Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсеМ

Пӑтӑрмахсем
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ӗнер каҫхи 8 сехетре Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Тури Туҫа ялӗнче ҫынна машина ҫапса хӑварнӑ. Шел те, вилмеллех.

Ҫак арҫын Елчӗк округӗнчи Кушкӑ ялӗн ҫынни пулни паллӑ. Ӑна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_422939
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн

Ӗнер Йӗпреҫ округӗнче 9-мӗш класра, вӗренекен хӗр машина айне пулнӑ. Ӑна 21 ҫулти водитель ҫапса кайнӑ.

Ку Пысӑк Упакасси ялӗ ҫывӑхӗнче каҫхи 6 сехет ҫурӑра пулнӑ. Хура тумланнӑ хӗр велосипедпа пынӑ, тӗттӗмре ҫутатакан хатӗр пулман. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна асӑрхаса ӗлкӗреймен. Аманнӑ хӗре пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑма пӗрле пурӑнакан арҫын вӗлернӗ.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хайхисен хваттерӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. 47 ҫулти кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ, унпа пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм хайхине кӗвӗҫнипе харкашма пуҫланӑ-мӗн.

Арҫын хӗрарӑма пуҫӗнчен пӗр хутчен ҫапнӑ. Лешӗ тӑн ҫухатнӑ, 5 кун пульницӑра тӑна кӗмесӗр выртнӑ, унтан нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Патӑрьелте повара шалу тӳлемен. Ӗҫлекен ҫынна кӳрентерекенни — Патӑрьелти усламҫӑ. Пӑтӑрмаха прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ.

2024 ҫӳлхи чӳк уйӑхӗн усламҫӑ хӗрарӑма кафене ӗҫе илнӗ. Анчах унпа вӑл ӗҫ килӗшӗвне алӑ пусман. Хӗрарӑм тепӗр уйахран ӗсрен каяс тенӗ. Усламҫӑ ӑна раштав уйӑхӗнче темиҫе кун ӗҫленӗшӗн тӳлемен. Парӑм 10 пин тенкӗ пулнӑ.

Усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна штрафланӑ. Херарӑма вара шалӑва тӳлесе татнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑр хулинче харпӑр ҫуртра пушар пулнӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ ирхине плита ҫинче апат пиҫнӗ вӑхӑтра ҫывӑрса кайнӑ.

18 ҫулти хӗрӗ амӑшне чӳречерен тухма пулӑшнӑ. Шел те, хӑй вара тухса ӗлкӗреймен. Амӑшӗ реанимацие лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-126868090_23687
 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Паян ирхи 6 сехет ҫурӑсенче Шупашкарта пурӑнакансем шаплатнӑ сасӑ илтнӗ. Хӗвелтухӑҫ поселокӗнчи нефтебазӑна пилотсӑр вӗҫекен аппарат ӳкнӗ. Юрать-ха, нефтебаза ӗҫлекенни пулман. Вӑл – реконструкцире.

Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисем ҫук. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, шаплатнӑ хыҫҫӑн тӗтӗм тухнӑ, анчах вӑл часах курӑнма пӑрахнӑ.

Ирхине вырӑнта ятарлӑ службӑсем ӗҫленӗ. Нефтебаза ҫывӑхӗнчи ҫулсене пӳлнӗ, машинӑсене яман.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре виҫӗ ҫынна вӗлерме тӑнӑ 29 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрах, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫав ҫамрӑк хӑй унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма тавӑрма шутланӑ. Ҫавӑнпа вӑл унӑн тӑванӗсене вӗлерес тенӗ.

Усал шухӑшпа хӑйӗн пӗлӗшне ӳкӗтлесе те хӑратса хайхисен пӳртне чӗртсе яма хушнӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче лешӗ Шупашкар тӑрӑхӗнчи яла ҫитсе пӳрте чӗртсе янӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре хӗрарӑмӑн ашшӗ-амӑшӗ тата пиччӗшӗ ҫывӑрнӑ. Вӗсем вӑранса урама тухса тарма ӗлкӗрнӗ. 5 миллион тенкӗрен кая мар тенкӗлӗх вара шар кӑтартнӑ-кӑтартнах.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗпхӳре пурӑнакан 15 ҫулти яш Шупашкарти лавккасенчен пӗринче система блокне вӑрланӑ. Ӑна вал Тутарстанра сутса янӑ.

Шупашкарти Калинин урамӗнчи лавккара тавар ҫухалнине сутуҫӑсем 10 кунран ҫеҫ сиснӗ.

Йӗрке хуралҫисем видеосӑнав камерине пӑхнӑ та 100 пин тенкӗ ытла тӑракан система блокне пӗр яш йӑтса тухса кайнине асӑрханӑ.

Ҫав кунах система блокӗ Президент бульварӗнчи йӑлари техника сутакан лавккаран та ҫухалнӑ.

Каччӑна халӗ тытса чарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Улатӑрта пурӑнакан 40 ҫулти арҫынна ҫул ҫитмен ачана хур кӑтартнӑшӑн судпа айӑпланӑ.

Суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӑл 8 ҫулти тӑван мар ывӑлне юратсах кайман, ӑна пӗрмай хӗненӗ, хур кӑтартнӑ. Ҫапла темиҫе уйӑх пулнӑ. Юрать-ха, паянхи кун ача амӑшӗпе ҫав арҫынран уйрӑм пурӑнать.

Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул ҫурӑ.

 

Сывлӑх

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарам хитре пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫав тӗллевпе вӑл укол тутарас тенӗ. Илем уколне тума уйрӑм ҫыннӑн клиникине шаннӑ.

Унта ӑна укол тунӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн сулахйй пит ҫӑмарти туйма пӑрахнӑ.

Хӗрарӑма хӳтӗлесе Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури суда тавӑҫпа тухнӑ. Клиникӑран кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/5472
 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ... 425
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи