Канмалли кунсенче Чӑваш Енре 15 ҫулти каччӑ шывра путса вилнӗ. Ку Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер каҫхине ял ҫывӑхӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Унпа пӗрле виҫӗ юлташӗ пулнӑ. Ӑнсӑртран 15-рискер путнӑ.
Путнӑскере ҫав кунах тупайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн ӳтне тепӗр кунхине ҫеҫ шыраса тупнӑ. Ывӑлӗн виллине шывран кӑларсан амӑшне япӑх пулса кайнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен шайӗнче йышӑннӑ саккунсенчен пӗринче ӗҫлекен педагогсене ветеран пулнишӗн хушса тӳлеме пӑрахтарма палӑртнине вӗрентекенсем савӑнса йышӑнманччӗ-ха.
Хальхи хаксемпе пӑхсан, укҫи пысӑках та мар пулӗ те (1082 тенкӗ тепӗр ҫынна пӗрре лавккана кӗрсе каҫхи апат валли ҫимӗҫ туянма та ҫитмест-тӗр. Анчах пысӑк мар шалуллисене пин тенкӗ мар, ҫӗр тенкӗ катӑлни те сисӗнет), анчах тивӗҫлӗ канурине пӑхмасӑрах ӗҫлекенсем вӑл тупра катӑлса юлнишӗн кӑмӑлсӑрланчӗҫ. Шупашкарта пурӑнакан хӑюллӑ педагог-пенсионер тата профсоюз лидерӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса судах ҫитнӗ.
Унччен маларах республика прокуратури те ку саккуна ырламанине республика парламенчӗн депутачӗсене асӑрхаттарнӑ. Анчах унта тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнманнине кура надзор органӗ судах ҫитнӗ. Халӗ ку ыйтупа йышӑну кӑларнӑ. Унта ӗҫлекен пенсионерсене тӳлевӗсене катса юлни федераци саккунӗпе килӗшсе тӑманни пирки каланӑ. Хальлӗхе ку йышӑну саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗнче ӗҫлекен икӗ ҫын тата ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗнче тӑрӑшакан тӗпчевҫӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем хӑйсен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тата усламҫӑсене саккунлӑ ӗҫне чӑрмав кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ШӖМӗн хулиганла ӗҫе тӗпченӗ май харсӑрланнӑ палламан ҫынсене шыранӑ май тӑватӑ коммерци фирмине пырса кӗрсе унти компьютер техникине, ытти хута илсе кайнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫапла хӑтланни усламҫӑсене самай ура хунӑ.
Пӑтӑрмаха палӑртассишӗн харӑсах темиҫе служба ҫине тӑнӑ: ШӖМӗн хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ, Федерацин хӑрушсӑрлӑх управленийӗ, Следстви комитечӗн управленийӗ тата республика прокуратури.
Нумаях пулмасть Канашра суд тенкелӗ ҫине ҫав хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ ларнӑ. Халӑх тарҫи шутланаканскер хӑйӗн суйлавҫисемшӗн чупса ҫӳренипе айӑпа кӗнӗн туйӑнать пулӗ те, анчах урӑхларах кӑлтӑк туса хунӑ вӑл.
Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 41 ҫулти арҫын паллакан хӗрарӑм телефонпа кампа юмах янине пӗлесшӗн ӑнтӑлнӑ. Пӗлес тенипех ҫакскер хӗрарӑмӑн смартфонне ярса илнӗ, унти счетсен детализацийӗпе кӑсӑкланнӑ. Компьютер технологийӗнче ӑна-кӑна аван тӗшмӗртекен паллаканӗсем урлӑ хӗрарӑм иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫав уйӑх ҫурриччен кампа калаҫнипе интересленнӗ. Лешсем паллаканне хирӗҫлемен — вӑл ыйтнине кура пулӑшма ӑнтӑлнӑ.
Ҫыннӑн ҫыру ҫӳретни, ытти ҫавӑн йышши хыпар вӑрттӑнлӑхра пулмалли информаци шутланать те, нумай пӗлесшӗн ҫуннӑ арҫынна суд пуҫиле майпа айӑпласа 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Республикӑра пӗчӗк ача ҫывӑрнӑ чухнех вилнӗ. Кун пирки «Про Город» редакцине Марина Кравцева пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулнӑ. Район пульници ача вилнине ҫирӗплетнӗ. Тӗп тухтӑрӑн ҫумӗ Людмила Албутова ача асфиксие пула сывлама чарӑннӑ. Халӗ оперативлӑ следстви мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, кӑкӑр ачи ҫывӑрнӑ чухне вилнӗ. Темиҫе сехет маларах ӑна прививка тунӑ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ. Экспертиза ирттереҫҫӗ. Кӑтартӑвӗсем тепӗр уйӑхран ҫеҫ паллӑ пулӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлӑва ирттернӗ. Унта яланхиллех тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра тӳре-шара Раҫҫей кунне епле ирттернине те тишкернӗ.
Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти хӑш-пӗр кану учрежденийӗсем право йӗркине тата хӑрушсӑрлӑха пӑханманнине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл тӗп хуламӑрти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «У Петровича» кафене асӑннӑ. Апатлану предприятийӗ унта пырса ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшмасть тесе шухӑшлать иккен Сергей Неяскин министр. Сӑмах май, кафе йӗрке хуралҫисемпе — полицин участокри пункчӗпе — кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ.
Министр ун пек учрежденисен ӗҫне чарса лартма сӗннӗ. Михаил Игнатьев Элтепер министр каланипе килӗшнӗ май яваплисене ку ыйтупа ҫине тӑма хушса каланӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Атӑл леш енчи «Лантӑш» кану базинче пушар тухнӑ. Унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухни пирки ҫурҫӗр иртсен пӗлтернӗ. Ҫулӑм пурӑнмалли ҫурта тата хушма ҫуртсене, мунча тата склад евӗр усӑ кураканскерсене, ярса илнӗ.
Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫынсен виллисене тупнӑ. 38 ҫулти арҫыннӑн ӳтне, унта ӗҫлекенӗнне, мунчари кӑмака патӗнче асӑрханӑ. Унӑн арӑмӗн вилли вара пурӑнмалли ҫуртра пулнӑ. Хӗрарӑм упӑшки патне ҫӗркаҫ ҫеҫ килнӗ пулнӑ.
Следовательсем малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, пушар мунчари кӑмакапа тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Арӑмӗпе упӑшки сӗрӗмпе чыхӑнса вилме пултарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗ ҫывӑхӗнче фура кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, урапа майӗпен пынӑ. Авари мӗншӗн сиксе тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 16 сехет ҫурӑра пулнӑ. Фура кабининче водитель, унӑн арӑмӗ тата икӗ хӗр пӗрчи пулнӑ. Урапа ҫаврӑнса ӳксенех ҫынсем пулӑшма чупнӑ.
Арӑмне тата икӗ ачине кабинӑран кӑларнӑ. Вӗсем чиперех. Водителӗн сӑмсинчен юн кайнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу илсе кайнӑ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна ҫынна хӗненӗшӗн айӑпласшӑн.
Ку 2015 ҫулхи ҫуркунне пулнӑ. Ҫак арҫын тата хур курнӑ ҫын Аҫтӑрхан облаҫне укҫа ӗҫлесе илме кайнӑ. Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӗсем эрех ӗҫнӗ. Икӗ арҫын хирӗҫсе кайнӑ.
41 ҫултискер лешне чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ ӳкнӗ. Лӑпланман вӑл — ӑна кӑритура сӗтӗрсе тухнӑ та каллех икӗ хутчен ҫапнӑ. Хальхинче — кӑкӑрӗ тӗлӗнчен.
Лешӗн пуҫӗ вӑйлӑ сиенленнӗ. Ҫавна май арҫын психика чирӗпе аптӑрама тытӑннӑ.
Тӑвай район администрацийӗн социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхне тата унӑн пӗлӗшне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа сӑптӑрнӑшӑн айӑпласшӑн. «Тӑвай пики» илемлӗх конкурсне кӗмешкӗн билетсене укҫалла сутнӑ-мӗн вӗсем.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013–2015 ҫулсенче пай пуҫлӑхӗ культура учрежденийӗн директорне билет хатӗрлеме, вӗсене 100 тата 150 тенкӗпе сутма хушу панӑ. Ҫапла ҫулсерен иртекен илемлӗх конкурсне ҫынсем укҫа тӳлесе кӗнӗ. Ҫак тапхӑрта пӗтӗмпе 110 пин тенкӗ услам тунӑ. Укҫине вара пӗтӗмпех хӑйӗн кӗсьине чикнӗ.
Кунсӑр пуҫне 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче чиновница хушнипе муниципалитет учрежденине унӑн пӗлӗшне ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Арҫын ӗҫ вырӑнне килмесӗрех ӗҫ укҫи илнӗ. Хайхискерсем укҫа-тенке хӑйсем хушшинче пайланӑ. Ҫапла вӗсем Тӑвай районӗн хыснине 57 пин тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ.
Сӑмах май, суд чиновницӑн банк картти ҫинчи 20 пин тенке тата пӗлӗшӗн урапине арестленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |