
Республикӑра шыв ҫинче каллех инкек пулнӑ. Ҫӗмӗрле округӗнче 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ.
Инкек ӗнер кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле хули ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ каччӑ понтон кӗпер патӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ. Анчах пӗри вӑйлӑ шыв юххине пула вӑйран кайнӑ та путнӑ.
Ӑна иртен-ҫӳрен ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑна ҫитсен реанимаци тунӑ, искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ, кайран пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти тухтӑрсене пулӑшма Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем килнӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем тем пек тӑрӑшсан та ҫамрӑка ҫӑлма май килмен.
Палӑртса хӑварар: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра тӑватӑ ача путса вилнӗ.

Шупашкар хулинчи пӗр пульницӑра сипленнӗ арҫын медицина ӗҫченне тапӑннӑ. Кун пек тискерлӗ тӗслӗх токсикологи уйрӑмӗнче пулса иртнӗ.
46 ҫулти пациент хӗрӗнкӗ пулнӑ. Хӑйне алӑра тытайманскер медсестрана хӗнеме пуҫланӑ. Ҫакна пула тухтӑрсен ятарлӑ пускӑча пусса йӗрке хуралҫисене чӗнме тивнӗ. Сигнал хулари тӗп хурал пульчӗ ҫине килнӗ, кун хыҫҫӑн пульницӑна Росгварди ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Вӗсем арҫынна тытса чарнӑ, ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатма полици уйрӑмне илсе кайнӑ.
Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев малалла пырать.

Республикӑра санитари вертолечӗ малалла ӗҫлет, пациентсен пурнӑҫне ҫӑлать. Нумаях пулмасть вертолетпа Улатӑр хулинчи 77 ҫулти арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ. Унӑн инфаркт пулнӑ.
Вертолет Улатӑрта утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине анса ларнӑ. 77 ҫулти арҫыннӑн миокард инфаркчӗ тепӗр хутчен пулнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Улатӑрти пульницӑна илсе килнӗ. Пациент кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине пӗлтернӗ, тухтӑрсем сатураци пӗчӗк пулнине палӑртнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫын 10 ҫул каялла инфаркт чӑтса ирттернӗ. Ун чухне ӑна коронароангиографи тунӑ. Ҫитменнине, унӑн урӑх чирсем те пур, ку вара сывлӑхне пушшех те япӑхлатать.
Улатӑрти тухтӑрсем пациентӑн сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртнӗ те санавиаци валли заявка янӑ. Вертолет арҫынна Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унти хирургсем ӑна часрах операци тунӑ.

Республикӑра санитари авиацийӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Хальхинче вертолетпа пушарта шар курнӑ арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Улатӑр округӗнче пурӑнаканскер пиҫсе кайнӑ. Малтанах ӑна районти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хулари специалистсемпе телемедицина консультацийӗ ирттернӗ хыҫҫӑн пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайма йышӑну тунӑ.
Темиҫе сехетренех ӑна хулари тухтӑрсем тӗрӗслеме, сиплеме пуҫланӑ. Арҫыннӑн кӗлеткин 35 проценчӗ тата сывлав ҫулӗсем пиҫсе кайнӑ. Халӗ вӑл сипленет. Кайран унӑн чылай вӑхӑт вӑй илмелле пулӗ.

Ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре икӗ ача ҫӗлен сӑхнинчен шар курнӑ. Иккӗшне те Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе килнӗ.
11 ҫулти арҫын ача ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле дачӑра пулнӑ. Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӑл хура ҫӗлен ҫине пуснӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем хура ҫӗлен наркӑмӑшне пӗтерекен сыворотка янӑ. Арҫын ача стационарта 10 кун сипленнӗ.
13 ҫулти арҫын тусӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ури тӗлӗнчен темӗн чикнине туйнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл ҫав вырӑнта хӗрлӗ пулнине асӑрханӑ. Вӑл та пульницӑра сипленнӗ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗнче республикӑра ҫичӗ ҫынна хура ҫӗлен сӑхнӑ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви больницӑран бензин вӑрланипе вӑрламаннине тӗрӗслӗ.
Ку пӑтӑрмахла историе «PRO Город» кӑларӑм МАХри каналта ӗнер хыпарланӑччӗ. Унта Шупашкарти 1-мӗш клиника больницинче сипленекен ҫын ӳкерсе илнӗ видеона вырнаҫтарнӑ.
Видеора арҫын канистрпа тем йӑтса тухса ҫӑмӑл машина багажникне лартса хуни курӑнать.
Видеона ӳкерекен арҫын кун пек япалана курсан тӗлӗннӗ. Вӑл патшалӑх сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем валли уйӑракан бензина ҫавӑн пек вӑрлаҫҫӗ иккен-ха тесе кӑмӑлсӑрланнӑ.
Видео халӑх тетелне лекнӗ хыҫҫӑн ку пӑтӑрмаха республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви тӗрӗслессине пӗлтернӗ. Енчен чӑнах та вӑрланӑ пулсан яваплисем право тӗлӗшӗнчен те хак парассине шантарнӑ.

Шупашкар хулинчи тухтӑрсем зубочистка ҫӑтса янӑ 37 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ку ҫапларах пулса иртнӗ: арҫын ирхине вӑрансан мухмӑрпа, хырӑм ыратнипе аптӑраса ӳкнӗ. Унӑн ӳт температури те хӑпарнӑ. Ыратнине ирттерекен эмелсем ӗҫнӗ, анчах вӗсем пулӑшман. Больницӑнах кайма тивнӗ.
Хулари тӗп пульница тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унӑн вун ик пумӑклӑ пыршӑлӑхӗнче темӗнле япала тӑрӑнса ларнине асӑрханӑ. Ку зубочистка тесе палӑртнӑ. Ҫакна Васкавлӑ медпулӑшу пульницин тухтӑрӗсем те ҫирӗплетнӗ.
Хирургсем арҫынна операци тунӑ. Чӑнах та, вун ик пумӑклӑ пыршӑлӑхӗнче зубочистка пулнӑ.
Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: зубочистка ҫӑтса ярса ҫын вилме пултарать. Шӗвӗрскер апат ҫулне, хырӑмлӑха е пыршӑлӑха тӑрӑнса ларма пултарать, ҫавна май шала юн каять е перетонит пулать.

Паян ирхине 10 сехет те 15 минутра Шупашкарта Эгер бульварӗнче, «Рябинка» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнчен инҫех мар, 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус тӑрук чарӑннипе икӗ пассажир пульницӑна лекнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лотос» автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водителӗн хӑвӑрт кӑна чарӑнма тивнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малти вӗренӳ машини тӑрук чарӑннипе вӑл тормоз ҫине вӑйлӑ пуснӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав самантра салонра 7 ҫын пулнӑ. Автобус тӑрук чарӑннипе 1954 ҫулта ҫуралнӑ тата 1961 ҫулта кун ҫути курнӑ икӗ хӗрарӑм ӳксе аманнӑ. Вӗсене иккӗшне те Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Унти тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ тата сиплӗҫ.

Шупашкарти тухтӑрсем 6-мӗш хутран ӳкнӗ 16 ҫулти хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
Хальхи вӑхӑтра вӑл Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче реабилитаци витӗр тухать. Сиплев вӑраха тӑсӑлӗ, анчах тухтӑрсем лайӑххине кӑна шантараҫҫӗ: реабилитаци витӗр тухсан хӗр утма кӑна мар, ташлама та пултарӗ.
Нумаях пулмасть пульницӑра катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Краузе пулнӑ. Вӑл анестезиологи тата реанимаци уйрӑмӗнче выртакан 16-ри хӗр патне те кӗрсе тухнӑ. Пациентка ун чухне тухтӑр пулма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ольга Краузе унпа пӗрле Шупашкарти медицина колледжне экскурсие кайса килме калаҫса татӑлнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ 6 ачана илсе ҫитернӗ.

Паян ирхине Сӗнтӗрвӑрри районӗн пульницинче рентген аппарат ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, никам та шар курман, ҫурт та сиенленмен.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пульница расписанипе килӗшӳллӗнех ӗҫлет. Рентген аппарат мӗншӗн ҫунма тытӑннине тӗпчеҫҫӗ. Ведомство лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать.
Аппарат ҫунма тытӑнсан пациентсене тата медӗҫченсене пурне те урама кӑларнӑ. Ҫулӑма вара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем хӑвӑртах сӳнтернӗ.
