Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 23 сехет те 30 минутра Шупашкарти Максимов композитор урамӗнче 3-мӗш ҫуртри хваттер ҫуннӑ. Унта пурӑннӑ 33 ҫулти хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн пичӗ тата аллисем пиҫсе кайнӑ. Унӑн ачисене те медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. 2014 тата 2018 ҫулсенче ҫуралнӑ пепкесене те тухтӑрсем пулӑшнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралука пула тухнӑ. Пушарта пӗтӗм пурлӑх ҫунса кайнӑ. Хӗрарӑмпа ачасен ӑшӑ тумтир те юлман. Ачасен тӑхӑнмалли ҫук.
Укҫан е тумтирпе пулӑшас килсен ачасен кукамӑшӗпе ҫыхӑнма пулать: 89875764108, Петрова Елена Петровна.
Иртнӗ талӑкра республикӑра 8 пушар пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче машинӑсем ҫуннӑ. Улатӑрта, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче мунчасем ҫунса кайнӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнмалли мар ҫуртра ҫулӑм тухнӑ. Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере те пушарсем пулнӑ, вӗсем кил-ҫуртпа ҫыхӑнман.
Пушарсенче пӗр ҫын шар курнӑ. Юрать-ха, вилекенсем пулман.
Ҫӗмӗрлере ангар ҫуннӑ. Шалта автомобильсем пулнӑ. Юрать-ха, вӗсене ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Ку пушар раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 30 минутра Ҫӗмӗрлери Кривов урамӗнче вырнаҫнӑ ангар ҫунма пуҫланине пӗлтернӗ. Ҫулӑм 288 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Пушарнӑйсем тӑватӑ техникӑпа ҫитнӗ. Ҫулӑмпа 5 сехет кӗрешнӗ. Шалта ларнӑ 3 ҫӑмӑл машинӑа тат аавтопогрузчике кӑларнӑ, вӗсем сиенленмен.
Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май выселкинче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министрствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм тухнине каҫхи 11 сехетре асӑрханӑ
Ҫуртра 20 ҫулти каччӑ пурӑнать. Пушарта унӑн 87 ҫулти аслашшӗ (е кукашшӗ) шар курнӑ. Ӑна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере, урама илсе тухнӑ, Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑра пӗр кунра, раштавӑн 16-мӗшӗнче, 2 ҫын пушарта вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар пулнӑ. Ӗнер 13 сехет тӗлӗнче Шупашкар районӗнчи Юртукассинче ҫулӑм алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. 55 ҫулти кил хуҫи, шел те, вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар арҫын пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче 81 ҫулти хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Вӑл лаҫра вут чӗртнӗ. Асӑрханманнипе ун ҫинчи тумтирӗ хыпса илнӗ. Шел, ватӑ хӗрарӑма ҫӑлма май килмен.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 1519 пушар пулнӑ. вӗсенчен 81 ҫын вилнӗ, 72-ӗн суранланннӑ. 147 ҫынна ҫӑлнӑ.
Куславккари Горький урамӗнче ӗнер пушар алхаснӑ. Ҫулӑма 5 пушар автоцистерни сӳнтернӗ.
Инкек пирки кӑнтӑрла шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫурта кӗл купине ҫаврӑнма паман, ҫулӑма сӳнтернӗ. Анчах пӳрт тӑрри вӑйлах сиенленнӗ. Ҫулӑм кӳршӗсем патне те куҫма ӗлкӗрнӗ. Пушарнӑйсем 1927 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи хӗрарӑмне ҫӑлнӑ.
Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарти Промтракторта пушар пулни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пушар пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствине 11 сехетре пӗлтернӗ.
Савутра конвейер ленти ҫуннӑ, пушар 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. 11 сехет те 38 минутра ҫулӑма сарӑлма чарнӑ. 15 сехетре вара сӳнтернӗ.
Пушарта дежурнӑй икӗ электрик шар курнӑ. Вӗсем ҫунӑк шӑршипе наркӑмӑшланнӑ, вӗсене Тӗп пульницӑн токсикологи уйрӑмне илсе кайнӑ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухнине палӑртман.
Паян 11 сехет ҫурӑра Шупашкарта Промтрактор территорийӗнче, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ енчен, пушар тухнӑ. Цехсене пӗр пайне электричествӑран сӳнтернӗ. Ҫывӑхра вырнаҫнӑ автопасар та ҫутӑсӑр юлнӑ.
Пушара 10 ытла техника, васкавлӑ службӑн 40-е яхӑн ӗҫченӗ сӳнтернӗ. Ҫапах темиҫе сехетрен те тӗтӗм тухма пӑрахман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр цехра иккӗмӗш хутра ҫулӑм тухнӑ вырӑнсем пулнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар транспортировка ленти йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухнӑ.
Паян ҫӗрле Куславкка районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
19 сехетре Тӗп урамри йывӑҫ ҫурта ҫулӑм хыпса илнӗ. Ҫур ҫӗр иртни 45 минутра пушарнӑйсем ӑна сӳнтернӗ. Ҫулӑмпа 17 ҫӑлавҫӑ, 6 техника кӗрешнӗ. Пушара сӳнтерсен унта пурӑннӑ мӑшӑр виллисене тупнӑ. Вӗсем 68-та тата 78 ҫулта пулнӑ.
Паянхи ир тӗлне илес тӗк, Чӑваш Енре юлашки талӑрка 7 пушар пулнӑ, ҫул-йӗр ҫинче 4 инкек сиксе тухнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Иван Франко урамӗнчи 22 ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Ку каҫхине пулнӑ. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пушар тухнӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман.
59 ҫулти хӗрарӑм, хваттер хуҫи, ҫунса вилнӗ. Унӑн 11 ҫулти мӑнукӗ тӗтӗм шӑршине туйсан кӳршисем патне чупнӑ. Вӑл суранланман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус туртнине пула тухнӑ.
Ӗнер Етӗрне районӗнчи Уйкас Асламас ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта 60 ҫулти арҫын вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |