Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралса Китайра тӗпчев ӗҫӗпе тимлесе пурӑннӑ Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа килес ҫул 240 ҫул ҫитет. Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музейӑн попечительство канашӗн пайташӗсем «Н.Я. Бичурин йӗрӗпе» туристла ҫулҫӳрев йӗркеленӗ май Иакинф архимандрит пулнӑ вырӑнсенчен хӑшӗсене ҫитсе курнӑ.
Ҫулҫӳреве хастарсем Кӳкеҫри Бичурин пахчинчи ӑсчахӑн палӑкӗ умне чечек хунинчен пуҫланӑ. Унтан Никита Бичуринӑн тӑван кӗтесне, Типнере, кайнӑ. Унти асӑну чулӗ умне те чечек хунӑ. Ҫула тухнисем унтан Сӗве хулине кайнӑ. Шӑпах унта Никита Бичурин тӗн ӗҫне пуҫланӑ. Кайран Хусана ҫитнӗ. Ӑсчахӑн унти тапхӑрӗ 16 ҫула пынӑ: 13 ҫул (1786—1799 ҫулсенче) вӗреннӗ, 2 ҫул вӗрентнӗ, 1 ҫул мӑнастире ертсе пынӑ. Хусанта Пичуринский хушамата тата Иакинф манах ятне илнӗ.
Ҫапла вара кӳкеҫсем Никита Бичурин 1777 ҫултанпа 1802 ҫулччен пулнӑ вырӑнсене ҫитнӗ.
Муркаш районӗнчи Тури чӑвашсен музейӗнче интереслӗ те анлӑ проект пурнӑҫланать: культура пайӗн пуҫарӑвӗпе кунта «Пултарулӑх: йӑла-йӗрке тата хальхи вӑхӑт» ятпа ӑстаҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртет. Унпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк тӑршшӗпе кашни ял тӑрӑхӗ кунта ал ӗҫӗсен куравне йӗркелет.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче музей залӗнче Турай тата Катькас ял тӑрӑхӗнчи ӑстаҫӑсен куравӗ уҫӑлнӑ. Пухӑннисене художество пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, курава «Асран кайми аки-сухи» юрӑпа пуҫланӑ.
«Ӗҫ ҫынна илем кӳрет» ятлӑ ӑстаҫӑсен куравне Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов уҫнӑ. Вӑл Турай ял тӑрӑхӗ питӗ пултаруллӑ та ӗҫчен ҫынсемпе пуян тесе палӑртса хӑварнӑ.
Турай тата Катькас ял тӑрӑхӗнчи ӑстаҫӑсен ӗҫӗсемпе авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен паллашма май пур, хыҫҫӑн эстафетӑна Хорнуй ял тӑрӑхӗ йышӑнать. Унти ӑстаҫӑсен пултарулӑхӗпе те малалли икӗ эрнере паллашма пулӗ. Ҫапла вара чӳк уйӑхӗчченех курав улшӑнса тӑрӗ.
ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикинчи культурӑпа ӑслӑлӑха пулӑшасси пирки» Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чапаев ячӗллӗ музей гранта тивӗҫнӗ.
Грант виҫи — 2800000 тенкӗ. Вӑл музея аталантармашкӑн кайӗ. Чӑваш наци музейӗн филиалӗ Чапаев музейӗ 1974 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫурта нимелле тунӑ. Унта предпиятисем, учрежденисем, ҫынсем хутшӑннӑ.
Музей комплексне Чапаев скверӗ, Чапаев музейӗ, Чапаевсен мемориал ҫурчӗ, Чапаев палӑкӗ, мемориал стена кӗреҫҫӗ.
Килен-каяна музейри фойе уйрӑмах илӗртет. «Хӗрлӗ Ҫар» витража тӗслӗ кантӑкран хатӗрленӗ. Вӑл революцисемпе вӑрҫӑсен тапхӑрӗсене кӑтартать.
Тӑвай районӗн ҫынни мамонтӑн виҫӗ шӑлне тупнӑ. Вӑл ӑна Тӑвайри палеонтологи музейне йӑтса килнӗ. Ҫапла музей экспонатпа пуянланнӑ.
Тӑвай районӗн территорийӗнче темиҫе 10 пин ҫул каялла мамонтсем пурӑннӑ. Ҫакна Иван Владимирович Петров тупнӑ шӑлсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Арҫын мамонт шӑлӗсене ҫырмара тупнӑ. Вӑл вӗсене тӳрех музее йӑтса кайнӑ. Сӑмах май, Тӑвайри палеонтологи музейӗнче мамонтӑн пӗҫӗ шӑмми тата темиҫе шӑл унччен те пулнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн пайташӗсем ҫулталӑка пӗрре иртекен ларӑва пуҫтарӑннине Чӑваш халӑх сайтӗнче Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ.
Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем тата вӑл е ку темӑпа кам мӗн тухса калаҫни пирки конгресс сайтӗнче анлӑ информаци шайӗнче кӑна хыпарланӑ та, кам тата мӗн пирки тавлашни-тупӑшнине, кам тата мӗн сӗннине йӑлтах ӑнланма йывӑртарах. Ҫак сайт администраторӗ тата маларах асӑннӑ статья авторӗ Мӑн Канаш ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе ЧНК сайтӗнче каярах паллаштарма шантарчӗ-ха. Мӗнех, курӑпӑр-вулӑпӑр. Унччен вара кӑсӑклӑ пӗр шухӑш ҫинче чарӑнса тӑрам.
Аҫтахар Плотников Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, Мӑн Канаш ларӑвӗнче Тӗмен чӑвашӗ ҫӑпатана музейсенчен кӑларса пеме сӗннӗ.
Ҫӑпатана музейран кӑларса пемелле тени аташу-и е ырӑ шухӑшах-и? Аҫтахар Плотниковӑн хыпарне Фейсбукрисем тӗрлӗрен йышӑннӑ. «Мӗн тӗрлӗ кӑна чӑваш ҫук тӗнчере!» — тесе тӗлӗнет, сӑмахран, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ, драматург, поэт, куҫаруҫӑ, актер, этнотеатрҫӑ Иосиф Дмитриев.
Чӑваш Енри кану базинче пӗр ҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче усӑ курнӑ ҫар арсеналне упранӑ. Арҫын вӗсене йӗрке хуралҫисене хӑй ирӗкӗпе пама шутланӑ.
Япалана экспертпа криминалистика центрне тӗпчеме янӑ. Арҫын пӑшала тата сирпӗнекен хатӗре кану базинче упранӑ. Хӑй какланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна кану базинче пӑшал тата ҫар хатӗрӗсен музейне тумашкӑн упранӑ.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ҫак хатӗрсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчисем пулма пултараҫҫӗ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, вӗсем унта мӗнле майпа лекнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музея «Ҫеҫпӗл» фильма кӗмен кадрсем лекнӗ. Кун пирки аваллӑх управҫин ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши музейне Юрий Данилович Самсоновӑн архивӗнчи чаплӑ сӑнӳкерчӗксем лекнӗ. Пӗтӗмпе сакӑр фото. Сӑнӳкерчӗкре Юрий Данилович Ҫеҫпӗл Мишшин ашшӗн, Кузьма Федоровичӑн, сӑнарӗнче калӑпланнӑ.
Паха фотоматериала музея Чӑвашрадио корреспонденчӗ Галина Вастрюкова ӗнер парнеленӗ.
Антонина Андреева ҫырнӑ тӑрӑх, фильма Ҫеҫпӗле (сӑнара Иосиф Дмитриев калӑпланӑ) тата Рожкова (рольте — Виктор Шульгин) Свяижскра ӳкернӗ лайӑх кадрсем лекмен.
«Ҫеҫпӗлпе Покрышкин тӗрмери камерӑра» эпизодри сӑнӳкерчӗксем те халиччен ниҫта та пичетленмен.
«Чӑваш ҫыравҫисем фильма хатӗрлекенсемпе тӗл пулни те ырӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратать», — тет музей ертӳҫи.
Юрий Самсонов фотоӳкерчӗкӗсем «Здесь снимали фильм «Сеспель» (чӑв. Кунта «Ҫеҫпӗл» фильм ӳкернӗ) куравра вырӑн тупӗҫ. Куравпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗччен музейра паллашма май пур.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне палӑртнӑ май Чӑваш наци музейӗ тата ун филиалӗсем ҫынсене тӳлевсӗр кӗртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Ф.С. Васильев музейӗ пур.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче музейра Уҫӑ алӑксен кунӗ тата парне кунӗ иртнӗ. Ҫак кун музея кашниех тӳлевсӗр кӗрсе курма пултарнӑ. Ял ӗҫченӗсем музей ертӳҫи Н. Яковлева ирттернӗ экскурсие интересленсех итленӗ, хӑйсем кӑмӑллӑ пулнине пытарман.
Хӑнасем пушӑ алӑпа килмен. Вӗсем музея тата темиҫе экспонатпа пуянлатса хӑварнӑ тесе пӗлтерет аваллӑх управҫин пуҫлӑхӗ Н. Яковлева пӗлтернӗ. Унта, сӑмахран, Кивӗ Матьӑкри Афган вӑрҫин паттӑрӗ Юрий Тарасов ҫитӗннӗ сӑпка музейра вырӑн тупнӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи музейра Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗ тӗлне, вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулчӗ, «Алран кайми» курав йӗркеленӗ. Ӑна музей кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне те халалланӑ.
Ял историйӗн тата культурин музейӗ шутланаканскер экспонатсемпе пуян пулин те коллекци вӗҫӗмех пуянланса пырать. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аваллӑх управҫипе паллашма пыракансем те ҫулсерен йышланса пыраҫҫӗ.
Куравсене те ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнтерӳ йывӑҫҫи» ятлине йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне «Мухтавлӑ халӑхӑн аслӑ ҫӗнтерӗвӗ», «Сталининградшӑн кӗрешнисем», «Ялӑн паллӑ ҫыннисем» стендсем йӗркеленӗ. «Алран кайми» ятлине ял ҫыннисен тӗррисене пухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗ тата ун филиалӗсем тӳлевсӗр кӗртме шантараҫҫӗ.
Пыракансем валли «Чебоксары: история в формате 3D» (чӑв. Шупашкар: 3D форматлӑ кунҫул) интерактивлӑ фильм хатӗрленине те пӗлтереҫҫӗ. Сеанссем 11:00, 12:00, 14:00, 15:00 сехетсенче пуҫланмалла.
Чӑваш наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии», «История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.», «Чувашия в XX веке», «Природа и человек» экспозицисем, «Кыштым и Чернобыль: трагедия, подвиг, предупреждение», «Красота веков», «Богатство городов Среднего Поволжья», «Земля кричит: SOS», «Ты мне снишься ночами, Афган», «Родины верные сыны» куравсем ӗҫлӗҫ.
Ефремов купса урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Музейпа курав центрӗ те, В.И. Чапаев музейӗ те, Чӑваш тӗррин музейӗ те,
Ҫеспӗл Мишши музейӗ те, ыттисем те куракансене хапӑл пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.