РФ Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗмӗрлере пурӑнакан нумай ачаллӑ амӑшне Мария Кудрявцевӑна «Амӑшӗ героиня» ята пама йышӑннӑ.
Марийӑпа Иван Кудрявцевсем 11 ачана воспитани параҫҫӗ: 7 ывӑл та 4 хӗр. Аслӑ ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Ҫак хисеплӗ ята тивӗҫнӗ амӑшӗсене 1 миллион тенкӗ, грамота тата ылтӑнран тунӑ медаль параҫҫӗ.
Раҫҫейри 1250 вӗрентекен Владимир Путин президентӑн премине – 200 пин тенке – тивӗҫнине, вӗсенчен 11-шӗ Чӑваш Енрен, 2-шӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ пулнине тин кӑна пӗлтернӗччӗ.
Ҫак йышпа туллин паллаштарӑр. Премие тивӗҫнисен хушшинче — Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти Екатерина Ананьева, Шупашкарти 5-мӗш шкулти Малека Гасанова, Куславккари 3-мӗш шкулти Лариса Гладкова, Елчӗк шкулӗнчи Алексей Данилов, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Ольга Данилова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулти Василиса Егорова, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗнчи Ираида Мартьянова, Вӑрнар районӗнчи Пӑртас шкулӗнчи Татьяна Петрова, Улатӑрти 2-мӗш шкулти Елена Селезнева, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулти Татьяна Соколова, Шупашкарти 40-мӗш шкулти Александр Степанов.
Мӑкшӑ Республикин пуҫлӑхӗ Артем Здунов тӳре-шарана иномаркӑсем туянма чарнӑ. Паллах, ку – ӗҫпе ҫыхӑннӑ чухне кӑна.
Вӑл Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрах, нумаях пулмасть ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина туянмашкӑн саккас вырнаҫтарнине асӑрханӑ. Ҫакна пуҫлӑх ҫийӗнчех пӑрахӑҫлаттарма хушнӑ. Артем Здунов Владимир Путинпа пӗр пулса малашне ведомствӑсене хамӑр патра туса кӑларнӑ машинӑсене кӑна туянма ирӗк панӑ.
Палӑртмалла: ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӳре-шаран иномарка туянма юраманни пирки каланӑ.
2024 ҫултанпа Раҫҫейри шкул ачисем черчени предметне вӗренме тытӑнӗҫ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Черчени предметне ҫӗнӗрен вӗрентме тытӑнма РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле тӗп вӗренӳ тата вӑтам тӗп вӗренӳ программисене кӗртӗҫ. Анчах ку предмета пурне те вӗрентмӗҫ. Инженери (технологи) класӗсем кӑна ку енӗпе ӑс пухӗҫ.
Палӑртмалла: тахҫан ку предмет шкул программинче пулнӑ. Кайран ӑна кӑларнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан Перасковия Иванова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Ватӑскер интернатра пурӑнать. Ҫамрӑк чухне вӑл выҫлӑхне те, йывӑрлӑхне те пайтах курнӑ. Ыттисемпе пӗрле окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ. Перасковия Иванова лаборанткӑра ӗҫленӗ.
Ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламлама тӑванӗсем килнӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа саламланӑ. Юбиляр РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне те илнӗ.
Республикӑра крематори тӑвасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ.
Анчах Явӑшра пурӑнакансем ҫакна хирӗҫ. Вӗсем ку ыйтупа РФ Президенчӗ Владимир Путин патне видеоҫыру янӑ. Ял ҫыннисем унта палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсемпе крематори ыйтӑвӗ пирки никам та калаҫман, нимӗнле сасӑлав та ирттермен. «Эпир хамӑрӑн, тӑвансен, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗшӗн хӑратпӑр. Сире ку объекта урӑх ҫӗре куҫарассине витӗм кӳме ыйтатпӑр», - тенӗ ҫынсем видеоҫырура.
Паян 16 сехетре явӑшсене Шупашкар хула администрацине чӗнсе илнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Мария Никитична Никифорова РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне йышӑннӑ. Владимир Владимирович ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламласа открытка янӑ.
Мария Никитична вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ. Вӑл ун чухне 18 ҫулта кӑна пулнӑ.
Кайран вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл 100 ҫулта пулсан та хӑйне чиперех туять.
Паян РФ Президенчӗ Федераци Канашне янӑ ҫырупа паллаштарчӗ. Унта хускатнӑ темӑсенчен пӗри – ӗҫленӗшӗн пӗр уйӑхра тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе /МРОТ/.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку виҫе 6,3 процент ӳснӗ. Владимир Путин каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултан чи пӗчӗк шалу 19 пин те 242 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла вӑл тӳрех 18,5 процент ӳсӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче Чӑрӑш Туҫа ялӗнче, ҫуралнӑ халӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурӑнакан Татьяна Кирилловна Кириллова 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Кинемей сумлӑ юбилее ҫемйипе паллӑ тунӑ. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров та ӑна саламлама килнӗ, РФ Президенчӗн открыткине тыттарнӑ.
Татьяна Кирилловнӑн – 2 хӗр. Халӗ вӑл 4 мӑнукӗпе, вӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнать.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан Елена Ефимовна Маркелова 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа вӑл РФ Президентӗнчен саламлӑ ҫыру илнӗ.
Ӗнер ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ Елена Ефимовна – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Ӑна сумлӑ юбилейпе саламлама вырӑнти тӳре-шара та ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.