Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна ҫирӗплетнӗ. 29-мӗш номерлӗ хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ирпе ирех алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ.
Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Паянччен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновӑпа тӗл пулнӑ. Енсем республикӑн Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, регион ертӳҫи тата парламентари республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе тата экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, «Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫламалли ҫинчен тӗплӗн канашланӑ.
«Пирӗн пурин те пӗр-пӗринпе лайӑх ҫыхӑнса килӗшсе ӗҫлемелле. Ҫак ӗҫе эпир республикӑри мӗнпур представительсене, РФ Патшалӑх Думинче, Федераци Канашӗнче тӑрӑшакансене явӑҫтарма палӑртса хуратпӑр. Тивӗҫлӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусем пуҫланчӗҫ ӗнтӗ», — Олег Николаев сӑмахӗсене чӑвашла куҫарса кӑтартнӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Икӗ ен малашне те проектсене пурнӑҫа кӗртессипе пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ.
Валерий Филимонова Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗнчен кӑларнӑ. Аса илтерер: ӑна ҫав пукана 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шанса панӑччӗ. Валерий Филимонова Чӑваш Енӗн ун чухнехи Элтеперӗ Михаил Игнатьев «тухӑҫлӑ ӗҫшӗн» тав тунӑччӗ. Республика Элтеперӗн Администрацине куҫиччен Валерий Филимонов Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн спикерӗ пулса ӗҫленӗччӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев Валерий Филимонова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ.
Сӑмах май, кӑҫалхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Олег Николаевӑн пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетнӗ Татьяна Михайловӑна ку ӗҫрен кӑларнӑ. Мӗн сӑлтавпа ҫапла йышӑннине паянхи 29-мӗш номерлӗ йышӑнура асӑнман.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисемпе тата фракци пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта Олег Николаев халӑхӑн тӗрлӗ категорине паракан социаллӑ тӳлевсене индексацилес ыйтӑва хускатнӑ. Ҫакӑн пирки Олег Николаев Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ республикӑн Ӗҫлев тата Финанс министерствисене маларах асӑннӑ тӗллевпе мӗн чухлӗ укҫа кирлине ҫывӑх вӑхӑтра шутласа пӑхма хушнӑ. Хыснана улшӑну кӗртнӗ чухне социаллӑ тӳлевсене индексацилеме укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн.
Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, инфляци пӗр вырӑнта тӑман, социаллӑ тӳлевсене вара виҫӗ ҫул ӗнтӗ индексацилемен.
Чӑваш Ен Правительствин тытӑмне улӑштарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енре Промышленность тата энергетика министерстви туса хунӑ. Асӑннӑ енпе яваплӑх ҫапла вара Экономика министерствинчен тата Стройминран ҫӗнӗ министерствӑна куҫӗ.
Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви Юстици енӗпе ӗҫлекен комитета ҫаврӑннӑ.
Экономика, промышленность тата суту-илӳ министерстви малашне Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ятлӑ пулӗ.
Туризм функцине Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинчен Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине панӑ.
Гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫленӗ министерство унчченхиллех Патшалӑх комитечӗ пулса тӑнӑ.
Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан ҫине тиенӗ.
ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн хуралҫи те тек администрацире ӗҫлемест. Унта ӗҫсене йӗркелесе пыраканӗ те пулнӑскер ӗҫрен кайнӑ.
Владислав Кротов Михаил Игнатьевӑн хуралҫинче тӑрӑшнӑ, 2016 ҫул вӗҫӗнче ӑна ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ туса хунӑ. 2018 ҫулхи кӑрлачра вара ӑна Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫине куҫарнӑ. Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче ӗҫсене йӗркелекенӗ пулнӑ.
Владислав Кротов Элтеперпе пӗрле Атӑл хӗрринче чупнине, велосипедпа ярӑннине пӗрре мар куракансем пулнӑ. Вӑл Чӑваш Ен правительствин хоккей командинче те вылянӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Правительствинче черетлӗ хутчен кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 17-мӗш тата 18-мӗш номерлӗ хушӑвӗсемпе тепӗр икӗ ҫынна министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ.
Хальхинче улшӑнусем Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствине тата Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пырса тивнӗ. Константин Яковлева тата Иван Исаева министр пуканӗсене пушаттарнӑ хыҫҫӑн тивӗҫе пурнӑҫлама министрсен ҫумӗсене хушнӑччӗ.
Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама паян Виктор Косачева ҫирӗплетнӗ; культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ пулма — Роза Лизаковӑна.
Чӑваш Енри паллӑ политика, «Тӗрӗслехшӗн Раҫҫей» парти пайташне Игорь Молякова РФ Патшалӑх Думине сӗннӗ. Кун пирки асӑннӑ парти ертӳҫи Сергей Миронов каланӑ.
«Пӗлӗвӗпе вӑл — философ, ман пекех Питӗрти университетра вӗреннӗ», – ырланӑ Миронов Молякова. Тӗп суйлав комиссине документсене ҫывӑх вӑхӑтра ҫитеррӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин РФ Патшалӑх Думинчи манданчӗ Олега Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Игорь Моляковпа калаҫса курнисем вӑл ӑслине палӑртаҫҫӗ. Вӑл 1961 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ. Вырӑс. Ҫемьеллӗ. Икӗ ача ашшӗ. 1983 ҫулта Лениградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн философи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Философи наукисен кандидачӗ, доцент. 4 монографи тата ӑслӑлӑх журналӗсенчи 30 статья авторӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне мӗнпур ултӑ созывра суйланнӑ пӗртен-пӗр депутат вӑл.
Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Михаил Игнатьевӑн канашҫисем пулнисене ӗҫрен кӑларнӑ.
Ҫапла вара республика ертӳҫин Михаил Игнатьевӑн канашҫисем пулнӑ Александр Владимиров («Агарикус»акционрсен уҫа обществи), Ярослав Кузнецов («Ренова Оргсинтез» акционерсен хупӑ обществи), Николай Николаев (Федерацин травматологи, ортопедипе эндпротезировани центрӗ), Михаил Петров («Малалла» ял хуҫалӑх эртелӗ), Сергей Колесников («ТехноНИКОЛЬ» корпораци), Лев Кураков (ЧПУн ректорӗ пулнӑскер), Владимир Иванов (Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ), Роман Караулов («Холдинг КиПиАй» предприяти), Владимир Крупнов, Евгений Селиванов (Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗ) текех канашҫӑсем мар.
Паян Чӑваш Ен финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакана ҫирӗплетнӗ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушӑвӗпе ҫак тилхепене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономистне Михаил Ноздрякова шаннӑ. Ҫапла вара Чӑваш халӑх сайтӗнче ӗнер хыпарлани тӗрӗсе килчӗ теме юрать.
Михаил Ноздряков 1970 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Питӗрти патшалӑх университетӗнче, РФ Правительстви ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче вӗреннӗ.
1992 ҫултанпа РФ Перекет банкӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗнче хаклӑ хутсен пайӗнче ертсе пыракан экономистра, 1999–2010 ҫулсенче управляющин ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 2010–2011 ҫулсенче «ВТБ» банкӑн Шупашкарти филиалне ертсе пынӑ. 2011 ҫулхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, 2011 ҫулхи нарӑсран пуҫласа 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен финанс министрӗ тата вице-премьер пулнӑ. Кайран Чӑвашкредитпромбанкра правлени ертӳҫин канашҫинче тӑрӑшнӑ. 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Севастополь хулинче финанс департаменчӗн директорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |