Ҫӗнӗ 2018 ҫулпа, мухтавлӑ чӑвашсем!
Иртекен ҫул ҫӑмӑл мар пулчӗ пулин те, эпир, чӑвашсем, ӑна тивӗҫлӗн ирттертӗмӗр темелле! Пире хӗсес, пирӗ ҫын вырӑнне шутлас маррисем йышланчӗҫ пулин те пирӗн халӑх тивӗҫлӗ хурав пачӗ!
Тен, хӑшӗ-пӗри ку сӑмахсемпе килӗшмӗ те пулӗ. Чӑвашлӑх ҫулран ҫул чакса пырать тесе калӗ. Анчах та вӗсене эп Петӗр Хусанкайӑн сӑввипе хуравланӑ пулӑттӑм: «Каснӑ, вӑтӑрнӑ пире, Кӑкласа хӑртман та мар-тӑр, Вӑрлӑх юлнӑ пурпӗрех: Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!». Ҫакна иртнӗ ҫул та лайӑх кӑтартса пачӗ: Мускавран чӑваш чӗлхине «ирӗклӗн» вӗрентесси пирки хушу ҫитсен чылай чӑвашсем ӑна хирӗҫ тӑчӗҫ. Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх Путин патне пӗр виҫӗ ҫыру таранах ӑсатнӑ. Чи пӗрремӗш — «Ирӗклӗх» пӗрлешӳрен. Каярах чӑваш халӑхӑн общественноҫӗ ҫыру ҫырнӑ (ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем тата ыттисем алӑ пуснӑ), унтан — ваттисен канашӗ. Виҫҫӗмӗш ҫыру пирки тӗнче тетелӗнчи чылай МИХ пӗлтерчӗ, ҫавна май ӑна хӗрӳ сӳтсе яврӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫнелле Патшалӑх Думи умне Владимир Болгарскийпе Валера Сунгуров пӗчченле пикета тухрӗҫ. Ку та калама ҫук пысӑк пахалӑхлӑ ӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев професси уявӗ ячӗпе саламланӑ. «Энергетика экономикӑн чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри шутланать. Регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗ тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗ ытларах чухне унӑн тухӑҫлӑхӗпе шанчӑклӑхӗнчен килет», — тенӗ унта.
Кӑҫал Чӑваш энергетика управленийӗ 60 ҫул тултарнине те аса илнӗ. Республика ертӳҫи шучӗпе «паян Чӑваш Ен энергетика комплексӗнче пысӑк ӑсталӑхлӑ, производствӑри темле кӑткӑс тӗллевсене те татса пама пултаракан специалистсем ӗҫлеҫҫӗ». Вӗсем «ӑшӑпа электроэнергие потребительсене пӗр кӑлтӑксӑр ҫитерсе» парнине, «стратегиллӗ тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен энергетика хӑрушсӑрлӑхне» тивӗҫтернине те палӑртнӑ, ӗҫшӗн тав тунӑ.
Савӑнӑҫлӑ уяв Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май саламсем килме пуҫланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-сужбин порталӗнче Михаил Игнатьев ячӗпе килнӗ саламӑн сӑмахӗсем те пур: «Ҫак асамлӑ кунсенче кашни килте уяв сӗмӗ палӑрать, ҫынсем пӗр-пӗрне чунран телей тата ырлӑх сунаҫҫӗ, малашлӑх валли плансем хатӗрлеҫҫӗ».
Михаил Игнатьева РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, РФ Федераци Канашӗн пайташӗсем, федераци тата республика министерствисемпе ведомствисен ертӳҫисем, республикӑри район-хуласен пуҫлӑхӗсем, регионти ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул саламӗ яраҫҫӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш Енре кӑҫал палӑртнӑ Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетессине, унтах «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Савӑнӑҫлӑ мерпориятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа хутшӑннӑ. Унта пухӑннисем ҫемье пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ, пӗрне пӗри хисеплесе пурӑнма чӗнсе каланӑ.
«Ҫулталӑк ҫемйи-2017» ята Шупашкарти Татьянӑпа Александр Львовсен ҫемйи тивӗҫнӗ. «Туслӑ ҫемье» номинацире Тимонинсене чысланӑ, «Социаллӑ яваплӑ ҫемье» ята Устиновсем тивӗҫнӗ, «Спорт ҫемйи» — Павловсем, «Ӗҫчен ҫемье» — Ершовсем, «Пултарулӑх ҫемйи» — Анисимовсем.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев юристсене професси уявӗпе саламланӑ.
«Чӑваш Ен юрисчӗсем хӑйсен професси тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ, пурнӑҫӑн кирек хӑш сферинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, право йӗркине шанчӑклӑн тытса пырас, обществӑпа патшалӑх ҫирӗплӗхне вӑйлатас, халӑхӑн право культурине ӳстерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хываҫҫӗ.
Республикӑра граждансен хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсене тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Юлашки пилӗк ҫулта ҫавнашкал пулӑшупа регионта пурӑнакан 200 пине яхӑн ҫын усӑ курнӑ.
Эсир хӑвӑрӑн професси ӑсталӑхне малашне те ӳстерсе пырасса, граждансен конституцире палӑртнӑ ирӗкӗсемпе ирӗклӗхӗсене тата саккунлӑ интересӗсене чыслӑн та тӳрӗ кӑмӑлпа хӳтӗлессе ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп», — тенӗ вӑл.
Паян Шупашкара республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем професси уявне пухӑннӑ. Календарьпе пӑхсан ку уяв юпа уйӑхӗнчех-ха, анчах вӑл вӑхӑтра уй-хирти ӗҫ вӗҫленсе ҫитеймест те, хресченсен уявне яланах чӳк уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Паянхи уява Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ.
Професси уявӗсене пуҫтарӑннисене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Залри пысӑк сцена ҫине тухиччен вӑл агропромышленность предприятийӗсен продукцийӗпе паллаштаракан курава пӑхса ҫаврӑннӑ.
«Эпир сирӗнпе ака вӑхӑтӗнче, уй-хирти ӗҫ пынӑ вӑхӑтра час-часах тӗл пулнӑ. Эсир пурте пулас тухӑҫшӑн пӑшӑрханаттӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Вӑл отрасльте ҫаврӑнӑҫуллӑ ертӳҫӗсем йышланса пынине палӑртнӑ. Район администрацийӗсен ертӳҫисене Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма пулӑшма чӗнсе каланӑ.
Шӑмӑршӑ районӗ паян 90 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Район центрӗнчи мероприяти юрӑ-ташӑпах вӗҫленмен, спорта юратакансем валли ӑмӑртусем иртнӗ, ял тӑрӑхӗсем хӑйсен хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан картишсем йӗркеленӗ.
Муниципалитета пӗтӗмлетмелли уява хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Владимир Кузюков районтисене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе саламланӑ. Республикӑри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Кирилл Ермолаев, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, тӗп режисҫерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина та уява хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, режиссерпа редактор Шшӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе унтах амаланса аталаннӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ паянхи кун 12 тултарчӗ. Эпир — сайтӑн тӗп редакторӗ тата корреспонденчӗсем — пурте те ҫак кун ячӗпе саламлатпӑр!
Паянхи кун «Чӑваш халӑх сайчӗ» электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗ шутланать. Пирӗн МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ те пур — ЭЛ № ФС 77 - 68592, ӑна 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Кӑҫалхи тепӗр ҫитӗнӳ — Чӑваш халӑх сайчӗн халӗ хӑйӗн пӳлӗмӗ те пур. Вӑл Пичет ҫуртӗнче (Иван Яковлев пр., 13-мӗш ҫурт) 6-мӗш хутра вырнаҫнӑ. Кӑмӑл пуррисене паян 621-мӗш пӳлӗме йыхравлатпӑр (16:30).
Ҫавах та Чӑваш халӑх сайчӗ вӑл хыпарсем ҫеҫ мар. Пирӗн портал анлӑшӗ самай пысӑк. 12 ҫул хушшинче эпир электронлӑ вулавӑш, сӑмахсарсен пуххине, чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайта, чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ ҫӳпҫине, чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре тата ытти нумай-нумай япалана ӑсталаса хатӗрлесе!
Пирӗн сайта пулӑшакансене, хыпарсемпе тивӗҫтерекенсене, пирӗн сайтра информаципе паллашакансене пурне те тепӗр хут пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр!
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Дарья Спиридоновӑпа Кирилл Прокопьев гимнастсене Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑра ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Иккӗшӗн ячӗпе те вӑл телеграмма янӑ.
Кирилл Прокопьев гимнаст ирӗклӗ хӑнӑхтарура ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Дарья Спиридонова пӗрене ҫинчи хӑнӑхтарупа ҫӗнтернӗ.
Кирилл Шупашкарти олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулӗнче вӗреннӗ, халӗ Улатимӗр облаҫӗшӗн ӑмӑртӑва хутшӑнать. Дарья Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, спортри малтанхи утӑмсене Чӑваш Енре тунӑ, халӗ Мускавра пурӑнать.
Сӑмах май, Чӑваш Енрен Универсиадӑна Владислав Поляшов хутшӑннӑ. Вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Улатӑр хӗрӗ Евгения Шелгунова гимнастка тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Бронза медаль илме ӑна кӑштах ҫеҫ май килмен.
Ӗнер строительсем хӑйсен професси уявне палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсаникунӗнче ҫулсерен палӑртакан ҫак кунпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламларӗ. «Строителӗн пултаруллӑ ӗҫӗ кирек хӑш саманара та сумлӑ тата хисеплӗ шутланать. Сирӗн ӗҫӗре пула ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ ӳсет, ял-хула инфратытӑмӗ лайӑхланать: пурӑнмалли хӑтлӑ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ку чухнехи вӗренӳпе медицина учрежденийӗсен, культурӑпа спорт объекчӗсен ҫурчӗсем ӳссе лараҫҫӗ, общество хутлӑхӗсем илемленсе хӑтлӑланаҫҫӗ», — тенӗ вӑл.
Ҫак ӗҫре тӑрӑшакансене хисеп тунине Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев та палӑртас тенӗ. Муниципалитетӑн ҫур ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетекен эрнекунхи пухура вӑл «авалхи професси ҫыннисене» саламланине пӗлтернӗ. Авалхи професси тесе хӗрарӑмсем ӳт сутса пурӑннине калаҫҫӗ те, залра ларакан строительсем ҫеҫ мар, ытти професси ҫыннисем те вӑрттӑн кулса илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.