Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа пушара хирӗҫле режим вӑйра пулӗ. Ку йышӑнӑва Чӑваш Ен Правительствин председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Документра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк территорисене палӑртнӑ. Унта 236 ял-сала, ача-пӑча уйӑхӗсем, сад перлешӗвӗсем кӗнӗ.
Аса илтерер: пушара хирӗҫле режима кашни ҫулах йышӑнаҫҫӗ, анчах тӗрлӗ вӑхӑтра. Ку ҫанталӑк мӗнле пулнинчен килет. Акӑ, тӗслӗхрен, 2021 ҫулта кун пек режим акан 25-мӗшӗнче кӑна вӑя кӗнӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта вара ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче палӑртнӑ.
