«Пурин те халӑх ырлӑхӗшӗн» ҫине тӑмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗҫӗмех калать. Анчах тӳре-шара те ҫавна илтмест, те ытлашшипех тар тӑкать: хӑшӗсем ҫынсен ыйтӑвне те вӑхӑтра хуравламаҫҫӗ.
Патшалӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче (район-хула администрацийӗсенче, ял тӑрӑхӗсенче) тӑрӑшакансем ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассипе кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта епле ӗҫленине нумаях пулмасть Чӑваш Ен прокуратури тишкернӗ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, граждансен ыйтӑвне пӑхса тухассипе ҫыхӑннӑ саккуна ҫур ҫулта 100 ытла пӑснӑ. Ку фактсемпе 63 хутчен прокурор кӑтартӑвӗ шӑрҫаланӑ.
Ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассинчи час-час тӗл пулакан кӑлтӑк шутне вӑхӑтра хуравламаннине, ыйтусене ытти органа ӑсатса ларнине, ыйту авторне кун пирки пӗлтерменнине кӗртмелле.
Яваплисен тӗлӗшпе прокурорсем ҫине тӑнипе 19 хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова районти тӳре-шара тыткаларӑшӗпе килӗшмесӗр суда кайнӑ. Пакунлӑ ҫын хӑйне хӳтӗлес тесе ҫӳремен-ха. Вӑл ҫын ачишӗн пӑшӑрханнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Юрӗ, йӗркипех каласа-ха эппин.
Тӑвай район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссийӗ 29 ҫулти хӗрарӑма амӑш тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаншӑн асӑрхаттарнипех ҫырлахас тенӗ. Прокуратура ку йышӑнӑва тишкернӗ те, пӗчӗк ача амӑшӗ унччен те хӑйне пӳтсӗртерех тытнине, эрех-сӑрапа айкашнине, ачине йӗркеллӗ пӑхманнине, уншӑн хайхине штрафланине асӑрханӑ. Штрафӗ пысӑках пулман-ха — 100 тенкӗ. Тепӗр тесен, витӗмӗ укҫа виҫинче мар-ҫке: ҫын тӑна кӗнипе-кӗменнинче. Унччен асӑрхаттарса административлӑ майпа явап тыттарни те хӗрарӑма улӑштарайман. Маларах пӗрре явап тыттарнӑ ҫын тӗлӗшпе саккун та ҫирӗпрех мера йышӑнма хистет.
Асӑннӑ самантсене шута илсе прокуратура ҫул ҫитменнисен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комисси йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама суда ҫитнӗ. Тӳре прокурор ыйтнипе килӗшнӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑкра туя килнӗ хӑна пӗвере темиҫе хут та шыва кӗме хӑтланнӑ. Пӗрремӗш хутӗнчех вӑл чутах путман. Хайхискер ишсе кайнӑ та путма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна пӗве хӗрринче канакан ҫынсем ҫӑлнӑ.
Ҫав кун Йӗпреҫ районӗнчи Пӗчӗк Упакасси ялӗнче туй кӗрлеттернӗ. 28 ҫулти ҫамрӑк арҫын самаях эрех ӗҫнӗ. Путнӑ чухне ҫӑлсан та вӑл лӑпланман – каллех шыва кӗнӗ.
Ун чухне вӑл пуҫӗпе шыва чӑмнӑ та тек курӑнман. Унӑн виллине каҫхине ҫеҫ тупнӑ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Республикинче 30 ҫын шывра путса вилнӗ. Вӗсенчен улттӑшӗ – ачасем.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ.
Ку Ҫӗмӗрле хулинчи Банк тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электричество сетӗнче напряжени тӑрук улшӑннипе сиксе тухнӑ. Куншӑн вара ҫиҫӗм «айӑплӑ». Телее, пушара алхасма паман. МСЧ ӗҫченӗсем ҫулӑма 5 минутрах сӳнтернӗ.
Ҫав кунах ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 11 минутра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнче урапа ҫуннӑ. Паллӑ мар ҫынсем ӑна юри чӗртсе янӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Юристсем те пур чухне те саккуна пӗлмеҫҫӗ. Унччен патшалӑх службинче тӑрӑшнӑ ҫынна ӗҫе илсен ку факт пирки тӳре-шаран малтанхи ӗҫ вырӑнне пӗлтермеллине саккунтах пӑхса хӑварнӑ. Кун пирки ҫав ҫын патшалӑх службинчен пӑрахнӑранпа икӗ ҫул ҫитмен чухне асра тытмалла. Ӗҫе илсен 10 кунта пӗлтерсе ӗлкӗрмелле.
Ахаль-махаль предприяти-организацире пур саккуна та пӗлсе ҫитерейменнине ӑнланма пулать те темелле: ара, юристсем мар та, пурне ӑҫтан тӗшмӗртӗн. Анчах юридици пулӑшӑвӗ кӳрекен Шупашкар районӗсенчи фирмӑсенчен пӗринче ку енӗпе кӑлтӑк сиксе тухнӑ. Ҫитменлӗхе район прокуратури асӑрханӑ.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗлтернӗ тӑрӑх, юридици фирмин ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарса 20 пин тенкӗлӗх штрафламалла тунӑ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче инкек пулнӑ. 50 ҫулти арҫын пӗвене шыва кӗме кайнӑ, анчах вӑл унтан тухайман.
Ку утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. МЧС ӗҫченӗсем патне 11 сехет те 25 минутра шӑнкӑрава ҫитнӗ. Ҫынсем пӗвере арҫын путни пирки хыпарланӑ.
Ҫав арҫын, вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗве варрине ишсе ҫитнӗ те хытса тӑнӑ. Малтанах ҫынсем вӑл канать тесе шухӑшланӑ. Анчах лешӗ вырӑнтан хускалман. Пулӑҫсем пулӑшма пынӑ, анчах кая юлнӑ. Арҫын ун чухне пуҫӗпе аялалла тӑнӑ, сывламан.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн шыва кӗнӗ чухне чӗри чарӑнма пултарнӑ. Пулӑҫсем унӑн виллине хӑйсемех ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ. Халӗ экспертизӑсем ирттереҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмахӗ виҫӗ кун каяллах пулнӑ-ха. Анчах ун патне таврӑнма руль умӗнчи каччӑ сӗмсӗрлӗхӗ хистерӗ.
24 ҫулти каччӑ (теприсем ун пирки тути ҫинче амӑш сӗчӗ типсе пӗтмен тесе хаклӗҫ, анчах хӑшӗсем вӑл ҫулта ҫемье те тытса тӑраҫҫӗ) Шупашкарти Вокзалҫум урамри 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче эрнекун каҫхи 10 сехет тӗлӗнче ҫул урлӑ каҫакан арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кӑкӑр шӑммине амантнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Водитель пирки каласан руль умӗнче ҫулталӑкран та сахалтарах ларакан ҫав ача кӑҫал кӑна йӗркене вунӑ 10 хутчен пӑснӑ.
Ҫав шутран пиллӗкӗшӗнче — хӑвӑртлӑха ӳстернипе.
«Митсубиси Каризм» маркӑллӑ урапапа ҫил хӑваласа ҫӳрекенскер хӑйне йӗрке хуралҫисем ҫырса панӑ штрафсене те тӳлеме васкаман: хальлӗхе вӑл пӗр штрафӗпе те татӑлман-мӗн.
Иркутск облаҫӗнчи полицейскисем унти вӑрман касакан предприятисенчен пӗринче чурасене тытнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Мускав облаҫӗнчи Серпухов хулинче пӗр арҫын Братск хулинчен илсе килнӗ строительство материалӗ хушшинче записка тупнӑ. Пулӑшу ыйтса ҫырнӑ ҫав хут пирки арҫын йӗрке хуралҫисене систернӗ.
Запискӑна Серпухов ҫынни утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче асӑрханӑ. Унта: «Пулӑшӑр! Пире шывсӑр тата паспортсемсӗр тытаҫҫӗ. Эпир кунта нумайӑн. Албек», — тесе ҫырнӑ,
Иркутск тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисен ку записка чӑнлӑхне тӗрӗсленӗ май пилорама ӑҫтине те палӑртма тивӗ. Тен, вӑл Иркутск тӑрӑхӗнче мар пулӗ, стройматериал Братска урӑх регионтан лекмен-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Анчах ку фактпа йӗркеллӗ тӗпчев ирттерессе шанас килет.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем кадастр инженерне пула ҫӗр илеймеҫҫӗ. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
Виҫӗ е ытларах ача ӳстерекенсене пӳрт лартма, пахча вырӑнне усӑ курма е хушма хуҫалӑх валли тесе ҫӗр уйӑрма темиҫе ҫул каяллах тытӑнчӗҫ. Хӑшӗсем ҫӗрне парса та унпа усӑ курманни, теприсем кирлӗ мар тесе илменни те пулкалать-ха. Анчах ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Молодежный поселокра ҫӗре ҫамрӑк ҫемьесене ниепле те валеҫсе пӗтереймеҫҫӗ-мӗн. Лаптӑксене виҫсе панӑ чух кадастр инженерӗ йӑнӑшнине пула, ҫавна пула ҫӗр хуҫисен лаптӑкӗсене тӗрӗс мар кӑтартнине пула хӑшӗсем ют ҫын ҫӗрӗ ҫине лекнӗ иккен. Халӗ ҫав йӑнӑша епле тӳрлетесси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
Тӑр-кӑнтӑрла пулнӑ ку. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14 сехетре Лапсарта арҫын 24-ри каччӑна ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.
Ҫав арҫын Республикӑри психиатри пульницинче шутра тӑрать. Пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче вӑл салтака каяс мар тесе психиатри пульницинче выртса тухнӑ. Унтан тухсан вӑл хӑйне хаяррӑн тытнӑ.
Ҫав арҫын ҫук ҫӗрте харкашу ҫӗкленӗ. Михаил Николаев каланӑ тӑрӑх, вӑл яланах хӑйӗнпе пӗрле ҫӗҫӗ чиксе ҫӳренӗ. Вӗлернӗ каччӑ — ҫемьери пӗртен-пӗр ывӑл.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |