Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ следстви изоляторӗнчен федераци пӗлтерӗшлӗ музей тӑвасшӑн. Ҫапла пӗлтерет хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин. Вӑл изолятор ҫуртне хула харпӑрлӑхне памашкӑн федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службине ҫырупа тухнӑ.
Шупашкарти следстви изоляторӗ Раҫҫейре ӗҫлекен чи ватӑ тӗрме шутланать. Ӑна 374 ҫул каялла хута янӑ.
Денис Спирин следстви изоляторӗнчен туризм объекчӗ тӑвасшӑн. Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче, сӑмах май, ҫӗнӗ следстви изоляторӗ хута каять.
Атнар ял клубӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ача-пӑчасен клублӑ пухӑвне ҫӳрекен ачасем Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ халӑх музейне ҫитсе килнӗ. Кун пирки район сайчӗ хыпарлать.
Район центрне 4 ҫухрӑмран ҫитнӗ ачасем музей вырнаҫнӑ культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫуртпа паллашнӑ. Музейри экспонатсемпе экспозицисем те вӗсемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Сӑмахран, чӗрӗ хулӑран ӑсталанӑ япаласемпе паллашнӑ. Ҫӗр айӗнчен чавса кӑларнӑ авалхи чӗрчунсен шӑммисем те ачасене интереслентернӗ. Ку музейре вӗсем уйрӑмах нумай: мамонтӑн шӑммипе шӑлӗсем, бизон шӑммисем, аммонитсен чулланнӑ юлашкийӗсем.
Вӑхӑтлӑха йӗркеленӗ «О чем поет самовар» (чӑв. Сӑмавар мӗнле кӗвӗ калать?) курав та Атнар ачисемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Кунта вӗсем ыйтусем ҫине те хуравлакаланӑ, сӑмаварпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ.
Район центрне ачасене клуб заведующийӗ Ольга Сергеева илсе кайнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Мунча» курав уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ экспозици мунча чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче епле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Чӑваш наци музейӗн пуян коллекцийӗнче мунча хатӗрӗ нумай: йывӑҫ тата ытти тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗ алтӑрсем, йывӑҫ тата пӑхӑр тазсем, тӗртсе тунӑ алшӑллисем, ҫара ӳт ҫине тӑхӑнмалли тумтир...
Мунчара ҫӑвӑннӑ ҫеҫ мар, унта ҫӗнӗ чун ҫут тӗнчене килнӗ, кунтан уйрӑлса каяканнине те мунчара ҫунӑ. Чирлисене сиплемелли йӑла-йӗркене те мунчара ирттернӗ. Мунча мӗн авалтан асамлӑхпа тулнӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне малашне те Геннадий Козловах ертсе пырӗ.
Геннадий Васильевич асӑннӑ учреждение 19 ҫула яхӑн ертсе пырать. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен ҫав должноҫе шанса панӑ. «Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, директорӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ курӑнать, ҫавӑнпа ӑна паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗнӗрен должноҫе шанса панӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла музей директорне палӑртма конкурс ирттернӗ. Ун чухне икӗ ҫын конкурса хутшӑннӑ, ҫав шутра — Геннадий Козлов та.
Республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ хушура Геннадий Козлов Чӑваш Енӗн Культура министерствин кадр резервӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче Галина Изратован «Недопетая песня» (чӑв. «Юрласа пӗтереймен юрӑ) куравӗ уҫӑлӗ.
Автор хӑйӗн ӗҫӗсене тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗ. Вӗсем чӑваш аваллӑхне тӗпе хурса тунӑ нумай фигурӑллӑ композицисем пулса тухнӑ.
Экспозицире чӑваш халӑхӗн теми тӗп вырӑн йышӑнӗ. Тӑмран, пир-авӑртан хатӗрленӗ наци пуканисем, ҫӑмран йӑваласа тунӑ килти выльӑх-чӗрлӗх, чӑваш ялӗн пурнӑҫне сӑнлани — пурте пулӗҫ унта. Масмаксемпе сурпансем таранах.
Курава художник ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ӳнерҫӗ, шел те, ҫав куна пурӑнса ҫитеймен.
Курав 16 сехетре уҫӑлӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, — Музейсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май республикӑн тӗп хулинчи ватӑсем Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрти музейпе курав центрӗнче пулнӑ.
«Хӑйӗн ӗнерхине манакан халӑхӑн малашлӑхӗ ҫук», — тесе шухӑшлаҫҫӗ асӑннӑ центрта. Социаллӑ учрежденире тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхӗпе паллаштаракан сумлӑ кӗтес йӗркеленӗ. Унти материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ, специалистсемпе канашласа вырнаҫтарса тухнӑ. Социаллӑ учреждение пулӑшу илме ҫӳрекен ачасем те, ваттисем те музейпа курав центрӗнчи экспонатсемпе хаваспах паллашаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) «VII Ивановские чтения» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Константин Ивановӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ.
Конференцие музей ӗҫченӗсене, ученӑйсене, архивистсене, краеведсене, вулавӑшсемпе вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене, студентсемпе вӗренекенсене йыхравлаҫҫӗ.
Конференцие хутшӑнакансем чӑваш литераторӗсем Раҫҫей тата пӗтӗм тӗнчери литература аталанӑвне епле тӳпе хывнине, К.В. Иванов Раҫҫей культуринче мӗнле вырӑн йышӑннине, Литература музейӗн аталанӑвне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш наци музей халӑх ҫипуҫӗпе «Во всех ты, Душенька, нарядах хороша! Весна» (чӑв. Мӗнпур тумпа эсӗ илемлӗ, ҫуркунне) куравра паллаштарать.
Хальхи вӑхӑтра унта халӑх тумӗпе паллашма май пур. Музей коллекцийӗнче — халӑх ҫипуҫӗн 3 пин ытла япали. Ҫӗнетнӗ куравра хресчен тата хула ҫынни ҫуркунне тӑхӑнакан ҫипуҫа курса хаклама пулать.
Экспозицин пӗрремӗш пайне ял пурнӑҫне, йӑла-йӗркене, уявсене халалланӑ. Ҫуркунне ҫурхи ӗҫсене ирттереҫҫӗ. Ун чухне Мӑнкуна уявлаҫҫӗ. Экспозицин иккӗмӗш пайӗ хула ҫыннисен ҫак вӑхӑтри пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Таврапӗлӳпе истори музейӗнче «Санӑн яту - Ҫӗнтерӳҫӗ» сӑнӳкерчӗксене куравӗ уҫӑлнӑ.
Тӗрлӗ ҫулта ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксен авторӗсенчен ытларахӑшӗ пирӗн хушӑмӑрта ҫук та ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, Александр тата Георгий Костинсем, Семен Игнатьев, Вячеслав Романов, Иван Никифоров тата ыттисем.
Курава хатӗрлессишӗн Сергей Журавлев фотоӑста нумай тӑрӑшнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Вӑл, Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейне пуҫарса янӑскер, ӗлӗкхи чылай сӑнӳкерчӗке перекетлӗн пухса пынӑ. Курав валли ҫавсене ҫӗнетсе хатӗрленӗ.
Куравра Валерий Железняковӑн сӑнӳкерчӗкӗсен «Ҫӗнтерӳ кунӗ» ярӑмӗ те вырӑн тупнӑ. Вӗсене пурне те пӗр кун — ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, анчах тӗрлӗ ҫулта, — пурнӑҫланӑ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Волшебный шаг Надежды Павловой» (чӑв. Надежда Павлован асамлӑ тӗнчи) курав уҫӑлӗ. Ӑна СССР халӑх артисткине Надежда Павловӑна халалланӑ.
Наци музейӗнчи курав мухтавлӑ балеринӑн асамлӑ пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартӗ.
«Куравра эпир сайра тӗл пулакан сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарӑпӑр. Вӗсенче балет ҫӑлтӑрӗ Пермьри хореографи училищинче пуҫласа pas de bourrée туни те, Мускаври Пысӑк театр сцени ҫинче ташлани те пур. Надежда Павлова Чӑваш Ене килнӗ, чӑваш сцени ҫинче ташланӑ самантсем пирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ», — тесе шухӑшлать Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |