Яла кайсан Наци радиовне е Тӑван радиона вӗҫӗмех итлетӗп. Ӗҫ пӑрахса, ҫине тӑсӑлса выртса мар-ха. Ӗҫе кӳлӗнсен янӑратать те вӗсене тусӑм. Унпа пӗрле чылай чухне ирӗксӗртен тенӗ пек эпӗ те чӑваш юррисене итлетӗп.
Ирӗксӗртен итлетӗп тенинчен хытах тӗлӗнме кирлӗ мар. Сӑлтавӗ — кирек мӗнле ӗҫре те профессионала кӑмӑлланинче. Юрӑҫ, композитор, сӑвӑҫ пирки те ҫавнах каланӑ пулӑттӑм. Теприсем тата хӑйсене ытла та универсал тесе шухӑшланӑран пулӗ, сӑввине те ҫыраҫҫӗ, кӗввине те хываҫҫӗ, хӑйсемех шӑрантараҫҫӗ. Чӑннипех пултаруллисене, хамӑн ҫавӑн йышши талант ҫуккине кура, хӑпартланса та савӑнса йышӑнмалла пек. Анчах пиҫи-пиҫми сӑвӑпа, пиҫи-пиҫми кӗвӗпе, пиҫи-пиҫми сасӑпа сцена ҫине тухакансене хавхаланса йышӑнма чӑтӑмлӑх ҫитменни пӗтерет.
Паян вара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, «Контактра», «Эсӗ ман хӗвелӗм, эсӗ ман тӗнче» ушкӑнра Ирина Степанова плагиат юрӑсем пирки сӑмах пуҫаранипе тӗл пултӑм. Акӑ еплерех ҫырнӑ вӑл:
«Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем час-часах сцена ҫине Раҫҫей е тӗнче хичӗсемпе (сӑмахӗсене куҫарса е паллӑ кӗвӗ ҫине урӑх текст хурса) тухни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай пулмасть Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ятсене тивӗҫнӗ Алексей Дмитриевич Мокина асӑнса кӑҫалхипе 5-мӗш хут «Ташша яра пар!» фестиваль иртрӗ. Фестивале йӗркелекенӗ — районти администрацин культура енӗпе ӗҫлекен Александр Самсонов тата культурӑн специалист-эксперчӗ Алина Михуткина.
Ҫӗнтерӳҫӗсене икӗ ушкӑнпа палӑртрӗҫ: кӗҫӗннисем тата аслисем. Кӑҫал малти вырӑнсене Штанашри «Штаваш» ташӑ ушкӑнӗсем йышӑнма пултарчӗҫ: ачасем те, аслисем те. 2-мӗш вырӑнта — «Ангелочки» ушкӑн, 3-мӗшсем Хӗрлӗ Чутай шкулӗн «Танц — класс» ушкӑнӗпе Мӑн Этменри культура ҫурчӗн «Сердечко» ташӑ ушкӑнӗ. Аслисем хушшинче иккӗмӗш вырӑнта Мишеркассинчи культура ҫурчӗн «Сӑр таппи» ташӑ ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗшсем — Сӗнтӗкҫырминчи «Ярапа» тата Мӑн Этменьри «Подснежник» ташӑ ушкӑнӗсем.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн специалисчӗсем тата Наци радиовӗ пултарулӑх коллективӗсем юрланине ҫыртарнӑ. Унта «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» фолькор ушкӑнӗсен регионсен хушшинчи радиоконкурсне хутшӑнакансем килнӗ.
Культура ҫуртне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ансамблӗ, Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ тата Кӗҫӗн Тӑван тӑрӑхӗсенчи «Тӑванлӑх» тата «Мӑн Вылӑ» ушкӑнсем пынӑ.
Коллективсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи 2 юрра шӑрантарнӑ. Вӗсем ушкӑн епле йӗркеленни пирки каласа кӑтартнӑ, репертуарти юрӑсене асӑннӑ.
Ҫак ушкӑнсен юррисем Наци радиовӗнче ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче янӑрӗҫ. Кайран вӗсене тӳрӗ эфирта сӳтсе явӗҫ.
Сарӑту хулинче виолончелистсен С.Кнушевицкий ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ иртнӗ. Унтан пирӗн ентеш, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Людмила Фунтикова, хутшӑннӑ. Вӑл юниорсен хушшинче лауреат пулса тӑнӑ. Кунашкалли Раҫҫей юниоркисен йышӗнче пулман.
Конкурса таҫтан та килнӗ: Германирен, Францирен, Казахстанран, Китайран, Турцирен, Узбекистанран, Украинӑран, Кӑнтӑр Корейӑран, Венгрирен, Беларуҫран. Раҫҫейри пултаруллӑ ҫамрӑксем те пулнӑ унта. Конкурсҫӑсен пултарулӑхне музыка ӳнерӗнче тӗнчипе палӑрнӑ ҫынсем хакланӑ.
Людмила Фунтикова кӗҫӗннисен, 18 ҫул тултарманнисен, йышӗнче тупӑшнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ушкӑнӗсем «халӑх» ятне хӳтӗлессишӗн тӳре али витӗр тухнӑ. Республика шайӗнчи комиссие юрас тесе вӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса парассишӗн хытах тӑрӑшнӑ. Ҫине тӑни сая кайман.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Курсов), асӑннӑ Культура ҫуртӗнчи «Цивиляночка» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Эльза Тимофеева), Вӑрманкас Кӗҫтемӗрти ял клубӗнчи юрӑпа ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Александр Пушкин, балетмейстерӗ — Сергей Казаков), Опытнӑй поселокри халӑх инструменчӗсен оркестрӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Маргарита Чиркина), Первомайскинчи «Шурвар» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Нина Григорьева) «халӑх» ячӗсене хӳтӗлесе хӑварнӑ.
Ӗнер, нарӑсӑн 28-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи халӑх ятне унччен илнӗ пур пултарулӑх ушкӑнӗ те хӑйӗн чысне хӳтӗленӗ. Ҫав шутра Москакассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шуҫӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ те халӑх ятне хӳтӗлеме пултарнине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г. Голубева пӗлтерет.
Ҫав пултарулӑх ушкӑнне Радимир Семенова ертсе пырать. Нумаях ӗҫлемест пулин те «халӑх» ятне тивӗҫлӗн тытса пыма тӑрӑшать ҫамрӑк ертӳҫӗ тесе хаклать ӑна маларах асӑннӑ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне Надежда Кондукторова аккомпаниатора, ташӑсене лартакан Ирина Петрована тата Сергей Николаева ырӑпа палӑртать вӑл.
Етӗрне районӗнче иртекен Анисим Асламас ячӗпе иртекен халӑх фесивальне хутшӑнса Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи артистсем «Человек славен трудом» (чӑв. «Этем ӗҫӗпе илемлӗ») ятлӑ ятарлӑ программа хатӗрленӗ.
Кӑкшӑмри Культура ҫуртӗнче ӗҫ ҫыннине халалласа ятарлӑ стенд йӗркеленӗ. Кунта вырӑнти ӗҫченсене халланӑ «С любовью к родной земле» (чӑв. Тӑван ҫӗре юратса) сӑнсен стенчӗ те, алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсем те пур. Кӑкшӑмри «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчинче ӗҫлекенсем курава чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ пуканесем илсе килнӗ. Людмила Гордеева «Чечексем — сире валли!» ятлӑ композици ӑсталанӑ. Людмила Максимова, Ильина Людмила, Андреева Зинаида, Мазюкина Елизавета, Федорова Алина, Семенова Ирина та тӗрлӗ мелпе ӑсталанӑ чечексемпе куракансене савӑнтарнӑ.
Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнче темӗн тӗрлӗ ӑстаҫӑ та пур иккен! Салфетка, алшӑлли, панно, коврик, тӗрлӗ ҫипуҫ ӑстисем Римма Артемьева, Тамара Миронова, Нина Иванова, Оксана Ильина, Инесса Иванова, Мария Матвеева тата ыттисем. Вӗсен пултарулӑхӗпе куракансем хаваспах паллашрӗҫ.
Концерт «Улах каҫӗпе» пуҫланчӗ.
Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнче Ирина Вдовина ячӗпе «Юри килтӗм юрлама» халӑх юррисен концерчӗ пулнӑ. Ку чӑваш наци культурин хӑйне евӗр палли. 15 фольклор ушкӑнӗ сцена ҫине тухса юрланӑ.
Концерта Чӑваш Енри ушкӑнсем кӑна мар, Тутар, Мари республикинчисем те хутшӑннӑ. Тутар юррин «Ялкын» ансамблӗ тата Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» ансамбль пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Элӗк районӗнчи «Валинке» фольклор ансамблӗ, Мари Республикинчи «Ушанлык» фольклор ансамлӗ, Шупашкарти «Укӑлча» фольклор ансамблӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Теветкел» фольклор ансамблӗ куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Ҫыравҫӑсем портфель пайлани пирки Елена Светлая хушма ятпа ҫыракан ҫыравҫӑ хӑйӗн блогӗнче пӗлтернӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫӑсен пухӑвӗ иртни, унта ҫӗнӗ ертӳҫе суйлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, вӑрттӑн сасӑлавра Геннадий Максимова хӑйсене ертсе пыма 20 ҫыравҫӑ шаннӑ та вӑл ҫӗнтернӗ.
Геннадий Максимова унчченхи ертӳҫӗ Сергей Павлов тата Марина Карягина ҫум тивӗҫне пурнӑҫланӑ май пулӑшса пырӗҫ.
Правлени ертӳҫине пулӑшма Елена Светлаяна шаннӑ. Елена Нарпи ҫыруҫӑ пулса тимлӗ.
Секцисем те суйланӑ. Чӑваш диаспорипе ӗҫлессине Лидия Филиппована тиенӗ. «Драматурги» секцинче ҫыравҫӑсем Анатолий Кипеч ӑста тесе тӗв тунӑ. «Илемлӗ публицистика» секцине Василий Пушкин пек маттур ертсе пыракан ҫук тесе йышӑннӑ. «Критика» секци ертӳҫине паллӑ критика Юрий Артемьева лартнӑ. Маларах асӑннӑ Сергей Павлов «Проза» секцире те ӗҫлесе ӗлкӗрӗ. «Поэзи» ятлине Марина Карягина ертсе пырӗ, «Ача-пӑчапа ҫамрӑксен литературине» — Светлана Гордеева.
Вӑрмар районӗнчи Кавал культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть илемлӗ пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ.
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ ҫав мероприятие кавалсем Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Вырӑнти илемлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хушшинче «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекенсем, Кавалти тулли мар пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, администраци ӗҫченӗсем тата ыттисем пулнӑ.
Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ жанрпа кӑтартнӑ: хор, вокал ансамблӗ, пӗччен юрласси, ҫемье ансамблӗ, инсценировка, ташӑ, театр ӑсталӑхӗ тата ытти те.
Кавал ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ал ӑстисен куравне те ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене илсе пынӑ, пӗр-пӗрин пултарулӑхне пӑхса тӗлӗннӗ-савӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.