
Хальлӗхе ултӑ ҫын Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пуканне йышӑнма ӗмӗтленет иккен. Ӗнер, ҫӗртмен 3-мӗшӗнче, суйлава хутшӑнас шухӑш пуррине «Тӑван ҫӗршыв» парти пайташӗ, «Сталинград» социаллӑ патриот клубӑн ҫум ертӳҫи Алексей Рылеев пӗлтернӗ. «Тӑван ҫӗршыв» парти хӑйӗн порталӗнче Рылеев ку шухӑша республикӑра пурӑнакансен пуҫару ушкӑнӗ ыйтнӑ хыҫҫӑн тытнине пӗлтернӗ.
Алексей Рылеев ӑна Чӑваш Енпе тӑван-хурӑнташлӑ, ӗҫлӗ, туслӑ хутшӑнусем ҫыхӑнтарнине пӗлтернӗ. Унӑн арӑмӗ кунтан иккен. Хӗрӗ те каникула Чӑвашра ирттерет имӗш. Рылеев Чӑваш Енри тӗп ҫивӗч ыйту шутне кунти ҫынсем ют регионсене ӗҫлеме тухса кайнине кӗртет-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пирӗн республика хӑйӗн промышленноҫӗпе, электроникипе тата тракторӗсемпе мӑнаҫлине палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтепер пуканӗшӗн ултӑ ҫын кӗрешӗве тухма хатӗррине палӑртрӑмӑр та, ҫав шутра либерал-демократсен партийӗн пайташне, Свердловск облаҫӗнче ҫуралнӑ, 33 ҫулти Константин Субботина, Валентин Шурчанов коммуниста, «Сӗтев» хаҫат тӗп редакторне Эдуард Мочалова тата хальхи Элтепере Михаил Игнатьева асӑнмалла. Кунсӑр пуҫне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Анатолий Аксаков кӗрешӗве тухма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ.

Кунта шкулта хӑш-пӗр вӗрентекен лартакан минуслӑ тата плюслӑ паллӑсем пекки пиркиех сӑмах пырать. Анчах шкулти ҫинчен мар. Нумаях пулмасть экспертсем политикӑран тухса ӳкессипе кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне йӗркеленӗ. Ун пеккине вӗсем маларах та туса пынӑ-ха. Хальхи шучӗпе 15-мӗш шутланать.
Унчченхи танлаштарӑмпа танлаштарсан Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хаклавӗ ӳснӗ. Кӗпӗрнаттӑрсене пиллӗк балпа хакланӑ та пирӗн республика ертӳҫи тӑваттӑна минуспа тивӗҫнӗ. Михаил Васильевичӑн вӑйлӑ енӗсен шутне экспертсем унӑн оппопенчӗсен хастарлӑхӗ чакнине кӗртнӗ. Вӑйсӑр енӗ тесе вӗсем М. Игнатьевӑн полномочи вӑхӑчӗ вӗҫленсе пынине калаҫҫӗ иккен.
Политикӑран тухса ӳкессипе йӗркеленӗ малтанхи танлаштарӑмра Михаил Игнатьева виҫҫӗ минуспа тивӗҫнӗ.
 
 Раҫҫейӗн субъекчӗсене ертсе пырас текен ҫыннӑн ҫав регионта 5 ҫултан кая мар пурӑнмалла е ӗҫлемелле. Ҫапла сӗнет иккен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Витали Злочевский хатӗрленӗ саккун проекчӗ. Кунсӑр пуҫне парламентари кӗпӗрнаттӑр посчӗшӗн кӗрешӗве РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем е Федераци канашӗн пайташӗсем тухма пултараҫҫӗ тесе палӑртнӑ.
— Регион пуҫлӑхӗн хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама опыт пулнипе пӗрлех унӑн РФ субъекчӗн ыйтӑвӗсене те пӗлмелле. Ун пек чух кӑна унӑн ӗҫӗ тухӑҫлӑрах та актуаллӑрах пулӗ, — тенӗ саккун проекчӗн авторӗ.
РФ Патшалӑх Думин экономика политики тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Евгений Федоров та ырланине пӗлтернӗ.
Сӗнӳ саккуна ҫаврӑнайӗ-и е ҫук-и — кӑна депутатсем татса парӗҫ.
 
 Чӑваш Енре вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртме пултараҫҫӗ. Ун пек тусан ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене мӗнпур халӑхпа суйламӗҫ. Вӗсене вырӑнти депутатсен пухӑвне суйланнӑ ҫынсенчен «халӑх тарҫисем» палӑртас шухӑшлисем те пур. Е тата, калӑпӑр, район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртнӑ пек. Комиссипе. Района ертсе пырас кӑмӑллӑ ҫынсен кандидатурине комисси пӑхса тухса кӑмӑла каяканнине (юрӗ, пултаруллӑраххине тейӗпӗр) суйлать-ҫке.
Комиссипе суйлас йӗркене влаҫӑн вертикальне ҫирӗплетес шухӑшпа та ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене епле майпа палӑртсан аванраххине сӳтсе явма иртнӗ шӑматкун Шупашкарта «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Ҫапах та ку ыйтӑва регион шайӗнчи саккунпа татса памалла. Ыйтӑва ыран иртекен Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухса йышӑну тумалла.
 
 Вӗсене хальлӗхе суйлава хутшӑнтарамаҫҫӗ-ха, анчах суйлав тематикипе ҫыхӑннӑ конкурса хутшӑнтараҫҫӗ.
Ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантарма, общественноҫа суйлав ыйтӑвӗсемпе ытларах паллаштарма, ӑна анлӑрах ҫутатма Комсомольски районӗнче ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен «Суйлав — вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ» конкурсӗ иртет.
Районти вӗренỹ учрежденийӗсенче вӗренекенӗсем тӗрлӗ номинацире хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерỹҫӗсене ҫулӗсене кура палӑртаҫҫӗ: 8–12 ҫулсенчисем, 13–17 ҫулхисем. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсенче ята, хушамата, миҫе ҫултине, ӑҫта вӗреннине, килти адреса, телефон номерне, электрон почта адресне палӑртмалла. Ӗҫсене А3, А4 форматлӑ хут ҫинче тата электрон мелпе те хатӗрлеме юрать. Ỹкерчӗксене май уйӑхӗн 20-мӗшӗччен районти территори суйлав комиссине ярса пама ыйтаҫҫӗ.
 
 Кун пирки вӑл акан 2-мӗшӗнче Шупашкарта ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. Раҫҫей Патшалах Думин депутачӗ халӑхпа Шупашкарти Мускав районӗн администраци залӗнче тӗл пулнӑ.
Сӑмах илнӗ хыҫҫӑн Валентин Сергеевич КПРФ ӗҫӗ пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн экономикӑри йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. КПРФ палташӑхӑн тулаш политикипе килӗшет имӗш, анчах шалти либераллӑ экономика политикипе ниепле те килӗшесшӗн мар. Уйрӑмах ҫӗршывран илсе тухакан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ пӑшӑрхантарать вӗсене. Йывӑрлӑхсене палӑртнӑ май Валентин Шурчанов КПРФ хатӗрленӗ кризиспа кӗрешмелли мерӑсен йышӗпе паллаштарнӑ. Парти шухӑшӗпе вӗсен сӗнӗвӗсем ҫӗршыври экономикӑн лару-тӑрӑвне самай лайӑхлатмалла имӗш.
Халӑх ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ май Валентин Сергеевич авӑн уйӑхӗнчи пулас суйлава хутшӑнма планлани пирки пӗлтернӗ. Хӑй вӑл ҫак ҫемҫе пукана 1997 ҫултанпа йышӑнас тӗлӗшпе кӗрешет. 2001 ҫулхи суйлавра ӗмӗчӗ пурнӑҫланни патне те ҫитнӗччӗ ӗнтӗ — ун чухне вӑл Николай Фёдоровпа танах сасӑ пухнӑччӗ. Кӑшт кӑна ҫитейменнипе ҫеҫ унта ларайман.
 
 Авӑн уйӑхӗнче 13-мӗшӗнче ЧР Элтеперне суйлассине, унта Михаил Игнатьев хӑйӗн кандидатурине тӑратассине пӗлтернӗччӗ.
Кандидатсен списокӗ ҫӗнӗ ятсемпе пуянланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Хальлӗхе суйлава хутшӑнасси пирки виҫӗ кандидат официаллӑ мелпе пӗлтернӗ.
Ҫав списокра Михаил Игнатьевсӑр пуҫне РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, регионсенчи банксен «Раҫҫей» ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Аксаков, «Сӗтев» хаҫатӑн тӗп редокторӗ Эдуард Мочалов пур.
Анатолий Аксаков хӑйӗн кандидатурине Михаил Игнатьев хыҫҫӑн тӑратнӑ. Унтан — суд ӗҫӗ-хӗлӗпе палӑрнӑ Эдуард Мочалов.
Тепӗр икӗ ят тӗлӗшпе паллӑ мар-ха. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов ыйтӑва татса паман-ха: хӑйӗн кандидатурине тӑратмалла-и е КПРФ фракцин ҫамрӑк ертӳҫине Дмитрий Ефсеева-и?
ЛДПР хӑйӗн кандидатури пирки ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче пӗлтерӗ.
 
 «Ирӗклӗх» нумаях пулмасть тӗп суйлав комиссине суйлав бюллетенӗсене икӗ чӗлхепе пичетлеме ыйтса ҫыру ҫырнӑччӗ. Комисси «Ирӗклӗхе» хурав панӑ.
Савӑнмалли хыпар пӗлтернӗ унта. Кӑҫал суйлавра бюллетеньсене икӗ чӗлхепе — вырӑсла тата чӑвашла — пичетлеме шантарнӑ.
Аса илтермешкӗн: «Ирӗклӗх» общество организацийӗ пуш уйӑхӗн варринче тӗп суйлав комиссине авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртекен суйлавра бюллетеньсене вырӑсла тата чӑвашла пичетлеме ыйтса ҫыру янӑ. Ҫав кун халӑх ЧР Элтеперне, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене суйламалла.
Суйлав комиссийӗ хуравра бюллетеньсем саккунпа килӗшӳллӗн икӗ чӗлхепе пулмаллине палӑртнӑ. Комисси суйлав умӗн кун пирки коллеги йышӑнӑвне тӑвӗ.
«Ирӗклӗх» палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли хальччен пулман. Чиновниксем икчӗлхелӗхе пӑхӑнма пӗрремӗш хут шантарнӑ.
 
 Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперне суйлӗҫ. Чылайӑшне пӗр ыйту канӑҫсӑрлантарчӗ: Михаил Игнатьев унта хутшӑнӗ-и е ҫук-и?
Михаил Васильевич паян, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ирттернӗ пресс-конференцире суйлава хутшӑнассине официаллӑ мелпе пӗлтернӗ.
Унччен Михаил Игнатьев хӑйӗн шухӑшне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин хастарӗсемпе тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ. Анчах паян вара ҫак сӑмахсене Михаил Васильевич журналистсен умӗнче каланӑ.
Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти унӑн кандидатурине суйлава хутшӑнтарасси пирки ырланӑ. Анчах суйлава кам хутшӑнасси пирки регион конференцийӗнче татӑклӑ палӑртӗҫ.
Аса илтерер: Михаил Игнатьевӑн полномочийӗ кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленет. Саккунпа килӗшӳллӗн, Михаил Игнатьевӑн суйлав умӗнхи кампанине хутшӑнас тесен отпуска каймалла е Владимир Путинран отставка пирки ыйтмалла. Михаил Васильевич хӑш вариантне суйлӗ? Кун пирки вӑл журналистсене пӗлтермен.
 
 Чӑваш Енри суйлав тӗп комиссийӗн 2015 ҫулхи суйлавсенче икчӗлхелӗхе пӑхӑнмалла. Кун тӗлӗшпе «Ирӗклӗх» общество ҫыру янӑ.
Суйлав тӗп комиссийӗн председателӗн Александр Цветковӑн ячӗпе янӑ ҫырура «Ирӗклӗх» хастарӗсем ЧР Конституцийӗпе тата «Чӗлхесем пирки» саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енре вырӑс тата чӑваш чӗлхи пӗр танах пулнине палӑртнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах «Чӗлхесем ҫинчен» саккунра «суйлав бюллетенӗсем Чӑваш Енре вырӑсла пичетленеҫҫӗ» тесе палӑртнӑ. Анчах суйлав комиссийӗ йышӑнӑвӗпе вӗсене чӑвашла та, кирлӗ пулсан ытти чӗлхепе те пичетлеме май пур.
Ҫавна май «Ирӗклӗх» суйлав тӗп комиссине бюллетеньсене вырӑсла та, чӑвашла та пичетлеме ыйтать. Май пулсан бюллетеньсене тутарла тата ирҫелле хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперне тата Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене суйлама палӑртнӑ.
