Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ хушшинче ӑнланмалӑх сиксе тухнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать коллективӑн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырӑва вуласан.
Унта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫитес ҫул 95 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. «Юбилейччен ансамбль пурӑнса ҫитесси иккӗленӳллӗ», — тенӗ коллективпа пухӑнса хатӗрленӗ ҫырура. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ халӑх инструменчӗсен ансамблӗ симфони оркестрӗнчен, балалайка фортепианӑран мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнланман ҫын пек ҫавӑрттарса хунӑ. Константин Яковлев 2017 ҫул вӗҫенче ансамбль директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Юрия Романько баяниста шаннине аса илнӗ. Халӗ министр ансамблӗн илемлӗх ертӳҫине Юрий Васильева хӗсӗрлет имӗш. Ӑна пысӑк пуҫлӑх ҫынсен умӗнчех мӗскӗнлетет, пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе хӑратать, хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайма заявлени ҫырма хистет-мӗн.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче ӗнер пуҫлӑхсем ылмашнӑ. Ҫук-ха, спикер мар. Парламентри партисенчен пӗрин, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин, ертӳҫине улӑштарнӑ. Асӑннӑ партин депутачӗсен лидерӗ пулма Альбина Егоровӑна шаннӑ. Вӑл — парламентӑн ертӳҫин ҫумӗ.
Альбина Егоровна — Шупашкар районӗнчи Апаш ҫынни. Унтах пурӑнать. Шупашкар район администрацийӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче те тӑрӑшнӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин фракцин ертӳҫинче малтан Вячеслав Рафинов пулнӑччӗ. Сӑмах май, вӑл та — Шупашкар район ҫынни.
«Социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулнӑ май унта та ӗҫ ҫитет. Отставкӑна яма хам ыйтрӑм», — пӗлтернӗ Вячеслав Рафинов Александр Белова журналиста.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн малашне ҫӗнӗ канашҫӑ пулӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулта вӑл хӑйӗн патне 28 ҫулти Роман Караулова илнӗччӗ. Роман «Холдинг КиПиКАй» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта Элтепер хӑйӗн канашҫине паллӑ вырӑс рокерӗн ывӑлне, «Черный обелиск» ушкӑн лидерне Владимир Крупнова суйланӑ.
Малашне ҫак тивӗҫе Кабадзе Георгий Изалмерович пурнӑҫлӗ. Хушӑва паян Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплтенӗ.
Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Навальный штабӗн хастарӗсем пенси реформине хирӗҫ митинг ирттерни пирки пӗлтернӗччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче КПРФ хастарӗсем те реформӑна хирӗҫлесе митинг ирттересшӗн. Кун пирки Валентин Шурчанов Фейсбукри хайӗн страницинче пӗлтернӗ.
Митинг Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Сӑмах май, коммунистсем авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче те Чапаев скверӗнче реформӑна хирӗҫ митинг ирттернӗ.
Ӗнтӗ часах Чӑваш автономине туса хунӑранпа шӑп та шай 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май унӑн историне кӗскен пӑхса тухас килчӗ. Кӗскен. Эппин, кӗскен пулсан, ҫав историн пӗр енне ҫеҫ пӑхса тухӑпӑр: Чӑваш автономийӗн 100 ҫул тӑрршшӗнчи чи пысӑк пуҫлӑхӗсен (пӗрремӗш сӑпатсен) йышне палӑртма хӑтланса пӑхӑпӑр. Пӗрремӗш ята асӑнма ҫав тери ҫӑмӑл. Вӑл — Элмен Даниил Семёнович.
Д.С.Элмене чӑннипех та Чӑваш автономийӗн никӗслевҫи теме пулать. Унашкал ҫынсене вырӑс чӗлхинче "отец-основатель" теҫҫӗ. Чӑваш автономийӗн ашшӗ эппин, хамӑрла каласан. 1920-1921-мӗш ҫулсенче Чӑваш ревкомӗн (революцилле комитечӗн) пуҫлӑхӗ (каярах Чӑваш автономийӗн пурнӑҫлав комитечӗн пуҫлӑхӗ) тата кунти коммунистсен ертӳҫи. 1921-мӗш ҫулхи январьте пулса иртнӗ Чаппан вӑрҫи хыҫҫӑн ӑна ертсе пырас ӗҫрен катертме шутлаҫҫӗ.
Ҫапла вара Чӑваш автономийӗн пурнӑҫлав комитечӗн пуҫлӑхӗнче, 1921-мӗш ҫулхи июльтен, Коричев Сергей Андреевич ӗҫлеме пуҫлать.
Ҫав вӑхӑтрах 1921-мӗш ҫулхи мартра Чӑваш коммунисчӗсен пуҫлӑхӗнче Савандеев Георгий Степанович ӗҫлет.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе хӑй вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Полпред пуканне вӑл 2012-2016 ҫулсенче йышӑннӑччӗ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ӑна икӗ эпизод тӗлӗшпе айӑплӑ мар тесе йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата Леонид Волковӑн ваккачӗ Евгений Райков пӗлтернӗ. Ҫапла вара экс-полпред кассӑран представительство укҫине (195 пин тенкӗ) тата командировка тӑкакне (48,8 пин тенкӗ) саплаштарни саккуна пӑсни шутланмасть.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Леонид Волков пӗтӗм ҫӗршыв шайӗнче иртекен «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсӑн финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра Раҫҫейри пекех Пӗрлехи сасӑлав кунӗ пулчӗ. Ун вӑхӑтенче вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсене хушма суйлав иртрӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче 82 мандат валли депутат суйларӗҫ. Суйлав иртмен муниципалитетсем те пулчӗҫ. Вӗсем — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Элӗк районӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура суйлав ыйтӑвне те хускатнӑ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков унта пӗлтернӗ тӑрӑх, 82 мандатран 81-шне «Пӗрлӗхлӗ Раҫсей» парти пайташӗ йышӑннӑ. Тепринче — нихӑш парти те тӑратман кандидат. Александр Цветков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ республикӑра социаллӑ пурнӑҫпа политика тытӑмӗнче стабиллӗх хуҫаланнине пӗлтерет.
Паян, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта пенси реформине хирӗҫ митинг иртнӗ. Ӑна Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче 14 сехетре йӗркеленӗ, вӑл 2 сехете тӑсӑлнӑ.
Малтан хастарсем Чапаев скверӗнчен Республика тӳремӗ таран утма, тӳремре митинг ирттерме палӑртнӑ. Уведомление хула администрацине те янӑ, анчах тӳре-шара ку вариантпа килӗшмен, митинга Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче ирттерме сӗннӗ.
Сӑмах май, оппозици пенси реформине хирӗҫ ирттерекен митингсем паян Раҫҫейӗпех йӗркеленнӗ. Шупашкар – ку акцие ирттерме ирӗк илнӗ хуласенчен пӗри.
Авӑнан 9-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗрлехи суйлав кунӗ иртмелле. Ҫав шутра Чӗмпӗр хулин Думине те депутатсене суйламалла. 15-мӗш Сӗвехыҫри пӗр мандатлӑ суйлав округӗнчи кандидатсен йышӗнче Олег Мустаев чӑваш пур.
Кандидатсен йышӗ пурӗ тӑватӑ ҫынран тӑрать. Олег Мустаева «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне ЛДПР Алексей Цибаркова, РФКП Яков Панкова, Раҫҫей коммунисчӗсем коммунистла партийӗ Олег Новгородский кандидатурӑсене суйлава кӑларнӑ. Тӑватӑ ҫынран хӑшне суйласси чӗмпӗрсенчен килет.
Аса илтеретпӗр, Олег Мустаев Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Пӗтӗм халӑх фрончӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ. Арӑмӗ, Елена Мустаева, хальхи вӑхӑтра Чӗмпӗр облаҫӗнче тухса тӑракан «Канаш» хаҫатӑн редакторӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |