Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас ӗмӗтпе тата тепӗр икӗ ҫын ҫунатланать. Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, республикӑн Тӗп суйлав комиссине хӑйсен кандидатурисене Максим Чепель тата Петр Петрянкин тӑратнӑ.
Максим Чепель усламҫӑ тата блогер ятарлӑ сайт йӗркеленӗ. Унта вӑл хӑй 50 ытла ҫӗршывра пулни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫынсене ҫулталӑкра пӗр хутран кая мар ҫул ҫӳреве тухма сӗннӗ. Тӗп суйлав комиссине пӗрремӗш хут пырсан блогера хуралҫӑсем кӗртмен, мӗншӗн тесен вӑл кӗске йӗмпе пулнӑ.
Петр Петрянкина вара пӗрре пырсах ӑннӑ. «Чувашинформ.рф» пӗлтернӗ тӑрӑх, Петрянкин ниҫта та ӗҫлемест. Rusprofile.ru сайта тишкерсен Петр Витальевич Петрянкин ятлӑ ҫын пилӗк организаци учредителӗ тата виҫӗ предприяти пуҫлӑхӗ пулни курӑнать, анчах вӗсем халӗ пурте те хупӑннӑ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинчи П. Иванов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра Олег Николаевӑн халӑх штабӗ уҫӑлнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Аса илтерер: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ иртӗ. Республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава хутшӑнма хӑйӗн докуменчӗсене Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссине чи малтан тӑратрӗ. Унтан тата тепӗр тӑхӑр кандидат суйлава хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Вӗсем те суйлав умӗнхи мероприятисене пуҫӑнчӗҫ: хӑйсен кадидатуришӗн сасӑ пухаҫҫӗ, хӑйсен партийӗсен районсенчи уйрӑмӗсен пайташӗсемпе тата Депутатсен пухӑвӗсен депутачӗсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.
Улатӑр хули пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗ Владимир Степанов ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫемҫе пукана хӑй кӑмӑлӗпе пушатнӑ. Владимир Степанов ӗҫрен кайма ҫырса панӑ заявление вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, Владимир Степанова 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑха лартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама сити-менеджерӑн пӗрремӗш ҫумӗ – архитектура, хула строительстви, транспорт, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Фёдоровӑна шаннӑ.
Паян Элтепер суйлавне хутшӑнма кӑмӑл тунӑ вуннӑмӗш кандидат документсене тӑратнӑ. Вӑл – 34 ҫулти усламҫӑ, общество деятелӗ Роман Васильев.
Докуменчӗсене виҫҫӗмӗш хутӗнче кӑна йышӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗрӗс мар пулнӑ. Роман Васильев хӑйне «Мӑнаҫлӑ Раҫҫейшӗн» юхӑм лидерӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшакан «Ырӑ алӑсем» фонд пуҫаруҫи тет.
Аса илтерер: Элтепер суйлавне Олег Николаев, Юрий Шакеев, Сергей Матвеев, Николай Степанов, Николай Коклейкин, Андрей Ильмендеров, Александр Андреев, Константин Степанов, Юрий Сидоров документсем панӑ.
Нумай пулмасть эпир «Ҫыравҫӑ тӑван чӗлхене хӳтӗленӗшӗн айӑпа кӗнӗ» хыпара вырнаҫтарнӑччӗ, унта «Московский комсомолец» сайт ҫак ыйту тавра хатӗрленӗ материала тишкернӗччӗ. Статьяна Ҫемен Элкер ҫырнӑ ҫырусене тӗпе хурса хатӗрленӗ, ҫавна май эпир ку икӗ ҫырупа сире те паллаштарас терӗмӗр. Хӑй ҫырӑвӗсене эсир Ҫемен Элкер ҫырнӑ хайлавсен пуххинче, «Хурапа шурӑ» ят панӑ кӗнекере (1994 ҫ.) тупма пултаратӑр (412–424 стр.).
Многоуважаемый Семен Матвеевич!
Нет надобности говорить Вам о значении ленинской национальной политики, являющимся мощным фактором в деле установления дружбы между народами. По этому вопросу Вы сами можете поучить людей очень многому. Я прямо начну с того, что явно бросается в глаза в области соблюдения принципов ленинской национальной политики в нашей Чувашской АССР.
Уважение языков всех народов является одним из главных устоев ленинской национальной политики.
Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗн суйлавне хутшӑнакан тӑххӑрмӗш кандидатран документсем йышӑннӑ. Вӑл – право хӳтӗлевҫи тата журналист Юрий Сидоров.
Палӑртмалла: Юрий Сидоров суйлав кампанине пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӑл суйлавра ҫӗнтерессе шанмасть, унта экспериментшӑн хутшӑнать: суйлав ултавлӑ иртмест-и?
Аса илтерер: Элтепер суйлавне хутшӑнма хальлӗхе 9 кандидат документсем тӑратнӑ. Вӗсем Олег Николаев, Юрий Шакеев, Сергей Матвеев, Николай Степанов, Николай Коклейкин, Андрей Ильмендеров, Александр Андреев, Константин Степанов.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас ӗмӗтлисен шучӗ кунсерен нумайланса пырать. Паян тата тепӗр икӗ кандидат ЧР Тӗп суйлав комиссийӗнче пулнӑ.
Александр Андреева (ҫӳлти сӑнӳкерчӗкре сылтӑмри) «Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн» республикӑри уйрӑмӗ тӑратнӑ. Александр Андреев – Кӳкеҫ ҫынни. Вӑл Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ.
Паянах саккӑрмӗш кандидата регистрациленӗ. Вӑл – Раҫҫейри либерал-демократсен партийӗн пайташӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата депутат этикин енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Константин Степанов (аялти сӑнӳкерчӗкре сулахайри).
Ҫапла вара республика ертӳҫи пулас ӗмӗтлисен шучӗ сакӑр ҫынна ҫитнӗ. Маларах регистрациленнисем ҫаксем: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ Сергей Матвеев, «Раҫҫейри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» пайташӗ Николай Степанов, Шупашкарта пурӑнакан Юрий Шакеев, Николай Коклейкин тата Андрей Ильдеменов.
Правительство аккаунчӗсене тытса пымалли йӗркене палӑртнӑ. Ку енӗпе вӗсене ЧР Министрсен Кабинечӗен председателӗн ҫумӗ Алла Салаева сӑнаса тӑрӗ.
Сӑмах «Пӗркласрисем», «Конактра», «Фейсбук», «Инсаграм» халӑх тетелӗсенчи правительство аккаунчӗсем пирки пырать. Вӗсене тытса пынӑ чухне текстсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, инфографикӑсемпе, карточкӑсемпе, анимацисемпе, видеосемпе усӑ курмалла, тӳрӗ эфира тухмалла, ыйтӑмсем тумалла. Постсен тексчӗсене ахаль ҫынна ӑнланмалла ҫырмалла. Чӑваш Республикин страницисем ҫинче эрнере Элтепер тата Министрсен Кабинечӗн ӗҫне кӑтаратакан 10 постран кая мар пулмалла, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен - 5 постран кая мар.
Аккаунта пӑхса тӑракан ҫынсем ҫырнӑ спам-рассылкӑсене, хӑртса ҫырнисене, усал сӑмахпа усӑ курнӑ комментарисене тасатмалла.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ (кӗскен — ТСК) республика Элтеперӗн пукане йышӑнас кӑмӑллисенчен документсем малалла йышӑнать.
Республика ертӳҫин пуканне тӗмсӗлекенсен ретӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем те пур. Маларах Пенсионерсен партийӗн пайташӗ Николай Степанов ҫав ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 61 ҫулти Николай Коклейкин ваккат документсем тӑратнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн унчченхи созывӗнче вӑл ТСКн пайташӗ пулнӑ. Ӑна унта Коммунистсен партийӗ сӗннӗ. Халӗ вара Коклейкин коммунистсемпе хӑйне нимӗн те ҫыхӑнтарманнине ӗнентернӗ. Суйлава вӑл хӑй тӗллӗн хутшӑнать. Апла пулин те ытти парти пулӑшасса шаннине пытарман.
Мускав тӑрӑхӗнче вӗрентӳ тата консалтинг енӗпе ӗҫлесе пурӑнакан 46 ҫулти Андрей Ильдеменов та документсем тӑратнӑ. ТСКна вӑл виҫӗ хутчен ҫитнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ӑннӑ, документсем йӗркеллех пулнине кура унӑн хучӗсене йышӑннӑ.
Элтепер пулас ӗмӗтлисем хальлӗхе ҫаксем: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ Сергей Матвеев, «Раҫҫейри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» пайташӗ Николай Степанов, Шупашкарта пурӑнакан Юрий Шакеев, Николай Коклейкин тата Андрей Ильдеменов.
Суйлав тесен такам та хӑйӗн кандидатурине тӑратать пулӗ. Ватти те, ҫамрӑкки те. Кашнин хӑйӗн тӗллевӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗ республика Элтеперӗн суйлавне хутшӑнас кӑмӑллӑ тата тепӗр кандидата регистрациленӗ. Вӑл — «Партия пенсионеров» (чӑв. Пенсионерсен партийӗ) партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Степанов.
Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче республикӑн Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Элтепер пулас ӗмӗтлӗ кандидат аслӑ ҫулхисен татса паман ыйтӑвӗсене хускатасшӑн. Вӑл хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас ыйтупа та чунне ыраттарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |