Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен училищинче вӗренекен студент 12 ҫӗршыври спортсменсене ҫӗнтерсе малти вырӑна тухма пултарнӑ. Ӑмӑрту Ханты-Манси округӗнче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ.
Республикӑри 5-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗ, халӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗренекен Даурен Круглиев 86 килограмм таякан виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.
Ӑмӑртӑва Чӑвашри тепӗр икӗ спортсмен та хутшӑннӑ: Шамиль Исмаилов тата Руслан Самаров. Вӗсем те хӑйсен виҫе категорийӗсенче чи лайӑх 5 спортсменсен йышне кӗнӗ.
Ӑмӑртӑва Раҫҫейри нумай регионти, Канадӑри, Израильти, Польшӑри, Тунисри, Молдовӑри, Украинӑри, Арменири, Казахстанри, Таджикистанри, Азербайджанри, Кӑнтӑр Осетири спортсменсем хутшӑннӑ. Икӗ кунра медальсен 8 комплектне выляттарнӑ.
Иртнӗ уйӑхра «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» спорт канашлӑвӗ иртнӗ май тӗп хуламӑрта чарӑну вырӑнӗсене ҫӗнетсе тухрӗҫ. Питӗ васкарӗҫ курӑнать — чарӑнусене чӑвашла ятсемсӗр хӑварчӗҫ, вырӑслисенче йӑнӑшсем тукаларӗҫ. Хайхи вырӑсла ҫырнисенчи йӑнӑшсене хӑвӑрт юсаса тухрӗҫ пулсан, чарӑну ячӗсем чӑвашла самай вӑхӑт иртсен те хӑй вырӑнне йышӑнаймарӗ.
Паянхи куна илес пулсан пире савӑнмалли, тӳре-шарана мухтамалли сӑлтав пурах. Тинех Шупашкарти чарӑну ячӗсем — вырӑсла та, чӑвашла та. Эпир хамӑр ку лайӑх пулӑма хулан тӗп урамӗсенче — Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗнче асархарӑмӑр. Ӗҫ-пуҫ ытти урамсенче те ҫавнашкалах пуль тетпӗр.
Сӑмах май, раштавӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи комиссийӗн 2014 ҫулти иккӗмӗш ларӑвӗ иртмелле. Пӗрремӗш ыйтура унта муниципалитет йӗркеленӗвӗсен — Шупашкар хулин тата Патӑрьел районӗн — администрацийӗсем Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккунне мӗнле пурнӑҫласа пыни ҫинчен калаҫмалла. Шӑп та шай ҫавӑн тӗлне вырнаҫтарса тухнӑ та пулинех хула администрацийӗ. Ҫавах мухтас пулать — чӑвашла ятсенче йӑнӑшсем курмарӑмӑр.
Чӑваш Ен спортсменӗсем, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗскерсем, кире пуканӗ йӑтассипе иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвӗнче пухмача ылтӑн медальсемпе пуянлатнӑ.
Ӑмӑртӑва 34 ҫӗршыври 500 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен спортсменӗсем те. Вӗсем — Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗ Александр Павлов, Йӗпреҫ район хӗрӗ, халӗ Питӗрте вӗренекен Марина Фёдорова.
Александр Павлов 22 ҫул тултарманнисен йышӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Марина Федорова та малти вырӑна йышӑннӑ. Кире пуканӗн ветеранӗсем те медальсем ҫӗнсе илнӗ. Владимир Шуряков — 1-мӗш вырӑн, Юрий Карпов -2-мӗш вырӑн, Валерий Притуленко 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев канӑва каяссине пирӗн сайт маларах хыпарланӑччӗ. Черетлӗ отпуска вӑл Алтай Республикинче ирттерни пирки Элтеперӗн пресс-служби пӗлтерет.
Вӑл тӑрӑха Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе тата хӗрӗпе кайнӑ иккен. Каннӑ вӑхӑтра Элтепер унти «Семинский перевал» вӗренӳпе тренировка центрӗнче йӗлтӗрпе ярӑнать-мӗн. Вӑл базӑра Раҫҫейӗн йӗлтӗр спорчӗн (биатлон, йӗлтӗрҫӗсем, йӗлтӗр двоеборйи) командисем тренировка ирттереҫҫӗ. Хӗллехи спорт тапхӑрне халӗ унта Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен биатлонистсенчен пиллӗккӗшӗ: Николай Димитриев, Сергей Ермолаев, Павел Тимофеев, Татьяна Семенова тата Вячеслав Акимов — хатӗрленеҫҫӗ иккен. Михаил Игнатьев пирӗн биатлонистсемпе тӗл пулнӑ, вӗсене стартра ӑнӑҫу суннӑ.
Сӑнсем (2)
Вӑрнарти Никита Александров Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен «Ылтӑн перчетке — 2014» турнир ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Вӑл Мускав ҫывӑхӗнчи Балашиха хулинче иртнӗ.
Никита 13 ҫулта кӑна-ха. Анчах пысӑк ҫитӗнӳ тума ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ӑмӑртӑва 300 яхӑн ҫамрӑк хутшӑннӑ. Спортсменсем тӑватӑ кун вӑй виҫнӗ. Тупӑшу виҫӗ енпе иртнӗ: фулл-контакт, лайт-контакт тата к1.
Пирӗн ентеш фулл-контактра ҫӗнтернӗ. Никита Вӑрнар поселокӗнче пурӑнать, вырӑнти спорт шкулӗнче кикбоксинг енӗпе ӑсталӑхне туптать. Унӑн тренерӗ Геннадий Егоров каланӑ тӑрӑх, Никитӑн пуласлӑхӗ пысӑк. Вӑл кӑҫал Анапӑра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен вӑййинче те ҫӗнтернӗ. Ҫавӑнпа Чӑваш Енри кикбоксинг федерацийӗшӗн Никита Александров – пысӑк шанчӑк.
Нумаях пулмасть Венгрири Будапешт хулинче панкратион енӗпе тӗнче ӑмартӑвӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине чӑваш спортсменки Ксения Лачкова кӗме пултарнӑ.
Ӑмӑртура чӑваш спортсменки пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине икӗ хут хӑпарма пултарнӑ. Тупӑшӑва ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑннӑ. Тӗрӗссипе, ентеш ылтӑн медальсем ҫӗнсе илни никамшӑн та кӗтменлӗх пулман.
Ксеня Лачковӑн тренерӗ Александр Шмелев каланӑ тӑрӑх, чӑваш пики кунашкал ӑмӑртусене хутшӑнса курнӑ. Кӑҫал вӑл Раҫҫей тата Европа чемпиончӗсенче пулнӑ, иккӗшӗнче те ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ҫак кунсенче Китайри Вожунг хулинче хӑвӑрт утас енӗпе пӗтӗм тӗнчери ӑмӑрту иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине чӑваш спортсменӗ Иван Трофимов, Александр Яргунькин, Татьяна Сибилева тата Кирилл Фролов кӗнӗ.
Спортсменсем тӑватӑ кунра 16, 15, 10 тата 15 ҫухрӑмсене чупнӑ. Ӑмӑртӑвӑн хӑйне евӗрлӗхӗ пулнӑ: спортсмен йӑнӑшсан ӑна кун пирки асӑрхаттарнӑ, кашни асӑрхаттарушӑн хӑвӑрт утакана 1 минутлӑха чарнӑ. Штрафланӑ вӑхӑт иртсен спортсмен малалла — финиша — утнӑ.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чӑваш спортсменӗ Петр Трофимов чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Пӗтӗмлетӳллӗ ӑмӑртура вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Анчах харпӑр зачетра пьедесталӑн ҫӳлти картлашкинчен кӑшт ҫеҫ юлнӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗр вӑл кунашкал ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫӗне илнӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртура Китай команди пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди вара (арҫынсем те, хӗрарӑмсем те) тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑ.
Чӑваш Енре Ҫамрӑксен пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Ку вӑл вӑй-хал культурипе спорта аталантарас тӗллевӗллӗ мероприяти Ҫамрӑксен пӗрлехи информаци кунне спорт волонтерӗсен юхӑмне аталантарассине халалланӑ.
Пӗрлехи информаци кунне юпан 16-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ӑна республикӑри районсемпе хуласенче ирттернӗ. Ҫавӑнта ҫамрӑксен организацийӗсен, студентсемпе ҫамрӑксен, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсен 1000 ытла пайташӗ хутшӑннӑ иккен. Волонтерсен юхӑмне аталантарассине сӳтсе явнипе пӗрлех унта Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗнче хайхисем епле ӗҫленине сӳтсе явнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей — спорт ҫершывӗ» канашлӑва ирттернӗ чухне икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнманнине сивлет.
Гуманитари институчӗ тӗнче тетелӗнче ҫынсем Шупашкарти чарӑнусен чӑвашла ячӗсене хуратнине сӳтсе явнине асӑрханӑ. Хула влаҫӗ канашлу умӗн чарӑнусен ячӗсене улӑштарнӑ. Юпан 7-мӗшӗнче хулари тӗп урамсенче чарӑнусен икӗ чӗлхеллӗ ячӗсене илсе ҫӗннисене вырнаҫтарнӑ. Анчах — вырӑсла ҫеҫ.
Халӑх тӳре-шараран кун пирки кӑсӑкланнӑ. Вӗсем чӑвашла ҫырнисене хатӗрлесе ӗлкӗреймен-мӗн…
Гуманитари институтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кунта влаҫран чӑвашла куҫарма ыйтса ҫырнӑ пӗр ҫыру та килмен. Ӑсчахсем, институт «Чӗлхе саккунне» пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Польшӑри Пуцк хулинче сусӑрсем хушшинче армспорт енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Чӑваш Енрен иккӗн кӗнӗ. Вӗсем — Сергей Ванинпа Дмитрий Кудряшов. Иккӗшӗ те вӗсем хӑлха начар илтнине пула сусӑр.
Пирӗн республика спорстменӗсем 63 тата 70 килограмчченхи виҫесенче вӑй виҫнӗ. Иккӑшӑӗ те вӗсем команда валли награда кӳме пултарнӑ.
Пӗрремӗш кунхине Сергей Ванин та, Дмитрий Кудряшов та сулахай алӑпа вӑй виҫсе хӑйсен конкуренчӗсене ҫӗнтернӗ. Сылтӑм алӑпа вӑй виҫнӗ чух чемпионатӑн ылтӑн медальне ҫӗнсе илнӗ. Сергей Ванин кӗмӗл призер пулса тӑнӑ.
Ҫулла Дмитрий Кудряшов «A1 Russian Open» пӗтӗм тӗнчери турнирта бронза медале тивӗҫнӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |