Чӑваш Ен полицейскийӗсем Раҫҫейри темиҫе регионта наркотик саракан ҫынсен ӗҫ-хӗлне чарса лартнӑ. Ятарлӑ операцисем ирттернӗ вӑхӑтра 50 килограмм ытла сиенлӗ хутӑш туртса илнӗ. Ку пӗтӗмпе – 100 миллион ытла тенкӗлӗх.
Кӑҫал утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Чулхулара пурӑнакан арҫынна пирӗн республикӑра тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне 1,5 килограмм наркотик сутма хатӗрленнӗ. Хайхискер Шупашкарти темиҫе районта «закладкӑсем» хунӑ. Юрать, унӑн машинине полицейскисем чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын курьер пулнӑ, Мускав облаҫӗнчен наркотик партине илсе кайса вырнаҫтарнӑ.
Кӑшт каярах оперативниксем Орел облаҫӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫынна Мускавра тытса чарнӑ. Унӑн тара тытнӑ хваттерӗнче 30 килограма яхӑн наркотик упраннӑ. Хайхискер ӑна Мускавра, Питӗрте, Мускав, Чулхула, Тула, Калуга облаҫӗсенче, Чӑваш Енре сутма палӑртнӑ.
Хальлӗхе полицейскисем наркобизнесри 12 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑрта пурӑнакан Галина Александровна Слугачева килтен пилӗк кун каялла тухса кайнӑ. Унтанпа ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ӑҫта вӑл? Ӑна тӑванӗсем, полицейскисем шыраҫҫӗ.
Галина Слугачева 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм килтен юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ.
Хӗрарӑм 70 ҫулти пек курӑнать, ҫӳллӗшӗ 160-165 сантиметр, вӑтам пӳллӗ, ҫӳҫӗ кӗске, хӗрлӗ сарӑ тӗспе сӑрланӑ. Килтен кайнӑ чухне ӳт тӗслӗ ветровка, хура шӑлавар, хура пушмак, хӗрлӗ кӑвак тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Галина Слугачевӑна курнӑ тӑк 8 (83531)-2-02-02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмпӗрте пурӑнакан арҫын Чӑваш Енри темиҫе лавккаран укҫа вӑрланӑ. Вӑл Чӗмпӗртен пирӗн республикӑна ҫынсене турттарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 13 сехет те 40 минутра хайхискер Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи лавккана кӗнӗ, сутуҫа рис виҫсе пама ыйтнӑ. Лешӗ аппаланнӑ вӑхӑтра ку сентре айӗнчи курупкана йӑтса тухса тарнӑ. Унта вара 10 пин тенке яхӑн пулнӑ. Сутуҫӑ ӑна хӑваласа ҫитме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Юрать, ҫынсем ҫав арҫын ларса тарнӑ машина номерне астуса юлнӑ.
Ҫак преступление тӑвиччен арҫын Канашри лавккаран 3500 тенкӗ йӑкӑртма ӗлкӗрнӗ. Патӑрьел тата Чӗмпӗр полицейскийӗсем пӗрле тӑрӑшнипе ӑна тытса чарнӑ. Палӑртмалла: арҫын унччен те вӑрланӑшӑн, ҫаратнӑшӑн, ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн, пуҫтахланнӑшӑн судпа айӑпланнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ӑна хальлӗхе арестленӗ.
Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна Германи нацизмӗн идеологине реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ УКн 354.1 статйипе килӗшӳллӗн (нацизма реабилитациленӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче блогера йӗрке хуралҫисем тытса чанӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче вӑл халӑх тетелӗнче Германи нацизмӗн идеологине реабилитацилессипе ҫыхӑннӑ материал вырнаҫтарнӑ.
Константин Ишутов айӑпне йышӑнмасть, ҫакнашкал материал вырнаҫтарманнине пӗлтерет. Унӑн ваккачӗ каланӑ тӑрӑх, юпан 6-мӗшӗнче ӑна татса чарнӑ срока тепӗр 72 сехете тӑснӑ.
Тунтикун, ыран, лару пулӗ, унта блогера килти ареста лартас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче полицин аслӑ сержанчӗ Александр Суворов, отпуска кайнӑскер, Муркаш районӗнчи Чурикасси ялӗнче пулнӑ. Вӑл кӳршӗри ҫурт ҫунма пуҫланине тӳрех асӑрханӑ. Кун пирки вӑл пӗр тӑхтамасӑр дежурнӑй чаҫе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Кӳршӗ арҫынни ҫунакан пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Анчах хайхискер унта каялла кӗме тапаҫланнӑ. Арҫын пӳрте кӗме хӑрушӑ пулнине пӑхса тӑман. Ҫакӑ уншӑн синкерле ҫаврӑнса тухассине полицин аслӑ сержанчӗ Александр Суворов лайӑх ӑнланнӑ.
Полицейски кӳршине ҫунакан пӳрте кӗме чарса урамра тытса тӑнӑ. Тепертакран вырӑна МЧС ӗҫченӗсем ҫитнӗ те пушара сӳнтернӗ.
Вӑрнар районӗнче 49 ҫулти водитель 14 ҫулти хӗрача ҫине ятарласах кӗрсе кайни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Шкул ачи тусӗпе пӗрле салона ларма килӗшмен-мӗн.
Ку пӑтӑрмах нумай калаҫтарнӑ, калаҫтарать те. ЧР ШӖМӗ те айккинче юлман. Шалти ӗҫсен министрӗ Вӑрнар районӗнчи полицейскисем тӗлӗшпе служба тӗрӗслевӗ ирттерме хушнӑ. Хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче Патшалӑх автоинспекцийӗ уйрӑмах йывӑр преступление регистрацилеменни пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер: ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. 14-ри хӗрача тусӗпе ҫул хӗррипе утнӑ. 49 ҫулти водитель вӗсене салона ларма сӗннӗ. Лешсем килӗшмен, уялла чупса тарнӑ. Каялла ҫул ҫине тухсан водитель 14-ри хӗр ҫине ятарласах кӗрсе кайнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӳп-ҫап проводӗнче пӗчӗк ача виллине тупнӑ. Ӑна ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре тирпейлӳҫӗ асӑрханӑ. Вӑл тӳрех йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.
Ача ун чух сывламан ӗнтӗ. Полицейскисем вырӑна ҫитсен ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Кинологсем те йытӑсемпе ӗҫленӗ. Ача амӑшне ҫийӗнчех тупнӑ.
Ҫав ҫуртра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ача амӑшӗ – ҫамрӑк хӗрарӑм, тен, студентка. Ахӑртнех, вӑл районтан килнӗскер. Хваттер унӑн пулман, вӑл тӑванӗсемпе е тусӗсемпе пурӑннӑ. Хӑй ҫӑмӑлттай пек курӑнмасть.
Халӗ полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Полици подполковникӗ Юрий Плотников ывӑлӗпе ҫав кун Муркаш районӗнчи Сарчак ялӗнче хӑнара пулнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем темӗн шаплатнине илтнӗ. Тепӗр урамра ҫурт ҫунма пуҫланӑ-мӗн.
Полицейски 20-ри ывӑлӗпе пушар енннелле чупнӑ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре ҫынсем пухӑнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Халӑх ҫулӑма хӑйӗн вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Полицейскипе ывӑлӗ ытти арҫынпа пӗрле ҫывӑха лартнӑ автомобильсене тӗксе куҫарнӑ.
Кӳршисем ҫунакан ҫуртра хӑй тӗллӗн утайман 17 ҫулти арҫын ача пулнине пӗлтерсен полицейскипе ывӑлӗ пӗр чӳречене ҫӗмӗрнӗ. Ҫамрӑкки ҫурта пӗрремӗш кӗнӗ. Ашшӗпе пӗрле вӗсем кӳмере ларакан сусӑра урама илсе тухнӑ.
Шел те, ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ.
Икӗ полицейски ҫамрӑксене пушартан ҫӑлнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем тӗтӗм йӑсӑрланнине курнӑ та унталла васканӑ.
Ҫав кун полици старшини Александр Федоров тата Евгений Ильин аслӑ сержант Шупашкарти Юрий Гарин-Михайловский урамӗнче патрулировани маршрутӗнче пулнӑ. Вӗсем тӗтӗм тухнине курнӑ та пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Хӑйсем вара ҫав вырӑналла утнӑ.
Ҫурт ҫывӑхӗнчи хуралтӑсем ҫунма пуҫланӑ-мӗн. Тӗтӗм пӳрте те кӗнӗ. Полицейскисем чӳречен пӑхнӑ. Тӗтӗмпе тулнӑ пӳлӗмре тӑватӑ ҫамрӑк ҫывӑрнӑ. Полицейскисем чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, ҫамрӑксене илсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳре-шарапа полицейскисем рейда тухнӑ. Вӗсем фанфурик ӑҫта сутнине тӗрӗслесе ҫӳренӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче темиҫе аптекӑна тӗрӗсленӗ, киосксене те кӗрсе курнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче спиртлӑ шӗвек сутнӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта тӗрлӗ тутӑллӑ тата шӑршӑллӑ спирт шӗвекӗсене сутма пӑрахнӑ иккен, асептолинпа одеколон ҫеҫ юлнӑ. Ҫапах ӗҫкӗҫсем ӑна та тиркемеҫҫӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче фанфурикпа туслӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Полицейскисемпе тӳре-шара унран объяснительнӑй илнӗ.
Фанфурик сутнӑ киосксемпе аптекӑсен тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Кунашкал тӗслӗхсене тупса палӑрта енӗпе малашне те ӗҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |