Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗлӳ кунӗнче, ачасем шкула каяҫҫӗ. Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ялӗнче вара шкул ачи пушар кӑларнӑ.
81 ҫулти кинемейӗн килӗнче сарай ҫунма тытӑннӑ. Унӑн 11 ҫулти мӑнукӗ шӑрпӑкпа вылянӑ. Утӑпа тырра ҫийӗнчех ҫулӑм хыпса илнӗ.
Малтанах шӑпӑрлан пушара хӑй сӳнтерме хӑтланнӑ. Анчах кӑлӑхах. Вырана ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗсем патне каҫма паман. Анчах сарай тата икшер тонна утӑпа тырӑ ҫунса кӗлленнӗ.
Сӑмах май, ҫав кунах ҫӗрле Красноармейски районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Ҫулӑм кӑмака йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула тухма пултарнӑ.
Республикӑри юсанмалли колонисенчен пӗринче (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи хыпарта пӑтӑрмахӗ хӑш тӗрмере пулнине каламан) телефон сутнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗр-пӗр хуралҫӑ та мар, тӗрме пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑй.
Телефона сутаканни айӑплава йӗплӗ пӑралук хыҫӗнче ирттерекенсенчен пӗри пулнӑ. Ҫавна тӗрме пуҫлӑхӗн ҫумӗ сутма хушнӑ. Колони территорийӗнче сутма 12 телефон пырса панӑ ҫынран колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ 20 пин тенкӗ сӗтев илнӗ.
Колонири пӑтӑрмаха Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин, Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин республикӑри управленийӗн, РФ Следстви комитечӗн следстви управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле тупса палӑртнӑ тата чарса лартнӑ.
Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тата сӗтев илнӗ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем аварие лекнӗ. Шел те, унта 3 ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Авари М-7 ҫулӑн 514-мӗш ҫухрӑмӗнче, Лысково районӗнче, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 7 сехет те 35 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Toyota Camry урапа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та Мускав енне каякан йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ.
Иномарка салонӗнчи водитель тата пассажирсем вилнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑмсӑр пуҫне унта 10 ҫулти хӗрача, 3-ри арҫын ача тата 1,5 ҫулти хӗр пӗрчи пулнӑ. Вӗсем пурте Муркаш районӗнче пропискӑра тӑнӑ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» агрохолдинг ӗҫ саккунне пӑснӑ.
Асӑннӑ район прокуратури предприятире ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ҫу уйӑхӗшӗн те ӗҫ укҫи тӳлесе тытманнине палӑртнӑ. Парӑмӗ 62 ҫын умӗнче тӑрса юлнӑ. Вӗсене пурӗ 420 пин тенкӗ ытла тӳлемелле пулнӑ.
Тӗрӗслев ытти кӑлтӑка та ҫиеле кӑларнӑ. Хапрӑкра тӑрӑшнисенчен пӗри ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ун пек чухне шалӑва ҫав кунах парса татмалла. Хӗрарӑм вара укҫана тепӗр кун кӑна илейнӗ. Ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр хӗрарӑма та ҫавӑн пекех кӗттернӗ. Предприятире грузчикра тӑрӑшакана ҫу уйӑхӗнче каннӑ отпуск укҫине утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче икӗ пая уйӑрса тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах канма кайиччен виҫӗ кунтан маларах куҫарса памалла тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама.
Саккуна пӑхӑнманшӑн предприятин тӗп директорне 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, агрохолдинга хӑйне — 40 пин тенкӗлӗх.
Пӗрремӗш класра вӗренекенсен урокӗ ыттисенчен кӗскерех пулмалла. СанПина улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш класрисене кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа вӗренӳ ҫулӗ вӗҫлениччен урокра 40-шар минут кӑна лартмалла. Вӑрмар районӗнчи шкулсенчи кун пирки пӗлмен-ши — кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче асӑрханӑ.
Надзор органӗ вӗренӳ учрежденийӗсенчи право акчӗсем саккуна килӗшсе тӑнипе тӑманнине тишкернӗ. Вӑрмар районӗнчи 16 организацире вырӑнти хутсене маларах асӑнна СанПинпа килӗшсе тӑмалла йӗркелемен. Вӑйра тӑракан саккунлӑ мар актсене пӑрахӑҫлама прокуратура хут ҫырса панӑ. Надзор органӗ асӑрхаттарнине вӗренӳ учрежденийӗсем ӑша хывнӑ, кутӑнлашса тӑмасӑрах кӑлтӑка пӗтернӗ: ӗҫлӗ хута ҫӗнетсе йӗркеленӗ.
Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк туса лартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Пӗлтӗр пуҫласа лартнӑ скульптурӑна кӑҫал унӑн авторӗ Андрей Молоков ҫуллетнӗччӗ: палӑк ҫӳллӗшӗ 6 метра яхӑнччӗ.
Скульптор маларах уйӑх ҫинчи пикепе юнашар пӗр енне унӑн каччине Асана, тепӗр енне Пинеслуна (паллӑ юмахра Уйӑх ҫине лекнӗ хӗре ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшне тӑратассине пӗлтернӗччӗ.
Улӑм палӑк ӗмӗрӗ вӑрӑм пулмарӗ. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун каҫхине вӑл ҫунса кайнӑ. Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, палӑка такам юри чӗртсе янӑ. Теприсем пӗр-пӗр ҫын пирус тӗпӗ пенӗ пуль те, ҫавӑнпа тивсе илнӗ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртни 1 сехетре Шупашкарта темиҫе ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫӑра тӗтӗм «Шанхай» микрорайон енчен килнӗ.
Микрорайонта пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем унта тахҫанчченех ҫулӑма сӳнтернӗ.
Аш-какай комбиначӗн урамӗнчи ҫуртсенче пушар ӑҫтан тухнине уҫӑмлатман-ха. Халӗ ун тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ҫуртсен ятарласа чӗртсе янӑ. Застройщик малалла ҫӳллӗ ҫуртсем лӑпкӑнах ҫӗклӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Теприсем вара пӗр ҫын мунча хутнӑ теҫҫӗ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ имӗш.
Рио-де-Жанейрори Олимпиадӑна эпир кашниех сиктермесӗр тенӗ пек пӑхма тӑрӑшрӑмӑр. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел ялӗнче (вӑл чӑваш ялӗ шутланать) ҫуралса ӳснӗ 25 ҫулти Инна Тражукова 63 килограмран ҫӑмӑлрах хӗрарӑмсен категорийӗпе кӗрешӗве тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Пӑхӑр медале илейменшӗн спортсменкӑна питӗнчен Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили икӗ хутчен ҫупса янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ, хӗрпе РФ министрӗ Виталий Мутков курнӑҫасшӑннине ҫырнӑччӗ.
Юнкун Мамиашвили ҫак эрнери юнкунхи пресс-конференцире каҫару ыйтма хатӗррине пӗлтернӗ. Анчах ҫапса янишӗн, Раҫҫее сутакан тесе ӳпкеленишӗн тата ҫын умӗнче кӳрентернишӗн мар, Рио-де-Жанейрори хӑйӗн тыткаларашӗшӗн. Инна вара кӳренӗвӗ иртменнине пӗлтернӗ. Спортсменка «Спорт-Экспресс» кӑларӑма каланӑ тӑрӑх, ытларикун вӑл ҫӗршывӑн спорт министрӗпе Виталий Муткопа тӗл пулнӑ. Спортри пысӑк пуҫлӑх пӑтӑрмаха пӑхса тухассине пӗлтернӗ.
Элӗк районӗнчи Мӑн Ямашра пурӑнакан 51 ҫулти арҫын ӗнер трактор айне пулса вилнӗ. Усал хыпар РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленине 15 сехет тӗлӗнче ҫитнӗ.
Асӑннӑ районти Яккушкӑнь ялӗ патӗнче иртсе пынӑ чух трактор урапа ҫулӗпе пынӑ чухне тухса кайнӑ. Ҫав самантра Т-25 тракторта ларса пынӑ ҫын кабинӑран тухса ӳкнӗ, техника тӳнсе кайса ун ҫине хӑпарса кайнӑ. Инкеке лекнӗ вӑйпитти ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Руле тытса пынӑ 46 ҫулти хытах суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ ӑна тухтӑрсем пулӑшу кӳреҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пирки тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӑтӑрмах ҫын айӑпӗпе сиксе тухнӑ пулсан айӑплин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки те иккӗленмелле мар.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ ача уйлӑхӗсенчен пӗринче ясарлӑхпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, аскӑнлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫ ирхи 4 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен (ӗҫӗ-пуҫӗ вӑраха тӑсӑлни тӗлӗнтерет пек те, анчах маларах асӑннӑ управленин сайтӗнче ҫавӑн пек ҫырнӑ) пулса иртнӗ. Сакӑр ҫулхи хӗрача такам кӑштӑртатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ те арҫыннӑн сӑнне астуса юлнӑ пулать. Ача туалета кайма тесе тухсан пулӑшма ыйтса чӗннӗ.
Тӗпчевҫӗсем Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Уйлӑха вӑл хӑй тӗллӗн кӗнӗ теҫҫӗ.
Ача ҫумне ҫулӑхнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ирӗклӗнех кӗрсе тухма май килекен уйлӑхра ӗҫлекенсен тимсӗрлӗхне те компетентлӑ органсем хак пама шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |