Чӑваш Енре пурӑнакансем политик тата саккун кӑларакан пулас текенсен конкурсне хутшӑнайӗҫ. Ҫӗнӗ конкурс пирки РФ Президент Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи брифингра пӗлтернӗ.
«Лидеры России. Политика» (чӑв. Раҫҫей лидерӗсем. Политика) конкурса пурнӑҫне обществӑпа политика ӗҫӗ-хӗлне, влаҫ органӗсен суйлавне хутшӑнас текенсем хутшӑнаяҫҫӗ.
Сергей Кириенко ӗнентернӗ тӑрӑх, ку проект чи маттуррисене суйласа илме кирлӗ.
Конкурсра тӗрлӗ политика партийӗсен пайташӗсем, тӗрлӗ шухӑшлавлӑ ҫынсем хутшӑнайӗҫ.
Унта хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Пуш-ака уйӑхӗсенче конкурсҫӑсен ӗҫсене инҫет мелпе пурнӑҫламалла. Унтан ҫурма финалӑн куҫӑн тапхӑрӗ пулӗ, ҫу уйӑхӗнче — финал.
Конкурса хутшӑнас тесен политическиелидеры.рф сайтра регистрациленмелле.
Чӑваш Енри МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп прокурорӗ Василий Пословский отставкӑна кайма шутланӑ, рапорт ҫырнӑ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, сӑмах май, Тӗп прокуратурӑран тӗрӗслевпе килмелле. Хальлӗхе Пословский ӗҫрен кайни пирки официаллӑ мелпе ҫирӗплетни ҫук-ха.
Юлашки вӑхӑтра Василий Пословскин «хура йӗр» тейӗн. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Раҫҫейри унчченхи тӗп прокурор Юрий Чайка ӑна ҫирӗп выговор панӑ (кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ). Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче прокуратурӑри пилӗк ӗҫчен Раҫҫейри хальхи тӗп прокурор Игорь Краснов патне ҫыру янӑ, унта хӑйсен пуҫлӑхӗ тӳрккес пулнине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн Пословские пӑхӑннӑ пӗр ҫын журналистсене интервью панӑ, ҫакна РФ Тӗп прокуратурине тата РФ Следстви комитетне официаллӑ майпа хыпарлани тесе йышӑнма, Пословский тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма ыйтнӑ. Вӑл журналистсене каласа панӑ тӑрӑх, Пословский Кипрти офшортлӑ счетсем ҫине миллион-миллион евро кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнма пултарнӑ.
Ҫынсен пӗр ушкӑнӗ нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Борис Немцева аса илсе Шупашкарти тӗп урамсем утма палӑртнӑ. Ку ыйтӑва хула администрацине ярса панӑ. Анчах ку ыйтӑва тивӗҫтермен: саккунпа килӗшӳллӗн, Ленин проспектӗнче тата К.Маркс урамӗнче унашкал мероприятисем ирттерме юрамасть.
Тӳре-шара Борис Немцева масар ҫинче, политика репрессийӗсенче вилнӗ ҫынсене халалласа лартнӑ палӑк умӗнче, (вӑл Б.Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ) ирттерме сӗннӗ. Семен Кочкин хастар кунпа пачах килӗшмест. Вӑл хирӗҫ ҫӑхав ҫырнӑ. Семен Кочкин ӗнентернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 29-мӗшӗнче мероприяти пулать, анчах масар ҫинче мар.
Сӑмах май, Борис Немцева 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускавра вӗлернӗ.
Чӑваш Ен Правительствинче кадр улшӑнӑвӗсем малалла пулса иртеҫҫӗ. Министр тивӗҫне пурнӑҫланисене унччен пӗр вӑхӑт ҫине-ҫинех ылмаштарнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт никама та тӗкӗнменччӗ. Ҫавна кура ытти министр хӑй пуканне ҫухатмӗ тесе шухӑшлакансем те пулчӗҫ.
Ӗнер, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, черетлӗ йышӑну тунӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Сергей Кудряшова ӗҫрен кӑларнӑ. Министр тивӗҫне пурнӑҫлама Сергей Яковлева шаннӑ.
Famous-scientists.ru сайтра Сергей Яковлев ятлӑ ҫын тупӑнчӗ. Вӑл — юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Питӗрти патшалӑх экономика университечӗн Шупашкарти филиалӗн директорӗнче ӗҫлет тесе ҫырнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра Сергей Яковлев юлашки ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн проректорӗ пулнине асӑннӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивеҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Раҫҫей 24» федераци каналӗн ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫипе Олег Николаевпа Вера Красова журналист тӗл пулса калаҫнӑ. Олег Николаев Чӑваш Республикин ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ чух мӗне тӗпе хуни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен умне лартнӑ тӗллевсемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫура ҫавӑн пекех ялсенчи тата хуласенчи демографи лару-тӑрӑвӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.
Интервью хӑҫан эфира тухассине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта асӑнманччӗ.
Паян Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР экономика министрӗ пулнӑ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Унпа пӗрле пӗр шухӑшлӑ пулнӑ Сергей Анисимов («Тасатакан биологи сооруженийӗн» экс-директорӗ) тата «Ордер» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Ольга Филиппова та суд сакки ҫине ларнӑ.
Судья Владимир Аврелькина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Унӑн кунсӑр пуҫне 3 ҫул патшалӑх тата муниципалитет службинче должноҫ йышӑнма юрамӗ. Анисимовпа Филипповӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Палӑртмалла: прокурор Аврелькина колоние 6,5 ҫуллӑха ӑсатма, 500 пин тенкелӗх штрафлама ыйтнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн сайтӗнче Саккунлӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳҫин Игорь Иголкинӑн ҫырӑвне ӗнер пичетленӗ. Унта сӑмах муниципалитет служащийӗсен шалӑвне ӳстересси пирки пырать. Хула пуҫлӑхӗ тата депутатсем ҫапла шухӑшланине палӑртнӑ унта.
Асӑннӑ категорие кӗрекен тӳре-шаран шалӑвӗ пӗчӗкки пирки нарӑсӑн 14-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва Игорь Иголкин (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ӑсатнӑ.
Политика вӑййине тӗшмӗртекенсем ҫак ҫырӑва провокаци тесе хаклаҫҫӗ. Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине чакарма хирӗҫ пулнине, вӑрҫӑ ветеранӗсене республика хыснинчен Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне 25-шер пин тенкӗ пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ-ха. Социаллӑ пурнӑҫ енчен халӑхӑн сахал хӳтлӗхлӗ пайне пулӑшма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра тӳре-шара шалу ӳстерме ыйтни, чӑн та, тӗлӗнмелле пек туйӑнать.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене Олег Николаева вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн республика правительствинче самай улшӑну пулса иртрӗ. Унӑн тытӑмӗнче те, министр тилхепине пӗрисенчен илсе ҫӗнӗ ҫынсене тыттарнипе те.
«Советская Чувашия» хаҫат Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пӗтӗмӗшле ҫулне шутласа кӑларнӑ. 855 ҫул иккен. Тата правительствӑра хӗрарӑмсем нумайланнине асӑрханӑ. Экономика пӗлӗвӗллисем те йышланнӑ.
Чи ҫамрӑкки — Алла Салаева. Вӑл 40 ҫулта. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанчӗҫ. Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Степанов — 41 ҫулта. 42 ҫултисем — ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов, строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героев, ӗҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизарова. Чи асли — спорт министрӗн тивӗҫсене пурнӑҫлакан Виктор Богаратов. Вӑл — 61 ҫулта. Хӑй Олег Николаев, сӑмах май, 50 ҫулта.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмне халӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ. Малашне вӑл партин председателӗ пулмӗ, ку тивӗҫе урӑх ҫынна парӗҫ. Ҫакна парти ирттернӗ конференцире йышӑннӑ.
Малашне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей партин Чӑваш Енри уйрӑмне Олег Моляков ертсе пырӗ. Вӑл - регионти уйрӑмӑн Канаш Бюровӗн секретарӗ. Нумаях пулмасть Олег Николаев вырӑнне РФ Патшалӑх Думинче депутат пуканне йышӑннӑ.
Олег Николаев хӑй партирен каймасть.
Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев ӗҫрен кайни пирки сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫрен кайнине урӑх ӗҫе вырнаҫассипе сӑлтавланӑ. 56 ҫулти Владимир Димитриев район администрацийӗнче 2016 ҫултанпа ӗҫленӗ, пуҫлӑх тивӗҫне икӗ ҫула яхӑн пурнӑҫланӑ.
Ӗнер каҫхине влаҫ органӗсен порталӗнче Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушу тухнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Владимир Димитриев Гостехнадзорӑн регионти уйрӑмне ертсе пырӗ.
Сӑмах май, вӑл ку ведомствӑра 2003-2016 ҫулсенчеч ӗҫленӗ. Вӑл ӑна 10 ҫул ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |