Спортра – ырӑ хыпар. Чӑваш Енри икӗ автоспортсмен «Спорт мастерӗн кандидачӗ» разряда илнӗ. Хушӑва ЧР спорт министрӗ Михаил Богаратов алӑ пуснӑ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, ку ята Андрей Леонидович Васильев тата Даниил Вадимович Слепов тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енри ҫак икӗ спортсмен питӗ маттур. Вӗсем республикӑри ӑмӑртусене те, ытти тӑрӑхра иртекен тупӑшусене те хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра пӑр ҫинчи чупу енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче 1400 класра Андрей Васильев виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Даниил Слепов вара 5-мӗш вырӑна тухнӑ.
Чӑваш Енри спортсменсем В.И. Чапаев ячӗллӗ пӗтм Раҫсейри ӑмӑртура тивӗҫлипе ӑмӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви пирӗн пӑхаттирсем 19 медале тивӗҫнине пӗлтерет.
В.И. Чапаева асра тытса турнира 52-мӗш хутчен йӗркеленӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 130 спортсмен пухӑннӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ.
Икӗ кунлӑ ӑмӑртура наградӑсен 20 комплектне выляттарнӑ. Чӑваш Ен спортсменӗсем 5 ылтӑн, 6 кӗмӗл тата 8 бронза медале тивӗҫнӗ.
Ылтӑн илнисен ретӗнче — Надежда Матвеева (50 килограмчченхи виҫере), Анна Иванова (59 кг), Алена Тимофеева (68 кг), Владислав Астаков (79 кг) тата Шамиль Исмаилов (97 кг). Вӗсене В.И. Чапаевӑн бронза бюсчӗпе те хавхалантарнӑ. Кӗмӗл медале Иван Филиппов (70 кг), Всеволод Григорьев (79 кг), Игорь Столяров (97 кг), Алена Игнатьева (50 кг), Анастасия Яндушкина (55 кг), Надежда Яндушкина (57 кг) ҫӗнсе илнӗ; бронзӑна — Сергей Албутов (57 кг), Зотик Егоров (65 кг), Александр Ульянов (74 кг), Игорь Николаев (79 кг), Магомед Омаров (92 кг), Марина Николаева (50 кг), Светлана Тарасова тата Вероника Кононова (53 кг).
Чӑваш Енри районсенче урамри спорт лапамӗсем пулӗҫ. Кӑҫал вӗсене тӑхӑр районта йӗркелеме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ лапамсене ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) комплексӑн нормативӗ валли хатӗрленме тӑвасшӑн. Ҫавсене «Спорт – норма жизни» (чӑв. Спорт — пурнӑҫ йӗрки) проектпа килӗшӳллӗн уҫӗҫ.
Спорт лапамӗсене Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче йӗркелесшӗн.
Тепӗр икӗ ҫулта яллӑ тата тепӗр сакӑр районта йӗркелесшӗн.
Укҫа-тенке илсен, спорт лапамӗсене кӑҫал тума федераци хыснинчен Чӑваш Ене 26,4 миллион тенкӗ укҫа килмелле. Регионти бюджетран тӑкакӑн 1 проценчӗ чухлӗ — 267,4 пин тенкӗ — уйӑрмалла.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – Космонавтика кунӗ. Чӑваш Ен, ҫав шутра Сӗнтӗрвӑррисем те, ӑна уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем шӑпах ҫав тӑрӑхра, Андриян Николаев ҫуралнӑ районта, иртӗҫ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, акан 12-мӗшӗнче Шуршӑл ялӗнче Космонавтика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пулӗҫ. Малтанах Летчик-космонавтӑн асӑну комплексӗнче митинг-концерт пулӗ. Унтан музейре экскурси иртӗ, Юрий Гагарин пирки документлӑ фильм кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу иртӗ. Велочупуҫӑсен ҫулӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла выртӗ.
Паян Красноярск хулинче Фристайл енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Фристайлӑн программи слоуп-стайлпа вӗҫленӗ. Унта Раҫҫей чемпионӗн ятне чӑваш каччи Дмитрий Мулендеев тивӗҫнӗ.
Дмитрий Мулендеев финалта чи лайӑх кӑтартупа – 86,2 балпа, палӑрнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче кӑҫалхи тапхӑрта Дмитрий Мулендеева пуринчен ытла ӑннӑ тесе палӑртаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн варринче каччӑ Раҫҫей кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Ун чухне вӑл слоуп-стайл тата биг-эйр дисциплинисенче мала тухнӑ. Тӑватӑ тапхӑрта вӑл Раҫҫейӗн абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Хӗллехи Универсиадӑра арҫынсен хушшинче турнир таблицинче пиллӗкмӗш йӗркене лекнӗ.
Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Дмитрий Мулендеев пӗр вӑхӑтра суранланнӑ, халӗ ҫӗнӗрен вӑй илсе пырать.
Чӑваш Енри тӗрмесенчен пӗринче, юсанмалли 5-мӗш колонире, тӑрӑшакан хӗрарӑм пӑрлӑ шывра ишнӗ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗллехи вӑхӑтра шыва кӗрекенсен ӑмӑртӑвӗ Карели Республикин тӗп хулинче, Петрозаводскра, иртнӗ.
Хӗлле шывра ишекенсен тӗнче кубокӗн V тапхӑрне Куславккара вырнаҫнӑ юсанмалли 5-мӗш колонире ятарлӑ учет пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Екатерина Михайлова хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва 30 ытла команда пухӑннӑ. Вӗсем ҫула кура 13 ушӑӑна пайланса тупӑшнӑ. Йышра 12 ҫултан аслӑраххисенчен пуҫласа 90 урлӑ каҫнисем таранах пуҫтарӑннӑ. Эстафета тӑршшӗ 25 метртан пуҫласс 200 метр таран пулнӑ. Командӑпа та тупӑшнӑ.
Куславккари колонире ӗҫлекен хӗрарӑма ӑмӑртӑва лайӑх йӗркелени килӗшнӗ.
Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александра Козлова Европӑра йывӑр атлетика енӗпе кӑҫал иртекен чемпионата хутшӑнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме тивӗҫнӗ.
Етӗрне районӗн хӗрӗ В. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти Олимп резервӗн училищин стажерӗ шутланать. Пултарулӑхне Шупашкарти Валериан Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче туптать.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александра аслисен Европа чемпионатне унччен хутшӑнман. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл 23 ҫулчченхи юниорсен Европӑри ӑмӑртӑвӗнче вӑй виҫнӗ. Геннадий Иванов тренер патӗнче ӑсталӑха алла илекенскер 63 килограмчченхи виҫере ун чухне кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. 21 ҫула ҫитиччен юниоркӑсен Европа чемпионатӗнче (ӑмӑрту Албанире 2017 ҫулта иртнӗ) хӗр ылтӑна тивӗҫнӗ.
Хальхи чемпионат Грузири Батуми хулинче ака уйӑхӗо 6-13-мӗшӗсенче иртӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ тӗнче шайӗнче палӑрнӑ спортсменсене преми пама йышӑнӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби хыпарлать.
Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанникӗ Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче лайӑх кӑтартупа палӑрнӑшӑн 75 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче спортсменка Аслӑ Британири ӑмӑртура шӑчӑпа сиксе ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна уйӑхсерен пӗр ҫул 6,5 пин тенкӗ парса тӑрӗҫ.
А.И.Тихонов ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанникӗ Александр Васильев та хавхаланӑва тивӗҫнӗ, ӑна 25 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Вӑл Италире хӗллехи триатлон енӗпе иртнӗ тупӑшура кӗмӗл медаль илнӗ. Унӑн тренерне те укҫан хавхалантарӗҫ: 12,5 пин тенкӗ парӗҫ.
Пушӑн 26-мӗшӗнче ЧР Спорт министерствин коллегийӗ пӗлтӗр чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ спотсменсемпе тренерсен ячӗсене пӗлтернӗ.
Ведомство шухӑшӗпе, чи лайӑх спортмен ятне Татьяна Акимова биатлонистка, Лана Прусакова фристайлҫӑ, Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлет тивӗҫ. Вӗсем пурте – тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем.
Адаптивлӑ спортра вара чи лайӑххисем ҫаксем пулнӑ: Сергей Абозин (хӑлха илтеменнисен спорчӗ), Илья Паргеев (парабидмантонист).
Ирӗклӗ кӗрушӳҫӗсенчен Евгений Захарченкӑпа Мария Кузнецовӑна палӑртнӑ. Александр Козлов йывӑр атлет, Анастасия Кирилловӑпа Вера Лоткова самбистсем те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарнӑ.
Чи лайӑх тренерсем – Никита Васильев (фристайл), Сергей Пегасов (самбо тата дзюдо). Сусӑрсене ӑмӑртусене хатӗрлесе Алексей Атласкин тата Григорий Сергеев тренерсем палӑрнӑ. Спорт резервне хатӗрлекенсенчен Геннадий Иванова тата Ольга Смирновӑна палӑртнӑ.
Иртнӗ вырсарникун, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта бодибилдинг енӗпе ӑмӑртусем пулнӑ. Унта хутшӑнакан хӗрсем хӑйсен кӗлетке илемлӗхне кӑтартнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн уҫӑ кубокӗ хальхинче тӗп хулари Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 70 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Киров, Чӗмпӗр, Иваново, Пенза, Мускав облаҫӗсенчен, Пермь крайӗнчен, Тутар, Мари, Мордва, Пушкӑрт республикисенчен, Чулхуларан, Аҫтӑрхантан тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен килсе ҫитнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, жюри членӗсем хӗрсен ӳт-пӳ илемлӗхне, мышцисен килӗшӳлӗхне тата вӗсем сцена ҫинче хӑйсене мӗнле тытнине хак панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |