Ҫак кунсенче Китайра Олимпиада пырать. Вӑйӑсем нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫланчӗҫ, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗҫ. Олимпиадӑна официаллӑ майпа паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Эпир, биатлона юратакансем, ҫак кунсенче Раҫҫей спортсменӗсемшӗн хытах пӑлханӑпӑр, вӗсене ӑнӑҫу сунӑпӑр. Ҫитменнине тата пирӗншӗн, Чӑваш Ен ҫыннисемшӗн, питех те ырӑ хыпар пур. Биатлонистсен тренерӗсенчен пӗри — Сергей Башкиров.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Сергей Башкиров биатлонпа 10 ҫула ҫитсен кӑсӑкланма тытӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш тренерӗ ашшӗ пулнӑ.
Сергей Башкиров Тӗнче чемпионатӗнче юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ, Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗнче, Европа кубокӗн тӑватӑ ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ.
Сергей Башкиров 2002 ҫулта ҫӗршывӑн командин йышӗнче Америкӑри Солт-Лейк-Сити хулинчи хӗллехи Олимп ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ.
Паянтанпа, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе, Шупашкар хула администрацийӗн физкультурӑпа спорт управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алексей Соловьева шаннӑ. Вӑхӑтлӑха. Пуҫлӑха ҫирӗплетмелли конкурс иртиччен. Конкурс нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртӗ.
Алексей Иванович – Раҫҫей Федерацийӗн спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ.
Вӑл вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче, «Энергия» ача-пӑча спорт шкулӗнче, В.С. Соколов Олимп ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӗҫленӗ.
Анастасия Иванова Португалире иртнӗ ӑмӑртусенчен кӗмӗл медальпе таврӑннӑ. Унта ҫамрӑксен хушшинче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе тӗнче первенстви иртнӗ.
Пирӗн ентеш, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗскер, 16 ҫул тултарман хӗрсен хушшинче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл командӑри юлташӗсемпе пӗрле – Злата Терехинӑпа, Есения Широковӑпа тата Кристина Курилкинӑпа – финалта Япони спортсменӗсене ҫеҫ выляса янӑ.
Палӑртмалла: Анастасия Иванова Олимп резервӗсене сӗтелҫи теннисӗ тата ухӑран пересси енӗпе И.Солдатова ячӗллӗ спорт шкулӗнче вӗренет.
Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти ҫынна 17 ҫулти ҫамрӑка хӗненӗшӗн суд тӑвӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен следстви комитечӗ пӗлтерет.
Следователь панӑ информаципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан ҫынна баскетбол лапамӗнче ҫамрӑк ачасен шӑв-шавӗпе усал ятлаҫӑвӗ килӗшмен. Арҫынпа ҫамрӑксем хушшинче харкашу сиксе тухнӑ, вара вӑл ҫамрӑка пӗвӗнчен алӑпа, урипе пуҫӗнчен ҫапса амантнӑ. Ҫамрӑка сиплев учрежденине илсе кайма тивнӗ.
Чӑваш Ен Следстви комитечӗн пресс-службинче арҫын тӗлӗшпе ӳт-пӗве сиенлетнӗшӗн ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Шупашкар ҫынни ҫак ӗҫ-пуҫпа ҫыхӑннине экспертиза ҫирӗплетнӗ, вӑл хӑй те айӑпне йышӑннӑ. Ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.
Ҫак эрнере тӗнчери чи вӑйлӑ фристайлистсем спортӑн асӑннӑ енӗпе Тӗнче кубокӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче «биг-эйр» дисциплинӑра ӑмӑртӗҫ.
Спортсменсем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Стимбот сӑрт-ту курортӗнче старта тухӗҫ. Вӗсен ӑмӑртӑвӗ раштав уйӑхн 3-4-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей чысне Шупашкарти Дмитрий Мулендеев хӳтӗлӗ. Вӑл Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет.
Кӑҫалхи сезон Олимпиада умӗнхи шутланать. Унта Чӑваш Енри икӗ фристайлистӑн — эпир халь ҫеҫ асӑннӑ Дмитрий Мулендеевӑн тата Лана Прусакован — лекес шанӑҫ пур.
Чӳк уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче Австрири Штубаи хулинче фристайл енӗпе тӗнче кубокӗ иртет. Вӑл «слоуп-стайл» дисциплинӑпа пулӗ.
Раҫҫей чысне хӳтӗлекен арҫынсен хушшинче пирӗн ентеш, Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Дмитрий Мулендеев та пулӗ. Ҫавӑн пекех наци пӗрлештернӗ командине Анастасия Таталина тата Ксения Орлова кӗнӗ.
Финала чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Евроспорт» телеканалпа 13 сехет те 20 минутра кӑтартӗҫ. Сӑмах май, Дмитрий Мулендеев тата унӑн спортри тусӗ Лана Прусакова Пекинри Олимп вӑййисене хутшӑнакан кандидатсем пулнӑ.
__
Пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова Тӗмен хулинче чӳк уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче иртекен тӗрӗслев ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаймӗ. Спортсменка чирлесе ӳкнӗ, ҫавна пула вӑл сахалтан та 2022 лхи кӑрлач уйӑхӗччен тӗнчери тупӑшусене хутшӑнаймӗ. Кун пирки Раҫҫейри биатлонистсен союзӗнче пӗлтернӗ.
Тӗменти ӑмӑрту тӑрӑх Тӗнче тата IBU кубокӗсен пӗрремӗш тапхӑрӗсене хутшӑнакан командӑсене палӑртӗҫ. Апла пулсан ентешӗмӗр унта лекеймӗ.
«Шел пулин те, эпӗ чирлерӗм. Манӑн гайморит. Сунас эпир Питӗрте пуҫтарӑнсанах пуҫланнӑччӗ, ун чухне эпӗ темех мар тесе шухӑшларӑм. Халӗ Тӗмене килтӗмӗр, сывлӑх лайӑхланма мар, начарланчӗ. Кунти юр тата сивӗ ҫанталӑк витӗм кӳчӗҫ», — тенӗ Акимова.
Чӑваш спортсменки, халӗ Тӗмен облаҫӗн чысне хӳтӗлекен ентешӗмӗр Татьяна Акимова биатлон енӗпе ҫӗнӗ сезона хатӗрленет.
Спортри ӑсталӑхне вӑл Евгений Куваев тренер патӗнче туптать. Куваев ушкӑнӗнче Татьяна Акимова, Евгения Буртасова, Наталья Гербулова, Анастасия Егорова, Ксения Довгая, Екатерина Носкова, Полина Плюснина тата Ксения Шнейдер хатӗрленеҫҫӗ.
Биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пуҫланӗ, IBU кубокӗн пӗрремӗш ӑмӑртӑвӗ — чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче. Вӗсене кам хутшӑнасси Тӗменте чӳк уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче иртекен ӑмӑртусем хыҫҫӑн паллӑ пулӗ.
2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 4-20-мӗшӗсенче Пекинта Хӗллехи XXIV Олимп вӑййсем иртӗҫ. Унта пирӗн ҫӗршыври 48 биатлонистӑн хутшӑнас шанчӑк пур, ҫав шутра — Татьяна Акимован та.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ йышӑнусене ҫирӗплетме йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн оперштабӗн паянхи ларӑвӗнче Олег Николаев Элтепер каланӑ. Республика ертӳҫи халӑх йышлӑ пухӑнакан мӗнпур культурӑллӑ-массӑллӑ мероприятие ирттерме чарассине пӗлтернӗ. «Нацисен кросӗ» спорт мероприятине пин ҫынран ытла хутшӑнтармӗҫ.
Культура учрежденийӗсене малашне QR-кодпа кӗртме пуҫласшӑн. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн министерстви кинотеатрсемпе театрсене, ҫавӑн пекех ытти культура учрежденине билетсене онлайн-мелпе QR-кода кура сутассине йӗркелесе яма тивӗҫ. Билетсене маларах туяннисене вара укҫана тавӑрса памалла тӑвасшӑн.
QR-кодпа кӗмелли мобильлӗ платформӑна ҫак эрнере спорт сооруженийӗсене, Уҫӑ алӑксен кунне, кӗртнӗ чух тӗрӗслесе пӑхӗҫ. Спортзалсене, бассейнсене тата катоксене кӑшӑлвирусран прививка тунисене е юлашки пур ҫулта кӑшӑлвируспа чирленисене тата антитела пуррисене кӗртӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ йӗркепе Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ.
Тахҫанах пуҫарса янӑ ҫав ырӑ йӑлапа усӑ курса ҫынсем муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчи сывлӑх урчежденийӗсене уйӑхра пӗрре тӳлевсӗр кӗрееҫҫӗ.
Ҫитес Сывлӑхпа спорт кунӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт комплексӗсемпе бассейнсене, тренажер залӗсене, катоксем ҫине прививка тутарнӑ ҫынсем ҫеҫ кӗрейӗҫ. Асӑннӑ икӗ хулара вырнаҫнӑ республика шайӗнчи спорт учрежденийӗсене кӗрес тесен прививка тутарнине ӗнентерекен QR-код кӑтартма тивӗ.
Юпа уйӑхӗнче ҫӗнӗ тытӑм ҫине муниципалитетсенчи спорт объекчӗсем те куҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.