Республикӑра хӗллехи каникулта спорта пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫак канмалли кунсенче спортпа ҫыхӑннӑ вун-вун мероприяти иртӗ.
Чи пысӑк мероприятисене карлачӑн 5-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫак кун Чӑваш Енре сывлӑха ҫирӗплетмелли пӗрлехи кун тесе йышӑннӑ.
Ҫак кун хулари тата республикӑри районсенчи муниципалитет спорт комплексӗсене тӳлевсӗр ҫитме май пулӗ. Шупашкарта ун чухне «Раштав йӗлтӗр йӗрӗ» йӗлтӗр чупӑвӗ иртет.
Ку кӑна мар. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 9 сехетчен 9 хоккей лапамӗнче тӑркӑчсене (конькисене) тата ытти спорт хатӗрӗсене тӳлевсӗр тара илме май пулӗ. Хӑш лапамра тӳлевсӗр пулнине хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлме пулать.
Унтах спорт шкулӗсемпе тата федерацийӗсемпе пӗрле «Спорт тата сывлӑх вунӑкунлӑхӗ» пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн эрешлесе ярӑнасси, хоккей, шорт-трек енӗсемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ.
Шупашкарсен тата унӑн хӑнисен кӑрлачӑн 1–11-мӗшӗсенче мӗнле майпа канмалла? Паллах, тӑркӑч (коньки) сырмалла та каток ҫине вӗҫтермелле. Катоксем хӑш вӑхӑтра ӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Чылайӑшӗ 10 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлӗ. «Спартак» стадионта вара 9 сехет ҫурӑран пусласа 19 сехет те 45 минутчен ярӑнма пулать. Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче унта 7 сехет те 45 минутран пуҫласа 9 сехет ҫурӑччен эрешлесе ярӑнӗҫ.
«Энерги» каток 9.30-22.00 сехетсенче ӗҫлет. Хӗрлӗ тӳремри каток 10 сехетре уҫӑлать. Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи 8-мӗш ҫурт умӗнчи каток та ҫав сехетрех ӗҫлет. Анчах унта кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче 13 сехетре эрешлесе ярӑнӗҫ.
И.Франко урамӗнчи 16-мӗш ҫурт патӗнчи каток 10-22 сехетсенче ӗҫлет. Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче 13 сехетре ҫеҫ хоккейла вылӗҫ.
Ҫавӑн пекех катоксем Афанасьев, Николаев, Кадыков, Б.Хмельницкий урамӗсенче, Мир проспектӗнче ӗҫлӗҫ. Ытларахӑшӗ ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен уҫӑ.
Кун пирки Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерстви республикӑри «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществин Етӗрне районӗнче иртнӗ отчет конференцийӗ пирки хыпарланӑ май пӗлтерет. Унта кӑҫалхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ, килес ҫулхи плансене палӑртнӑ.
Республикӑн спорт министрӗн пӗрремӗш уҫмӗ Алексей Яковлев асӑннӑ общество Спорт министерствипе пӗрле республика шайӗнчи 16 мероприяти йӗркеленине асӑнса хӑварнӑ.
Килес ҫулта та самай мероприятии иртмелле. Планта — 18 мероприяти. Вӗсенчен чи пысӑкки — ҫитес ҫулхи нарӑса палӑртнӑ хӗллехи ял спорт вӑййисем. Унта ҫӗнтернисем Пӗтӗм ҫӗршыври финала хутшӑнӗҫ.
Нумаях пулмасть Удмурт Республикинче биатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Татьяна Семенова биатлонистка пӑхӑр медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ.
Татьяна Семенова 15 ҫухрӑмлӑ дистанцире ӑмӑртнӑ. Ҫак дистанцире Мускав спортсменки Анна Щербинина ҫӗнтернӗ. Ханты-Манси автономи округӗнчи Марина Коровина финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Ун хыҫҫӑн — пирӗн ентеш.
Татьяна Семенова Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренет, ӑсталӑхне Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче туптать.
Палӑртмалла: Анатолий Акимов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер чупура чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, анчах вӑл пенӗ чухне йӑнӑшнӑ. Пӗлтӗр вара Татьяна Тернтинӑра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑра пӗр ылтӑн тата икӗ пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Енре кӑрлачӑн 1–11-мӗшӗсенче Раҫҫейри евӗрех Пӗтӗм Раҫҫейри спортпа сывлӑх кунӗ иртет.
Республикӑн Спортминӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе мероприятисен планне йӗркеленӗ иккен. Вӗсем республика тата муниципалитет шайӗнчисем пулӗҫ. Мероприятисен шутӗнче спартакиадӑсене, чемпионатсене, турнирсене, хутӑш эсатфетӑсене, ушкӑнпа конькипе, йӗлтӗрпе тата ҫунашкапа ярӑннисене кӗртнӗ.
Ҫав вӑхӑтра пур ҫӗрте те стадионсем, вӑй-хал культурипе спорт комплексӗсем, пӑр керменӗсем, ытти спорт сооруженийӗсем ӗҫлемелле.
Кӑрлачӑн 4–5-мӗшӗсенче Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн базинче (Станциҫум урамри 10а ҫурт) ирттерме палӑртнӑ «Сурхури тупӑшӑвӗ» чи йышлӑ мероприятисенчен пӗри пуласса шанаҫҫӗ. Унта йӗлтӗрҫӗсене кӗтеҫҫӗ. С. Быстрова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртӑва та йышлӑн пухӑнасса шанаҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗсенче Пӗрлехи сывлӑхпа спорт кунӗ иртмелле. Вӑл кун бассейна е тренажер залне тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар ертӳлӗхӗ «Магнум» тулли мар яваплӑ обществӑпа объект строительстви тӗлӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Ҫапла майпа Шупашкарта тепӗр вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс тата спорт шкулӗ хута ярӗҫ. Вӑл сӗтелҫи теннисӗ тата ухӑран пересси енӗпе ӗҫлӗ, Ирина Солдатова ячӗллӗ пулӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, объект ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче М.Павлов урамӗнчи 9-мӗш «а» ҫуртра пулӗ. Объект хакне 71 500 000 тенкӗлӗх хакланӑ.
Шалти ӗҫсен республикӑри министерствин ӗҫченӗ пӑрлӑ шывра ишессипе ҫӗнтернӗ. Харсӑр хӗрарӑм Светлана Ерпылева. Вӑл ШӖМӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пайӗнче юрисконсультра ӗҫлет.
Ӑмӑрту Тӗмен хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫейӗн 27 регионӗнчи тата 14 ют ҫӗршыври 300 ытла спорстмен хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ йышӗнче маларах асӑннӑ Светлана Ерпылева та пулнӑ. Спортсменсен 25, 50, 200 тата 400 метра тӗрлӗ стильпе ишнӗ. Шалти службӑн капитанӗ ирӗклӗ меслетпе 25 метра ишессипе мала тухнӑ, 25 тата 50 метра «финн барсӗпе» ишессипе финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл 50 метра ирӗклӗ мелпе ишессипе бронза медале тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 101-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем юр пеме вӗреннӗ. Ахаль ҫынпа е воспитательпе мар. Ҫак ӗҫе вӗсене ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Китайра иртнӗ Олимпиадӑн кӗмӗл призерӗ, Чӑваш Ен рекордсменки Марина Максимова хӑнӑхтарать.
Паллӑ спортсменсем ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма вӗрентекен проектсене час-часах хутшӑнаҫҫӗ.
Хальхинче Марина Максимова ачасене ывӑтассин историйӗпе тата тӗрлӗ снарядсемпе — сӑнӑпа, ядропа, дискпа — паллаштарнӑ. Ачасем уҫӑлма тухсан юр персе техникӑна ҫирӗплетнӗ. Пӗчӗкскерсем кашниех хӑйӗн вӑйне кӑтартма тӑрашнӑ.
Паллӑ спортсменсемпе Шупашкарти кашни ача пахчинчех тӗлпулусем иртеҫҫӗ. Ку ачасене спортпа туслаштарма пулашать. Ку тӗллеве Леонид Черкесов тата Алексей Ладыков лартнӑ.
Чӑваш Енӗн Физкультура тата спорт министерствин сайтӗнче ҫулталӑкри чи лайӑх спортсмена палӑртма сасӑлав уҫнӑ.
Кӑмӑла каякан спортсменшӑн сасӑлама кӑрлачӑн 5-мӗшӗччен ирӗк парӗҫ. Чи лайӑх тесе шухӑшлаканнисене виҫӗ номинацире палӑртма юрать, тӗп йышра, спорт резервӗнче тата хӑнӑхмалли спортра тупӑшакансене.
Номинантсен шутне 20 спортсмен кӗнӗ. Вӗсем — пули-пулмисем мар. Тӗрлӗ ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне тивӗҫлипе хӳтӗленисем. Хӑйсен номинацийӗсенче ҫӗнтернисене Чемпионсен йӑлана кӗнӗ каҫӗнче кубокпа чыслӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулне нумаях пулмасть хулари велосипедистсем сезона вӗҫленине палӑртма пухӑннӑ. Пуҫтарӑннӑ-пуҫтарӑннах вӗсем асӑннӑ спорт шкулӗн велоспорт уйрӑмӗ 40 ҫул тултарнине те, «Йӗп ҫинчи хӗвел» физкультура юхӑмне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине те палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта велоспорт пуҫланса кайни тата унӑн аталанӑвӗ Василий Яковлевпа ҫыхӑннӑ-мӗн. Халӗ вӑл пирӗнпе ҫук пулин те ӑна пӗлекенсем ятне ырӑпа асра тытаҫҫӗ.
Велосипедистсен балӗ тесе ят панӑ уява тӗрлӗ шайри велотупӑшура ӑмӑртнӑ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем — Александр Осипов, Виктор Иванов, Вениамин Григорьев, Владимир Трофимов, Федор Пушкин, Сергей Иванов пырса ҫитнӗ.
Чӑн та, 40 ҫул хушшинче маларах асӑннӑ спорт шкулӗ республика чысне шоссе ҫинче тупӑшура, маутинбайк тата бэимикс енӗпе хӳтӗленӗ вуншар спортсмена вӗрентсе кӑларнӑ. Антон Чудиновских тата Дмитрий Белянкин, сӑмахран, ҫамрӑклах Раҫҫейри тата тӗнчи шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерме тытӑннӑ. Дмитрий ҫӗршыв чемпионӗ ята хальлӗхе 5 хутчен ҫӗннӗ, хӑй вӑл 29-та. Икӗ урапаллӑ «урхамаха» маттур «ҫӑварлӑхлама» пултарнине вӑл уява пухӑннисем умӗнче тепӗр хутчен кӑтартса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |