Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паллӑ прозаик, журналист, драматург, куҫаруҫӑ Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна пултаруллӑ хӗрарӑмӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ. Ҫавӑн чухнех вулавӑшра авторӑн «Паянхи кун» кӗнекине хӑтланӑ.
Ольга Туркая саламлама тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. «Пурнӑҫ йӗрки мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ольга Николаевна, эсир каялла ҫаврӑнса пӑхсан сирӗн ҫул илемлӗ те такӑр пулнине курма пулать, малашне те вӑл анлӑ та хитре, сарлака та чаплӑ пултӑр», – тесе саламланӑ, сӑмахран, Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политикин управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Людмила Шурекова. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн секретариачӗн ертӳҫи Александр Магарин юбиляра Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев шкултан вӗренсе тухакансене саламланӑ. Салама республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Олег Николаев ачасене пӗлӳ илме ӑнтӑлнӑшӑн, педагогсемпе ашшӗ-амӑшне вара яш-кӗрӗме тӗнчене пӗлсе ҫитме пулӑшнӑшӑн, ҫӗршыва юрӑхлӑ ӑру ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.
«Сирӗншӗн пур ҫӗрте те — чи лайӑх аслӑ пӗлӳ паракан ҫуртсенче, колледжсенче, техникумсенче — ҫул уҫӑ», — тенӗ Элтепер.
«Кирек мӗнле профессие суйласа илсен те, хуть те мӗнле ӗҫ тусан та ҫакна асра тытӑр — суйласа илнӗ тивӗҫе хисеплени тата яваплӑ пурнӑҫлани, ҫӗршыва, унӑн паттӑрла историне, йӑли-йӗркине юратни, Аслӑ Раҫҫее хӳтӗлеме кирек хӑҫан та хатӗр пулни яланах хаклӑ пулнӑ», — палӑртса хӑварнӑ республика ертӳҫи.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, хӑйӗн аслӑлӑхӗпе пире паян та тӗлӗнтерекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ.
«Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ. Унӑн пурнӑҫӗн ҫулӗ Тӑван ҫӗршыва тата хӑй халӑхне чунтан парӑнса ӗҫленине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.
Паян Чӑваш чӗлхи кунне Раҫҫейри чылай регионта анлӑн уявлаҫҫӗ, унта чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине тата культура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан майсем пурнӑҫланаҫҫӗ», — тенӗ саламра.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Утаркасинче пурӑнакан Евдокия Мерзлайкина 100 ҫул тултарнӑ.
Пӗр ӗмӗрхи юбилейпа кинемее
хӗрлӗ чутайсен «Чавал» ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Савинкин, унӑн ҫумӗ Анатолий Воробьев, Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗн Пантьӑк территорийӗнчи пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев саламланӑ.
Пӗр ӗмӗрхи кинемее ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та открытка ярса парса саламланӑ.
Вӑйпитти ҫулӗсенче хӗрарӑм ял совет секретарӗнче те, ЗАГСра та, колхозра та тӑрӑшнӑ. Упӑшкипе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗ патӗнче пурӑнать.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӗрарӑмсене паянхи уявпа саламланӑ. «Тӗнчене шӑпах эсир, хӗрарӑмсем, лайӑхрах та ырӑрах тӑватӑр, килӗшӳлӗх кӳретӗр. Сирӗн вӑй-халӑр – иксӗлми ҫӑлкуҫ евӗр», — саламланӑ вӑл республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
«Хӗрарӑм асамлӑхӗ хуть хӑш саманара та пысӑк ӑстаҫӑсене унӑн тӗлӗнмелле илемӗпе ӑс-хакӑлне мухтакан паха та вилӗмсӗр искусство произведенийӗсем тума хавхалантарнӑ. Хӗрарӑм сӑнарне чӑваш поэчӗсемпе ҫыравҫисем те, художникӗсемпе скульптура ӑстисем те хӑйсен произведенийӗсенче ҫӳле ҫӗкленӗ. Йӑла-йӗркепе кӑмӑл-сипет пуянлӑхне ӑруран ӑрӑва куҫарма, этнокультура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан анне сӑнарӗ яланах чи таси те хисеплисенчен пӗри шутланнӑ», — тенӗ Элтепер.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ҫӗршыври паллӑ боксёр, СССР тата тӗнче чемпионӗ, тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ ӑмӑртура пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ Валерий Львов 70 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче саламланӑ.
Олег Николаев Валерий Львов бокса Совет Союзӗнче ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те аталантарма пысӑк тӳпе хывнине палӑртса хӑварнӑ.
Спортсмен карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн Шупашкар ҫынни хӑйӗн пурнӑҫне спорт резервне хатӗрлессине халалланӑ.
Республика тӗп хулинче пурӑнакан Александр Пеньков нумаях пулмасть 90 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ датӑпа юбиляра Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем килне кайсах саламланӑ. Ватӑ ҫынна асӑннӑ учрежденин социллӑ ӗҫченӗ пӑхать.
Пӑрачкав районӗнчи Кожевенное ялӗнче ҫуралнӑ арҫын Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫулталӑк хушши Чита облаҫӗнче МТС директорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн тӑван республикӑна таврӑннӑ. Вӑйпитти ҫулӗсенче Шупашкарти пӗр строительство организацийӗнче директор заместителӗнче тӑрӑшнӑ.
Мӑшӑрӗпе, вырӑс чӗлхи учителӗпе Галина Александровнӑпа, пӗр ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Ывӑлӗ авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ – запасри майор. Хӗрӗ планпа экономика техникумӗнче бухгалтер специальноҫне алла илнӗ, ҫав енӗпе тимлет. Юбилярӑн – 3 мӑнук, мӑнукӗсенчен пӗрин 1 ача пур.
Шупашкарта пурӑнакан Анфиса Когурьева паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 90 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ юбилейпе кинемее Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче ӑшшӑн саламланӑ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑскер Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт ял хуҫалӑх предприятийӗнче агрономра тӑрӑшнӑ, каярах Шупашкара куҫса кайнӑ.
Кинемей ҫулне кура мар йӑрӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ та йӑваш. Ахаль лариччен вӑл алла йӗп тытать те тӗрлӗ япала ҫыхса чунне килентерет. Ҫавӑн пек вӑл кичемлӗхе туймасть, пурнӑҫпа савӑнса пурӑнать.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, паллӑ режиссёр-документалиста, поэта, драматурга, прозаика, куҫаруҫӑна, ӑста тележурналиста Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнине ӗнентерекен удостоверени панӑ.
Аса илтерер: ӗнер Марина Карягина Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Галина Евтушенко кинорежиссёрӗн, продюсерӑн тата сценаристӑн, искусствоведени кандидачӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине хутшӑннӑ.
Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнӗ ятпа Марина Карягинӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви те саламлать. Ун пек хыпара ведомствӑн сайтӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексне уҫнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа музейҫӑсене саламланӑ.
Республика ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, космонавтика музейӗ паян культура тата наукӑпа ҫутӗҫ центрӗ пулса тӑрать. Унта Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗн, авиацин генерал майорӗн, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннин Андриян Николаевӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ, истори тӗлӗшӗнчен паха экспонатсем упранаҫҫӗ.
Шуршӑлта паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, музейӑн ҫур ӗмӗрхине халалласа «От школьного музея до Мемориального комплекса» (чӑв. Шкул музейӗнчен пуҫласа Мемориал комплексӗ таран) курав уҫӑлӗ тата «Музей вчера, сегодня, завтра…» (чӑв. Музей ӗнер, паян, ыран....) ҫавра сӗтел иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.