Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Игорь Комарова Атӑлҫи федераллӑ тӑрӑхӗн полномичиллӗ представителӗ пулма шаннӑ. Кун пирки «РИА Новости» агентство хыпарлать.
Игорь Комаров М.В. Ломоносов ячӗпе хисепленекен Мускав патшалӑх университетӗнче экономиста вӗреннӗ, 1987-1992 ҫулсенче ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ. 2002 ҫулччен банк тытӑмӗнче, ертӳҫӗ должноҫӗсенче вӑй хунӑ, ун хыҫҫӑн «Норильский никель», «Ростех» тата «АвтоВАЗ» предприятисенче карьера тунӑ. 2013-2014 ҫулсенче Игорь Анатольевич Федераллӑ космос агентствин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ, 2014-2015 ҫулсенче Пӗрлештернӗ ракета-космос корпорацийӗн гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ. 2015 ҫулта «Роскосмос» директорне ларнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Энергия» ракета-космос корпорацийӗн директорсен канашне суйланнӑ. Тепӗр уйӑхран ӑна Раҫҫей ӑслӑлӑхпа вӗренӳ министрӗн ҫумне лартса хунӑ.
Палӑртса хӑвармалла, унччен Атӑлҫи федераллӑ тӑрӑхӗн полномичиллӗ представителӗ Михаил Бабич пулнӑ, ӑна ҫурла уйӑхӗнче Раҫҫейӗн Беларуҫри посолне лартнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи политика партийӗсен тӑватӑ фракцийӗн представителӗсемпе тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗсемпе тӗлпулнӑ.
Калаҫӑва РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем: Валентин Шурчанов (РФКП рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ), Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи), Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн регионти йышӑну пӳлӗмӗн ертӳҫи Николай Николаев, РЛДП фракцирен суйланнӑ Константин Степанов —хутшӑннӑ.
Тӗлпулӑва уҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев депутатсене политика тӗлӗшӗнчен тӗрлӗ шухӑшлӑ пулсан та республика ырлӑхӗшӗн пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑшӑн тав тунӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккунсем, нормӑпа право акчӗсене йышӑннӑ чухне яланах пӗр-пӗрин сӑмахне итлеме тата илтме тӑрӑшнине каланӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Олег Николаев депутат нумаях пулмасть Шупашкарта усламҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Унта пынӑ хӗрарӑмсенчен ытларахӑшӗ — нумай ачаллисем тесе пӗлтереҫҫӗ «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче.
Депутатпа курнӑҫма хӗрарӑм-усламҫӑсем йышлӑн ҫитнӗ. Вӗсем икӗ е виҫӗ ача ӳстереҫҫӗ иккен. Социаллӑ пулӑшу илес тесен тӗрлӗ справка кашнинче ҫӗнӗрен пухасси вӗсене кӑмӑлсӑрлантарать. «Нумай ачаллисене ытти регионти пекех ятарлӑ удостоврени пама йывӑр-шим?» — кӑсӑкланнӑ амӑшӗсем. Вӗсенчен пӗри нумаях пулмасть Крымра пулнине, унта пур ҫӗрте черет пулнине аса илнӗ. Черетрисенчен хӑшӗсем нумай ачаллине ҫирӗплетсе паракан удостоврени кӑтартаҫҫӗ-мӗн те (вӑрҫӑ ветеранӗсем пек) мала иртеҫҫӗ иккен. «Чӑваш Ен правительстви мӗншӗн ҫавӑн пек йӗрке йышӑнмасть?» — кӑсӑкланнӑ Крымри хӗрарӑмсене ӑмсаннӑ май Чӑваш Енри усламҫӑ-амӑшӗ.
Сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енӗн темиҫе министерствинче министр ҫумӗсене ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне Максим Вениаминович Иванова тата финанс министрӗн ҫумне Валерий Николаевич Иванова пукансемсӗр хӑварнӑччӗ.
Вырӑссем: «Ҫветтуй вырӑн пушӑ тӑмасть», — теҫҫӗ. Чӑн та, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумне Вӑрмар район ҫыннине, Владимир Максимова, ҫирӗплетрӗҫ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗн 623-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумне Алексей Кизилова ӗҫрен кӑларнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Аса илтерер, асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ Максим Вениаминович Иванова ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнче должноҫсӑр /news/19785.html|хӑварнӑччӗ__. Ҫав кун харӑсах икӗ министрӑн ҫумне ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ Валерий Ивановӑн та ун чух пукана пушатма тивнӗччӗ.
ЧР Стройминӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулма халӗ Владимир Максимова ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен те Стротельство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшнӑ. Маларах вӑл министр ҫумӗ пулса тар тӑкнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн позицийӗ утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче чакнӑ. Ҫакӑн пирки «Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ пӗлтернӗ.
Кӗпӗрнаттӑрсен наци рейтингӗнче Михаил Игнатьев халӗ 42-мӗш вырӑн йышӑнать. Унчченхинчен ҫакӑ 5 йӗрке чакнине пӗлтерет. Пирӗн республика ертӳҫи — танлаштарӑмӑн иккӗмӗш ушкӑнӗнче.
Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчи регионсен пуҫлӑхӗсен хушшинче Михаил Игнатьев саккӑрмӗш вырӑн йышӑнать. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн позицийӗ пӗр йӗрке чакнӑ.
Ҫӗршыри кӗпӗрнаттӑрсенчен танлаштарӑмра Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Дюмин татс Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Моор ҫӳлти йӗркесене йышӑнаҫҫӗ, Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчинчен — Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ элчи Михаил Бабич Раҫҫейӗн Беларуҫри посолӗн вырӑнне йышӑнать. Ҫавӑн пекех вӑл Президентӑн суту-илӳпе экономика тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлес енӗпе тӑрӑшакан ятарлӑ элчи пулать.
Палӑртмалла: Михаил Викторович РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ элчинче 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ.
Хальлӗхе Михаил Бабичӑн вырӑнне кам йышӑнасси паллӑ мар-ха.
Шурашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарни пирки сайтра нумай хутчен хыпарланӑччӗ. Халӗ ӗҫсем суда ҫитнӗ, пӗрремӗш суд ларӑвне те ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӑл иртеймен-ха. Ирина Клементьева чирлет-мӗн.
Халӗ ӗҫ тӗлӗшпе производствӑна чарса лартнӑ. Айӑпланакан суда хутшӑнаймасть, хӑй ӑҫта пулни паллӑ – ҫапла ҫырнӑ Ленин районӗн сучӗн сайтӗнче.
Аса илтерер: Ирина Клементьевӑна 11 эпизодпа айӑпласшӑн. Вӑл кӳнӗ тӑкак 22,9 миллион тенкӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе вӑл килти арестра ларать.
Чӑваш Енре Китайри Аньцин хулинчи делегаци пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче икӗ ен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Шупашкарти пылчӑкпа сипленмелли «ЧувашияКурорт» санатори ҫумӗнче Китай медицинин центрне уҫасшӑн.
Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ хула медицина специалисчӗсемпе те ылмашӑнасшӑн, аслӑ тата вӑтам пӗлӳллӗ специалистсене пӗр-пӗрин патӗнче вӗрентесшӗн.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарпа Аньцин пӗрле семинарсем, конференцисем ирттересшӗн, стажировкӑсем, квалификацие ӳстермелли курссем йӗркелесшӗн.
"Тилли кӑна Тилли тееҫҫӗ, Тилли камне пӗлмеҫҫӗ..." (Петӗр Хусанкай, "Тилли юррисем").
29, август, 1991-мӗш ҫул. Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗ ытларах сасӑпа – 171 сасӑ 200-тен – Чӑваш республикин президенчӗн постне туса хунӑ.
8, декабрь, 1991-мӗш ҫул: Чӑваш республикин Президентне суйлани: суйлавҫӑсен 58,6% хутшӑннӑ. 22, декабрь, 1991-мӗш ҫул. Иккӗмӗш сасӑлав: хутшӑннӑ электорат 56,7%. Пуринчен ытларах сасӑ пухни — А.П. Хусанкай. Анчах та вӑл пурпӗрех Президент пулса тӑрайман. Сӑлтавӗ — ун чухнехи саккун хӑйевӗрлӗхӗ. Урӑхла каласан, енчен те саккун кӑшт урӑхларах пулнӑ пулсан, Атнер Петрович Чӑваш республикин пӗрремӗш Президенче пулса тӑратчӗ.
Ҫак пулӑм хыҫҫӑн президентлӑх институчӗ пирки пӗр вӑхӑт шавлама пӑрахнӑ (мораторий). Ҫапах та тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Президенчӗн суйлавӗ ҫӗнӗрен пулса иртнӗ-иртнех. Н.В.Фёдоров ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |