Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран пульницӑсенче плана кӗртнӗ медтӗрӗслевсем, диспансеризаци ирттерме вӑхӑтлӑха чарнӑччӗ. Лару-тӑру йӗркеленсе пынӑ май ҫакна пӑрахӑҫланӑ. Хушӑва ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов алӑ пуснӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен медтӗрӗслев, диспансеризаци тухма юрать. Кӑшӑлвируспа чирлесе ирттернӗ ҫынсен диспансеризацине те ирттереҫҫӗ. Анчах вӗсен малтан тӗппипех сывалса ҫитмелле.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе Раҫҫейре официаллӑ мар майпа чирленӗ ҫынсене те QR-код пама тытӑннӑ. Ӑна илмешкӗн малтан юн анализне памалла, унта антителӑсем пуррине палӑртмалла.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви канмалли кунсенче, уявсенче, пульницӑсем мӗнле графикпа ӗҫленине пӗлтернӗ. Вӑл ахаль чухнехинчен уйрӑлса тӑрӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӗске ӗҫ кунӗ пулӗ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тата 8-мӗшӗнче пульницӑсенче пациентсене 8-13 сехетсенче йышӑнӗҫ. Киле тухтӑра чӗнмешкӗн 12 сехетчен шӑнкӑравлама юрать.
Пушӑн 7-мӗшӗнче поликлиникӑсем шӑматкунхи графикпе ӗҫлӗҫ. Вакцинаци пункчӗсем нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, пушӑн 5-мӗшӗнче тата 7-мӗшӗнче 8-13 сехетсенче пациентсене йышӑнӗҫ. Пушӑн 7-мӗшӗнче – 8-19 сехетсенче.
Юрий ятлӑ пӗчӗк арҫын ача 4 уйӑх каялла, амӑшӗн варӗнче 22 эрне аталансан, ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне вӑл 490 грамм тайнӑ.
Вӑхӑтран чылай маларах ҫуралнӑ ачан органӗсем хӑй тӗллӗн ӗҫлеме хатӗр пулман. Ӑна Хулари 1-мӗш клиника пульницин тухтӑрсем вӑй иличчен, аталаниччен пӑхнӑ. Пӗчӗкскер майӗпен ӳснӗ, хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. Унччен ӑна вена урлӑ ҫитернӗ.
Тухтӑрсем Юрие 4 уйӑх та 3 кун пӑхса ӳстернӗ. Нумаях пулмасть ачана тата амӑшне киле янӑ. Арҫын ача 2 килограмм та 467 грама ҫитнӗ.
Сӑмах май, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пӗлтӗр питӗ пӗчӗк виҫеллӗ 37 ача ҫуралнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, республикӑри тата тепӗр больница ковид-госпиталь евӗр ӗҫлеме тытӑннӑ. Хальхинче ӑна Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре уҫнӑ.
Асӑннӑ сывлӑх сиплев учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлисене унти стационарта паян ирхи 8 сехетре йышӑнма тытӑннӑ.
Стационара ҫавӑн пек ӗҫлеттернине чирлекенсем йышлипе ӑнлантарнӑ. Ковид-госпиталь пӗр харӑсах 140 ҫынна йышӑнма пултарать.
Апла пулин те сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе каланӑ. Больницӑра вырӑн пурри унта лекмеллине пӗлтермест. Ҫавӑнпа та халӑх йышлӑ вырӑнта маска тӑхӑнса ҫӳремелле, киле е ӗҫе ҫитнӗ-ҫитмен алӑ ҫумалла т.ыт.те.
Муркашри поликлиникӑна 2024 ҫулта тума тытӑнасшан. Хальлӗхе проект документацине хатӗрлеҫҫӗ, ӑна туса пӗтернӗпе пӗрех.
Модернизаци программипе килӗшӳллӗн, Муркашри ҫӗнӗ поликлиникӑна 2024-2025 ҫулсенче тумалла. Халӗ вара вырӑнти поликлиника темиҫе ҫуртра вырнаҫнӑ. Кун пирки районти тӗп пульница Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Хӑш-пӗр ҫурчӗ кивелсе те кайнӑ ӗнтӗ. Тӗп корпусне, икӗ хутлӑскере, 1980 ҫулта хута янӑ, иккӗмӗш корпусне вара – иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчех. Хӑш-пӗр уйрӑм стационар ҫуртӗнче вырнаҫнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ поликлиника тума тытӑнмалла.
Канаш районӗнче пурӑнакансем валли Шӑхасанта пысӑк поликлиника хӑпартӗҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Поликлиникӑна Пӗрремӗш сыпӑка модернизацилемелли программа шайӗнче пурнӑҫлӗҫ. Строительство ӗҫӗсем кӑҫал пуҫланмалла, 2024-мӗш ҫулта вӗҫлеме палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра проект экспертиза тӗрӗслевӗ витӗр тухать. Палӑртса хӑварар, Канаш районӗнче нумай профильлӗ пысӑк поликлиника тӑвасси пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче асӑннӑччӗ.
Поликлиника Канаш районӗн Ф. Г. Григорьев ячӗллӗ тӗп пульницин йышне кӗрӗ. Хальлӗхе поликлиника 1954 ҫулхи кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ, маларах унта райӗҫтӑвком ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫурт хальхинчен виҫӗ хут пысӑкрах пуласси пирки шантараҫҫӗ. Унта компьютер томографӗ, цифрӑллӑ флюорограф, маммограф та пулӗ. Канаш районӗн тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Сергей Шерне ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хальхи тӑвӑр лару-тӑрура вӗсене унта вырнаҫтарма май ҫук.
Паянтанпа, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен, Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем урӑхларах ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Больницӑсем планпа пӑхнӑ амбулатори пулӑшӑвне пама пӑрахӗҫ, медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑлармӗҫ, диспансеризаци те тухаймӑн. Ҫавна республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинчи тӳре-шара тухтӑрсене кӑшӑлвируспа чирлисене пулӑшма явӑҫтарассипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Ҫивӗч вирус респиатор инфекцийӗпе тата кӑшӑлвируспа аптӑракансене амбулатори центрӗсенче йышӑнӗҫ.
Тухтӑрсене ҫӗнӗлле ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланса пынине кура республикӑри икӗ пульница ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Хулари 2-мӗш пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 80 койка хатӗрленӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗнче тепӗр 30 койка пур.
Хальхи вӑхӑтра ковид-госпитальсенче пӗтӗмпе 1146 койка хатӗрленӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне стационарсенче кӑшӑлвируспа чирлӗ 1011 ҫын выртнӑ. Вӗсенчен 191-шӗн сывлӑх йывӑр. 25-шӗн сывлӑхӗ пушшех те йывӑр. Вӗсем ИВЛпа сывлаҫҫӗ.
Резервра – тепӗр 2 пин койка. Кирлӗ пулсан вӗсене те хута яраҫҫӗ.
Чӑваш Енре йӑлара усӑ курмалли химипе наркӑмӑшланнӑ ачасен йышӗ ӳснӗ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне ку ашшӗ-амӑшӗ тимлӗхне ҫухатнӑран пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине апат ҫулне пӗҫертсе янӑ 8 ачана илсе килнӗ. Шӑпӑрлансем тасатмалли хатӗр, чӗрне тасатмалли шӗвек, уксус ӗҫсе шар курнӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал шӑпӑрлансен пульницӑра нумай вӑхӑт выртма, чылай сипленме тивет. Реабилитаци тапхӑрӗ те вӑраха тӑсӑлать.
Ачасем магнит, батарейка, тимӗр укҫа ҫӑтса янӑ тӗслӗхсем те пулнӑ. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта онкологи диспансерӗн тепӗр корпусӗ пулӗ. Тӗп зданипе ӑна ятарлӑ каҫӑ ҫыхӑнтарӗ. Эппин, вӑл хальхи диспансер ҫывӑхӗнче пулӗ.
Кун пирки паян ЧР Элтеперӗ Паташлӑх Канашне янӑ Ҫырура каланӑ. Олег Николаев Республикӑри клиника пульницин инфекци корпусӗ пирки те аса илнӗ. Вӑл Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта пулӗ.
Палӑртмалла: онкодиспансерӑн халӗ поликлиника пур ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех хирурги, икӗ радиологи, диагностика корпусӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Хирурги корпусне 2016 ҫулхи кӗркунне хута янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |