«Хальхинче эпир унчченхинчен ытларах хатӗрленнӗччӗ. 2018 ҫулта пире вуннӑмӗш мар, пинмӗш пай ҫитмерӗ. Ҫавӑ пире ҫирӗплетрӗ, Штутгарта эпир ылтӑн илме кайрӑмӑр», – тенӗ Владислав Поляшов ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура.
Аса илтерер: арҫынсен Раҫҫейри командин йышӗнче пулнӑ Владислав Поляшов тата ҫав ушкӑн Германире нумаях пулмасть иртнӗ 2019 ҫулхи тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. Ылтӑн медале тивӗҫнӗ ятпа маларах спортсменсене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин саламланӑччӗ. «Раҫҫейӗн спорт гимнастикинче многоборье енӗпе эсир пуҫласа пъедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултартӑр», — мухтанӑччӗ Раҫҫей Президенчӗ спортсменсен ячӗпе янӑ саламлӑ телеграммӑра.
Ӗнер ЧР Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен спортсменне Михаил Игнатьев Элтепер саламланӑ.
Чӑваш режиссерӗ «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ ордена тивӗҫнӗ. Сӑмах СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев пирки пырать.
Ӑна тӑван ҫӗршыв культурине тата ӳнерне аталантарас енӗпе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Владимир Путин хавхалантарма йышӑннӑ. Хушӑва вӑл юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Валерий Яковлева (вӑл — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ) пысӑк наградӑпа РФ культура министрӗ Владимир Мединский телеграмма янӑ, чунтан саламланине палӑртнӑ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа тӗлпулу иртнӗччӗ. Мероприятие пултаруллӑ ҫыннӑн 80 ҫулхине халалланӑччӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Владислав Поляшова гимнаста тата арҫынсен ҫӗршыври командине 2019 ҫулхи тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ.
Владислав Поляшов — олимп резервӗллӗ 6-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗ, Раҫҫей спорт мастерӗ. Вӑл спорт гимнастики енӗпе Раҫҫейӗн командин йышӗнче пулнӑ. Ӑмӑрту Германири Штутгарт хулинче иртнӗ.
«Хисеплӗ Никита Владимирович, Артур Грачьевич, Давид Сагитович, Иван Алексеевич, Денис Михайлович и Владислав Сергеевич! Штутгартри тӗнче чемпионатӗнче эсир чӑн-чӑн триумфаторсем, Раҫҫейӗн спорт гимнастикинче многоборье енӗпе эсир пуҫласа пъедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултартӑр. Сире, сирӗн тренерсене тата наставниксене паллӑ пулӑмпа чунтан саламлатӑп», — тесе ҫырнӑ.
Раҫҫей ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫуралнӑ кунне тӑванӗсемпе тата тусӗсемпе уявлассине пӗлтернӗ. Ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсем те саламлаҫҫӗ ӑна. Ҫапла ҫырать «Новости» информаци агентстви.
Тунтикун, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ хӑйӗн 67 ҫулхине уявлать.
«Кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳлллӗ хыпар пӗлтерӗпӗр. Паян ирхи вуннӑран вӑл ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсенчен салам йышӑнать», — каланӑ пресс-секретарь.
Ют ҫӗршывсенчи ӗҫтешсем саламланӑ вӑхӑтрах ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Ҫапла паян кӑнтӑрлаччен Путин ӗҫ пиркиех шухӑшланӑ.
Маларах Владимир Путин Президента Дмитрий Медведев премьер-министр саламланӑ. Вӑл ӑна Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх суннӑ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Анна Быстрова сумлӑ юбилейне – 100 ҫулне – паллӑ тунӑ. Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ юбиляра саламлама килнӗ, РФ Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламлӑ ҫырӑва тыттарнӑ.
Анна Быстрова Тверь облаҫӗнче 1919 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкулта 5 класс вӗренсен вӑл Ржев хулине тухса кайнӑ, унта ҫар савутне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан савута Улатӑра куҫарса килнӗ. Ҫапла майпа Анна Быстрова Чӑваш Ене лекнӗ.
Кинемей – тыл ӗҫченӗ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанта «WorldSkills» 45-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта Шупашкарти Евгений Краснов медальона тивӗҫнӗччӗ.
Каччӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра саламланӑччӗ. «Евгения саламлатӑп тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе педагогӗсене профессионал хатӗрленӗшӗн тав тӑватӑп!», — тесе ҫырнӑччӗ вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче.
Халӗ Михаил Игнатьев Элтепер Евгений Краснова 40 пин тенкӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи паян алӑ пуснӑ. Документа ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Евгений Краснов — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерцин техникумӗн производство вӗрентӗвӗн мастерӗ. Чемпионта вӑл Раҫҫейӗн наци командин йышӗнче, «Кондитер ӗҫӗ» компетенцире, хутшӑннӑ. Ку енӗпе 23 ҫын тупӑшнӑ. Конкурссенче Евгений 700 ытла балл пухнӑ.
Тутарстанри Аксу районӗнчи Мюд поселокӗнче пурӑнакан чӑваша район пуҫлӑхӗ Камиль Гилманов саламланӑ.
Ирина Степанова патне пуҫлӑх килнех кайнӑ. Ирина Михайловна тӑван ен историне тӗпченипе паллӑ иккен. «Вӑл районти кашни ял хӑҫан тата мӗнле йӗркеленсе кайнине, вӗсене кам йӗркеленине тата мӗнле аталанса пынине тарӑн тӗпчесе кӗнекесем ҫырса кӑларать», — хыпарланӑ вырӑнти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра.
Ирина Степанова тӑрӑшнипе 15 кӗнеке пичетленнӗ. Вӑл малашне те тӗпчев ӗҫӗпе тӑрӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки хӗрарӑм район пуҫлӑхне пӗлтернӗ.
Пӗлтерӗшлӗ ӗҫшӗн Ирина Степановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Аксу район ертӳҫи Камиль Гилманов вара Ирина Степановӑна Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 14 ҫулне уявлать! Ҫакӑнпа эпир — ҫак пӗрлӗхе йӗркелекенсем тата ӑна аталантарма пулӑшакансем — сире пурсӑра та саламлатпӑр!
Хӑйӗн кун-ҫулне Чӑваш халӑх сайчӗ 2005 ҫулта пуҫланӑ. Авӑнӑн 7-мӗшне вара ҫак пӗрлӗхӗн ҫуралнӑ кунӗ тесе йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑт хушшинче сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ: нумай-нумай сайт хута янӑ, май ҫитнӗ таран чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑ.
Кӑҫалхи чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен пӗри вӑл — Чӑваш чӗлхи лабораторине йӗркелесе яни. Вӑл та, паллах, Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпех ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмахсарсене электронлатасси, чӑваш чӗлхине компьютерта аталантарасси — ҫаксене пурне те пӗрлӗхе йӗркеленӗренпех тума пуҫланӑ. Анчах та шӑп та кӑҫал эпир ҫак ӗҫсене уйрӑммӑн проектпа палӑртма пуҫлас терӗмӗр. Сӑмах май, паянхи кунхи тӗп ӗҫсенчен пӗри — икчӗлхеллӗ корпуса пуянлатасси — ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пырать. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ унта 100 пинрен иртрӗ (ку хыпара ҫырнӑ тӗле 101,9 пин)!
Чӑваш халӑх сайтне пулӑшакансене пурне те тепӗр хут пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр! Уяв ячӗпе!
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хусанта иртнӗ «WorldSkills» 45-мӗш тӗнче чемпионатӗнче медальона тивӗҫнӗ Евгений Краснова саламланӑ.
Евгений Краснов — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерцин техникумӗн производство вӗрентӗвӗн мастерӗ. Чемпионта вӑл Раҫҫейӗн наци командин йышӗнче, «Кондитер ӗҫӗ» компетенцире, хутшӑннӑ. Ку енӗпе 23 ҫын тупӑшнӑ. Конкурссенче Евгений 700 ытла балл пухнӑ.
Вӑтам кӑтартупа палӑрнисене медальонпа хавхалантарнӑ. Шупашкарти каччӑ сумлӑ ҫав йыша лекнӗ.
Каччӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра саламланӑ. «Евгения саламлатӑп тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе педагогӗсене профессионал хатӗрленӗшӗн тав тӑватӑп!», — тесе ҫырнӑ вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Андриян Павловӑн пултарулӑх каҫе иртет. Вӑл 18 сехетре пуҫланнӑ.
Андриян Николаевич — режиссер, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ комсомол премийӗн лауреачӗ.
70 ҫулти актера уяв каҫӗнче ӗҫтешӗсем, пултарулӑх коллективесем саламлаҫҫӗ. Унтан «Чуххӑм Ванькка авланать – кай, кай, кай…» спектакль кӑтартма палӑртнӑ.
Андриян Павлов 1949 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр институтӗнче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ театрта 1972-1983 ҫулсенче актер пулса ӗҫленӗ. 1985 ҫулта режиссер курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн режиссер-постановщикра ӗҫлеме тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.