
Татьяна Борисова тата Сергей Угарин авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ. Уяв ЧР Элтеперне суйламалли кунпа пӗр килнӗрен вӗсем сасӑлава кайма та манман.
Татьянӑпа Сергей Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГСра ҫырӑннӑ. Кун хыҫҫӑнах ҫамрӑк мӑшӑр суйлав участокне ҫул тытнӑ.
Паллах, Татьяна суйлава шурӑ кӗпепе ҫитнӗ, Сергей – костюмпа. Ҫамрӑксем суйлава хутшӑнасси вӗсен тивӗҫӗ пулнине палӑртнӑ.

Чӑваш Енре Элтепере виҫӗ кун суйласси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Пандеми вӑхӑтӗнче суйлав участокӗсенче инфекцирен сыхланмалли условисем туса памалла. Нумаях пулмасть Тӗп суйлав комиссийӗнче ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушура палӑрнтӑ тӑрӑх, республикӑра суйлав ирттерме 46 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫа- резерв – фондӗнчен.
Укҫа-тенкӗпе кӑшӑлвирусран сыхланмалли хатӗрсем туянӗҫ, суйлав пирки хыпарлас ӗҫе те ку нухрат тӑкакланӗ. Укҫа-тенкӗпе Тӗп суйлав комиссийӗ хуҫаланӗ.
Аса илтерер: суйлав авӑн уйахӗн 11-13-мӗшӗсенче иртӗ.

Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева суйлава хутшӑнма ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем 24 миллион тенкӗ пухса панӑ. 725 пин тенкине ҫынсем пухнӑ, 23 миллион та 625 пинне – юридици сӑпачӗсем. Тепӗр 50 пин тенкине Олег Алексеевич кӗсйинчен кӑларнӑ. Укҫа нумай пухӑннӑ, 8 миллион тенкине каялла та тавӑрса пама тивнӗ.
Паянхи кун тӗлне Олег Николаев пичет материалӗсене кӑларма, сарма 3 миллион та 288,5 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Алӑ пуснине пуҫтаракансем валли 198 пин тенкӗ кайнӑ. 205 пин тенкӗ суйлавҫӑсен алӑ пуснине йӗркелес ӗҫе тӑкакланнӑ. Информаци тата кунсультаци 190 пин тенке кайса ларнӑ. Тепӗр 4 миллион та 475,7 пин тенки ытти расхута саплаштарнӑ. Ҫапла майпа 8 миллион та 240,7 пин тенкӗ юлнӑ.
Ытти кандидатсем, Александр Андреевпа Сергей Матвеев, хӑйсен 30 пинне тӑкакланӑ. Николай Степанов 100 пин тенкӗ хурса 28 пинне пӗтернӗ. Константин Степанова ЛДПР суйлава хутшӑнма 500 пин панӑ. Хальлӗхе 28 пинне тӑкакланӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнас тесе 12 ҫын документсем панӑ. Паня пӗри вӗсене каялла илнӗ. Вӑл – Юрий Сидоров.
«Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, документсем тӑратнӑ кандидатсен хушшинче судпа айӑпланнӑ ҫынсем те пур. Роман Васильев ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиенн кӳнӗшӗн айӑпланнӑ, айӑпне 2010 ҫулта каҫарттарнӑ.
Палӑртмалла: паян суйлава хутшӑнма кӑмӑл тунӑ кандидатсенчен документсене юлашки кун йышӑннӑ.

Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинчи П. Иванов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра Олег Николаевӑн халӑх штабӗ уҫӑлнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Аса илтерер: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ иртӗ. Республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава хутшӑнма хӑйӗн докуменчӗсене Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссине чи малтан тӑратрӗ. Унтан тата тепӗр тӑхӑр кандидат суйлава хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Вӗсем те суйлав умӗнхи мероприятисене пуҫӑнчӗҫ: хӑйсен кадидатуришӗн сасӑ пухаҫҫӗ, хӑйсен партийӗсен районсенчи уйрӑмӗсен пайташӗсемпе тата Депутатсен пухӑвӗсен депутачӗсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.

Паян Элтепер суйлавне хутшӑнма кӑмӑл тунӑ вуннӑмӗш кандидат документсене тӑратнӑ. Вӑл – 34 ҫулти усламҫӑ, общество деятелӗ Роман Васильев.
Докуменчӗсене виҫҫӗмӗш хутӗнче кӑна йышӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗрӗс мар пулнӑ. Роман Васильев хӑйне «Мӑнаҫлӑ Раҫҫейшӗн» юхӑм лидерӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшакан «Ырӑ алӑсем» фонд пуҫаруҫи тет.
Аса илтерер: Элтепер суйлавне Олег Николаев, Юрий Шакеев, Сергей Матвеев, Николай Степанов, Николай Коклейкин, Андрей Ильмендеров, Александр Андреев, Константин Степанов, Юрий Сидоров документсем панӑ.

Паян 10 сехет те 50 минутра ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницинче пост тупӑннӑ: вӑл унта ӑна пулӑшса пынӑ тата критикленӗ ҫынсене тав тунӑ.
Михаил Васильевич вырӑсла ҫырнӑ цитатӑна илсе кӑтартар: «Хочу обратиться со словами благодарности ко всем жителям любимой Чувашии! За понимание, за участие, за совместную работу на протяжении всех этих лет на благо родной Республики, за вашу активную гражданскую позицию, за ваши предложения и критику. Хочу сказать спасибо и всем вам, уважаемые подписчики, за внимание и к официальной хронике, да и к личным фото.
Желаю всем вам крепкого здоровья, мира и благополучия в ваших семьях, дальнейшего процветания и развития нашей родной России!
С уважением, Михаил Игнатьев».
Аса илтерер: ӗнер РФ президенчӗ Владимир Путин Михаил Игнатьева отставкӑна янӑ, ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин депутатне Олег Николаева шаннӑ.
Сӑмах май, ЧР Элтеперне хӑҫан суйласси паллӑ: смуйлав авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ.

«Петербургская политика» (чӑв. «Питӗр политики») фонд эксперчӗсен шухӑшӗпе, ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Республикин Элтеперне отставкӑна ярас хӑрушлӑх пысӑк. Кунашкал кандидатсен йышне Архангельск облаҫӗн, Камчатка крайӗн тата Калуга облаҫӗн ертӳҫисем те лекнӗ.
Михаил Игнатьев унччен ҫапла пӗлтернӗччӗ: РФ президенчӗ Владимир Путин тата республика халӑхӗ ырласан, пулӑшсан ҫеҫ вӑл ҫитес суйлава хутшӑнӗ.
Палӑртмалла: суйлав авӑн уйӑхӗнче 16 регионта иртӗ. Унччен Кремль хальхи пуҫлӑхсенчен хӑшӗсем суйлава хутшӑнассине, хӑш тӑрӑхра ҫӗнӗ ҫынна сӗнессине татса парӗ. Пӗлтӗр Иркутск облаҫӗнче тата Еврей автономи облаҫӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗсене палӑртнӑ.

Иркутскра хула администрацийӗн ертӳҫине малалла мӗнле суйлассине сӳтсе явнӑ. Хула Уставне улшӑну кӗртесшӗн. 35-мӗш статьяна. Улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн хула ертӳҫине вӑрттӑн сасӑласа суйласшӑн. Халӗ уҫҫӑн сасӑлаҫҫӗ. Анчах ҫапла суйлассине пурте ырламаҫҫӗ. Устава улӑштарассине халӑхпа сӳтсе явнӑ. Педагогсемпе, общественниксемпе, ветерансемпе, спортсменсен организацийӗсен пайташӗсемпе, наци-культура автономийӗн ертӳҫисемпе. Иркутскри Вероника-Атӑлпи Тимофеева Чунташ та пулнӑ.
Устава улӑштарассине сӳтсе явма мӗнпур депутат хутшӑнман. Ҫакӑнтан тӗлӗннӗ Вероника-Атӑлпи Тимофеева Чунташ. Сасӑлава вӑрттӑн йӗркелесшӗн депутатсем. Вӗсем уҫҫӑн суйлама хӑраҫҫӗ. Пынисем ҫапла каланӑ. Чӑваш хӗрарӑмӗ хальхи созыври депутатсен йышӑнӑвӗ ҫӗнӗ созыврисене тивет тесе каланӑ. Депутатсем мӗнле сасӑланине халӑхӑн пӗлмелле тенӗ вӑл. Вӑрттӑн суйласан кам мӗнле сасӑланине пӗлеймӗн.

Авӑнан 9-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗрлехи суйлав кунӗ иртмелле. Ҫав шутра Чӗмпӗр хулин Думине те депутатсене суйламалла. 15-мӗш Сӗвехыҫри пӗр мандатлӑ суйлав округӗнчи кандидатсен йышӗнче Олег Мустаев чӑваш пур.
Кандидатсен йышӗ пурӗ тӑватӑ ҫынран тӑрать. Олег Мустаева «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне ЛДПР Алексей Цибаркова, РФКП Яков Панкова, Раҫҫей коммунисчӗсем коммунистла партийӗ Олег Новгородский кандидатурӑсене суйлава кӑларнӑ. Тӑватӑ ҫынран хӑшне суйласси чӗмпӗрсенчен килет.
Аса илтеретпӗр, Олег Мустаев Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Пӗтӗм халӑх фрончӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ. Арӑмӗ, Елена Мустаева, хальхи вӑхӑтра Чӗмпӗр облаҫӗнче тухса тӑракан «Канаш» хаҫатӑн редакторӗ.
