Паян Шупашкарти шкулсемпе ача пахчисене хутса ӑшӑтма пуҫланӑ. Хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ир тӗлне ӑшӑ 121 ача пахчинчен 113-шне ҫитнӗ. Тепӗр саккӑрӑшӗнче пӑрӑхра е ӑшӑ узелӗче кӑлтӑк тупӑннӑ. Хулари тӳре-шара ҫав ҫитменлӗхе каҫ валли пӗтерме шантарнӑ.
Унсӑр пуҫне 61 шкултан 52 шкула хутса ӑшӑтма пуҫланӑ. Каҫ еннелле ыттисене та ӑшӑ ҫитмеллине ирех шантарнӑччӗ.
Ача пахчисемпе шкулсемпе пӗрлех ӑшша чи малтан памалли объектсен шутӗнче ҫавӑн пекех — сывлӑх сыхлав тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ учрежденисем.
Централизациленӗ тытӑмран ӑшӑ илсе тӑракан 1830 нумай хваттерлӗ ҫурта ҫак эрне вӗҫлениччен хутма тытӑнӗҫ.
«Чӑваш Енри тухтӑр Мускав облаҫӗнче пысӑк пукана йышӑннӑ. Дмитрий Марков халӗ Мускав облаҫӗнчи сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать», — хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗсенчен пӗри, Софья Совнеш, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче. Дмитрий Марков текех министр мар. Ӗҫри вӑхӑчӗ иртнӗ тесе унӑн контрактне тӑсман.
Марков 1970 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра сиплев ӗҫне алла илнӗ. Пульницӑра тата университетра ӗҫленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче сывлӑх сыхлав управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2013 ҫулта Дмитрий Маркова Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ, 2016 ҫулхи кӗркунне министр тилхепине тыттарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре «Вӑрнар – Нурӑс» ҫул ҫинче хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ ҫул хӗрринче тӑнӑ, машинӑсем ҫӳрекен вырӑна тухман.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ малтан транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ, кайран ҫул хӗрринче тӑракан хӗрачана ҫапса кайнӑ.
Хӗрача 14 ҫулта кӑна, 8-мӗш класра вӗренет. Вӑл самаях суранланнӑ: унӑн шӑмми хуҫӑлнӑ, ытти суран та пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Руль умӗнче вара 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.
Шупашкарти арҫын эрехе пула шар курнӑ. Эрехпе минренӗ арҫын урама чӳрече витӗр тухнӑ. Хайхискер суранланнӑ, васкавлӑ медпулӑшу пульницине лекнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗлӗшӗ ҫак арҫынна хваттерте питӗрсе лартнӑ. Кӑштахран, 15 сехетре, Совхоз урамӗнче 16-мӗш ҫуртӑн чӳречи айӗнче ӳсӗрскере тупнӑ. Вӑл питӗрӗнчӗк алӑкран тухайман, ҫавӑнпа виҫҫӗмӗш хутран сикнӗ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ.
Шупашкарта нумай профильлӗ поликлиника ҫӗкленет. Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑскере кӑҫал кӗркунне хута ямалла. Ҫакӑ ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов строительсельство объекчӗпе паллашнӑ хыҫҫӑ палӑрнӑ.
«Хула варринче поликлиника кирлӗ тесе Шупашкарта пурӑнакансем темиҫе хут та ыйтнӑччӗ. Эпир вӗсен сӗнӗвне шута илтӗмӗр, халӗ кунта нумай профильлӗ ҫӗнӗ поликлиника ҫӗкленет. Ӑна тумашкӑн республика бюджетӗнчен 746,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ», — пӗлтернӗ Михаил Игнатьев журналистсене.
Ҫӗнӗ больницӑра хӑвӑрт пулӑшу кӳрекен уйрӑм, клиникӑпа диагностика пӳлӗмӗсем, гинекологи уйрӑмӗпе хӗрарӑмсен консультацийӗ, 35 вырӑнлӑх кӑнтӑрлахи стационар пулӗ, тӗрлӗ специалист йышӑнӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Алексей Кизилов Мускав облаҫӗнче ӗҫе вырнаҫнӑ. Унта вӑл Чехов хулинче 1-мӗш район пульницин тӗп тухтӑрӗнче тимлеме тытӑннӑ.
Медицина учрежденийӗнче ӗҫлекенсем, Vademec.ru портал пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах ҫӗршыв Президенчӗн Администрацине ҫӑхав ҫырнӑ. Унта вӗсем шалу вӑхӑтра паманни, персонал йышне чакарни, эмелпе медицина хатӗрӗсем ҫитменни ҫинчен евитленӗ. Мускав облаҫӗнчи Сывлӑх сыхлав министерствине те вӗсем ҫырнӑ иккен. Анчах ун чухне мерӑсем йышӑнман имӗш.
Аса илтерер, Алексей Кизилова иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн премьер-министрӗн Иван Моторинӑн 623-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗнчен кӑларнӑччӗ.
Чӑваш Енри тухтӑрсем грипран хӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем хӑйсене вакцинаци тутараҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министертсвинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Дерягин укол тутарнӑ та ӗнтӗ. Шурӑ халатли ытти ҫынна та, ултӑ уйӑхри ачаран пуҫласа ваттисем таранах, прививка тумалла тесе шухӑшлать. Вакцинаци витӗр тухнӑ ҫынна грипп ерсен те амак ҫӑмӑллӑн иртнине палӑртать.
Чӑваш Ене вакцинӑн пӗрремӗш партине иртнӗ уйӑхрах кӳрсе килнӗ. Вӑл халӑхӑн 19 процентне укол тума ҫитет. Сӑмах май каласан, Роспотребнадзор ҫӗршыври халӑхӑн 45 процентӗнчен кая мар ҫынна укол тӑвасшӑн. Хӑрушлӑх ушкӑнӗнче шутланаканнисене вара — 75 процентран кая мар.
Чӑваш Енри пульницӑсене «МОСРЕНТГЕНПРОМ» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫтернӗ флюорографовсем пирки шӑв-шав тухнӑ. «МОСРЕНТГЕНПРОМ» предприятин медицина оборудованине Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ техника заданийӗпе килӗшсе тӑмасть тесе йышӑннӑ. Ҫавӑнпа килӗшмесӗр предприяти суда та ҫитнӗ, анчах унтисем монополипе кӗрешекенсем майлӑ пулнӑ. Тавлаштаракан флюорографсемпе Шупашкарти 1-мӗш клиника тата Шупашкарти тӗп пульницӑсене тивӗҫтернӗ.
Маларах ҫавӑн пек оборудовани Йӗпреҫри тӗп район пульницине тата Шупашкарти иккӗмӗш пульницине ӑсаннӑ. Ун чухне аукционта «Медипром» предпряти ҫӗнтернӗ.
Флюорографсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Росздравнадзор тишкернӗ. Унтисем Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министертвин учрежденийӗсене тӗрӗслӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче паллӑ чӑваш журналисчӗ тата литературовечӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ ертӳҫи, Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял республикӑн васкавлӑ пульницине лекнӗччӗ. Инсульт тӳссе ирттернӗскер халӗ Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинчи реабилитаци центрӗнче сипленет.
Ӗҫтешӗсем, юлташӗсем тата ентешӗсем шурсухал патне пырсах ҫӳреҫҫӗ, унӑн сывлӑхӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ тесе хыпарлать Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗсенчен пӗри, Виталий Петровича ҫывӑх пӗлекен Нелли Пальмова.
Реабилитаци центрӗнчи хисеплӗ ватӑ патне Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Сорокин тӑтӑшах кӗрсе тухаҫҫӗ. Виталий Станьяла унӑн ӗнерхи студенчӗсем те — чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем тата ӗҫтешӗ-журналистсем — хисеп тӑваҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Виталий Петрович патне «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Вера Эверкки пырса кайнӑ. Нелли Пальмова пӗлтернӗ тӑрӑх, Эверкки пыни кӑмӑллӑ кӑна мар, усӑллӑ та пулнӑ. Вера журналист пулнине пӑхмасӑрах парикмахер ӑсталӑхне вӗреннӗ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫывӑх вӑхӑтра 45 ҫулти хӗрарӑма явап тыттарӗ. Пуҫиле ӗҫе унта ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче усалланнӑ. Ун чухне вӑл пилӗк уйӑхри тӗпренчӗкӗпе пульницӑра сипленнӗ. Ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче ачана вӗлернӗ.
Пепки ҫине алӑ хума ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран тата ачи чирлӗ пулнӑран шухӑш тытнӑ-мӗн. Пӗчӗк ачан пилӗкмӗш теҫеткене ҫывхаракан амӑшӗ депрессие кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105 статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ май хӳтлӗхсӗррине пӗлсе тӑрса пӗчӗк ачана вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |