Етӗрне хулинчи общежитире пӗр арҫын хӑйӗн икӗ пӗлӗшне тискеррӗн вӗлернӗ.
2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫав арҫын хӑйӗн кӳрши патӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Ушкӑнра пӳлӗм хуҫипе пӗрлех тепӗр ҫын та пулнӑ. Сӑра сакки сарлака — ӗҫсен-ӗҫсен виҫӗ пӗлӗш хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри иккӗшне вӗлерме шухӑш тытнӑ.
Кӳршӗ арҫынни юнашар пӳлӗмре пурӑнакана чышкӑпа тата йывӑҫ пуканпа хӗнеме тапранса кайнӑ. Пурӗ 61 хутран кая мар ҫапнӑ. Унтан ҫӗҫӗ ярса илсе унпа 35 хутран кая мар чикнӗ. Тепӗр арҫынна та вӑл хӗнесе пӗтернӗ. Ӑна 8 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикнӗ. Усал арҫын ун хыҫҫӑн кил хуҫин пуҫне тата сылтӑм аллине чӗртсе янӑ.
Преступление пытарас тесе хайхи этем пӳлӗме чӗртсе янӑ, хӑй вара унти телевизора йӑтса тухса кайнӑ.
Халӗ ҫав арҫынна суд 20 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Тӗрмерен тухсан та унӑн тӗнче тӑрӑх тата тепӗр ҫулталӑк хушши ирӗклӗ ҫӳреме май килмӗ.
Паян Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче ферма ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку хыпар 17 сехет те 45 минутра ҫитнӗ. Промышленноҫ урамӗнче вырнаҫнӑ фермӑран тӗтӗм тухнӑ, ҫулӑм курӑннӑ.
Халӑх корреспонденчӗ машинӑпа иртсе пынӑ чухне ҫакна видео ӳкерсе хаҫата ярса панӑ.
Хальлӗхе ку пӑтӑрмах пирки тулли информаци ҫук.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра павильон хыпса илнӗ. Инкек каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ.
Сӑрӑсем сутакан павильонра пушар ҫутӑ пӑралукӗсем пӗрлешсе илнӗрен тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара хӑвӑрт сӳнтернӗ. Вӗсем пилӗк пушар чаҫӗнчен пырса ҫитнӗ.
Тӑршшӗ 20 метр, сарлакӑшӗ 8 метр йышӑнакан суту-илӳ павильонӗнчен пушар юнашар
лавккасем ҫине куҫса ӗлкӗреймен. Хӑй павильон вара сиенленнӗ, унӑн ҫивиттине те ылмаштарма тивӗ.
Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра чи ҫӳлти хутра пурӑнакан арҫын пирус тӗпне сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен.
Ҫак пӑтӑрмах паян кӑнтӑрла пулнӑ. Юрать, кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсемех пушарнӑйсене чӗннӗ.
Сӳнтермен пирус тӗпне пула матрас хыпса илнӗ. Кил хуҫи тухтӑрсем пульницӑна кайма сӗнсен килӗшмен. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.
Ӗнер каҫхи 9 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурапыр ялӗнче 68 ҫулти арҫын хуҫалӑхне аҫа ҫапнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ампара тӗп тунӑ, сарайпа вутӑ сарайне сиенлетнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑм юнашарти ҫурта куҫасран кӗрешнӗ. Юрать-ха, сарӑлма паман. Ҫапах ҫулӑм пӳрт карнизне сиенлетнӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 827 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ишлей тӑкӑрлӑкӗнче пушар пулнӑ. Унта "Аврора" тулли мар яваплӑ обществӑн склачӗ ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Складра упраннӑ эрех-сӑра ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫавӑн пекех шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Хальлӗхе тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутламан.
Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 9 пушар пулнӑ.
Паян ҫур ҫӗр иртсен Сӗнтӗрвӑрри хулинче 58 ҫулти хӗрарӑм хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм ҫурта, сарая ярса илнӗ.
Пушарпа 1 сехет ытла кӗрешнӗ. Шел, ҫурта, сарая упраса хӑварма май килмен - вӗсем ҫунса кӗлленнӗ.
Кил хуҫи хӗрарӑмӗн 15 ҫулти мӑнукӗн хулпуҫҫи кӑштах пиҫсе кайнӑ. Пульницӑна илсе кайма сӗнсен вӑл килӗшмен.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 810 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паян Чемпӗр облаҫӗнчи Кузоватово поселокӗнче "Гастон" заправкӑра пушар пулнӑ.
Инкеке курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, газ илсе килнӗ фура ҫунма пуҫланӑ. Вӑл кӗске вӑхӑтранах сирпӗннӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекре 2 ҫын шар курнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушара сӳнтернӗ ҫӗре 27 ҫын, 10 техника хутшӑннӑ.
Ӗнер 13 сехет хыҫҫӑн Атӑл леш енчи вӑрманта, Шупашкар лесничествинче, пушар пулнӑ. Ҫулӑм аҫа ҫапнӑран тухнӑ.
Ҫулӑм мӗн чухлӗ лаптӑк ҫинче алхаснине пӗлтермен.
Ку кӑҫал Атӑл леш енчи вӑрманта пулнӑ пӗрремӗш пушар мар. Ҫӗртме уйӑхӗнче те унта ҫӗр ҫинчи ҫӗрӗк ҫуннӑ. Ун чухне, пушарнӑйсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пулнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, каҫхи 8 сехет тӗлӗнче Канаш районӗнчи Сухайкасси ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр вӗҫленмен - ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушар 56 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче тухнӑ. Пушара сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Пӳртре вырӑн таврашӗ, матрас ҫунса кайнӑ. Арҫын виллине пӳлӗмре тупнӑ.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |