
Ӗнер Ҫӗмӗрле хулинче нумай хваттерлӗ ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ пӗр хваттерте пушар тухнӑ.
Унти Интернационал урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте инкек вӑхӑтӗнче икӗ ҫын пулнӑ: 90 ҫулти хваттер хуҫи тата унӑн кӳрши, 75-ри кинемей. Пушара сӳнтерме пырса ҫитнисем вӗсене урама илсе тухнӑ, вӗсене иккӗшне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Унсӑр пуҫне ҫӳлти хутсенче пурӑнакан ҫынсене, пурӗ ҫичӗ ҫынна, эвакуациленӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хваттерте электричество пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ.

Паян ирине Канаш хулинче кафе ҫунма тытӑннӑ. «Малина» кафере пушар тухни пирки ҫӑлавҫӑсене 8 сехет те 46 минутра пӗлтернӗ. Ҫуллахи веранда тата тӑрри ҫунма пуҫланӑ, пӗтӗмпе 400 — тӑваткал метр. Ҫулӑмпа 20 ҫӑлавҫӑ тата 7 техника кӗрешнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта, шел те: 1 хӗрарӑм вилнӗ. Вӑл персонала тата апатланма пынӑ ҫынсене эвакуациленӗ хыҫҫӑн кафене каялла таврӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Юханшыв урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра паян ирхине пушар тухнӑ – иккӗмӗш хутри хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм икӗ пӳлӗмри япаласене, сӗтел-пукана ярса илнӗ.
Пушарнӑйсем арӑмӗпе упӑшкине урама чӳречерен пусма тӑрӑх тухма пулӑшнӑ. Вӗсен тӑватӑ ачине (чи асли 20 ҫулта, чи кӗҫӗнни 5 уйӑхра) урама йӑтса тухнӑ.
Ҫавӑн пекех пушарнӑйсем кӳршӗ хваттерсенчи 8 ҫынна эвакуациленӗ, ҫав шутра – 3 ачана. Аслӑ ӳсӗмри 3 ҫын тата 10 ача пульницӑна лекнӗ.

Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫхине Канаш округӗнчи Ушанар ялӗнче пушар тухнӑ. Шел те, инкекпе вӗҫленнӗ вӑл.
Ҫулӑм йывӑҫ стенасене тата урая ярса илнӗ. Пушара ҫӑлавҫӑсем ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Пӳртре кил хуҫин виллине, 59 ҫулти хӗрарӑма, тупнӑ.
Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пушар мӗнрен тухнине тӗпчет.

Авӑнӑн 19-20-мӗшӗсенче республикӑра пулнӑ икӗ пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Эрнекун Шупашкарта Добролюбов урамӗнче уйрӑм ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен ҫын виллине тупнӑ. Вӑл кам пулнине тӳрех палӑртайман.
Шӑматкун Улатӑрта пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Ҫулӑма парӑнтарсан 75 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, унӑн чӗри васкавлӑ медпулӑшура тапма чарӑннӑ.

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, кӑнтӑрла, Элӗк районӗнчи Тавӑт ялӗнче пӗрисен пӳртӗнче пушар тухнӑ.
Колхоз урамӗнчи ҫуртри пушара сӳнтерме 7 специалистпа 2 техника пырса ҫитнӗ. Хӗрлӗ автана лӑплантарнӑ хыҫҫӑн 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Инкек вырӑнне вырӑнти районӑн прокурорӗ те пырса ҫитнӗ. Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӳрте ятарласа чӗртсе янине асӑрхаман.
Арҫын пирус туртнӑ чухне асӑрханман тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗн 13-мешӗнче ирхине Вӑрнар округӗнчи Шӑхаль ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ — унта икӗ ҫын ҫунса кайнӑ.
Ҫулӑмпа 3 техника, 7 пушарнӑй кӗрешнӗ. Пушара сӳнтерсен пӳртре икӗ ҫын виллине тупнӑ.
Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Кунта криминал ҫукки паллӑ. Инкек сӑлтавне палӑртма тӗрлӗ экспертиза тӑвӗҫ.

Ҫак самантра Шупашкарта «Нарспи» суту-илӳ ҫурчӗ ҫунать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫулӑм алхасни виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн ҫӳлти хутӗнче курӑнать.
Суту-илӳ ҫурчӗ Кривов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

Канаш округӗнчи Янкӑлч ялӗнче пулнӑ пушарта 85-ри кинемейпе унӑн ывӑлӗ ҫунса кайнӑ,
Пушар ӗнер 22 сехетре тухнӑ. Ҫулӑм тӳрех пӳрте, хуралтӑ таврашӗсене ярса илнӗ. Ӑна сӳнтерес ӗҫе 9 ҫӑлавҫӑ тата 3 техника хутшӑннӑ.
Пушар хыҫҫӑн 85-ри хӗрарӑмӑн тата унӑн 1964 ҫулта ҫуралнӑ ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.

Канашри нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче юсавсӑр ҫутӑ чейникне пула инкек пулнӑ.
Асӑннӑ хулари Ильич урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Пушар 10 тӑваткал метр лаптӑка сиенленӗ.
Тӗтӗм-сӗрӗм сарӑлнӑ подъездран ҫӑлавҫӑҫем пырса ҫитиччен 20 ҫын урама тухса тӑнӑ.
Пушара сӳнтерме виҫӗ техника пырса ҫитнӗ. Ҫынсем шар курман.
