Чӑваш Енри пульницӑсен ӗҫне Мускаври экспертсем хакланӑ.
Раҫҫей сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Андреева тата РФ Сывлӑх сыхлав министерствин регионсемпе тата канашламалли органсемпе ӗҫлекен пайӗ пуҫлӑхӗ Олег Филиппов 12 медучрежденире пулнӑ. Вӗсем пирӗн республикӑра ҫурла уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче ӗҫленӗ.
Специалистсем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезированин центрӗнче (сӑнӳкерчӗкре), Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен тытӑмӗн 21-мӗш медсанчаҫӗнче, Федерацин медицинӑпа биологи агентствин 29-мӗш медсанчаҫӗнче, РФ ШӖМӗн медсанчаҫӗнче пулнӑ. Федераци пӗлтерӗшлӗ пульницӑсемсӗр пуҫне экспертсем Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав мнистерствине пӑхӑнакан учрежденисене те: Шӑмӑршӑри, Патӑрьелти, Йӗпреҫри, Элӗкри тата Вӑрнар районӗсенчи пульницӑсене, Республикӑри клиника пульницине, Республикӑри онкодиспансера тата Республикӑн ача-пӑча клиника пульницине ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнче пӗчӗк хӗрача шӑммине хуҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Шупашкара пульницӑна илсе кайма тухнӑ, анчах «пӑкка» лекнӗ.
«Пӑкӑра» ларма вӑхӑт пулман, часрах пульницӑна ҫитмелле-ҫке-ха. Ашшӗ машинӑпа ССХПИ экипажӗ патне пынӑ та мӗн пулнине ӑнлантарса панӑ.
Сергей Леонтьев, Александр Горшков тата Виталий Герасимов испекторсем кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Унтан сиренӑллӑ мигалкӑна ҫутса ачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитерме пулӑшнӑ.
Тухтӑрсем 2 ҫул та тултарман ачана пулӑшу панӑ. Халӗ вӑл хайне чиперех туять.
Чӑваш Енри тухтӑрсем 99 ҫулти кинемее операци тунӑ. Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫынна «03» тытӑм пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Кинемейӗн чӗри хытӑ ыратнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Тухтӑрсем васкавлӑн диагноз лартнӑ та кинемее операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 99 ҫулти ҫынна коронарографи туса ирттернӗ. Ку меслет юн тымарӗ хӑш тӗлте хӗсӗннине палӑртма май парать иккен.
Кинемей чӗринчи хӗсӗк юн тымарне стент лартнӑ. Операцие вырӑнти анестезипе (ыратми тунипе) ирттернӗ.
Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем операци ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине, операци тума ҫул ҫул кансӗрлеменнине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ кинемей хӑйне япӑх мар туять, ӑна киле янӑ.
Паян «Шалта-Балтай» телеграм-каналта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӳршӗ Чулхула облаҫӗнчи кардиологи центрӗнче сипленни пирки пост тухнӑ. Михаил Васильевич чӑнах та каллех пульницӑра выртать-им?
Телеграмм-каналта кунашкал хыпар тухсан Элтеперӗн пресс-секретарӗ Олег Сидоров акӑ мӗнле пӗлтернӗ: «Элтепер 31-мӗшӗччен отпускра. Вӑл хӑйне чиперех туять, ӗнер унпа калаҫрӑм. Вӑл отпускра кӑна, вӑл канать кӑна».
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче федераци МИХӗсенче Элтепер Питӗрти мероприятирен пульницӑна кардиологи уйрӑмне лекни пирки ҫырчӗҫ. Ун чухне унӑн пресс-секретарӗ Михаил Игнатьев плана кӗртнӗ отпускра пулни пирки, сывлӑхне тӗрӗслеттерни ҫинчен ӗнентернӗччӗ. Элтепер ӗҫе ҫурлан 5-мӗшӗнче тухнӑ, тепӗртакран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, каллех отпуска кайнӑ.
Республикӑри психиатри пульници машина туянасшӑн. Кун валли 1 миллион та 189 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Аукцион авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Аукцион докуменчӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, машинӑна Шупашкар хулинчи Пирогов урамӗнче 6-мӗш ҫурта илсе ҫитермелле. Машинӑна ӗҫ панӑ тупӑшпа туянаҫҫӗ-мӗн.
Психиатри пульници Skoda Octavia или эквивалент туянасшӑн. Тӗсне те суйланӑ: хура. Передача курупки механика е автомат пулмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Республикӑри кардиологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Маларах регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 62-00-25.
Шурӑ халатлисем ытларах чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем, артери юн пусӑмне тӗрӗслесси пирки калаҫӗҫ. Кирлӗ пулсан электрокардиографи тӗрӗслевӗ те тӑвӗҫ.
Диспансера уҫӑ алӑксен кунне каяс текенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, полис пулмалла. Пульница ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 29-мӗш «А» ҫурт.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ канӑва кайнӑ. ЧР Конституцийӗн 76-мӗш статйинче пӑхса хӑварнине шута илсе республика пуҫлӑхӗн тивӗҫне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин (сӑнӳкерчӗкре) пурнӑҫлӗ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен канӗ. Апла пулсан вӑл республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене хутшӑнасси иккӗленӳллӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер унччен нихӑҫан та ҫулла канман. Кӑҫал вӑл хӗллеччен тӑхтас темен.
Аса илтерер: Питӗрти пульницӑра сипленнӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗччӗ. Ӗҫе тухиччен вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренине, иртен-ҫӳренпе калаҫнине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Ку мероприятие Элтепер яланах хутшӑннӑ. Анчах хальхинче вӑл унта курӑнман. Кун пирки «Правда ПФО» сайт ҫырать.
«Мероприятире пӗртен-пӗр кӗтменлӗх Михаил Игнатьев ҫукки пулчӗ», - ҫапла ҫырнӑ сайт. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Элтепер ҫитес эрнерен каллех отпуска каять. Вӑл каннӑ чухне сывлӑхне малалла ҫирӗплетет-мӗн.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Михаил Игнатьев Питӗрти пульницӑра кардиологи уйрӑмӗнче сипленнӗ. Унтан вӑл утӑн 27-мӗшӗнче таврӑннӑ, Михаил Васильевич кун пирки Инстаграмри хӑйӗн страницинче те пӗлтернӗ.
Пульницӑран таврӑнсан Элтепер ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫав кунах вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренӗ, иртен-ҫӳренпе калаҫнӑ.
Чӑваш Енри пульницӑсене пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсемпе тивӗҫтермелле. Меслечӗсем тӗрлӗрен. Ҫав шутра — унччен урӑх ҫӗре тухса кайнисене илсе килни те.
«Медвестник» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла хушӑва ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан сиплевпе профилактика учрежденийӗсене ҫитернӗ. Мӗн туса иритерни пирки лешсен авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче отчет тумалла. Тӗп врачсене пульницӑсенчи психологсене коллективпа калаҫтарма сӗннӗ. Ӗҫрен каяс текен врачсемпе тӗп врачсен хӑйсен сӑмахламалла.
Чӑваш Енри пульницӑсенче медицина сестри, врач пулса ӗҫленисем юлашки ҫулсенче Мускава пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса кайни вӑрттӑнлӑх мар. Уйрӑм ҫын больницисене суйлакансем те пур. Ҫав вӑхӑтрах поликлиникӑсенче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ.
«Мана сӑпса сӑхрӗ, эпӗ супрастин ӗҫсе ӗлкӗртӗм», - тенӗ те пӗр хӗрарӑм тӑнне ҫухатнӑ. Ку Сосновкӑра пулнӑ. Хӗрарӑм сӑпса сӑхнӑ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшу бригади патне ҫитнӗ.
Пациент аллерги пулнӑран анафилактика шокне кӗрсе ӳкнӗ. Кун пек чухне кашни минут хаклӑ. Фельдшерсем хӗрарӑма кубиталлӑ катетер лартнӑ, шокпа кӗрешмелли эмелсем янӑ. Унтан тухтӑрсем ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ сӑпса сӑхсан мӗн тумалли пирки аса илтерет: сӑннине пинцетпа е урӑх хатӗрпе кӑлармалла, ҫав вырӑна бактерисене вӗлерекен препарат сӗрмелле, сӑхнӑ вырӑна сивӗ тытмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |