Улатӑрта 55 ҫулти педофил 11 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ӑна тытса чарнӑ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт подъездӗнче хӗрачана тапӑннӑ. Ача киле таврӑннӑ чухне пулнӑ ку. Вӑл унӑн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ун тӗлӗшпе ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ.
Следстви комитечӗ ҫак санӳкерчӗке лайӑх сӑнама ыйтать. Тен, вӑл тата кама-тӑр пусмӑрланӑ. Кун пирки пӗлтерекенсен информацийӗ вӑрттӑнлӑхра пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти карчӑкран пӗлӗшӗ пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫырӑва ватӑ ҫын мессенджерсенчен пӗринче илнӗ. Унта ӑна пӗлӗшӗ икӗ сехетлӗхе 29 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ, ӑҫта куҫармаллине кӑтартнӑ. Карчӑк пӗлӗшӗ патне шӑнкӑравланӑ-ха, анчах лешӗ телефона тытман. Вара вӑл ӑна укҫана куҫарса панӑ.
Каярах вӑл пӗлӗшӗн мессенджерти аккаунтне такамсем ватнине пӗлнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм пӗрле пурӑнакан арҫынна кӗвӗҫнипе ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Харкашу ҫав каҫхине ҫурҫӗр ҫитеспе сиксе тухнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм Винокуров урамӗнчи пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хӗрарӑм арҫынна ҫурӑменчен ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Хӗрарам тӗлӗшпе пуҫарна пуҫиле ӗсе суда ярса панӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче 4 ҫулти арҫын ача шӑрпӑкпа выляса реанимацие лекнӗ. Ку инкек кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Интернационалистсен урамӗнче пулнӑ.
Унта 20 сехетре икӗ пӳлӗмӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Амӑшӗ тӗпелте чухне ача залра шӑрпӑкпа вылянӑ иккен.
Хӗрарӑмпа ачине 32 ҫулти арҫын подъездран илсе тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Амӑшӗпе ывӑлне пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынна та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Муркаш тӑрӑхӗнчи 14 ҫулти ачана ултавҫӑсем хӑратса пӗтернӗ. Вӗсем ун патне мессенджерсенчен пӗринче шӑнкӑрааласа унӑн аккаунчӗпе такамсем усӑ курма тытӑннӑ, пысӑк суммӑллӑх улталанӑ тесе ӗнентернӗ. Ачана вӗсем пытанма хушнӑ, ӑна хӑрушӑ ҫынсем шыраҫҫӗ тесе сехрине хӑпартнӑ.
Ача телефона сӳнтернӗ те килӗнчен тухса кайнӑ. Унтан ултавҫӑсем ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравласа «вӑрланӑ» ывӑлӗшӗн 200 пин тенкӗ ыйтнӑ.
Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмпа юнашар ӑслӑ-тӑнлӑ ӗҫтешӗ Алексей Лаптев пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шалти ӗҫсен тытӑмӗнче кинологра тӑрӑшнӑ арҫын хӗрарӑма улталама хӑтланнине тӳрех тавҫӑрса илнӗ. Вӑл ӑна полицие пӗлтерме ыйтнӑ.
Ача чӗрӗ сывах пулнӑ. Полицие ӑна унӑн тӑванӗсем илсе пынӑ. Хытӑ хӑраса ӳкне ачана лӑплантарма йӗрке хуралҫисем район пульницинчи психолога чӗнсе илнӗ. Хӗрарӑм та такамсене укҫа куҫарса парса ӗлкӗреймен.
Етӗрне муниципаллӑ округӗпе иртекен федераци ҫулӗ ҫинче шыраври хӗрарӑма тытса чарнӑ.
«М-7» федераци ҫулӗ ҫинче патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем пӗр автомашинӑри хӗрарӑм хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнмасӑр ларса пынине асӑрханӑ.
Водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе хутсем ҫырма тытӑнсан вӑл федераци шыравӗнче пулни палӑрнӑ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑмӑн ӗҫлесе юсанмалла пулнӑ, анчах вӑл суд йышӑнӑвне пӑхӑнман.
Шупашкарти Якимов ҫырминче пурӑнакан арҫын кӑвайт ҫинче апат пӗҫерсе пушар тунӑ. Унӑн хӑмаран ҫапса тунӑ пӳрчӗ ҫунса кайнӑ. Ку инкек ӗнер кӑнтӑрла пулнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӑй, 65 ҫулти арҫын, чӗрех юлнӑ.
Тепӗр ҫур сехетрен Канаш округӗнчи пушарнӑйсен ҫулӑма сӳнтерме тивнӗ. Ҫатӑрка Ҫырми ялӗнче 76 ҫулти арҫыннӑн мунчи ҫунма пуҫланӑ. Пушарта сарай та ҫунса кайнӑ. Телее, суранланнисем пулман.
Кӳкеҫри сусӑр ачасен интернат шкулӗнче ике педагог ачана пусахласах сулахай алӑран сылтӑм алӑпа ҫырма вӗрентнӗ. Ку видеокамера ҫине лекнӗ.
Педагог ачана пӑвнӑ, аллине ҫатӑрласа тытса вӑйпах парта ҫумне пӑчӑртанӑ. Хӑш-пӗр ҫӗре тепӗр вӗрентекен те хутшӑннӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви ку тӗслех тӗлӗшпе комментари панӑ. Икӗ педагога та ӗҫрен кӑларнӑ. Вӗсене явап тыттарасшӑн.
Палӑртмалла: ку пӑтӑрмах пуличчен шкулта вӗрентекенсемпе «профессире ҫунса кайни» пирки калаҫу пулнӑ.
Элӗк округӗнчи Анатри Хурасан ялӗнчи 51 ҫулти арҫынна хӗрарӑма вӗлернӗшӗн 9 ҫул та 7 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ.
Пӗлтӗр ҫӗртмен 6-мӗшӗнче вӑл пӗлӗшне, 45 ҫулти почтальонкӑна, машинипе леҫнӗ. Вӗсем ҫывӑх ҫыхӑнура пулнӑ. Кайсан-кайсан хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын хӗрарӑма шампань эрехӗн кӗленчипе ҫапнӑ. Лешӗ тӑнне ҫухатнӑ. Кайран ӑна машинӑран кӑларса пӑвса вӗлернӗ, вӑрмана кайса ҫулҫӑсемпе, туратсемпе хупланӑ. Кун хынҫҫӑн машинӑра унӑн сумкине ухтарнӑ, 2018 пин тенке илнӗ. Унпа вӑл кредит тӳленӗ.
Мӑнукне пӑвса вӗлернӗ хӗрарӑма сиплеме ярасшӑн. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче Шупашкарта 61-ри хӗрарӑм 9-ти мӑнукне пӑвса вӗлернӗ.
Херарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. «Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм психика чирне пула хӑй мӗн тунине ӑнланман тесе палӑртнӑ. Специалистсем ӑна медицина учрежденийӗнче сиплеме сӗннӗ. Ҫитес вӑхӑтра унӑн шӑпине суд татса парӗ», — хыпарлана эпир маларах асӑнна ҫӑлкуҫра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.