Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре фитнес-аэробика енӗпе республика чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ ларту-тӑрура уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев тренерсемпе ашшӗ-амӑшне тав тунӑ. Спортӑн ҫак енӗ хуласенче кӑна мар, ялсенче те аталаннине кӑмӑлтан палӑртнӑ. Хӑйсен ӳт-пӗвӗпе хуҫаланакан ҫамрӑк ӑстасен пултарулӑхне палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ку спортпа аппаланас тесен, Элтепер шучӗпе, хӑюлӑх, ҫирӗп вӑй-хал кирлӗ. «Пирӗн спортсменсем ҫнтернишӗн эпир савӑнатпӑр. вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн хӗрсемпе каччӑсем пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнччӑр тесе влаҫ органӗсем енчен мӗн кирлине йӑлт тӑватпӑр», — ӗнентернӗ Михаил Васильевич. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ спорт комплексӗсем, спорт керменӗсем уҫма шантарнӑ.
Фитнес-аэробика енӗпе чемпионатпа первенство кӑҫалхипе республикӑра саккӑрмӗш хут иртнӗ. Унта 8 ҫултан пуҫласа аслӑраххисем таранах тӗрлӗ енпе: аэробика, степ-аэробика, хип-хоп-аэробика – ӑмӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра республикӑри спорт шкулӗсенче фитнес-аэробики енӗпе 4 уйрӑм уҫнӑ.
Ыран, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Студентсен кунӗнче, Шупашкарта пилӗк мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Студентсем тата Татьянӑсем Чӑваш наци музейне, Чапаев музейне тата хулари ытти музея ҫитсе курма пултарӗҫ. Студент пулнине ӗнентерекен билет пулсан ҫамрӑксем экспозиципе тата уйрӑм куравпа паллашма пултарӗҫ.
Кунсӑр пуҫне мӗн пур студент паркри кирек мӗнле аттракционпа ярӑнма та пултарать. «Ҫӗнӗ ӑру» каток ҫинче пӑр ҫинчех ташӑ каҫӗ ирттерӗҫ. Эрешлесе ярӑнассипе ӑсталӑх класӗсем, конкурссем иртӗҫ.
Татьянӑсен кунӗнче Шупашкарти катоксем,спорт залӗсем, бассейнсем, йӗлтӗр йӗрӗсем студентсемшӗн тӳлевсӗр пулӗҫ. Студент билечӗ ҫеҫ кӑтартмалла.
Ҫавӑн пекех студентсем театрсене йӳнӗрех хакпа кӗме пултарӗҫ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата тепӗр вӑй-хал культуипе сывлӑх комплексӗ тума палӑртаҫҫӗ. Вӑл Эгер бульварӗчне вырнаҫӗ.
Ҫӗнӗрен хӑпартаканни те ыттисем пекех нумай функциллӗ пулассине шантараҫҫӗ. Унта спорт тата тренажер залӗсем, фитнес валли лапам, бассейн пӑхса хӑвармалла. Комплекс пӗр сехетре 150 ҫынна йышӑнайӗ. Ҫӗнӗ спорт сооруженийӗнчи спортӑн тӗп енӗ бокс пулмалла-мӗн. Ҫапах та спортӑн ытти енне те сирсе хӑвармӗҫ. Фитнес-аэробика, баскетбол, волейбол, мини-футбол выляма, ишме майсем йӗркелесшӗн.
Ҫак кунсенче строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Спорт комплексне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче хута ярасшӑн.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи спорт комплексне малашне шкул ачисем кӑна мар, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Бассейн, каток, спорт залӗсем ҫӗнӗ расписанипе ӗҫлеме пуҫланӑ.
Халӗ ватӑсем пушӑ вӑхӑта унта ирттереҫҫӗ. Ав Николай Алексеев кашни ир хускану тӑвать. Вӑл, спорт мастерӗн кандидачӗ, ыттисене тӗслӗх кӑтартасшӑн.
Николай Алексеевӑн шухӑшӗпе, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем спорт комплексне тӳлевсӗр ҫӳреме тивӗҫ. Эрнере виҫӗ кун пенсионерсемпе тренер заняти ирттерет. Халӗ кунсерен сывлӑха ҫирӗплетекенсен йышӗ нумайланать.
Пенсионерсен клубӗ виҫӗ ҫулта район тата республика шайӗнче иртнӗ спартакиадӑсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Выл» территорийӗнче районта кашни ҫул иртекен пӑр уявӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Татьяна Леонтьева тата Етӗрне район депутачӗ Петр Столяров саламланӑ.
Командӑсем пӑр ҫинче мечӗкпе хоккей вылянӑ, анчах урана тӑркӑч (коньки) мар — ҫӑматӑ тӑхӑнса. Чемпионатра район администраци команди, Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тата районти ял хуҫалӑх ертӳҫисен командисем ӑмӑртнӑ. Хӗрӳллӗ тупӑшура ҫӗнтерӳҫӗ ята Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Етӗрне администрацин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Семенов «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Сергей Бобылев «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин «Чи лайӑх тапӑнакан» ята тивӗҫнӗ. Владимир Николаевич пӗтӗмпе ултӑ мечӗк ҫапса кӗртме пултарнӑ.
Юлашкинчен район администраци пуҫлӑхӗ ҫӗнтерӳҫӗ командӑна кубок парса чысланӑ.
Сӑнсем (150)
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсем вӑхӑтӗнче тӗрлӗ спорт мероприятийӗ ирттерчӗҫ. Элӗк районӗнчи хаҫатҫӑсем те вӑл вӑхӑтра калем пӑрахса алла спорт хатӗрӗсем ярса илнӗ. Вӗсем вырӑнти «Хӗлхем» спорт шкулне пуҫтарӑнса Сывлӑх кунӗ ирттернӗ.
«Ҫынсем спортпа тусли пирки ҫырса кӑтартни кӑна ҫителӗксӗр, хамӑр та сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслашар, вӑй-хал тапса тӑнине туйса илер терӗмӗр», — ҫапларах шухӑш тытнӑскерсем спорт тумтирне кӑмӑлтан тӑхӑннӑ. «Кун сая ятӑмӑр текен пулман. Пурте кӑмӑллӑ юлтӑмӑр», — ӗнентереҫҫӗ хаҫатҫӑсем.
Паллӑ ҫынсене асӑнса тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ ирттересси унта та кунта йӑлана кӗнӗ. Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче ӗнер унти 3-мӗш шкулта вӗрентекенте ӗҫленӗ Виталий Асланина асӑнса арҫынсен командисем волейболла вылянӑ.
Ӑмӑртӑва районти тӳре-шарапа пӗрлех Асланинӑн арӑмӗ Зинаида Владимировна тата вӗсен ывӑлӗ хутшӑннӑ. Пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ пулин те Виталий Степанович ырӑ ят хӑварнӑ. Ҫакна ӑмӑртӑва пырса ҫитнисем ҫирӗплетсе панӑ. Асланинсен ҫемье тусӗ Михаил Ковальский хӑйӗн тусне асӑнса юрӑ та юрланӑ.
Турнира 7 ушкӑн: «Барсы», Куславккари 3-мӗш шкул, «Карамӑш», «Энтри Пасар», Куславккари шалти ӗҫсен пайӗ, «Шик» тата «Вӑта Энӗш» — хутшӑннӑ. Вӗсенчен Куславккари «Шик» ушкӑна ҫитекен ҫапах та пулман. Иккӗмӗш вырӑна энтри пасарсем тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — «Вӑтам Энӗш» ушкӑн.
Сӑнсем (27)
Ӗнер, кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти «Шупашкар: 500 ҫул» паркра шкул ачисем хушшинче йӗлтӗрпе хӑваласа чупас енӗпе «Йӗлтӗр хули» массӑллӑ спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва Шупашкарти 26 шкулти 300 ытла ача ҫитнӗ. Ҫак кун сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем чи лайӑх йӗлтӗрҫӗ ятне илессишӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ.
Йӗлтӗр йӗрӗ «Шупашкар: 500 ҫул» паркран пуҫласа кӳлмек таранах выртнӑ. Ҫамрӑк спортсменсене йывӑрлӑхсем кӗтнӗ: тӑвайккине хӑпарасси, чӑнкӑ тӑвайккинчен анасси… Кашниех хӑйӗн вӑйне тӗрӗсленӗ, ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑ, уҫӑ сывлӑшпа тата илемлӗ тавралӑхпа киленнӗ.
Сурхури кунӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра асӑннӑ ялта ҫуралнӑ Алексей Казачкова асӑнса хоккейла выляссипе турнир ирттернӗ. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, Алексей Петрович «пурте юратакан тата хисеплӗ» ача-пӑча тухтӑрӗ пулнӑ. Пурнӑҫран ир уйрӑлнӑ ҫыннӑн ятне асра тытса педиатрӑн шӑллӗ-пиччӗшӗсем тата тӑванӗсем кӑҫалхипе пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ турнир ирттереҫҫӗ. Вӗсен пуҫарӑвне ял тӑрӑхӗпе район администрацийӗ те ырласа йышӑннӑ май йӗркелеме пулӑшать иккен.
Ырласа тенӗрен, турнира, чӑн та, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, «Красное Знамя» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫи, вӑл чӑваш парламенчӗн депутачӗ те, Петр Никифоров, Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Владимир Глухов, Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Толстов пырса ҫитнӗ.
Хоккейла Сӑкӑт тата Тутар Сӑкӑт ял тӑрӑхӗсен ушкӑнӗсем вылянӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов хӑй те вылянӑ. Ӑна «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» номинацире палӑртнӑ.
Сӑнсем (27)
Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Раҫҫейре пӗрремӗш хут Юр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӑна уявлама йӗлтӗр спорчӗн пӗтӗм тӗнчери федерацийӗ сӗннӗ. Ҫапла ӑна ҫулсерен паллӑ тӑвасшӑн. Хӑҫан? Кӑрлач уйӑхӗнчи юлашки умӗнхи вырсарникун.
Ҫак куна ятарласа йышӑннӑ. Кӑрлачра уявсем нумай. Сӗтел хушшинче тӑтӑшах апатланнӑ хыҫҫӑн юр ҫинче йӑваланни те вырӑнлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Вӗсем ҫак кун ачасемпе аслисене спортӑн хӗллехи тӗсӗсемпе явӑҫтарасшӑн.
Юр кунӗнче йӗлтӗрпе конькипе, ҫунашкапа, сноубордпа ярӑнма, тӗрлӗ ӑмӑртусемпе фестивальсем ирттерме пулать.
Халӗ Чӑваш Ен те ҫак мероприятие тӗплӗн хатӗрленет. Шупашкарта вӑл «Шупашкар: 500 ҫул» паркра иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |