнчин пайташӗсем, вырӑс, нимӗҫ, хрантсус ученӑйӗсем сӑнарланнӑ.
Сӑмах май каласан, Анатолий Силова «Иконописец Крылов Николай Иванович (1850-1900)» ылтӑн медальпе наградӑлама йышӑннӑ. Ку пирки Раҫҫейпе Палестина халӑхӗсен туслӑхӗн обществин культура комитечӗн наградӑсемпе ӗҫлекен комисси председателӗ Андрей Крылов академик видеоҫыхӑну мелӗпе пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлӗ.
Музейра тата уйрӑм ҫын коллекцийӗнче упранакан 70-е яхӑн графика, живопись тата скульптура прозведенийӗсем пулӗҫ унта.
Чӑваш алфавитне йӗркелесе янӑ мухтавлӑ ҫыннӑн, пултаруллӑ вӗрентекенӗн, ҫыравҫӑн тата тӑлмачӑн, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ӗмӗрне ирттернӗскерӗн сӑнарне нумай художник кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Петр Сизов, Элли Юрьев, Иван Дмитриев, Николай Овчинников, Виталий Петров (Праски Витти), Юрий Ксенофонтов, Георгий Кузнецов тата ыттисем.
Куславкка районӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну комплексӗнче кӗҫех музей уҫӑлӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ.
Ҫак куна ахальтен суйламан. Вӑл Хусан тата Сӑр хӳтӗлев чиккисен строителӗсене асӑнмалли кун.
Ҫавӑн пекех, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑну компексӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра тата тылра пуҫ хунӑ ҫынсене асӑнма часавай тӑвӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ҫар мухтавӗн музейӗнче «У истоков зоргенского движения» (чӑв. Зорге юхӑмӗн пуҫламӑшӗнче) курав уҫӑлнӑ. Ӑна асӑннӑ юхӑма Чӑваш Енре пуҫарса янӑ Мария Красновӑна халалланӑ.
Курава уҫма Мария Александровнӑн ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ. Музея вӗсем фотосемпе документсен архивне, ҫав шутра Зорген тӑвванӗсемпе тата ӗҫтешӗсемпе ҫӳретнӗ ҫырусене, легендарлӑ разведчикӑн уйрӑм япалисене парнеленӗ.
Мария Краснова хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелӗнчи шкулта пионервожатӑйра ӗҫленӗ. Вӑл Зорге пурнӑҫӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл ертсе пынипе 1965 ҫулта Чӑваш Енрен Бакуна, Зорген иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ патне тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пирӗн республикӑра Зорге юхӑмӗ пуҫланса кайнӑ. 1978 ҫулта Шупашкарти 3-мӗш шкулта Р. Зорге ячӗллӗ мемориал комплексӗ уҫнӑ. Мария Краснова вӑл вӑхӑтра унта ӗҫленӗ. Хӗрарӑм ҫав пуянлӑха пысӑкрах шая кӑларма ӗмӗтленнӗ, анчах хӑй туса ӗлкӗреймен, халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫав ӗмӗте пурнӑҫланӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Литература - пурнӑҫ тӗкӗрӗ» ятлӑ курава уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнакан ҫав курава чӑваш халӑх писателӗн Денис Гордеевӑн 85 ҫулхине тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Светлана Гордееван 55 ҫулхине халаллӗҫ.
Куравра авторсем пултарулӑхне кӗнекесемпе сӑнӳкерчӗксем, документсем тӑрӑх уҫса пама палӑртнӑ. Экспозицире Денис Гордеев прозаикӑн, поэтӑн, драматургӑн уйрӑм япалисемпе наградисем, Светлана Гордеева поэтӑн тата художникӑн ӳкерчӗкӗсем вырӑн тупӗҫ.
Курав ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Пултаруллӑ ашшӗпе хӗрӗн ӑсталӑхне хаклакансене унта пурне те хапӑл тӑвӗҫ.
Шупашкарта кӳлмекре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пуласси пирки хыпарланӑччӗ. Ӑна ҫитес ҫул хута ямалла.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ТАСС агентствӑна музей тумашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлине пӗлтернӗ. 80 миллион тенке яхӑн.
"Строительство валли 40 миллион кирлӗ. Унтан музея хӑтлӑлатма укҫа кирлӗ пулӗ", - тенӗ Олег Алексеевич. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кун валли тепӗр 40 миллион тӑкакланӗ.
Аса илтерер: унччен проектпа ӗҫ документацине хатӗрлеме, инженери ывтӑвӗсене татса пама 3,2 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |