Чӑваш Енри икӗ фристайлҫӑна уйӑхсерен укҫа тӳлесе тӑрӗҫ. Стипендие тивӗҫнисем — Китайри Пекинта 2022 ҫулхи хӗлле иртекен XXIV Олимп вӑййине хутшӑнма Раҫҫей командине кӗмелли кандидатсем Дмитрий Мулендеев тата Лана Прусакова.
Ҫамрӑксене кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшнчен пуҫласа 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен уйӑхсерен 30-шар пин тенкӗ стипенди тӳлесе тӑрӗҫ. Ҫапла хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Шупашкарти олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен каччӑпа хӗре укҫа тӳлесе тӑрассишӗн Чӑваш Ен Спорт министерстви яваплӑ.
Ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсен Чӑваш Енри шкулӗн хӗрӗсем ҫак канмалли кунсенче Хусанта иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен тӑватӑ медальпе таврӑннӑ. Ӑмӑрту Хусанти «Ак Барс» кӗрешӳ керменӗнче иртнӗ. Пирӗн хӗрсем унта пӗр ылтӑн, пӗр кӗмӗл тата икӗ бронза медальпе таврӑннӑ.
Чӑваш Ен Спорт министерствине пӗлтернӗ тӑрӑх, 57 килограмчченхи виҫере Вероника Чумикова бруят хӗрне Ирина Ологоновӑна ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа ентешӗмӗр Раҫҫей чемпионӗ ята тивӗҫнӗ.
Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Мария Кузнецова 65 килограмчченхи виҫере кӗмӗл призер пулса тӑнӑ. Пъедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине Раҫҫей спорт мастерӗ Евгений Захарченко тата ҫӗршывӑн спорт мастерӗ Анастасия Яковлева хӑпарнӑ.
Ӗнер Патӑрьел районнне лаша спортне кӑмӑллакансем пуҫтарӑннӑ. Ӑратлӑ рысак лашасемпе тупӑшакансем лаша спорчӗн ветеранӗн Н.П. Кошкинӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртнӑ. Хаклӑ парнесене тивӗҫес тесе хамӑр республикӑри 20 районпа хулари, ҫавӑн пекех ют регионсенчи маттурсем пухӑннӑ.
Финалти чупура пӗрремӗш вырӑна Патӑрьел районӗнчи Альберт Хамбиковӑн Кофеин лаши мала тухнӑ, иккӗмӗш вырӑнта – Шӑмӑршӑ районӗнчи Александр Максимовӑн Панчерӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – Патӑрьел районӗнчи Алексей Красновӑн Победитель (чӑв. Ҫӗнтерӳҫӗ) лаши.
Хавхаланмалли тупӑшура Шупашкарти лаша спорчӗн шкулӗнчи Валерий Красновӑн Эпитаж ӑйӑрӗ ҫӗнтернӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сергей Головинӑн Гамбит рысакӗ тата асӑннӑ тӑрӑхри Петр Сидоровӑн Мистер Детройчӗ те хуҫисене парне ҫӗнсе илме пулӑшнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Чӑваш Ен тӗп хули, Шупашкар, 2020/2021 тапхӑрти арҫынсен баскетбол клубӗсен суйлав турне йышӑнать. Юбилейлӑ XX вӑййа ҫӗршыври 34 команда хутшӑнӗ.
«Чебоксарские ястребы» (чӑв. Шупашкар хурчкисем) баскетбол дружини пилӗк кунта тӑватӑ командӑна йышӑнӗ. Вӗсем — Хусанти «Уникс-2», Сартури «Автодор-2», Самарти «Самара-2», Сулхулари «Нижний Новгород-2».
Пирӗннисем ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 15 сехет те 30 минутра хусансемпе ӑмӑртӗҫ. Ӑна курас тесен Раҫҫейӗн баскетбол федерацийӗн сайтӗнче регистрациленмелле те тӳрӗ эфирта пӑхмалла. Зала кӗртмӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра шупашкарсем самарсемпе вылӗҫ, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра — чулхуласемпе, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра — сартусемпе.
Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре черетлӗ хутчен Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ.
Халӑха спортпа тата сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслаштарас тӗллевпе йӗркелекен ҫак куна 2014 ҫултанпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать.
Сывлӑхпа спорт кунӗнче республикӑн тата муниципалитетсен харпӑрлӑхӗсенчи спорт сооруженийӗсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Вӗсенчи бассейнсемпе, тренажер тата фитнес залӗсемпеусӑ курма юрать. Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑ вӑхӑт тӗлне лекес тесен спорт учрежденийӗсене шӑнкӑравласа ыйтмалла.
Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен биатлонӗн шанчӑкӗ, Лапсар хӗрӗ Татьяна Акимова пысӑк спорта таврӑннӑ. Ку хыпара Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ентешӗмӗр Тӗмен хулинче иртекен ҫуллахи биатлон ӑмӑртӑвне хутшӑнать. Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑва пирӗн республикӑран Татьяна Акимова ҫеҫ хутшӑнать. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне республикӑн Спорт министерствин пресс-службинче ҫирӗплетрӗҫ.
Татьяна Акимова пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче амӑшӗ пулса тӑчӗ. Ҫавна май пӗр вӑхӑтра спортран кайнӑччӗ.
https://www.facebook.com/permalink.php?story_fbid=3998638776829634&id=100000506539988
Чӑваш Ен Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Пӗр вӑхӑтра федерацие Валерий Иванов ертсе пынӑ. Хальхи отчетпа суйлав пухӑвӗнче ҫитес пилӗк ҫула ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Федераци председателӗ пулма Шупашкарти 8-мӗш спорт шкулӗн директорӗнче ӗҫлеткен Елена Ивановӑна шаннӑ. Вӑл — Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисене икӗ хутчен хутшӑннӑ, тӗнче тата Европӑри марафон чупӑвӗнче чемпионка ята тивӗҫнӗ.
Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ ҫумӗнче кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ попечительсен канашне йӗркеленӗ. Алина Иванова ача-пӑчан ҫӑмӑл атлетикине чӗртсе тӑратас ӗмӗтлине пӗлтернӗ.
Раҫҫейӗн допингпа кӗрешекен комитечӗ (РУСАДА) Чӑваш Енри ҫул ҫитмен 16 спорстмена яваплӑхран хӑтарнӑ. Маларах вӗсене РУСАДА допингпа усӑ курнӑ тесе шанман. Халӗ ҫавсем пирки текех апла шухӑшламӗҫ. Кун пирки спортсменсен пайташӗ Анна Анцелиович федерацин МИХӗсене пӗлтернӗ.
Ҫамрӑк спортсменсем допинг йӗркине пӑсман.
Маларах РУСАДА пирӗн тӑрӑхри тата тепӗр пилӗк спортсмен тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе тишкернӗ. Ун чухне те ҫул ҫитмен виҫӗ ҫамрӑка тӳрре кӑларнӑ. Иккӗшне пӗчӗк явап тыттарнипе ҫырлахнӑ. Вӗсен дисквалификаци вӑхӑчӗ халӗ иртнӗ ӗнтӗ.
Паянхи куна тепӗр 40 ӗҫе тишкермелле.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Нацисен кросӗ» иртет. Вӑл республикӑри 26 вырӑнта пулӗ. Тӗп мероприяти, паллах, Шупашкарта иртӗ.
Старта тухакансем 1 пин тата 2 пин метрлӑ дистанцисене чупӗҫ. Программа хускану тунинчен пуҫланӗ. Малтан тӳре-шара 1 пин метра чупӗ. Вӗсем 12 сехетре старта тухӗҫ. Унтан 2001-2002 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем тата аслӑрах хӗрарӑмсем чупӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн 2001-2002 ҫулсенче ҫуралнӑ каччӑсем тата вӗсенчен аслӑрах арҫынсем старта тухӗҫ.
Заявкӑсене паянччен йышӑннӑ. Номерсене Ардалион Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗнче парӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Правительство ҫуртӗнче Раҫҫей спорт мастерӗпе, шӑчӑпа сикес енӗпе тӗнче тата Европа чемпионкипе Анжелика Сидоровӑпа тӗл пулнӑ.
Олег Николаев спортсменкӑна Челябинскра авӑн уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсӗнче Ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчи черетлӗ ҫӗнтерӳпе саламланӑ. Унта Анжелика Сидорова 4,70 метр ҫӳллӗшне сикме пултарнӑ. Спорстменка ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗсенче пиллӗкмӗш хут ӗнтӗ ылтӑн медале тивӗҫет. Ку енӗпе вӑл Елена Исинбаева Олимп чемпионкинчен иртсе кайнӑ.
Анжелика Сидорова ӑмӑрту хыҫҫӑн тӳрех Чӑваш Ене килнине, Ҫӗмӗрле хулинче ҫамрӑксемпе тӗл пулнине, вӗсемпе ӑсталӑх класӗ ирттернине каласа кӑтартнӑ.
Олег Николаев спортсменкӑна «Чӑваш Республикин чи лайӑх спортсменӗ» статуэткӑна тыттарнӑ, «Эпир сире пирӗн Исанбаева», — тетпӗр тесе хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |