Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш птшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп художникӗ, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн пайташӗ Лариса Комиссарова юбилейне уявлать. Ку хыпара театр ӗҫченӗсн пӗрлешӗвӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Лариса Анатольевна 50 ҫул тултарнӑ.
Юбиляра союз ертӳҫи Сергей Павлов ҫавра ҫула пурнӑҫӑн ҫӗнӗ страници евӗр йышӑнма суннӑ. Тата, паллах, ытти ӑшӑ сӑмахпа саламланӑ. Тепӗр 50 ҫул такӑр ҫулпа хавасланса ирттерме, пурнӑҫра мӗнпур ыррине сунса каланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ.
25 ҫул каялла Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн сайтне туса хунӑ. Ҫав ятпа паян республтика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ, салама CAP.RU порталта вырнаҫтарнӑ.
«Республика пурнӑҫӗ, уйрӑм ҫын пурнӑҫӗ пекех, малтанлӑха питех палӑрсах та кайман тӗрлӗ пулӑмпа ҫитӗнӳрен йӗркеленет, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара вӗсем нумай ҫыншӑн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ, тӗрӗссипе каласан, вӗсемсӗр ытти ыйтусене татса пама та май ҫук пулса тухать.
25 ҫул каялла Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн сайтне туса хуни шӑпах ҫавӑн пек пулӑмсен шутне кӗрет, сайтран часах портал йӗркеленчӗ, республикӑри ӗҫ тӑвакан, саккун кӑларакан тата муниципаллӑ влаҫӑн пӗтӗм органне, ҫавӑн пекех федераци влаҫӗн мӗн пур органӗн сайчӗсене кӗме май паракан тытӑм пулса тӑчӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. Наталья Володинапа Дмитрий Назиповӑн, Владимир Лидерманӑн тата республикӑри нумай-нумай специалистӑн пархатарлӑ ӗҫӗ тесе палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Новый год на ЧУВАШСКОМ» флешмоб иртессине пӗлтернӗ. Ҫапла, акци ячӗ вырӑсла. Чӑвашла куҫарсан, «Ҫӗнӗ ҫул ЧӐВАШЛА» пулать ӗнтӗ вӑл.
Флешмоба хутшӑнас тесен чӑвашла саламлӑ видеоролик ҫырса илмелле те тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫак хештегсемпе вырнаҫтармалла:
#ОбразованиеЧувашии
#ПоздравлениеНаЧувашскомЯзыке
#МойРоднойЯзык21
Флешмоб раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Унта кирек кам та хутшӑнайӗ.
Паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ Тӑван ҫӗршыв геройӗсен кунне халалласа Социализмла ӗҫ геройне тата Ӗҫ мухтавӗн орденӗсен тулли кавалерне саламланӑ.
Учреждени директорӗ Ренада Фёдорова Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ҫип арлаканта ӗҫленӗ Таисия Афанасьевӑна (вӑл Социализмла ӗҫ геройӗ, Чӑваш Енӗн промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынн. Хӗрарӑм ҫав районти Паваркассинче ҫуралнӑ) тата Шупашкарти машина тӑвакан заводра токарьте ӗҫленӗ, Ӗҫ мухтавӗн орденӗсен тулли кавалерне Александр Виноградова килӗсене ҫитсе саламланӑ, парнепе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене Чӑваш тӗррин кунӗпе саламланӑ.
«Пирӗн республика алӗҫ искусствин тӗсӗ шутланакан тӗрӗ ӑсталӑхӗпе мӗн авалтан паллӑ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗр илемӗ, кӑткӑс эрешлӗхӗпе чеченлӗхӗ тата пуянлӑхӗ унпа паллашакан кашни ҫыннах тыткӑна илет, тӗлӗнтерсе хавхалантарать. Ахальтен мар тӳнтер енсӗр чӑваш тӗрри ҫинчен ют ҫӗршывсенче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл пирӗн визит карточки, пирӗн мӑнаҫлӑх», — тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен фоициаллӑ порталӗнче пичетленӗ саламра.
«Тумтир ҫинчи тӗрӗ халӑхӑмӑршӑн ӗмӗрсем хушши хӑйне майлӑ хӳтлӗх палли шутланнӑ. Паян ҫак наци пуянлӑхне сыхлама пирӗн черет ҫитрӗ. Культура учрежденийӗсенче чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратас, сыхласа упрас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерни савӑнтарать», — палӑртса хӑварнӑ Элтепер.
Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссёрӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ҫав каҫ театрта Ярослава Пулинович ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Вӑйлӑ хӗрарӑм» спектакле кӑтартнӑ. Юбиляр Жанна сӑнарне калӑпланӑ.
Наталия Сергеевӑна юбилейпа республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тата ыттисем саламланӑ. Тӑван, Шупашкар, районӗнчен те делагаци пырса ҫитнӗ.
Аса илтерер: Наталия Сергеева юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 50 ҫул тултарчӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1993 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑнах ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫе илнӗ. 2013 ҫулта вӑл Мускаври Культура, искусство тата туризм енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстермелли академирен вӗренсе тухнӑ. Юлашки ҫулсенче артистка режиссёр пулса тӑрӑшать.
Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режссёр-постановщикӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Наталия Алексеевна «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика шайӗнчи театр конкурсӗн лауреачӗ, Екатеринбургра иртнӗ хальхи вӑхӑтри драматругин «Коляда-PLAYS» VII театр фестивалӗн гран-прине тивӗҫнӗ.
Режиссерӑн юбилейне халалланӑ каҫ театрта «Вӑйлӑ хӗрарӑм» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна Ярослава Пулиновичӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ. Жанна ролӗнче – юбиляр.
Юбилей каҫе 18 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей таможенникӗн кунӗпе саламланӑ. Салама cap.ru порталта вырнаҫтарнӑ. Республика ертӳҫи таможня ӗҫченӗсем Чӑваш Енӗн тулашри экономика ӗҫ-хӗлне аталантарассине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
«Паян республика суту-илӳ енӗпе тӗнчери 96 ҫӗршывпа ҫыхӑну тытать. 2021 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче продукци экспорчӗ иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ пысӑкланнӑ, АПШн 204 миллион долларӗнчен иртнӗ. Республикӑн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ вара 15% ытла хушӑннӑ, АПШн 433 миллион долларӗ патне ҫывхарнӑ», — ҫакӑн пек цифрӑсене асӑнса хӑварнӑ саламра.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗн пӗрремӗш сӗрме купӑс ушкӑнӗн артисткине Гузель Гараевӑна ӗҫтешӗсем юбилейпе саламланӑ.
Гузель Гараева 1981 ҫулта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унтанпа вӑл юратнӑ ӗҫе парӑнса ӗҫлет.
Артистка театрти ытти ӗҫтешӗпе пӗрле тӗрлӗ пултарулӑх проектне, ҫав шутра Пӗтӗм тӗнчери М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивальне, Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне, Чӑваш музыкин фестивальне хутшӑннӑ, ют ҫӗршыври гастрольсенче пӗрре кӑна мар пулнӑ. Ӗҫтешӗсем артисткӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.
Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Пӗлтӗрхи пек ҫавра ҫул мар-ха ӗнтӗ, ҫавах та «Чӑваш халӑх сайчӗ» кун ҫути курнӑранпа 16 ҫул ҫитрӗ.
Черетлӗ ҫул пысӑк улшӑнусемпе палӑрмарӗ. Нимӗнле ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ҫӗнӗлӗх мар, ҫухатусем пур темелле. Калӑпӑр, пӗлтӗр вырӑсла хыпарсене ҫырма эпир ятарлӑ ҫынна тытса тӑраттӑмӑр пулсан, кӑҫал, укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран, вырӑсла версине хыпарсемпе тултаракан ятарлӑ ҫын ҫук.
Ҫак сӑлтавсем эпир паянхи кун хамӑр вӑя ытларах енӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторине янипе ҫыхӑннӑ. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышне 1 миллиона ҫитерме тӗллев лартнӑччӗ те кӑҫал вӑл плана пурнӑҫласа ҫитересшӗн. Нумаях та юлмарӗ ӗнтӗ — тата 50 пин тӑвасси ҫеҫ юлчӗ. Юрать-ха, ҫак ӗҫе туса пынӑ май кӑҫал «Литература кӗтесӗ» кӑшт пуянланчӗ — хайлавсем нумаях мар пулин те, ҫавах хушӑнчӗҫ.
Апла-и, капла-и — 16 ҫул ӗҫлени сахал вӑхӑт мар. Сайт хӑй еккипе ҫеҫ пынин сӑлтавӗ те ҫавӑнтах. Сайт аталанмасть тесен те йӑнӑш пулӗ — кӗрекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫуллахи вӑхӑтра та вулакансен йышӗ кӑҫал талӑкра 300 ҫынран чакмарӗ. Кӗр кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн вӗсем пирӗн нумайланаҫҫӗ — 400–500 таран ҫитеҫҫӗ (хӑш-пӗр кун ку кӑтарту 700 урлӑ та иртет).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.